Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

Тӗнче пӗтмесӗр Вӗрентӳ пӗтмест

  27.03.2023 10:35 | 289 Пурĕ пăхнă

2023 ҫулхи пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче мана ЧНКри ҫамрӑксен Алексей Енейкин ушкӑнӗ Иван Яковлев 175 ҫулне халалланӑ форума илсе кайса хисеп турӗ. Ватӑ та чӑлах тесе пӗри те кӳрентермерӗ, пӗтӗмлетсе вӑрах каланӑ е йӑнӑшнӑ чухне те чармарӗ. Манӑн Кӗреке сӑмахӗн пуҫламӑшне ҫеҫ калама май пулнӑран, вӗҫӗнчи пӗтӗмлетӳре ҫав шухӑшсене хушса хутӑм, Интернетра К.Малышев, В.Тяпкин тата ыт. форумра пулман ҫывӑх ҫынсемех тиркесе ҫырнисене вуларӑм та, Ҫамрӑксен Кӗрекинче каланӑ сӑмахсене сайтра пичетлесех хуравлама шутларӑм.

Далее...

 

Карӑш-карӑк-карӑшлӑх...

  23.03.2023 13:32 | 310 Пурĕ пăхнă

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

Авалхи чылай сӑмаха эпир халӗ ӗнтӗ манса пӗтнӗ, хӑшпӗр чухне вара тата сӑмах пӗлтерӗшне улӑштарса, хальхи чӗлхере урӑх ӑнланупа ҫӳретнине те куратпӑр. Акӑ, Карӑшлӑх ятлӑ ял пур пирӗн Чӑвашстанра. Мӗне пӗлтерет-ши ку?

Далее...

 

600 ҫул ытла вӗрентекен Сент-Эндрюс университечӗ

  26.02.2023 19:27 | 620 Пурĕ пăхнă

Паян, нарӑсӑн 27-мӗшӗнче, Шотландири Сент-Эндрюс университечӗ хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Ӑна 612 ҫул каялла, 1411 ҫулта никӗсленӗ иккен. Акӑлчанла калаҫакан тӗнчене илес пулсан чи ватӑ университетсенчен вӑл виҫҫӗмӗш. Оксфордпа Кембридж университечӗсем кӑна ватӑрах. Акӑ мӗн каласа парать кун пирки Calend.ru ресурс:

Сент-Эндрюс хули (акӑлч. St Andrews) ятне Шотландин хӳтӗлевҫи ячӗпе, сӑваплӑ Андрее чысласа панӑ. 1410 ҫулта Сент-Эндрюс хулинче ахаль шкул уҫнӑ. Ӑна Сорбоннӑра пӗлӳ илнӗ ҫынсем никӗсленӗ.

Далее...

 

Серебряный всадник

  20.02.2023 10:51 | Ŝanĝi | Forigi | 1680 Пурĕ пăхнă

30 июля 2022 г. в Международный День дружбы народов Мира в истории современной России произошло историческое культурное событие глобального масштаба, но в самом отдаленном районе Чувашской Республики, затерявшейся на карте Старого Света…

Изначально это событие связано с появлением в Европе азиатских гуннов, Аттилы, Кубрата и его многочисленных сыновей, один из которых Котраг, который привел на берег левобережья реки Атӑл (Аттила) или по русски «Волга» — все население Золотой Болгарии северного Пичерноморья еще в VII веке.

Далее...

 

1755 ҫулта Кӑнтӑр Уралта чӑвашсене мӗншӗн персе вӗлернӗ?

  09.02.2023 19:33 | 887 Пурĕ пăхнă

1755 ҫулта Кӑнтӑр Уралта чӑваш хресченӗсене персе вӗлернӗ. Ку пулӑм пирки эсир те, ман пекех пӗлмен пулӗ? Вӗсем пурте Максим, Иван тата Кӗҫӗн Иван Мосоловсен тимӗр шӑрантаракан савутра вӑй хунӑ пулнӑ.

Ку пулӑм пирки эп хам «Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем» статьяпа паллашнӑ чухне асӑрхарӑм. Лена юханшывӗ ҫинчи пӑлхав пирки чӑваш энциклопедийӗнче мӗн те пулин ҫук-ши тесе шыраса кӗтӗм те хайхи ҫак пулӑм пирки пӗлтӗм.

Далее...

 

Кӗрленӗ, кӗрлетпӗр, малашне те кӗрлӗпӗр-ха!

  26.01.2023 13:51 | 815 Пурĕ пăхнă

Виҫӗмкун, юрҫӳрен ҫине утлантӑм та, хам тӑвансем патне, Хурӑнлӑх ялне, хӑнана кайса килтӗм. Хурӑнлӑха илес пулсан ку ят маншӑн темле искусственнӑй ят пек. Эп вӑл яла Попой теме хӑнӑхнӑ та, официаллӑ ята ниепле те хӑнӑхаймастӑп. Мӗн ачаранах Попой тесе те, Хурӑнлӑх теме йывӑртарах. Апла-и, капла-и, ӗҫсене туса пӗтернӗ хыҫҫӑн канас тӗллевпе тӑвансем патне ҫул тытрӑм.

