Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Литература музейӗн ячӗ чӑвашланӗ-ши?

Аçтахар Плотников19.11.2020 15:237719 Пурĕ пăхнă

Чӑваш Республикин тӗп хулинче вырнаҫнӑ Литература музейӗн пуҫелӗкӗ ылмашӑнни ҫулталӑк та иртсе кайрӗ ӗнтӗ. Ун пирки эпӗ пӗлтӗрех ҫырасшӑнччӗ, статьяна та пуҫланӑччӗ, анчах пичетлесе кӑларма май ҫитмерӗ. Тӗрлӗ ӗҫсем чӑрмантарчӗҫ (алли ман иккӗ кӑна та, чӑн та тӑватӑ аллӑн ӗҫлеме йывӑр ҫав — Яндекс.Куҫаруҫӑ валли мӑшӑрсем пухасси вӑхӑта чылай ҫисе ярать). Ҫавах та ку ыйту тавра шӑв-шав пушшех те ҫӗклемесӗр хӑварма май ҫук.

Чӑваш халӑхӗн литературине халалланӑ музейӗн, уйрӑмах Константин Иванов ячӗпе хисепленекенскерӗн, пуҫелӗкне вырӑсла шаплаттарса хуни чӑн та питӗ тӗлӗнмелле япала. Кун пирки ӑна вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑнах халӑх шавла пуҫларӗ-ха. Валери Туркай та, ЧНК конгресӗнчи президиум пайташӗсем те ҫак ӑнланма йывӑр япала пирки пӑшӑрханса каларӗҫ. Мӗншӗн ҫапла пулса тухни пирки эпир хамӑр та музейӗн заведующийӗпе ҫыхӑнтӑмӑр. Пире вара пуҫелӗкӗ ҫеҫ вырӑсла пулни ҫинчен, музей пирки вара тӳрех виҫӗ чӗлхепе ҫырса хуни пирки (ҫав шутра чӑвашла тата акӑлчанла) каласа пачӗҫ. Пуҫелӗке хатӗрленӗ чухне тӳрех вырӑсла та чӑвашла та туни пирки пӗлтерчӗҫ, анчах, имӗш, Шупашкар хулин чиновникӗсем (чӑвашла манса кайнисем пулас) вырӑслине суйласа илнӗ. Заведующи каланӑ тӑрӑх вӗсем халӑх кӑмӑлсӑрланасса тӳрех асӑрхаттарнӑ имӗш, анчах лешӗсем ҫавах хӑйӗннех пенӗ, «Литературный музей им. К.В. Иванова» тесе шаплаттарса лартнӑ.

Кунта каласа хӑварас пулать, ҫак пуҫелӗке улӑштарни те питӗ тӗлӗнмелле япала ман шутпа. Унчченхи питӗ хӑйне евӗрлӗччӗ, ӑна ӳнер шайӗпе виҫсен пахалӑхӗ пӗчӗкех мар теме пулать. Шел те, хула влаҫӗсем ӑна кивелнӗ тенӗ пулас, ҫавна май темле «чунсӑр» пуҫелӗкпе улӑштарма шут тытнӑ.

Пӗлтӗр музей заведующийӗпе калаҫнӑ хыҫҫӑн та, кӑҫал ҫу кунӗсенче Чӑваш наци музейӗн директорӗпе (вӑл вӗсен филиалӗ-ҫке!) ҫыхӑннӑ хыҫҫӑн вырӑсла ҫеҫ шаплаттарса хунӑ пуҫелӗкӗн ыйтӑвне май пулсан татса парӑпӑр тесе шантарнӑччӗ. Улӑштарас тесен, имӗш, укҫа кирлӗ [асӑрхӑр: тӳрех чӑвашла-вырӑсла ҫырса хурсан хушма укҫа шырама тивмӗччӗ-ҫке!]. Ҫулталӑк иртрӗ… Ытла та... Укҫа тупӑнман. Тӗрӗссипе, шыраман та ӗнтӗ. Куҫа курӑнать-ҫке — темле «ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынна» пула Шупашкара май ҫитнӗ таран вырӑслатасшӑн. Чӑваш чӗлхипе май ҫитнӗ таран сахалрах усӑ курасшӑн хула влаҫӗсем. Чӑвашлӑх сӗмне те вӑйпах пӗтереҫҫӗ. Ав, хӗрлӗ тӳремех илӗр — малтан чӑвашлӑх туйӑмӗ унта кӑшт та пулин пурччӗ, халь вара пач та ҫук теме пулать. Те Чӑваш Республикин тӗп хулине пырса кӗретӗн, те пӗр-пӗр облаҫӗн тӗп хулине. Кустӑрма, Тамбов, Воронеж тата ытти нумай-нумай хуласенчен килекен туристсен мӗн шыраса килмелле Шупашкара? Мӗн кӑсӑкли вӑл курма пултарӗ? Енчен те хӑйӗн тӑван хулинче те ҫав япаласемех пулсан Шупашкара мӗншӗн килмелле унӑн? Вырӑсла ҫырнӑ «Литературный музей» пуҫелӗке курма-им? Ара унӑн тӑван хулинче те унашкалли пур, унсӑр пуҫне хитререх те пуль вӑл! Е Чебурашкӑна курма? Е Катемпи, Хаяр Иван кӳлеписенчен тӗлӗнме?

