Базиль Кириллов // 2350.55.1833
2020.11.20 11:21 | |
Мĕн каласшăн Акапасар? "Ним те ан тăвăр, усси пулмасть, диван çинче выртнинчен пахи ним те çук",- тесе каласшăн ĕнтĕ. | |
Хула ачи // 1726.84.3785
2020.11.20 16:18 | |
Писательсен союзӗ пур,конргес пур,ЧАП пур,Канашсен ентешлӗхӗ пур, а пуҫелӗк чӑвашла ҫук.Пурте мидаль илнӗ. | |
Agabazar // 2672.66.3601
2020.11.20 17:38 | |
Аха, эпĕ, Акапасар, Базиль Кириллов диван çинчен тăрасран питĕ хăратăп.
Базиль Кирилловсем диван çинчен тăма пуçласан — тĕнче пĕтет вара. Турă ан хуштăр ун пеккине курма! Хула ачи юлташ! ЧАП — çук! Унăн ĕçне тахçанах чарса лартнă. Эс асăнакан ытти органсем — пурте обществалла йĕркепе çеç тытăнса тăраççĕ. Вăл органсене эс те ним те мар кĕрсе кайма пултаран. Эппин кĕрсе кай та ĕç ту! Наци музейĕн директорĕ пирки: Унăн хушамачĕ, эп пĕлнĕ тăрăх — Меншикова. Хамăр пек чăвашах. Юрĕ, ăна кăларса пăрахĕç, тейĕпĕр. Анчах ун вырăнне ĕçлевçĕ вырăнне Пензăран е Тулăран илсе килмĕç-ши? А мĕн, апла та пулма пултарать! Лешĕ вара, ютран килни, чăваш халăхне еплерех юратни пирки те калаçма пултарĕ малтанлăха. Кашкăртан тарса упа патне пырса тухнă пек пулĕ. | |
Микула // 9259.3.8429
2020.11.21 09:27 | |
Отставкӑна паллах ? Мӗншӗн тата ? Чӑваш литературинчи хайлавсене шкулсенче вырӑсла ӑнлантарма пуҫланине курман пулсан куна та чӑтса ирттерӗр? За моральный ущерб хӑшне- пӗрне медаль парсан та ҫитӗ ?
ЧАП тенӗрен, ЧАП паян ҪУК пулсан тен малтан та вӑл пулман? ЧНК пек ячӗ кӑна пулнӑ ? Обществӑлла пӗрлешӳсен чылайӗшӗн ячӗ ҫумне " ячӗшӗн кӑна" е татах та тӗрӗсрех "ултавлӑ" тесе хушсан та ҫылӑх пулмӗ ? Тӑхӑрвуннӑмӗш ҫулсенче панӑ ирӗксенчен ытларах чухне ячӗ кӑна тӑрса юлнине пӗлтермеҫҫи ку пулӑмсем ? Пӗтӗмпех сутса яма ӗлкӗрнӗ ? | |
Микула // 9259.3.8429
2020.11.21 10:01 | |
"Как это некрасиво когда говорят на чувашском языке,вот я была в Мордовии там все культурно,все названия только на русском языке" тесе каланине илтнӗччӗ. Етӗрнере чӑвашла ытларах калаҫма тытӑннине асӑрханипе ҫавӑн пек каланӑччӗ вӑл хӗрарӑм. Культурӑна ,ҫав сирӗн хула администрацийӗ,ҫав хӗрарӑм шайӗнче кӑна виҫни курӑнать пулмалла ? Чӑвашла-некультурно,вырӑсла-культурно ? Тепӗр чи вӑйлӑ та чаплӑ аргумент,пӗрре мар ильтнӗ, "города это исконно русские территории" . Хула администрацине пӗтӗм республикӑри халӑх илтмеллӗх ыйту тен памалла . Мӗн тунӑ унти чиновниксем чӑваш халӑхӗн тӑван чӗлхи валли ? Хулара чӑвашсем 2/3 пайӗ. Унтан кунта кӑна пире килӗштерместь тесе калама тахҫанах вӑхӑт ҫитнӗ ? | |
Микула // 9259.3.8429
2020.11.21 10:15 | |
Стратегический План Развития Чувашского Языка В Городах Чувашии - ҫырас пулать. Шупашкар хули чӑваш чӗлхине аталантарса пымалли плацдарм пулса тӑмалла. Ял,Ял ,ял тесе лармалла мар. Малтанхи пунктсенчен пӗри вӑл "тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем" пулмалла. Шикленместӗр пулсан ,сутӑнсах парӑнсах пӗтмен пулсан хутшӑнӑр. Тӗплӗн ӑнлантарса панӑ ҫул карти пулмалла . | |
Agabazar // 1321-1437
2020.11.22 17:16 | |
Мĕн пăх планĕсем çыраян эс, енчен те çавна та чăвашла çавăрттарса калаймастăн пулсан? | |
Микула // 9259.3.8429
2020.11.22 20:08 | |
Чӑвашсем чӑвашла пӗлменнисем те чылай. Акапасарӑн ҫав тери чӑркӑш пулмасан та пулӗ . Пӗччен мар кунта. Микулан ӗҫӗ мар паллах плансем ҫырса ларасси тата академиксене вӗрентесси. Анчах та пурнӑҫӗ паян ҫавӑн пек . Медаль илесси кӑна малта счирӗн пулмалла? Куна панӑ,куна паман. Ай-уй мӗншӗн паман ! ? Салтыков-Щедрин канать. Паян пулмасан та ЫРАН мӗн тӑвасси пирки паянах шутлама хӑнӑхтарас пулать.
Унсӑр пуҫне ,каласах тӑрӑп, Шупашкарта тата ытти хуласемпе районсенче чӑвашла ӳстермелли ача сачӗсем пулмалах. | |
Agabazar // 1321-1437
2020.11.22 22:42 | |
Чăвашла пĕлменнисем валли кунта «Флудильня» пур. | |
Вот и // 1977.69.9930
2020.11.25 16:23 | |
Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни |