Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.0 °C
 

Reklamo

Вика Сорокина: Çĕр çинчи тĕлĕнсе каймалла хитре 7 вырăн

Вика Сорокина04.04.2015 17:022654 Пурĕ пăхнă

Салар де Уюни (Боливи)

Боливинчи Салар де Уюни – çĕр çинчи чи тĕлĕнтермĕш вырăнсенчен пĕри. 40 пин çул каялла унта пĕве пулнă, кайран вăл типсе ларса çĕр çинчи тăварлă чи пысăк вырăна çаврăннă. Çумăр тапхăрĕнче 12 пин тăваткал километр лаптăка шыв пухăнать те Салар де Уюни тÿремлĕх пысăк тĕкĕр евĕр пулса ларать те унта тÿпе, пĕлĕт тата ту курăнать. Кун пек сăна кура паралелльлĕ тĕнче пур пек туйăнса каять.

Пария Каньон (Аризона, АПШ)

Аризонăри «Пария Каньон» наци заповедникне пĕтĕм тĕнчери çул çÿревçĕсемпе фотографсем лекме тăрăшаççĕ. Пушхирти монолит евĕр пулса хытни – çĕр миллион çул каялла ту хысакне çаврăннă. Çил каснипе тем тĕрлĕ кÿлепене çаврăннăскерсем çутă тата çанталăк ылмашнине кура улшăнса тăраççĕ.

Каньона нумай турист пырса çÿремест, мĕншĕн тесен унта çитме ансат мар. Заповедника туристсем машинăпа пырса кĕме чарнине пула 5 çухрăм утнă хыççăн кăна вăл илемпе киленме май килет. Пушхирте 5 çухрăм утма пĕртте çăмăл мар.

Айерс-рок (Австрали)

Айерс-рок çĕр çийĕнче çывăракан улăп евĕр курăнать. Ту хысакĕн виçи чăннипех тĕлĕнтерет: çÿллĕшĕ – 350 метр, çавракăш – 9 километр ытла, унăн ĕмĕрĕ 680 миллион çул ытла.

Айерс-Рок Австралинчи чи илемлĕ вырăнсенчен пĕри шутланать. Паломниксем унăн 1,5 километр çÿллĕшĕнче вырнаçнă тăррине хăпарса "Улуру-Ката Тьюта» наци паркĕн илемĕпе киленессишĕн таçтан та пухăнаççĕ.

Пуэрто-Принеса çĕр айĕнчи юханшыв

Филиппин Республикинчи çак юханшыв Палава утравĕ çинче вырнаçнă. Унтан инçех мар Пĕрлешнĕ Нацисен вĕренÿ, ăслăлăх тата культура енĕпе ĕçлекен организацин Пĕтĕм тĕнчери еткерлĕхне кĕрекен списока кĕрекен Puerto Princesa Subterranean River National Park наци паркĕ вырнаçнă.

Пуэрто-Принеса юханшыв çĕр хăвăлĕпе 8 километр тăршшĕ ытла юхса выртать.

Кристалсен çĕр хăвăлĕ

11 метр тăршшĕ кристалл курас килет-и? Вĕсемпе Мексикăри Cueva de los Cristales çĕр хăвăлĕнче киленме пулать. Ăна 2000 çулта кăна тупса палăртнă. Асăрхаканĕсем – Чиуауа штатри «Найка» шахтăра ĕçлекен рабочисем.

Селенитăн тĕлĕнтермĕш кристалĕсен тытăмĕ гипс евĕр теççĕ.

Шилинь чул вăрманĕ

Китайри Шилинь чул вăрманĕ те – туристсене астаракан вырăн. Шыв çисе кайнипе хăвăлăнса пĕтнĕ вырăн чул вăрманĕ евĕрех курăнса ларать. Вăл вырăн – Куинмин хулинчен 120 километрта. Хăвăлăннă вырăн ĕмĕрĕ 270 миллион çултан та вăрăмрах-мĕн. Вăрман лаптăкĕ 350 тăваткал километрпа танлашать.

Шыв айĕнчи чулсем

Австралинчи шыв айĕнче кăшт курăнакан чулсен тăршшĕ – 2600 километр. Питĕ пысăккине кура вăл космосран та курăнать. Пĕтĕмĕшле унăн лаптăкĕ – 350 пин тăваткал метра яхăн.

1981 çулта çак тĕлĕнтермĕше Пĕрлешнĕ Нацисен вĕренÿ, ăслăлăх тата культура енĕпе ĕçлекен организацин Пĕтĕм тĕнчери еткерлĕхĕн списокне кĕртнĕ.

 

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)


Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

 
Pri la retejo | Statistiko
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Demandoj pri retejfunkciado: p-code(a)mail.ru