Хула влаҫӗсемпе тӳре-шарасене сӑнасарах пӑхсан, вӗсем темшӗн хӑйӗн тӑван тымарӗсенчен вӑтаннӑ пек туйӑнать. Анчах та ҫакӑ вӑл вӗт-ха, тӑван атте-аннерен вӑтаннипе танах! Тунмастӑп, ман аттипе апи ытлашши тӗслӗх вырӑнне хумалли ҫынсемех марччӗ. Япӑх енӗсем вӗсен чылайччӗ, вӗсене пулах намӑсланма та тиветчӗ. Анчах та вӗсем — манӑн аттипе апи! Вӗсем мана ӳстернӗ, ҫын пулма вӗрентнӗ. Шкулти учительсем мар, ман ҫывӑх юлташсем мар — шӑп та лӑп атти-апи. Япӑх енӗсем темле нумай пулсан та апи мана вӑрлама юраманни пирки вӗрентсе хӑварнӑ (пӗчӗк чухне хӑйӑр купинчен кӳршӗ ачан теттине сӗтӗрсе килсеччӗ те апи мана вара ун пек тума юрамасть, вӑл япала сан мар, ӑҫтан илсе килнӗ ҫавӑнта кайса хур тесе каланӑччӗ). Пӗр-пӗр ӗҫрен ача чухне эпӗ питӗ пӑрӑнма юрататтӑм, анчах атти мана ҫӑвах ӗҫе хӑнӑхтарнӑ, халӗ вара ытти хӑш-пӗрисем пек диван ҫинче выртма пултараймастӑп — чун ыйтать: мӗнпе те пулин аппаланмаллах. Ку темиҫе тӗслӗх кӑна. Тунмастӑп, ача чухне «мӗншӗн ман атти-апи ҫавнашкал-ха, мӗншӗн ыттисен пек йӗркеллӗ мар-ши?» текен ыйту ман пуҫра сахал мар ҫуралса. Анчах халӗ калама пултаратӑп — урӑх йышши атти-апи мана кирлӗ мар, вӗсенчен хакли ҫук. Эпӗ унччен ӑмсаннӑ ҫынсен ачисемех хӑйсене пурнӑҫра тупаймарӗҫ... Вӑт, вара ҫав вӑхӑтсене аса илетӗп те, чӑн та пирӗн чиновниксем хӑйӗн халӑхӗнчен вӑтаннӑ пек туйӑнать. Ӗненес килет, ман пекех вӗсем тӑна кӗреҫҫех, тӑванран хакли пулма пултараймассине ӑнланса илеҫҫех. Вара Шупашкар та чӑвашланасси иккӗленӳллӗ пулмӗ.

Литература музейӗ патне таврӑнсан вара, чӑн та:

• ку тем тесен те чӑваш литературин музейӗ-ҫке! Унта чӑвашла ҫыракан ҫыравҫӑсем пирки каласа параҫҫӗ!

• пуҫелӗке чӑвашла ҫырса хуни вӑл пӗрре те чӑрмав кӳмест, вал ҫынсене кӑсӑклантарӗ ҫеҫ!

• чӑваш халӑхӗ хӑйӗнчен мӑшкӑлланӑ пек туймӗччӗ;

• Константин Иванов тем тесен те чӑвашла ҫырса чапа тухнӑ, вырӑсла мар!

Ҫаксене шута илсе литература музейӗн пуҫелӗкӗ ҫывӑх вӑхӑтра чӑвашланасса шанас килет!

 

Сӑнӳкерчӗксенче: Литература музейӗн пуҫелӗкӗ (01.06.2020, Валери Тургай ярса панӑ); унчченхи пуҫелӗк (Google.Maps сервисран илнӗ); виҫӗ чӗлхепе ҫырни (Валери Туркай ярса панӑ).

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Базиль Кириллов // 2350.55.1833
2020.11.20 11:21
Мĕн каласшăн Акапасар? "Ним те ан тăвăр, усси пулмасть, диван çинче выртнинчен пахи ним те çук",- тесе каласшăн ĕнтĕ.
Хула ачи // 1726.84.3785
2020.11.20 16:18
Писательсен союзӗ пур,конргес пур,ЧАП пур,Канашсен ентешлӗхӗ пур, а пуҫелӗк чӑвашла ҫук.Пурте мидаль илнӗ.
Agabazar // 2672.66.3601
2020.11.20 17:38
Agabazar
Аха, эпĕ, Акапасар, Базиль Кириллов диван çинчен тăрасран питĕ хăратăп.

Базиль Кирилловсем диван çинчен тăма пуçласан — тĕнче пĕтет вара. Турă ан хуштăр ун пеккине курма!

Хула ачи юлташ!

