Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

Пил те пехил сана, конгресӑм!

  30.10.2017 09:32 | 9282 Пурĕ пăхнă

(2017 ҫулхи юпан 28-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн Х съездӗнче каланӑ сӑмахран)

 

Ҫуркуннеччен выҫса вилетпӗр пуль тесен те, чӑвашсем ыраш анине пӗрех шуратса хӑварнӑ.

Раҫҫейри вак халӑхсен чӗлхисем тавра, республикӑсемпе автономисем ҫинче каллех хура пӗлӗтсем явӑнма пуҫларӗҫ пулсан та, чӑваш халӑхӗ вилсе выртма шухӑшламасть-ха. Ҫултан-ҫул пайӑрланать те ушкӑнланать, ушкӑнланать те Чӑваш наци конгресӗ тавра тата хытӑрах чӑмӑртанать.

Аслисем астӑваҫҫех тетӗп: ҫак чӑмӑртану патне хаяр кӗрешӳ витӗр ҫитмелле пулчӗ.

Далее...

 

Итлеп. Алё?.. Алё???...

  24.10.2017 21:01 | 4895 Пурĕ пăхнă

Паян ирхи Элтепер администрацийӗнчен шӑнкӑравларӗҫ:

— Николай Алексеевич?

— Аха... Итлеп. Алё?... Алё???...

 

Паян ман элтеперпе ирттернӗ пресс-конференцине хутшӑнмалла пулнӑ-мӗн. Ҫыру вӗсенчен килмерӗ те пире йышӑнмаҫҫӗ пуль терӗм. Каймарӑм. Ӗҫе велосипед ҫине утланса тухрӑм. Мероприятиччен 10 минут юлсан шӑнкӑравлаҫҫӗ — эп килессине е килмессине пӗлесшӗн пуль-ха ӗнтӗ. Те чӑвашла хуравланӑран, те ҫыхӑну татӑлнӑран манпа калаҫасшӑн пулмарӗҫ. Ҫыхӑну татӑлнӑ пулсан тепре шӑнкӑравланӑ пулӗччӗҫ-ха та, анчах урӑх шӑнкӑрав пулмарӗ.

Далее...

 

Просветлели и хватит?

  24.10.2017 20:11 | 8198 Пурĕ пăхнă

Снежный ком, созданный Владимиром Путиным все набирает и набирает обороты. Последние новости говорят, что теперь школы спрашивают разрешения родителей для обучения их детей чувашскому языку. Вначале, после заявление Президента Российской Федерации, я думал, что оно быстро забудется. Ну пошутил Владимир Владимирович, сказал не подумав… С кем не бывает? Ведь у нас все же есть Конституция, которая как бы гарантирует равноправие всех народов. Есть Конституции республик. Есть законы о языках, есть законы об образовании.

Далее...

 

Языковое унижение чревато последствиями

  24.10.2017 18:30 | 21415 Пурĕ пăхнă

На известном совещании в Йошкар-Оле Президент Путин произнес фразу: «Заставлять человека учить язык, которым для него родным не является, недопустимо». Получается, недопустимо языкам коренных народов России иметь государственный статус. Родной язык изучать только на добровольной основе, русский же — обязательно и за счет часов родного языка. Понятно, что это высказывание — реакция на запрет с 1 сентября русского языка на Украине. Но причем тут народы Поволжья? В Чувашии национализма отродясь не было.

Далее...

 

Нукер, кӗрнекӗр тата мӑнкӗрнекӗр

  09.10.2017 18:07 | 6542 Пурĕ пăхнă

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Сӑмахсем, этем пекех, ватӑлсах пыраҫҫӗ-ши?.. Эпир ар пирки ҫырнӑччӗ, ар, ер — арҫынлӑх кирлӗ чухне арҫын пулма пултаракан ҫын, тен, ӗлӗк-авал ҫарҫынни тени те пулма пултарнӑ. Нукер — пӗр-пӗр ханӑн, патшан е ҫарпуҫӗн шанчӑклӑ арӗ (ерӗ). Кӗрнекер — кӗрнукер, урӑхла каласан, кӗрӳ сыхлавҫи; туй вӑхӑтӗнче авланакан каччӑна пӑхса, упраса тӑраканни.

Далее...

 

Лингвистические упражнения этнографа Антона Салмина

  07.10.2017 11:25 | 9490 Пурĕ пăхнă

Главные научные достижения доктора исторических наук Антона Кирилловича Салмина связаны с этнографией и отчасти фольклористикой чувашского народа.

