Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
 

Reklamo

Вика Сорокина: Этем кăмăл-туйăмĕпе çыхăннă кăсăклă фактсем

Вика Сорокина04.03.2015 07:012337 Пурĕ пăхнă

1. Организмра тесторон виçи пысăк пулсан çынсем теприсем тарăхнипе киленеççĕ.

2. Теприсене мĕскĕнлетме тăрăшакансем хăйсене (пултаруллине, хитрине тата ыттине те) ĕненмеççĕ.

3. Хăйсене хакласси пĕчĕк шайра пулсан çынсем теприсем пирки начар шухăшлаççĕ. Çакă вĕсене хăйсен хакне хăпартма пулăшать.

4. Çынсем хăйсене епле тытасси ÿт-пÿ туйăмĕнчен килет. Сăмахран, йывăрлăх туйăмĕпе «кирлĕлĕх», «пĕлтерĕшлĕх», «сулмаклăх» ăнлавсене çыхăнтараççĕ. Çакна çирĕплетме пĕр тĕслĕх: енчен те резюмене йывăр папкăра тыттаракана тĕплĕ тата шанчăклă çын вырăнне хурса йышăнаççĕ.

5. Çирĕплĕхпе хытăлăх туйăмĕ çынсен майлашулăхне витĕм кÿрет. Хытă пукан çинче ларакансем, тĕслĕхрен, калаçу ирттернĕ чух теприне ăнланасшăнах мар. Яка мар вырăн пĕр-пĕринпе хутшăнассинче йывăрлăх кÿрет, сивĕ туйăмĕ пĕчченлĕхпе çыхăннă.

6. Вăй-хал нумай хума тивмесен кăмăл-сипете хирĕçле ĕç тăвасси ÿсет.

7. Тепĕр самант: тÿрремĕн хирĕçлемелле мар лару-тăрура этем тепĕр çын ыйтнине пурнăçлама васкамасть. Енчен йышăнăва теприн умĕнче йышăнмалла чух хирĕçлеймеççĕ. Сăмахран, пулăшма куçран ыйтсан.

8. Суякан çынсем ансат предложенисемпе усă кураççĕ. Мĕншĕн тесен пуçра вĕсен суяна та тытма тивет, мĕн калассине те. Çавăн пек самантра вĕсен çаврăнăçулăх çухалать те.

9. Çынна сăнанă чух вăл хăйне лайăхрах тытать. Сăнанă пек туни те çакăн пек витĕм кÿрет.

10. Çынна суйнă е улталанă хыççăн çынсем мĕн лайăххипе начаррине урăхла хаклаççĕ.

11. Илемлĕ, шанчăклă евĕр сăн-пит çынсене аташтарма пултарать. Ун пеккисене çынсем ытларах шанаççĕ.

12. Сăн-пит политиксемшĕн сасăлассине, вĕсене суйлассине те витĕм кÿрет. Çулланнăрах тата хитререх сăнлисене суйлавçăсем ăслăрах тесе йышăнаççĕ.

13. Ăнăçлăраххисене тата пуяннисене те теприсем ăслăрах, пултаруллăрах тесе шухăшлаççĕ. Ăнăçлисем çавна тивĕç тесе шухăшласси те пур.

14. Телейлĕ туяссине укçа нумаййи мар, пуянлăх кÿршĕрен ытларах пулни витĕм кÿрет. Мĕншĕн тесен çын хăйне пускилсемпе ялан танлаштарать.

15. Тарăху çынна пĕр-пĕр япалана хăйĕн тăвас килни патне çитерет.

16. Пĕр-пĕр лару-тăрăва татса пама мĕн чухлĕ йывăртăрах, çын ăна хăй еккипе ярасси çавăн чухлĕ пысăкрах. Сăмахран, лавккара тавар нумай пулсан та хăшне суйласси пирки аптăратпăр.

17. Лару-тăрăва тĕрĕслесе тăрайманнине пула пĕр-пĕр пулăм пирки этем «çавăн пек пулмалла-тăр» тесе шухăшлама тытăнать.

18. Хăвăрт татса панă ыйтусемшĕн çынсем кулянаççĕ. Вăхăт ытларах пулнă тăк вĕсене хăйсем тĕрĕсрех утăм тăвассăн туйăнать.

19. Мĕнпур хăрушлăха этем пĕр пек йышăнмасть. Пĕр çыннах парашютпа хăюллăн сикме пултарать, анчах пуçлăха хирĕçлеме – вилсе каясла хăрама. Е тигрсене хăнăхтарма шикленмест, анчах хитре хĕрарăмпа паллашма хăрать.

20. Тунсăхлакан çынсем ырă ĕç тума тăрăшаççĕ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj