Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ҫул юлташӗВӗре ҫӗленАча чухнехиИрĕк çилВăрман ачисемАсамат кӗперӗ сӳничченЮрату ҫӑлкуҫӗ

«Такам хыçра вартатчĕ палăк…»


Такам хыçра вартатчĕ палăк:

Кевти1 чиперччĕ... ячĕ — ман?

Чĕнмесĕр, шăппăн хупрăм алăк...

— Вилсе-шим эп...?

— Вилсе.

— Хăçан?

 

— Ик çул иртет. Хамах пытартăм:

Никам пĕлмерĕ ăçтине.

— Вăрман хăлхаллă, уй курса-тăр?

— Шырарĕç, тухрĕç йĕр çине...

 

Тăпру çинче сиксех ташларĕç,

Сарса янратрĕç кĕреке.

Кашни — асра: часах лăпланĕç,

Яту çĕкленĕ ирĕке.

 

Хăвна чарма... пĕр вăй çеç — вилĕм,

Чарать те — вăхăтлăх кăна.

Пин хут кайса пин хут эс килĕн —

Хальччен никам витмен чăна.

Çăткăн


Ку çул хĕл çапла ларчĕ.

Пĕр ирхине çурçĕр енчен питĕ сивĕ çил вĕрчĕ. Тӳпене хура пĕлĕтсем хупласа илчĕç. Кĕтмен çĕртен юр çума пуçларĕ. Кĕрхи калча шăтнă сип-симĕс уйсем тем хушăрах шап-шурă çи виттипе витĕнчĕç.

Тĕпĕр сехет иртрĕ-и, çук-и, вăрмантан яла чакаксем вĕçсе те килчĕç. Пĕри унта кăшкăрать, тепри кунта… Чакаксене курсан ман атте:

— Хĕл хăнисем килсе çитрĕç, ыран така пусас, — терĕ.

— Пусас, юрĕ ирĕлсен те, курăк тути юлмасть, — килĕшрĕ анне те.

Пусрăмăр. Тирпейлесе хума ĕлкĕреймерĕмĕр, пирĕн кил картине тем хушăра пĕр кĕтӳ чакак пухăнчĕ. Пуçларĕç çаксем чакаклатма! Вĕсене кура ула кураксем те вăшлатса çитрĕç. Пĕри те тепри пирĕн пата — така пуснă çĕре — майĕпен çывхарнăçем çывхарса пыраççĕ. Ула куракĕсем питĕ кулăшла: çапсан та пуçран ан лектерччĕр тенĕ пек, айккăн-майккăн сиксе çӳреççĕ. Кăштах тутантарса пăхтарас терĕм эпĕ вĕсене, хамăра çиме юрăхсăр аш татăкĕсене пĕрне те тепĕрне пăрахса патăм. Эх, тытăнчĕç çаксем пушшех кăшкăрашма! Пĕр чакакĕ пуринчен ытла кăшкăрать. Вăрçаканскер пулмалла хăй, ыттисене çывăха та ярасшăн мар, пыра-пыра сăхать, аш татăкне лешсенчен пĕррех хыпса туртса илет. Тахăшĕ хăйне те лектернĕ курăнать, хӳринчи пер тĕкне хуçсах пăрахнă. Ку чакакне хăваласах ярас шут пурччĕ те, тивмерĕм, хăйсенне хăйсем пĕлеççĕ пуль терĕм.

Малалла

«Тулхăрса кăкăрти кăшăла…»


Кăшласа

кăкăрти

кăшăла

Тĕпретсе

тăллакан

тăнăма,

Тапса тухрĕ

тула

теветкеллĕх2:

 

Çĕмĕрсе

çĕнерен

çĕклемелĕх

Суяран

саваланă

сăмах!

Тулхăрса

тăракан

туйăма

Хасупа3

хăтлансан

хăмсарма4

Чĕвенленнĕ

чĕлхемĕн

чăн чĕмĕ5

Сăпатна6

салатмасăр

сĕвемĕн

Кĕртместех

канăçне

картана...

Асăрхан.

Асăрха —

Малалла

«Хăюсăррăн шаккарĕç кантăка...»


Хăюсăррăн шаккарĕç кантăка...

Шанмарĕç-тĕр эп уçасса ăна...

Ма уçас мар — çын ăнсăртран килмен.

Килнех пулсан, курасшăн вăл мана.

 

Хăюсăррăн шаккарĕç кантăка...

Инкек, тен, пулнă пач кĕтмен çĕртен?..

Инкек куçа, шел, курăнса килмест;

Май çук ăна çĕнме хăш чух пĕччен.

 

Хăюсăррăн шаккарĕç кантăка...

Ыр хыпарпа, тен, килнĕ ман пата?..

Ырă хыпар вăл эмелпе пĕрех —

Пĕрре илтсен илтес килет татах.

 

Хăюсăррăн шаккарĕç алăка...

Шанмарĕç-тĕр эп уçасса ăна...

 

24.07.21

Хырай Ĕнел

Учитель


Эп хам

учитель пулнă май,

çырмалли

манăн нумай.

Анчах та

эп нумай çырмастăп,

паллăсене те

эп памастăп.

 

Учитель вăл

вĕрентекен –

чăваш пулсан,

ăна пĕлен.

«Учитель» тесе

каласан,

вăл маншăн –

тăванран тăван!

 

Пĕрремĕш ман

вĕрентекен –

ун сăнĕ

ман пуçра пĕтмен.

Вăл вĕрентни

ĕмĕр манпа,

эп мухтанатăп та

унпа.

 

Вĕрентнĕ

вулама, çырма,

вăлах вĕрентнĕ

юрлама.

Мана вăл

панă уроксем –

ылтăнран

хаклă вĕсем!

 

Малалла

Тĕп хула


Шупашкарăм

Шупашкарăм –

ху патна

туртан иккен.

Эп сана курма

васкарăм –

килтĕм

нумай çул иртсен.

Тĕп хула эс,

Шупашкарăм –

тĕнчери

пур чăвашсен.

Санăн умăнта

пур парăм –

вĕçĕ çук

вăл парăмсен.

 

Улшăнатăн,

Шупашкарăм –

эс хула,

çамрăк çынсен.

Сана эп пуçра

упрарăм –

тĕлĕнтĕм

кунта килсен.

 

Эс ӳсетĕн,

Шупашкарăм –

нумай ĕмĕр

иртиччен.

Малалла

Ашкăнчăк


Вăрманкасри ман тус Вадим та манашкалах кăвакарчăнсем нумай усрать. Анчах Вадимăн манăнни пеккисем — тĕк тĕпекеллисем, манăн Вадимăн пеккисем — тĕк ураллисем çук. Çавăнпа эпир пĕр-пĕринпе улăштарма шут тытрăмăр. Вадим мана тĕк ураллисене пĕр мăшăр пама пулчĕ, эпĕ Вадима тĕк тĕпекеллисене паратăп.

Улăштарасса улăштартăмăр та, анчах çук çав, ĕç тухмарĕ, пирĕн кăвакарчăнсем ют çĕрте пурăнма килĕшмерĕç: Вадим панисем ман патран ун патне — Вăрманкаса вĕçсе кайрĕç, эп панисем ман пата вĕçсе килчĕç.

Мĕн тăвас?

Майне шухăшласа тупрăмăр. Çуркунне, кăвакарчăнсем çăмарта тусан, Вадим мана хăйĕн тĕк ураллисен çăмартисене пама пулчĕ, эп Вадима тĕк тĕпекеллисене паратăп. Вара эпĕ Вадим панă çăмартасене хамăн кăвакарчăнсен йăвине, Вадим эп панă çăмартасене хăйĕн кăвакарчăнĕсен йăвине хурать, çапла вара, пирĕн кăвакарчăнсем ку çăмартасенчен тухнă чĕпĕсене хăйсен чĕпписем, чĕпписем кăвакарчăнĕсене тăван ашшĕ-амăшĕ, йăвисене хăйсен тĕп килĕ тесе шутлаççĕ, ниçта та вĕçсе каймаççĕ.

Эпир кĕтнĕ вăхăт çитрĕ, кăвакарчăнсем çăмарта тума пуçларĕç. Ман тĕк тĕпекеллисем те пĕрер çăмарта турĕç. Тепĕр кунне, иккĕшне Вадима кайса парас тесе, кăвакарчăнсен йăвисем патне хăпартăм та, ак япала! Пĕр йăвинче те пĕр çăмарта та çук. Мĕне пĕлтерет ку?.. Çăмартисене кăвакарчăнсем хăйсем ӳкерсе пĕтернĕ тес — çĕрте хупписем те çук. «Кӳршĕ ачи Уçăп вăрласа кайман-ши?» — шухăш пырса кĕчĕ.

Малалла

«Эс кăна вĕçместĕн, эпĕ те вĕçетĕп…»


Эс кăна вĕçместĕн, эпĕ те вĕçетĕп,

Каçсерен вĕçетĕп эп те тĕлĕкре.

Эсĕ те çунатлă, эпĕ те çунатлă;

Ăнтăлать-çке темшĕн тӳпенех чĕре.

 

Эс кăна ӳкместĕн, эпĕ те ӳкетĕп,

Час-часах ӳкетĕп эп чулсем çине.

Эс те аманатăн, эп те аманатăп,

Ерипен манатăп сурансен шутне.

 

Эсĕ те çунатлă, эпĕ те çунатлă...

Ăнтăлать-çке темшĕн тӳпенех чĕре.

Эсĕ те телейлĕ, эпĕ те телейлĕ,

Кăйкăр пек вĕçсессĕн, тусăм, тӳпере.

 

31.07.2021

Йĕпе кĕркунне


Сивĕ урамра,

тĕттĕм ăшăмра.

Пĕлĕтлĕ тӳпе,

пылчăклă, йĕпе.

 

Сивĕ çил вĕрет,

шăмшакăм чĕтрет.

Шăнса кайнипе,

куçсем те йĕпе.

Ку вăл – кĕркунне –

кăтартать хăйне.

Çумăр çунипе

татах та йĕпе.

 

Хĕвел те пăхмасть,

çĕре ăшăтмасть.

Юхать çĕрĕпе

пĕлĕтрен йĕпе.

 

Пӳртре те сивĕ

(ман пекех – кивĕ).

Кунĕ-çĕрĕпе

кĕркунне – йĕпе.

Ун пек те юрать


Санран нумай та

кирлĕ мар –

санпа пĕрле

тăрса сывласчĕ.

Кăштах кăна

эс манпа лар –

сан аллуна

тытса ларасчĕ.

 

Эп мĕн калассине

пĕлетĕн,

эп пĕр сăмах

каламасан та.

Ман пурнăçа

çаплах кĕретĕн.

мĕн пулнине

ăнланмасан та.

Паян эс

манăн пурнăçра –

эп санпа

сывламасан та.

Хурланнă чух,

савăнăçра –

санпа нихçан та

лармасан та.

 

Р.S. : Ун пек те

юратма юрать,

туйăм вăл

чĕререн тухать.

■ Страницăсем: 1... 7 8 9 10 11 12 13 14 15 ... 796
 
1 кевте – ӳт-пӳ
2 теветкеллĕх — хăюлăх
3 хаса – явап тыттарни
4 хăмсар — хăрат
5 чĕм — сывлăш
6 сăпат — çын

Шухăшсем