Обратимся к его некоторым лингвистическим суждениям. Это любопытно ещё и потому, что всё-таки "не по его части" (он же этнограф, а не лингвист!). Будем иметь в виду такие статьи А.Салмина:

1) БУЛГАРСКИЙ ЯЗЫК В КОНТЕКСТЕ ИСТОРИИ ЧУВАШЕЙ

2)ЧУВАШСКИЙ ЯЗЫК В ТЮРКО-МОНГОЛЬСКОМ МИРЕ

Нас А.

Далее...

 

«Чӑвашла версисем хатӗрлеме палӑртман, анчах сӗнӗве шута илӗпӗр»

  03.10.2017 20:50 | 6980 Пурĕ пăхнă

Чӑваш чӗлхине тӗнче тетелӗнче сарас тӗлӗшпе эпир, ку ҫулталӑка шута илсен, 12-мӗш ҫул тӑрмашатпӑр. Пирӗн сайта тӗслӗх пек курса ҫак вӑхӑт хушшинче чӑвашлисем ҫумӑр хыҫҫӑнхи кӑмпасем евӗрех шӑтса тухмалла пек те, анчах паянхи лару-тӑру ку апла маррине кӑтартать.

Чӑвашла тухакан хаҫат-журнал пирӗн республикӑри кашни районтах тенӗ пекех пур. Вӗсем те пулин хӑйсен сайчӗсене чӑвашла тумалла пек. Анчах, шел те, ку апла мар. Республикӑри тӳре-шара хаҫат-журналсен сайчӗсене ҫӗнетес тӗллев лартнине асӑрханӑ хыҫҫӑн (пӗрин хыҫҫӑн тепри хӑйсен сайчӗсене ҫӗнетнине курмасӑр, паллах, юлмарӑмӑр) эпир вӗсене тишкерсе пӑхас терӗмӗр.

Далее...

 

Антон Салмин тата унӑн «сӑвар чӗлхи»

  03.10.2017 12:13 | 8307 Пурĕ пăхнă

Карччынкка ҫинче — Сувар Хулашӗ. Дмитрий Мадуров фотовӗ.

Суваризм тесе ят панӑ идейӑлла юхӑм пур. Вӑл чӑвашӑн вӑтам ӗмӗрсенчи тата авалхи историне пӗртен-пӗр савирсемпе-сӑварсемпе ҫеҫ ҫыхӑнтарасшӑн.

Халиччен ҫакнашкал идейӑллӑ ҫынсен пӗр нуша пекки пурччӗ: "сӑвар чӗлхи" текен ӑнлав ӑслав тӗнчинче пачах та ҫук.

Ӗнтӗ халӗ хӑшпӗр ҫынсем ку самант хыҫала юлчӗ теме пултараҫҫӗ пуль. Мӗншӗн тесен истори ӑславӗсен докторӗ Антон Кириллович Салмин "Вестник Чувашского университета" журналта (2015, 4№) "БУЛГАРСКИЙ ЯЗЫК В КОНТЕКСТЕ ИСТОРИИ ЧУВАШЕЙ" статья пичетлесе кӑларчӗ.

Далее...

 

Даруга, тӑрӑх, тӑрӑн

  30.09.2017 12:16 | 6447 Пурĕ пăхнă

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Авалхи вырӑс материалӗсене вуланӑ чухне час-часах «даруга» сӑмах курма пулать. Каярахпа ҫакӑ «дорога» сӑмаха куҫни паллӑ. Даруга — хӑйне евӗрлӗ область, халӑх пурӑнакан ен тенине пӗлтерет. Калӑпӑр, Е. Пугачев вӑхӑтӗнче Пушкӑрт ҫӗршывӗ тӑватӑ «даругӑна» пайланни паллӑ.

Далее...

 

Анатолий Кипечӗн уҫӑ ҫырӑвӗ

  20.09.2017 10:54 | 5621 Пурĕ пăхнă

Ку уҫӑ ҫыру пирки «Идель.Реалии» пӗлтернӗччӗ. Ҫавах та кӳршӗри Хусанта вырнаҫнӑ редакци ҫырӑвӑн тулли вариантне илсе паманччӗ. Ҫыру пирӗн алла та лекрӗ (ксерокопипе тивӗҫтерчӗҫ). Ҫапла вара эпир унпа сире те паллаштарасшӑн.

 

Президенту Российской Федерации

 

Уважаемый Владимир Владимирович!

 

Памятуя о том, что Россия всегда была многонациональной страной, я, как человек пожилого возраста, несколько осведомленный в вопросах истории и теории межнациональных отношений, считаю важным сказать следующее.

Далее...

 
Paĝoj: 1, ... 14, 15, 16, 17, 18, [19], 20, 21, 22, 23, 24, ... 42
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)