Agabazar // 3530.76.9239
2018.01.10 08:13 | |
Agabazar // 3530.76.9239
2018.01.10 19:50 | |
Ялтан // 9259.3.8429
2018-01-10 03:53 "Мнози варвары из разных земель из Азуева и Крыма...." Казанский летописец. Вот вам вся разгадка. ___________________________________________________ Кремĕл таврашĕнчен кунта килсе çакланнă юлташ, ку эсĕр илсе кăтартнă пуплерĕшре Хусан ханлăхĕ еплерех пуçланса кайни пирки сăмах пырать. Хусан ханлăхне Улуг-Муххамед текен чингизид никĕсленĕ. Хăйне кирлĕ камантă пухнă. Камантăра паллах тутарсем çеç пулнă. Каярахри пуçлăхсем те çаплах. Хăйсем — чингизидсем, камантинче — тĕрлĕ çĕртен килсе çакланнă тутарсем (Азуевран, Крымран тата ытти нумай-нумай вырăнсенчен). | |
Николай Мефодьев // 9259.3.8429
2018.01.12 04:57 | |
Суять тăк суять. Хусан Çыравçине вуласа тух. Чингизидсем "ячĕшĕн" кăна кирлĕ пулнă Хусан çыннисене. Ытларах çавăн пек туса ногайсене улталама кирлĕ пулнă. Хальхи пекех , "хан простая формальность",чăннипе вырăнти укçа-тенкĕллĕ элита хуçаланнă. Элити тĕрлĕ халăхсен,ытларах пайĕ вырăнтан пулнă. Манса ан кайăр ,Хусанта чи пысăк ярмăркăсем иртнĕ.Укçа хуçаланнă,укçапах хансене те илĕртнĕ,укçаллă çĕре тĕрлĕрен "переселенцы-беженцы",çар тата ытти специалистсем те тенисем куçкаласа кильнĕ.Вĕсемпех "чăваш" самах та. | |
Николай Мефодьев // 9259.3.8429
2018.01.12 05:09 | |
Хусан ханлăхĕ тутарсен патшалăхĕ тени юмах кăна. Чăннипе вăл вырăнти халăхсен патшалăхĕ пулнă.Тимлĕрех пăхсан çавăн пек вывод тухать. Хусана хÿтĕленĕ чух те хан "формальность" кăна пулнă. Ногайсене, Мускава илĕртсе улталамалли формальность. Астăватăр пулсан, ун чух ханран асли Чапкун ятлă князь пулнă. Ханĕ темиçе хут "парăнасшăн пулнă".Кайран тин ханне "пĕччен кăна парăнма ирĕк панă".Герберштейн Хусан ханлăхĕн çарĕнче тутарсем пулни çинчен каламаç,ытларах "чюваши и черемиссы" пирки çырать. Тимлĕрех пăхсан унти "чюваша и черемисса" паянхи çарти "рода войск" е " офицеры и рядовые" пĕльтерĕшлĕ. | |
Николай Мефодьев // 9259.3.8429
2018.01.12 05:24 | |
Историйе учебник е ытти историксем çырнă "заказной тĕпчевсем"тăрăх вĕренмеççĕ.Унти шухăшсем хатĕр,шутлама кирлĕ мар. Эсир документсене,источниксене ытларах вулăр. Вĕсене мала хурсан шутламалли чылай. Мускав çарĕнче ытларах тутарсем пулнă ,Хусан çарĕнче те укçалла тара тытнă ногай çыннисем пулнă,анчах та вĕсем пĕр халăх пулман. Тутар тени те ун чух "пирĕн мар" пĕльтерĕшлĕ пулнă. Хусана вĕт пушкăртсем е ытти ногайсем хÿтĕлес тенĕ пулсан нимте мар хÿтĕлеччĕç,анчах та хÿтĕлес темен. Мĕньшĕн ? Мĕньшĕн тесен Хусан ханлăхĕ тутарсен мар,вырăнти халăхсен патшалăхĕ пулнă. Çавна пытармаллах пулнă,Хусан Ханлăхне Ордана пĕтернипе танлаштармалла пулнă,Хусан çыннисене пĕтернине "оправдать " тумалла пулнă.Çавăнпах ĕнте "казанский архиф" çук. Унти документсем тем тесен те чăваш чĕльхипе пĕрешкельтерех пулнă. | |
Николай Мефодьев // 9259.3.8429
2018.01.12 05:42 | |
Хусан элити хансене кĕске пăяв çинче тытма тăрăшнă. Хан умĕнче вĕсем хула хапхине хупса каялла тавăрса янă, тепри пулла каяс тесе суйса Хусантан аран тухма ирĕк ильнĕ те сиккипех Мускав енелле чуптарнă, Крым ханĕсем те Хусанта çирĕпленеймен . Вырăнти элитăна хансем юрама тăрăшнă ,юрас тесен хушнине тумаллах пулнă. Хусана аркатнă хыççăн та ,вырăнти халăх, Чингиз раттинчен хăйсем валли хан тение "выписывать" тунă. Çĕнĕ хан юрама пултарайманнине пула пĕрле кильнĕ çарне те хăйне те пĕтернĕ. Çавăн пек пулнă ,суймасăр каласан. | |
Agabazar // 1236.20.6143
2018.01.12 12:45 | |
Меххочăх,
кунта çĕрĕн-кунĕн çырса ларма пултаратăн. Шăналăк хыççăн шăналăк. Анчах ун пек çырса ларнипе ху ним те чухламаннине пытарймастăн. | |
Николай Мефодьев // 9259.3.8429
2018.01.12 18:10 | |
Акпасар валли çырмастăп,ыттисем валли ,ытларах çамрăксем валли тăрăшатăп. Сана прикомандированный чăвашла пĕлекен тутарăн, паллах урăхларах истори килĕшеть. | |
Ялтан // 9259.3.8429
2018.01.12 20:18 | |
Асарписер,шăналăк мар ,чăваш сурпанĕ темелле. Пĕтĕмпех паллă пулнă " таха",критиклени те халĕ усăсăр . | |
YURGAN TURINGE // 7601-4618
2023.10.23 16:49 | |
Чуваш, как Славящий Духов Предков ? "...Что же касается начального «ҫ» и перехода его в «ч», то я теперь подозреваю (хотя и не совсем уверенно), что «ҫ» было замененно «ч» вследствие бессознательного стремления избежать зловещего созвучия с словом «ҫӑва» «кладбище». Такие замены известны нам и из других языков..."
Вот тут мы и подходим к самому интересному... За многие годы изучений, я не встречал у местных (чувашских) исследователей ссылку на - "Караимско-русско-польский словарь"( Баскаков Н.А., Зайончковский А., Шапшал С.Ш.) изд. "Русский язык", М, 1974года. Согласно которому: Чуваш – (чув – руины, или слава(цув) (стр.632), аш – пропадать, погибать(стр.91)) – погибшая могила(слава). Что в принципе полностью подтверждает предположения Ашмарина о связи термина Çăваç-Чуваш с "çăва-кладбище" (а если быть точнее - с Духами Предков и Киремет). |
_____________________________________________
Кун пекки чăнах та пур, анчах та вăл япаларан эсир нимĕн те сăхса илейместĕр.
Чăн малтан çăлкуçсенче палăртнисем пурпĕрех Чебоксари манерлĕ япаласем.
Ну тепĕр 100 çул иртсен Собакскар текенни сиксе тухрĕ тейĕпĕр. Мĕне пĕлтерет вăл? Çапла çыракана чăвашла ят витĕм кÿнине кăтартма пултарать. Вара — мĕнех? Йĕркеллеĕ япала ку. Ăславçăсем унашкаллине контаминаци теççĕ.
Пĕрре пулнă ун пекки, анчах çынсем пурпĕрех Чебоксар теме пăрахман.