■ 01.03.2023 11:33 | 4519 Пурĕ пăхнă
150 ҫул каялла, 1873 ҫулта, пичет машинкисене туса кӑларма тытӑннӑ. Ку ӗҫе Ремингтон хапрӑкӗнче пуҫланӑ. Унтанпа самай вӑхӑт иртрӗ пулин те, пичет машинкисемпе усӑ курасси пурнӑҫран тухса ӳкрӗ пулин те ҫак пичет хатӗрӗ хӑй вӑхӑчӗшӗн питӗ революциллӗ пулнӑ. Ҫак ӗҫ мӗнле пулса иртни ҫинчен паллашма сӗнетӗп.
Пичет машинкине шухӑшласа кӑларма общество тахҫантанпах ыйтнӑ темелле. 1714 ҫултах Англире тӗрлӗ текстсене пичетлеме пултаракан хатӗре туса кӑларма сӗнекен патша хушӑвӗ тухнӑ.
Далее...
■ 26.02.2023 19:27 | 3486 Пурĕ пăхнă
Паян, нарӑсӑн 27-мӗшӗнче, Шотландири Сент-Эндрюс университечӗ хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Ӑна 612 ҫул каялла, 1411 ҫулта никӗсленӗ иккен. Акӑлчанла калаҫакан тӗнчене илес пулсан чи ватӑ университетсенчен вӑл виҫҫӗмӗш. Оксфордпа Кембридж университечӗсем кӑна ватӑрах. Акӑ мӗн каласа парать кун пирки Calend.ru ресурс:
Сент-Эндрюс хули (акӑлч. St Andrews) ятне Шотландин хӳтӗлевҫи ячӗпе, сӑваплӑ Андрее чысласа панӑ. 1410 ҫулта Сент-Эндрюс хулинче ахаль шкул уҫнӑ. Ӑна Сорбоннӑра пӗлӳ илнӗ ҫынсем никӗсленӗ.
Далее...
■ 25.02.2023 16:01 | 4617 Пурĕ пăхнă
Паян, нарӑсӑн 25-мӗшӗнче, пӗр паллӑ пулӑм пулса иртнӗ. 186 ҫул каялла, 1837 ҫулта, улшӑнми токпа ӗҫлекен электродвигатель тӗлӗшпе патент ҫирӗплетнӗ. Ҫав вӑхӑтран пуҫланать те ӗнтӗ электродвигательсемпе анлӑн усӑ курас тапхӑр. Ӑҫта кӑна ҫук пуль вӗсем халь… Сире вара ҫак пулӑм мӗнле пулса иртни пирки каласа парас шухӑш пур.
1833 ҫулта ялти тимӗрҫӗ, Америкӑри центртан инҫетре пурӑнакан хӑй тӗллӗн вӗреннӗ электрик Томас Дэвенпорт Джозеф Генри электромагнит шухӑшласа кӑларни пирки, унпа усӑ курса тимӗр тӑприне пуянлатни ҫинчен пӗлнӗ.
Далее...
■ 22.02.2023 15:32 | 3112 Пурĕ пăхнă
Нигерин кӑнтӑр-анӑҫӗнче вырнаҫнӑ авалхи Ифе хулинче чавнӑ чухне вунӑ пин ытла кӗленчерен тунӑ шӑрҫа тупнӑ, ҫакӑ вара унта пурӑнакансем Хӗвеланӑҫ Африкӑри халӑхсенчен пуринчен те малтан тӗслӗ кӗленче тӑвас ӑсталӑха алла илнине пӗлтерет.
Йоруб халӑхӗ пурӑнакан Ифе хулин чи аталаннӑ тапхӑрӗ XII тата XIV ӗмӗрсем хушшине килнӗ. Ифӑри ӑстаҫӑсем терракотӑпа пӑхӑртан тӑвас енӗпе чаплӑ кӳлепеҫӗсем пулнӑ. Йорубӑсен ҫирӗплетнӗ темиҫе хулинчен тӑракан конфедерацине илес пулсан Ифе тӗп центрӗ шутланнӑ.
Далее...
■ 10.01.2023 13:09 | 12952 Пурĕ пăхнă
Многие смотрели вниз на овечьи ноги, объясняя по созвучию название этого светлого праздника - Сурхури! А надо смотреть вверх, на небо. Ответ надо искать там, откуда свет идёт. Праздник - это всегда светлые чувства. Какие могут быть чувства в овечьих ногах? И я не ошибся.
Полагаю что удалось полностью этимологизировать древнейшее чувашское слово - Сурхури, до сих пор нераскрытое никем. Очень изрядно пришлось поработать, чтобы узнать название этого уникального чувашского праздника - Нового года.
Далее...
■ 08.09.2022 16:34 | 3571 Пурĕ пăхнă
Н.Я. Бичуринӑн ҫырас пултарулӑхӗ чи малтан поэзире палӑрнӑ. 1795 ҫулта вӑл «Н. Пичуринский» хушма ятпа вырӑсла «Сон» («Тӗлӗк») тата авалхи грекла «Юрӑ» одӑсем хайлать, ҫавӑн пекех чӑвашла мухтав сӑвви те ҫырать. Вӗсене ҫамрӑк сӑвӑҫ хӑйӗн вӗрентекенне Амвросий епископа халалланӑ [1, с. 24‑28, 334]. Шел пулин те, тӗпчевҫӗ пурнӑҫне ҫырса кӑтартнӑ ӗҫсенче юлашки факт пирки темле сӑлтава пула пӗлтермен [2, с. 135].
Малтанхи чӑвашла одӑсене XVIII ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенчех хайланӑ пулнӑ. Хусан семинарийӗнче Кийӳ тӗн академийӗн традицийӗсене малалла тӑсни паллӑ.
Далее...
■ 11.08.2022 12:31 | 10585 Пурĕ пăхнă
Вместе с народом! Уважаемые друзья!!!
Начинаем сбор средств на памятник Котрагу, установленному на южном рубеже Чувашии, в Шемуршинском районе. На памятник с конной статуей на постаменте понадобились большие средства около 2 млн рублей, но у администрации Шемуршинского района нет средств на оплату работы авторской группы, скульптору за работу.
Памятник Котрагу — личности общемировой истории и чувашского народа установлен для всех! Он будет способствовать развитию туристической отрасли Чувашии и нашей страны.
Далее...
■ 15.06.2022 16:43 | 4151 Пурĕ пăхнă
(Ҫеҫпӗл Мишши вилнӗренпе 100 ҫул иртнине асӑнса)
«Асап тӑвӗ ҫине ҫаруран...»
Ҫеҫпӗле ҫывӑх пулнӑ ҫын Н. Рубис ӑна Аслӑ Асаплануҫӑпа (Великий Страдалец) танлаштарнӑ: «Аслӑ Асаплануҫӑ ‑ ҫапла калама хӑятӑп эпӗ, мӗншӗн тесен вӑл унӑн пурнӑҫне тӗрӗссӗн кӑтартать. Михаил Кузьмичӑн пурнӑҫӗ вӗҫсӗр-хӗрсӗр асапланура иртрӗ-ҫке: чир-чӗрӗ, выҫлӑх, хаяр элек, телейсӗр юратӑвӗ...» Хӑйӗн пурнӑҫӗ Асап ҫулӗ ҫинче пулнине поэт аван ӑнланнӑ. «Асаплану ‑ ман пурнӑҫӑн саккунӗ», — тесе ҫырать вӑл хӑйӗн А.
Далее...
■ 13.06.2022 22:24 | 5197 Пурĕ пăхнă
(Митрофан Дмитриев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине асӑнса)
Тӑван килӗнчен Ломоносов пек тухса тарнӑ чӑваш ачи
Кушлавӑш салинче 1860‑1863 ҫулсенче Патшалӑх пурлӑх министерствин икӗ шкулӗ ӗҫленӗ, унта арҫын ачасемпе Н. Близновский (1825‑1887), хӗр ачасемпе унӑн мӑшӑрӗ (Дария Акрамовская – Очӑккассинче 1801 ҫулта ҫуралнӑ Осип Максимович Акрамовскин хӗрӗ. Ун амӑшӗ Чӗмпӗр купсин хӗрӗ пулнӑ пулсана та вӑл чӑвашла лайӑх калаҫма пултарнӑ) тӳлевсӗр тӑрӑшнӑ. Вӗсем Хусана куҫса кайнӑ хыҫҫӑн (Н.
Далее...
■ 19.05.2022 14:33 | 4580 Пурĕ пăхнă
(180 ҫул каярах Шурча вӑрҫи пулса иртнине аса илсе)
2022 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче чӑваш хресченӗсем вырӑнти туре-шарана хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗренпе шӑп та лӑп 180 ҫул ҫитрӗ. 1942 ҫулта, Шурча вӑрҫин ҫавра ҫулӗнче, Чӑваш патшалӑх издательстви тӗрлӗ архивсенче упраннӑ хутсене пуҫтарса «Восстание чувашского крестьянства в 1842 года» ятлӑ кӗнеке кӑларнӑ. Унта кӗнӗ 115 документ 1842 ҫул тӗлнелле чӑвашсем тӳсекен кропостла тата наци пусмӑрӗ тӳсме ҫук вӑйланса ҫитнине лайӑх кӑтартса парать (вӗсенчен хӑшӗ-пӗрне кунта кӗскетсе пичетлетпӗр).
Далее...
■ 25.04.2022 01:22 | 4828 Пурĕ пăхнă
Юлашки вӑхӑтра чӑваш чӗлхинчи сӑмахсене уйрӑм е уйрӑм мар ҫырасси, мӗнле сӑмахсемпе усӑ курасси е вӗсемпе усӑ курма пӑрахасси пирки тӗрлӗ чӑвашла информаци хатӗрӗсенче, ҫав шутра чӑваш халӑх сайчӗнче те, тӗрлӗ дискуссисем пыраҫҫӗ. Чӗлхе ҫинчен тӗрлӗ шайри ӑсчахсем те, ман пек ахаль чӑвашсем те калаҫаҫҫӗ. Кашнин каланинче чун ыратӑвӗпе пӗрле тӑван чӗлхене пулӑшас тени сисӗнет. Чӑваш халӑх сайчӗн яланхи вулаканӗ пулнӑ май, эпӗ те ҫакӑн пирки хамӑн шухӑша калас тетӗп. Мӗншӗн тесен, эпир ҫак дискуссисем урлӑ пӗр-пӗрин шухӑшӗсене пӗлнин усси пур пек маншӑн.
Далее...
■ 06.04.2022 16:02 | 4109 Пурĕ пăхнă
Паллӑ Сахара пушхир урлӑ Мавритани чукун ҫулӗ иртет. Вӑл ӗнтӗ 60 ҫула яхӑн ӗҫлет, тата та нумай ҫул хушши усӑ кӳрӗ. Анчах та ун тӑрӑх пассажирсене турттармаҫҫӗ. Мӗн тума ӑна хывнӑ-ха — кун пирки эпир сире каласа парӑпӑр.
Ун тӑрӑх мӗн ҫӳрет
Паллах ӗнтӗ, ку чукун ҫул тӑрӑх ҫӳрекен пуйӑссем пассажирсене турттараканскерсем мар. Ҫак ҫула Зуэрат хулинчи шахтӑсенчен тимӗр тӑпрана тинӗс хӗрринчи Нуадибу порта турттарма тунӑ. 3 ҫухрӑм тӑршшӗ пуйӑссем хӑйӑр тӑрӑх хӗртсе пӑхакан хӗвел айӗнче вӗҫтерсе ҫӳреҫҫӗ.
Далее...
■ 06.03.2022 16:08 | 5005 Пурĕ пăхнă
Эритрея — Африкӑра Суданпа, Эфиопипе тата Джибутипе чикӗллӗ патшалӑх. Унӑн лаптӑкӗ — 117,6 пин тӑваткал метр, унта пурӗ 6 млн ҫын пурӑнать. Тепӗр ҫӑлкуҫсем тӑрӑх патшалӑхра 3,6 млн ҫын кӑна пур. Хисепӗ ҫав тери расна пулни Эритрейӑра халӑх ҫыравне нихӑҫан та ирттерменнипе ҫыхӑннӑ.
Истори
Эритрея патшалӑхӗн ҫӗрӗсем ҫинче ӗлӗк-авал Аксум патшалӑхӗ пулнӑ. Каярах ку ҫӗр Осман империйӗн витӗмне лекет. 1882 ҫулта ку тӑрӑха итальянсем ҫитеҫҫӗ те кунта Итали Эритреи йӗркеленет.
Далее...
■ 20.01.2022 13:44 | 8295 Пурĕ пăхнă
Раҫҫей историйӗн пӗрремӗш обществин пуҫлӑхӗ, историк тата сӑвӑҫӑ Вяземский патне 1824 ҫулхи июнӗн 7-мӗшӗнче, вырӑс сӑмахлӑхӗн хуҫи Пушкин Александр Сергеевич шӑпах ҫапла ҫырнӑ: "Пирӗн, чӑвашсен, критиксем ҫук." Анчах та критика вӑл ҫитменлӗхсем ҫинчен япӑх кӑтартни. Пушкин вахӑтӗнче критиксене юратман.
Пушкин ӗҫӗсене тӗпчекенсем калани тӑрӑх Александр Сергеевич Пушкин чӑваш халӑхӗ ҫинчен Николай Карамзин истори тӗпчевҫинчен пӗрремӗш хут илтнӗ. 1816 ҫулти ҫу вӑхӑтӗнче Карамзин ҫемйи Патша ялӗнче пурӑннӑ.
Далее...
■ 11.01.2022 01:09 | 4648 Пурĕ пăхнă
Салам пурне те! Уяв кунӗсем иртсе кайрӗҫ, ҫавна май сире каллех ҫулҫӳреве чӗнес тетӗп. Паллах, вӑл виртуаллӑ пулӗ. Ҫӗр чӑмӑрӗн кашни кӗтесне ҫитсе курма укҫа нумай кирлӗ, капла вара тӳлевсӗрех тӗрлӗ ҫӗршывсемпе паллашма май пур.
Австралири Херальтон хулине курса ҫӳренӗ хыҫҫӑн кӑшт ҫывӑхран вырӑнсемпе паллашсан япӑх пулмӗ тетӗп. Эпир сирӗнпе хальлӗхе Европӑра та, Ҫурҫӗр Америкӑра та пулса курман пулин те вӑл континентсене паян ҫул тытмӑпӑр. Ытларах пайӗпе Азире вырнаҫнӑ патшалӑхра, Турцире пулса курӑпӑр.
Далее...
■ 27.12.2021 16:24 | 4807 Пурĕ пăхнă
Ровно 300 лет назад, в 1721 г. немецкий ученый Даниил Готлиб Мессершмидт совершил выдающееся открытие. В долине реки Енисей он обнаружил (и главное — понял его научное значение) каменный обелиск, покрытый знаками неизвестной письменности. Это было то, что он назвал рунической письменностью (не путать с германскими рунами — это другая система).
Позднее, и в Азии, и в Европе были найдены и другие надписи. В 1893 г. датский ученый Вильгельм Томсен и немец по происхождению В.В. Радлов (Фридрих Вильгельм Радлов) расшифровали тексты, обнаруженные на р.
Далее...
■ 16.12.2021 16:34 | 4945 Пурĕ пăхнă
Тутарпа ҫыхӑннӑ, ҫав халӑха тӗпчекен ӑслӑлӑха (татароведение) тутарла татар белеме теҫҫӗ, пирӗн те хамӑр халӑхӑмӑра тӗпчекен ӑслӑлӑха (чувашоведение) чӑваш ӑслӑлӑхӗ тени вырӑнлӑ пулмалла. Иртнӗ ӗмӗрти репрессисем пуҫланиччен чӑваш халӑхне шӑпах ҫав пур енлӗ (комплекслӑ) мелпе тӗпченӗ те ӗнтӗ. Тӗрлӗ халӑхсене пур енлӗ тӗпчес туртӑм Раҫҫей ӑслӑлӑхӗнче XVIII ӗмӗртех вӑй илет, Спиридон Михайлов (Янтуш) ҫырнӑ тапхӑрта та ҫав мел тӗпрех тӑнӑ-ха. Ҫавна пулах чӑвашсен малтанхи тӗпчевҫисем универсал пулнипе палӑрнӑ: Василий Сбоев, Николай Золотницкий, Николай Ашмарин, Гурий Комиссаров (Вантер) тата ыт.
Далее...
■ 13.12.2021 16:50 | 10056 Пурĕ пăхнă
Эпир, паянхи аслӑ ӳсӗмри чӑвашсем, ача пахчине е шкула ҫӳреме пуҫличченех чӑвашла лайӑх калаҫма пӗлеттӗмӗр. Паян вара, ача пахчине е шкулӑн пӗрремӗш класне 1 сентябрьте вӗренме килнӗ ача-пӑча шакӑлтатса вырӑсла калаҫма пӗлнӗ вӑхӑтрах чӑвашла пӗр сӑмах та калама пултарайманнине хулара та, ялта та куратпӑр. Ҫакӑн пек ачапа эсӗ чӑвашла калаҫма пуҫласан, вӑл хулӗсемпе турткаланса илет, сан ҫине тӗлӗнсе, ҫумра тӑракан амӑшӗ ҫине ыйтуллӑн пӑхкалать, ним калама аптӑрать. Мӗнрен килет-ха ҫакӑ?
Далее...
■ 10.11.2021 12:05 | 8076 Пурĕ пăхнă
Статья ятӗнчи ыйтӑвӑн хуравне пӗрре ларса шухӑшланипе шыраса тупма май ҫук пулӗ. Тӑван халӑхӑмӑрӑн шӑпи пирки шухӑшлакан ҫынсем чӑвашсен урӑх халӑх хушшинче ирӗлсе каяс хӑрушлӑх пуррине XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчех асӑрханӑ, ӑна еплерех майсемпе упраса хӑварасси пирки пуҫӗсене чылай ватнӑ. Тутарсен ҫыравҫи Гаяз Исхаки, пирӗн Гурий Вантер (Комиссаров) ку ыйтусемпе тӗрлӗ ӗҫсем хайланӑ, ҫухалуран хӑтӑлмалли ҫулсем шыранӑ. 1917 ҫулта Гурий Вантер «Чӑваш халӑхӗ малалла кайӗ-ши, каймӗ-ши?
Далее...
■ 08.11.2021 20:54 | 4518 Пурĕ пăхнă
Некоторые люди любят на ходу решать, какие достопримечательности и интересные места они посетят. Другим же надо иметь план в голове – чтобы точно провести день весело и познавательно. Именно для таких людей и составлена эта статья про туристические, культурные и просто увлекательные места Чебоксар!
Для начала надо знать, как именно вы любите проводить время, и в зависимости от этого планировать места для посещения. Но сначала важные уточнения – если вы хотите посетить музеи, то помните, что понедельник для них выходной день.
Далее...
, ...