Тарас Коли теҫҫӗ ӑна ялта. Ятсӑр-сумсӑр теме пултараймастӑп. Тимӗрҫӗ пулса ӗҫленӗ. Пирӗн таврари чи малтан ӑсталанӑ мини-тракторсене илес пулсан, ун ятне асӑнмасӑр май ҫук.

Далее...

 

Отличник пулмасан та пултарӑн, патриот вара — пулмаллах!

  24.01.2023 20:55 | Ŝanĝi | Forigi | 2145 Пурĕ пăхнă

Журналист шухӑшӗ

Пушӑ вӑхӑт нумай та пенсире, тепӗр чух Интернета кӗрсе тӗрлӗ хыпарпа паллашатӑп. Ӗлӗкрех алран кӗнеке каймастчӗ, халӗ эрнере пӗрре тытатӑп-и ӑна, ҫук та-и...Хам юратакан кӗнекесене темиҫе хут та вуласа тухнӑ, хальхи нумай ҫыравҫӑн хайлавӗ вара чуна пырсах пӗтмест. Тӑван ҫӗршыва, атте-аннене, хамӑр ҫуралса ӳснӗ тавралӑха юратма хистекен —хавхалантаракан произведенисем питӗ сахал. Патриотизм теми халӗ «модӑра» мар: чӑн малти вырӑнта—укҫа, укҫа, укҫа.

Далее...

 

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем

  14.01.2023 20:41 | Ŝanĝi | Forigi | 626 Пурĕ пăхнă

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем

(1912 — 1962)

50 ҫул каялла Ленӑ шывӗ ҫинче ылтӑн кӑларакан рабочисене персе вӗлерни пӗтӗм Российӑри рабочисене тарӑхтарса, хумхантарса янӑ, кӗрешӗве ҫӗклентернӗ. Ҫапла вара, Российӑра революциллӗ кӗрешӳ ҫӗнӗрен, никам чарайми тапранса сарӑлма пуҫланӑ.

Ылтӑн кӑлармалли вырӑнсенче чӑваш ҫӗршывӗнчен кайнӑ рабочисем чылай пулнӑ. Чӑваш хресченӗсем унта ӗҫе кайма ҫӗр ҫул каяллах тытӑннӑ.

Далее...

 

Пурччӗ редакцире «СССР»

  12.01.2023 17:09 | Ŝanĝi | Forigi | 863 Пурĕ пăхнă

Ҫав тери интереслӗ: Шӑмӑршӑ хаҫачӗн редакцийӗнче хушамачӗ «С» сас паллирен пуҫланакан ҫын нумайччӗ. Кузьма Смирнов редактор, Михаил Сандиеров корректор, Анатолий Сандимиров корреспондент, Геннадий Смаев радиоорганизатор, редактор ҫумӗ, каярахпа коллектива ертсе пынӑ Иван Саландаев, ҫырусен пайӗн пуҫлӑхӗ Зоя Свеклова, Николай Семенов фотокорреспондент...

Пӗр вӑхӑт виҫӗ «С» тӑрса юлтӑмӑр: Г.Смаев, Н.Семенов тата ҫак йӗркесен авторӗ.

— Хаҫат кӑларма пӗр хушаматлӑ ҫын кӑна кирлӗ, — шӳтлетчӗ ял хуҫалӑх пайне ертсе пынӑ Арсений Бараев.

Далее...

 

Чӑваш публицисчӗн Ҫӗнӗ ҫулхи шухӑшӗсем

  11.01.2023 14:30 | 1954 Пурĕ пăхнă

Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе, хисеплӗ, те хаклӑ йӑхташсем, аксакалсем, шурсухалсем: Анатолий Кипеч, Неҫҫе Кули (Николай Енилин), Виталий Станьял (Никитин), Атнер Хусанкай, Николай Угаслов, Николай Лукианов тата ыттисем!

Ҫуралнӑ кун ячӗпе хисеплӗ Виталий Петрович Станьял!

Ҫӗнӗ ҫул пуҫламӑшӗ чух иртнӗ ҫулхи пӗтӗмлетӳ тӑвас килет.

1. Ҫулталӑк ҫынни

Тата тӗрлӗ халӑхсем, патшалӑхсем Ҫулталӑк ҫыннисене палӑртаҫҫӗ. Чӑваш Ҫулталӑк ҫынни, Чӑваш Республикин Ҫулталӑк ҫынни — кама палӑртма пултаратпӑр?

Далее...

 
Paĝoj: [1], 2, 3, 4, 5, 6, ... 24
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)