ЧАП — çук! Унăн ĕçне тахçанах чарса лартнă. Эс асăнакан ытти органсем — пурте обществалла йĕркепе çеç тытăнса тăраççĕ. Вăл органсене эс те ним те мар кĕрсе кайма пултаран. Эппин кĕрсе кай та ĕç ту!

Наци музейĕн директорĕ пирки: Унăн хушамачĕ, эп пĕлнĕ тăрăх — Меншикова. Хамăр пек чăвашах. Юрĕ, ăна кăларса пăрахĕç, тейĕпĕр. Анчах ун вырăнне ĕçлевçĕ вырăнне Пензăран е Тулăран илсе килмĕç-ши? А мĕн, апла та пулма пултарать! Лешĕ вара, ютран килни, чăваш халăхне еплерех юратни пирки те калаçма пултарĕ малтанлăха. Кашкăртан тарса упа патне пырса тухнă пек пулĕ.
Микула // 9259.3.8429
2020.11.21 09:27
Отставкӑна паллах ? Мӗншӗн тата ? Чӑваш литературинчи хайлавсене шкулсенче вырӑсла ӑнлантарма пуҫланине курман пулсан куна та чӑтса ирттерӗр? За моральный ущерб хӑшне- пӗрне медаль парсан та ҫитӗ ?
ЧАП тенӗрен, ЧАП паян ҪУК пулсан тен малтан та вӑл пулман? ЧНК пек ячӗ кӑна пулнӑ ? Обществӑлла пӗрлешӳсен чылайӗшӗн ячӗ ҫумне " ячӗшӗн кӑна" е татах та тӗрӗсрех "ултавлӑ" тесе хушсан та ҫылӑх пулмӗ ? Тӑхӑрвуннӑмӗш ҫулсенче панӑ ирӗксенчен ытларах чухне ячӗ кӑна тӑрса юлнине пӗлтермеҫҫи ку пулӑмсем ? Пӗтӗмпех сутса яма ӗлкӗрнӗ ?
Микула // 9259.3.8429
2020.11.21 10:01
"Как это некрасиво когда говорят на чувашском языке,вот я была в Мордовии там все культурно,все названия только на русском языке" тесе каланине илтнӗччӗ. Етӗрнере чӑвашла ытларах калаҫма тытӑннине асӑрханипе ҫавӑн пек каланӑччӗ вӑл хӗрарӑм. Культурӑна ,ҫав сирӗн хула администрацийӗ,ҫав хӗрарӑм шайӗнче кӑна виҫни курӑнать пулмалла ? Чӑвашла-некультурно,вырӑсла-культурно ? Тепӗр чи вӑйлӑ та чаплӑ аргумент,пӗрре мар ильтнӗ, "города это исконно русские территории" . Хула администрацине пӗтӗм республикӑри халӑх илтмеллӗх ыйту тен памалла . Мӗн тунӑ унти чиновниксем чӑваш халӑхӗн тӑван чӗлхи валли ? Хулара чӑвашсем 2/3 пайӗ. Унтан кунта кӑна пире килӗштерместь тесе калама тахҫанах вӑхӑт ҫитнӗ ?
Микула // 9259.3.8429
2020.11.21 10:15
Стратегический План Развития Чувашского Языка В Городах Чувашии - ҫырас пулать. Шупашкар хули чӑваш чӗлхине аталантарса пымалли плацдарм пулса тӑмалла. Ял,Ял ,ял тесе лармалла мар. Малтанхи пунктсенчен пӗри вӑл "тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем" пулмалла. Шикленместӗр пулсан ,сутӑнсах парӑнсах пӗтмен пулсан хутшӑнӑр. Тӗплӗн ӑнлантарса панӑ ҫул карти пулмалла .
Agabazar // 1321-1437
2020.11.22 17:16
Agabazar
Мĕн пăх планĕсем çыраян эс, енчен те çавна та чăвашла çавăрттарса калаймастăн пулсан?
Микула // 9259.3.8429
2020.11.22 20:08
Чӑвашсем чӑвашла пӗлменнисем те чылай. Акапасарӑн ҫав тери чӑркӑш пулмасан та пулӗ . Пӗччен мар кунта. Микулан ӗҫӗ мар паллах плансем ҫырса ларасси тата академиксене вӗрентесси. Анчах та пурнӑҫӗ паян ҫавӑн пек . Медаль илесси кӑна малта счирӗн пулмалла? Куна панӑ,куна паман. Ай-уй мӗншӗн паман ! ? Салтыков-Щедрин канать. Паян пулмасан та ЫРАН мӗн тӑвасси пирки паянах шутлама хӑнӑхтарас пулать.
Унсӑр пуҫне ,каласах тӑрӑп, Шупашкарта тата ытти хуласемпе районсенче чӑвашла ӳстермелли ача сачӗсем пулмалах.
Agabazar // 1321-1437
2020.11.22 22:42
Agabazar
Чăвашла пĕлменнисем валли кунта «Флудильня» пур.
Вот и // 1977.69.9930
2020.11.25 16:23
Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни

Paĝoj: [1], 2

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj