


Ĉuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro

Mitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj






Чупкӑна чукмарпа чараймӑн теҫҫӗ халӑхра. Хӑйсен унталла та, кунталла та чупнине арҫынӗсем грек чӗлхинчен кӗнӗ «полигами» ӑнлавпа сӑлтавласа тӳрре тухма пӑхаҫҫӗ-ха.
Анчах сывӑ ача-пӑча ҫураласси пирки калаҫнӑ май специалистсем пачах расна ӑнлантарнине тӗл пулатӑн. Вӗсен шучӗпе пурнӑҫра шӑпах хӗрарӑма нумай арҫын кирлӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ иккӗ ҫине иккӗ хутласси пекех ансат-мӗн: хӗрарӑмӑн сывӑ ача ҫуратмалла, ун валли ӑна сывӑ арҫын кирлӗ. Тепӗр майлӑ каласан, сывӑ ачана пӗтӗлентерме сывӑ ар тупмалла.
Ҫын укҫине шутлама хушмаҫҫӗ-ха. Ҫапах та ҫын укҫи пирки кӑштах калаҫса илер. Тӗрӗсрех, пуҫлӑхсен пирки. Тата тӗрӗсрех каласан, ҫавсем хӑйсем ертсе пыракан предприяти-организаци е муниципалитет мулне ӑҫта яни пирки.
«Правда ПФО» интернет-хаҫатра ҫак кунсенче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Чӑвашхлебопродукт» акционерсен обществи 3 миллион тенкӗ тӑракан урапа (Toyota Land Cruiser Prado Ic 150) илнипе Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн регионти уйрӑмӗ кӑсӑкланнӑ.
«Хыпар» хаҫат пирки пӗр вӑхӑтра шӑв-шав лӑпланнӑччӗ. Ӑна чылай ҫул редактор пулса ертсе пынӑ Алексей Леонтьев вырӑнне Валери Туркай влаҫа ларнӑ хыҫҫӑн Чӑваш халӑх сайтӗнче те, «Правда ПФО» интернет-кӑларӑмра та тем тӗрлӗ шухӑш та палӑртакан тупӑннӑччӗ. Нумаях пулмасть Валери Туркай Чӑваш Енӗн информаци политикин министрне Александр Иванова халалласа сӑвӑ ҫырни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Сӑвӑра Валери Туркай республика шайӗнчи ҫав пуҫлӑха йӗпленӗччӗ. Каярах пирӗн сайт Валери Туркайпа контракт тӑсманни, тӗп редактор тивӗҫне Михаил Арланов пурнӑҫлани пирки хыпарларӗ.
Боливинчи Салар де Уюни – çĕр çинчи чи тĕлĕнтермĕш вырăнсенчен пĕри. 40 пин çул каялла унта пĕве пулнă, кайран вăл типсе ларса çĕр çинчи тăварлă чи пысăк вырăна çаврăннă. Çумăр тапхăрĕнче 12 пин тăваткал километр лаптăка шыв пухăнать те Салар де Уюни тÿремлĕх пысăк тĕкĕр евĕр пулса ларать те унта тÿпе, пĕлĕт тата ту курăнать. Кун пек сăна кура паралелльлĕ тĕнче пур пек туйăнса каять.
Аризонăри «Пария Каньон» наци заповедникне пĕтĕм тĕнчери çул çÿревçĕсемпе фотографсем лекме тăрăшаççĕ.
1. Организмра тесторон виçи пысăк пулсан çынсем теприсем тарăхнипе киленеççĕ.
2. Теприсене мĕскĕнлетме тăрăшакансем хăйсене (пултаруллине, хитрине тата ыттине те) ĕненмеççĕ.
3. Хăйсене хакласси пĕчĕк шайра пулсан çынсем теприсем пирки начар шухăшлаççĕ. Çакă вĕсене хăйсен хакне хăпартма пулăшать.
4. Çынсем хăйсене епле тытасси ÿт-пÿ туйăмĕнчен килет. Сăмахран, йывăрлăх туйăмĕпе «кирлĕлĕх», «пĕлтерĕшлĕх», «сулмаклăх» ăнлавсене çыхăнтараççĕ. Çакна çирĕплетме пĕр тĕслĕх: енчен те резюмене йывăр папкăра тыттаракана тĕплĕ тата шанчăклă çын вырăнне хурса йышăнаççĕ.