Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

Хула ячӗсем

  19.07.2021 13:15 | 4932 Пурĕ пăхнă

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

Чӑвашсем тӗрлӗ хулана хӑйсемлерех каланине пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ. Мускав, Чулхула, Хусан, Чӗмпӗр, Питӗр, Самар, Сӑвар... Кусем пурте пӗлекен ятсем. Сайрарах тӗл пулакан хула ячӗсем: Пирӗм — Пермь, Алапӳ — Елабуга, Артатту — Ардатов, Лайӑш — Лаишево.

Далее...

 

Выявлена ранняя рукописная редакция «Завещания чувашскому народу»

  13.07.2021 12:04 | Ŝanĝi | Forigi | 10984 Пурĕ пăхнă

В области определения редакций и списков «Завещания чувашскому народу» (ЗЧН), приписываемого И.Я. Яковлеву, до настоящего времени существует путаница и неопределенность. Между тем в Научном архиве Чувашского государственного института гуманитарных наук (НА ЧГИГН) с 1957 г. хранится фотокопия, сделанная с материалов тогда еще не обработанного фонда 361 Отдела рукописей Государственной библиотеки СССР им. Ленина (ныне ОР РПБ), которую мы назовем ранней машинописной редакцией (РМР) ЗЧН.

Далее...

 

Ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗ – Чӑваш кӗнеки кунӗ

  02.06.2021 10:14 | Ŝanĝi | Forigi | 4703 Пурĕ пăхнă

1769 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче Ӑслӑлӑх академийӗн типографийӗнче Вениамин архиепископ (Василий Пуцек-Григорович) Хусантан ярса панӑ чӑваш чӗлхин грамматикине 600 экзеплярпа пичетлеме йышӑннӑ. Кӗнеке сутлӑха тухни ҫинчен 1769 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче «Санкт-Петербургские ведомости» хаҫатӑн 41-мӗш номерӗнче хыпарланӑ. Ҫак куна ҫӗнӗ стиле куҫарсан ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗ пулать. Чӑваш кӗнеки ҫынсем (вулакансем) патне ҫитнӗ кун вӑл. Кӗҫех тӗрлӗ хаҫат-журналта кӗнеке пирки ҫырнӑ хаклавсем пичетленеҫҫӗ, вӑл ҫут тӗнчене килнине ют ҫӗршыв тӗпчевҫисем те асӑрхаҫҫӗ.

Далее...

 

Пулмалла малтан сӑмах

  25.05.2021 11:04 | 7770 Пурĕ пăхнă

Шупашкарта тата ытти хуласенче тӑван (чӑваш) чӗлхепе уса курса ӳстермелли ача сачӗсем пулмалла. Кун пек шухӑша пӗрре мар ӗнте каланӑ. Яваплӑ чиновниксем те илткеленӗ пулӗ,анчах та халлӗхе ку енпе ӗҫлени сисӗнмеҫ.

Тен ытла шӑппӑн,е сахалтарах ҫын кун пирки каланӑ ? Нимех те мар,тепӗр хут та кун пирки ыйтса тата чӗнсе калӑпӑр. Ҫуккине хӑнӑхнӑран пулӗ ыйтаканӗ сахалтарах пулмалла. Ун пек ача сачӗсем пулма пултарассине те ӗнентерме ҫук теприсене. Пулман ун пекки Шупашкарта ? Тӑхӑрвуннӑмӗш ҫулсенче тума тапраннӑ теҫҫӗ,кайран таҫтан чарнӑ пулмалла?

Далее...

 

Николай Никольский – ҫутта кӑларуҫӑ, ӑсчах-энциклопедист

  19.05.2021 11:03 | Ŝanĝi | Forigi | 4067 Пурĕ пăхнă

Ҫу, 19: Н.В. Никольский профессор ҫуралнӑранпа 143 ҫул

1917 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Никольские Хусан кӗпӗрне земство управин председательне суйлаҫҫӗ. «Тап-таса» ученӑй, «тап-таса» педагог, тин кӑна общество ӗҫне лекнӗскер (паллах, хӑйӗн яри кӑмӑлӗпе), нарӑсри демократиллӗ революци идейисемпе хавхаланса кайнӑскер, чи нумай нациллӗ, тӗнчери тӗп тӗнсенчен (конфессисенчен) иккӗшӗ – христианлӑх тата ислам сарӑлнӑ, ҫут ҫанталӑк (язычество) тӗнне сыхласа хӑварнӑ, тахҫан хӑйсен патшалӑхлӑхӗ (тӗнче цивилизацийӗнче хӑй вӑхӑтӗнче паллӑран та паллӑ вырӑн йышӑннӑ Атӑлҫи-Кама Пӑлхар, Хусан ханлӑхӗ) пулнӑ халӑхсемлӗ, пуян традициллӗ, университетлӑ Хусан кӗпӗрне земство управин председателӗ пулса тӑрать.

Далее...

