
2022-мӗш ҫулхи пӗчӗк дневник
Шупашкар, 2022-мӗш ҫулхи март уйӑхӗн 11-мӗшӗ, эрнекун. Шупашкарта пӗтӗмпех лӑпкӑ.
Пӑрлакланни. Аптекӑра
Ӗнер аптекӑна эмел илме кайрӑм. Анчах, пирӗн Кӑнтӑр-Хӗвел анӑҫ микрорайонӗнче тротуарсем питӗ шуҫлак. Чӑваш радио пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта нумай ҫын шуҫса ӳксе, ури-аллисене хуҫаҫҫӗ. Ҫуран ҫӳреме питӗ хӑрушӑ. Хӑраса ӳксе, каялла килелле кайрӑм.
Паян аптекӑна кукӑр ҫулпа, машинӑсем ҫӳрекен асфальт сарнӑ ҫулпа кайрӑм.
Далее...