Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

Кого избрать новым председателем Центрального совета чувашских старейшин?

  09.12.2019 11:40 | 12661 Пурĕ пăхнă

Заметки секретаря с заседания общественного объединения

 

В Национальной библиотеке республики в Чебоксарах под председательством Виталия Станьяла состоялось заседание Центрального совета чувашских старейшин (ЦСЧС).

Об угрозе строительства крупного свинокомплекса у «Чувашской Мекки» в Башкортостане

Несмотря на протесты чувашского населения у села Слакбаш (чув. Слакпусь) и других соседних деревень Белебеевского района Башкортостана начинается строительство крупного свинокомплекса.

Далее...

 

Диагноз лартӑнчӗ, чӗрӗлмелле...

  08.12.2019 11:24 | 6825 Пурĕ пăхнă

Виҫҫӗ-тӑваттӑри ывӑлӗпе вырӑсла калаҫса тӑракан чӑваш хӗрарӑмӗнчен, ма вӑл ачипе чӑвашла калаҫманни ҫинчен ыйтрӑм та вӑл мана ҫапла хуравларӗ:

— Ывӑл манпа вырӑсла калаҫнӑран, эпӗ унпа темшӗн элле чӑвашла калаҫаймастӑп ҫав: чӗлхе ҫаврӑнмасть. Именетӗп-ши вырӑсла калаҫакан хамӑн ачапах чӑвашла калаҫма, е урӑх сӑлтавӗ ҫакӑн, анчах ҫакна ниепле те ӑнлантараймастӑп. Шалти тормоз чарать, пӗр сӑмахпа.

Тепрехинче ҫамрӑкранпах пӗрне-пӗри пӗлекен юлташ, калаҫӑва чӗлхе проблемисем ҫинчен хускатсан, хӑйӗн сӑмахӗсене пӗртен-пӗр тӗрӗс чӑнлӑх вырӑнне хурса, татӑклӑн тата уҫҫӑн ҫапла каласа хучӗ:

— Эпир — чӑвашсем, пирӗн хушша пӗр-пӗр вырӑс е урӑх халӑх ҫынни пырса кӗрсенех, пурте ҫав самантрах вырӑсла калаҫма пуҫламалла.

Далее...

 

Малашлӑха пӑхса...

  29.11.2019 11:45 | 12029 Пурĕ пăхнă

Куҫа курӑнакан историлле вӑрах мар перспективӑра тӗнчери тата пирӗн ҫӗршыври чӗлхесем епле енне улшӑнассине мӗнле куратпӑр-ха? Епле пӑтӑрмахсем кӗтеҫҫӗ хальхи халӑхсен чӗлхисене?

Раҫҫее илсен, шкулсенче ачасене ППЭ-пе экзамен тыттарсах акӑлчан чӗлхине вӗрентме пуҫланине пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ. Ҫакна пула кӑшт вӑхӑтран, пӗр вунӑ-вунпилӗк ҫултан Раҫҫейри кашни шкул пӗтерекен ача акӑлчанла калаҫма пӗле пуҫласси каламасӑрах паллӑ. Пирӗн тӑван чӗлхене тиркекен чылай чӑвашсем паян хӑйсен ачисене вырӑс чӗлхине ҫеҫ вӗрентме тӑрӑшнӑ пекех, паянхи нумай вырӑс та ачисене пурнӑҫра акӑлчанла калаҫма вӗрентме тӑрӑшнине куратпӑр.

Далее...

 

Кто вы, чуваши...

  27.11.2019 15:44 | 11389 Пурĕ пăхнă

Венок сонетов

1.

Кто вы, чуваши? – вдруг возник вопрос,

Я без задумки, вроде бы ответил;

Болгары – отвечаю на запрос,

И собеседник согласится, с этим…

 

Согласен он; засомневался сам -

Уж так ли все тут ясно однозначно?

«Виръяльский» я – если судить по нам,

Ответ мой прозвучит не так удачно.

 

Не черемис ли, «верховой» чуваш,

Вопрос не снят - тут кроются сомнения;

Решишь ли здесь вопрос, возникший наш,

Как будто бы, по результатам прений.

Далее...

 

«Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман тавра

  26.11.2019 13:34 | 23137 Пурĕ пăхнă

«Паттӑр тесен эпир арҫынна курма вӗреннӗ. Анчах та пурнан пурнӑҫра ҫепӗҫ хӗр, тӑлӑх арӑм арҫынран та вӑйлӑрах пулма пултарать иккен. Ӑна нимле нуша-хуйхӑ та, Тӗнче вӑрҫи те ҫапса ӳкереймен. Ку кӗнекене вӑрҫа чарма пикенннӗ улӑпла харсӑр чӑваш амӑшне асӑнса ҫырнӑ», — ҫапла сӑмахсемпе Наци вулавӑшне мана валли темиҫе уйӑх каяллах парнелесе хӑварнӑ пулнӑ хӑйӗн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» ятлӑ ҫӗнӗ кӗнекине Хусанта пурӑнакан чӑваш ҫыравҫи Николай Сорокин. Ӑна тав туса хурав парас терӗм.

Далее...