 

Чӑвашсен ҫӗнӗ ҫырулӑхӗ: 150 ҫул

  23.04.2021 20:11 | Ŝanĝi | Forigi | 5198 Пурĕ пăхнă

«Чӑваш халӑх сайчӗн» вулаканӗсене Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн сӗнекен ҫак статьяна мӗнле те пулин ӑнлантарса пани кирлех мар-тӑр. Тимлӗ вулакан хӑех ӑнланать. Статья авторӗ А. И., ахӑртнех, Александр Иванович Иванов. «Чӑваш энциклопедийӗнчен:

ИВАНОВ Александр Иванович [2.11. 1897, с. Яншихово-Норваши Цивил. у. (ныне Янтиков. р-на) — 13.5.1942, Архангел. о6л., лагерь ГУЛАГа] — журналист и деятель культуры. В 1918–19 6ыл сотрудником газеты «Канаш» в Казани. После образования Чуваш. автоном. обл. активно сотрудничал в чуваш. газетах и журналах, нередко пользовался псевдонимом Ванюшке.

Далее...

 

Виҫ ҫаврӑм тивлетлӗ сӑмах

  19.04.2021 12:45 | Ŝanĝi | Forigi | 4825 Пурĕ пăхнă

(Ҫулталӑкра пӗрре килекен Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн калани)

Чи малтанхи сӑмахшӑн – тав! Тавах!

П. Хусанкай. Ҫуралнӑ ҫӗр-шывра.

Хальхи тӑкӑс та пирчевлӗ пурнӑҫ саманчӗ: чӗлхемӗр ҫухаласси Пире Тивмен пек, таҫта аякра пулса пынӑ пек туйӑнать.

Л. Пӑртас.

 

Ялан телей пӗрчисене тӗрлӗ енчен асамлӑн ҫупӑрласа кӗтекен Этем Чунӗ-Кӑмӑлӗ — ирӗклӗхпе тулса ларнӑ пирӗн космос-галактика пекех — вӗҫӗ-хӗррисӗр.

Далее...

 

Ҫӗнӗ Шупашкарта чӑвашлӑх пур!

  12.04.2021 19:18 | 7567 Пурĕ пăхнă

Чӑваш публицисчӗн сӑмахӗ

Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш халӑх сайчӗн корреспонденчӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта хӑнара пулнӑ. 10-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнче «Турист» магазин вырнаҫнӑ 9 хутлӑ ҫуртӑн картишӗнче пӗр микроавтобусӑн хыҫалти кантӑкӗнче чӑвашла ҫырнине асӑрхарӑм. «Folkswagen» минивэн ҫинче «Турӑпа пӗрле» тесе ҫырнӑ.

Эпӗ савӑнтӑм. Апла чӑвашлӑх Ҫӗнӗ Шупашкарта пур тесе.

1960 ҫултан пуҫласа ҫак ҫамрӑк хулапа химкомбинат ҫӗкленӗ чух, унта СССРӑн тӗрлӗ ҫӗртен нумай чӑваш мар ҫынсем ӗҫлеме те пурӑнма килчӗҫ.

Далее...

 

Ҫӗршыв, эль, иль...

  21.03.2021 08:39 | 4557 Пурĕ пăхнă

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

Ҫӗршыв тетпӗр эпир хамӑр ҫуралса ӳснӗ кӗтесе, тавралӑха, ҫаран-улӑха, ката-вӑрмана, ҫӗре-шыва юратса. Анчах ку вӑл хальтерех пулнӑ сӑмах, хӑйне евӗрлӗ ӑнлантару. Авал чӑвашсем ку пӗлтерӗше эл (эль) сӑмахпа ӑнлантарнӑ. Эл — ҫӗр-шыв, тӑван кӗтес, ҫуралнӑ тавралӑх.

Далее...

 

Г.Е. Корнилов профессора ҫуралнӑ кунпа саламласа каланӑ темиҫе сӑмах

  19.03.2021 17:46 | Ŝanĝi | Forigi | 4222 Пурĕ пăхнă

Хаклӑ та Аслӑ Ӗҫтешӗмӗре — Г.Е. Корнилов профессора ҫуралнӑ кунпа саламласа каланӑ темиҫе сӑмах!

Пурнӑҫ тӳпинчен ҫӗкленӳллӗн пӑхса ҫак илемлӗ те арпашуллӑ, ҫав хушӑрах интеллигентсемшӗн самай пӗлӗтленнӗ те пӑрланнӑ тӗнчен кисревне, чи малтанах унӑн пирченсе пӑтранакан саманчӗсене сирсе яма кашни ҫеккунтра пултарни — Эсир ҫав тери талантлӑ чӗлхеҫӗ (чи малтан!), ӑсчахҫӑ, пӗлӳҫӗ, вӗрентӳҫӗ, кӗнекеҫӗ, энциклопедист! тата малалла хушса каласан - кӗрекеҫӗ, пулӑҫӑ, ҫӑкӑр касаканҫӑ таранах пулнине Чӑваш Енре те, Тутарстанпа Пушкӑртстанра та, Раҫҫейре те, Узбекистанра та, Болгарипе Венгрире те, Финляндипе Польшӑра та, пӗр сӑмахпа каласан, тӗнчипех пӗлеҫҫӗ.

Далее...

 
Paĝoj: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, ... 42
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)