 

Ӑслӑрах пулас тесен

  25.11.2019 13:20 | 6349 Пурĕ пăхнă

Унчченрех вырӑсла калаҫма пӗлекен чӑвашсем вырӑсла калаҫма пӗлмен чӑвашсен умӗнче хӑйсене лешсенчен ӑслӑрах, вырӑсла каласан, „крутойрах“ ҫын вырӑнне хунине астӑватпӑр-ха. Чӑвашла каласан „чӑнкӑрах“ ӗнтӗ. Анчах юлашки саманара ун пек пулма пӑрахрӗ : ҫын вырӑсла калаҫма пӗлни вӑл ыттисенчен ӑслӑрах е „крутойрах“, „чӑнкӑрах“ пулнине кӑтартмасть. Мӗншӗн тесен паянхи кун кашни чӑваш ҫынниех, пӗчӗк ачаран пуҫласа чи ватӑ ӳсӗмри мучиччен е карчӑкчченех, нумай чухне вырӑссенчен те ирттерсе, вырӑсла шатӑртатса лайӑх калаҫать.

Далее...

 

Ҫеҫпӗл Мишшин тӑван чӗлхи театр умне тухатех!

  05.11.2019 21:05 | 22729 Пурĕ пăхнă

Ҫамрӑксен театрӗн ҫурчӗн ҫамки ҫине чӑвашла ҫырманни чылайӑшӗн кӑмӑлне хускатрӗ — статья айӗнче хӑйӗн шухӑшне сахал мар ҫын палӑртрӗ. Ҫавах та театр директорӗ шӑнкӑравланӑ хыҫҫӑн, ыйту хуравне хӑйӗнчен илтес тесе, Елена Васильевна патне ҫитсе килес терӗм.

Чӑн та, тӗрӗссипе, статья ҫырас умӗн Елена Николаевӑпа ҫыхӑнмаллаччӗ. Хӑш-пӗр япала вара уҫӑмланӗччӗ, халӑх ытлашши пӑшӑрханса ӳкмӗччӗ.

Статйи хӑй «Чӑвашла ҫырма вӑхӑт пулман» хыпарпа паллашнӑ хыҫҫӑн ҫуралчӗ-ха ӗнтӗ.

Далее...

 

Ҫеҫпӗл ятне чӑвашла ҫырма чӑнах та вӑхӑт ҫитмен-ши?

  01.11.2019 23:31 | 16616 Пурĕ пăхнă

Васка-васка пурнать чӑваш. Ӑна тумалла, кӑна тумалла... Ҫак васкавра вара хӑйӗн пирки шухӑшлама та вӑхӑт ҫук. Чи малтан йӗри-тавра ҫавнашкалах чупса та хӑшкӑлса ҫӳрекен халӑх кӑмӑлне тивӗҫтермелле. Кайран тин вара хӑй пирки те шухӑшлама вӑхӑт тупӑнасса шанать пулас. Ҫапла май чупса та васкаса ҫӳрет ӗнтӗ.

Ҫамрӑксен театрӗн ҫӗнӗ ҫуртне уҫаҫҫӗ. Хитре те илемлӗ. Мӗншӗн-ха эсир вара, Ҫеҫпӗл ячӗпе хисепленсе тӑракансем, вырӑсла кӑна ҫырса хунӑ-ха тесен — хуравӗ питӗ ансат иккен: вӑхӑт пулман.

Далее...

 

Письмо к сородичам по поводу самосожжения Альберта Разина

  13.09.2019 19:57 | 15128 Пурĕ пăхнă

«Существует огромное количество различных типов осознанных суицидных мотиваций – это самоубийство по обязанности: рабов после смерти их господина, воинов после гибели их вождя, жены после скончания мужа; самоубийство как принесение себя в жертву; как воинский подвиг во благо народа или страны; самопожертвование ради спасения жизни или имени другого человека; как способ самозащиты от несправедливостей, от посягательства на честь и достоинство; как доказательство своей правоты и т.

Далее...

 

Альберт Разинӑн хӑйне ҫунтарса яма сӑлтав пулманах-ши?

  10.09.2019 20:03 | 16891 Пурĕ пăхнă

Удмурти Республикинче паян инкек сиксе тухнӑ: 79 ватӑ ӑсчах, тӑван чӗлхине хӳтӗлесе хӑйне ҫунтарса янӑ. Вӑйлӑ пиҫсе кайнӑ хыҫҫӑн ӑна пульницӑна леҫнӗ пулин те вӑл сывалайман — вилсе кайнӑ.

Чӑн та хӑрушла пулӑм пулин те тӳре-шарасем хӑйсене ӑнланман пек тытаҫҫӗ — «мӗншӗн-ха хӑйне ҫунтарса янӑ?» тесе тӗлӗнеҫҫӗ. Чӗлхе таврашӗнчи лару-тӑру имӗш, республикӑра чиперех пулнӑ. Шкулсенче удмурт чӗлхине вӗрентнӗ, удмуртла теле- тата радиокӑларӑмсем тухнӑ… Вӗсене итлетӗн те Альберт Алексеевич Разин тӗрӗс мар тунӑ пек пулса тухать.

Далее...

 
Paĝoj: 1, ... 6, 7, 8, 9, 10, [11], 12, 13, 14, 15, 16, ... 42
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)