Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Валерий Алексин: Ҫакӑ-и илемлӗ литература?

Валерий Алексин04.04.2019 18:5229492 Пурĕ пăхнă

Тутарстанра пурӑнакан паллӑ журналист Николай Сорокин нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман пичетлесе кӑларчӗ. Хаҫат-журнал ҫийӗнчех асӑрхарӗ ҫакна, кӗнекери ӗҫ-пуҫ епле тӗвӗленсе аталанни, унти геройсен шӑпи пирки вырӑнлӑ сӑмах хускатрӗ.

«Тылра юлнӑ хӗрарӑмсем йывӑр ӗҫпе асапланни – литературӑра ҫӗнӗ тема мар. Ешӗл Йӑмраллӑ чӑваш ялӗнче те пӗтӗм пурнӑҫ вӗсем ҫинче тытӑнса тӑрать. Ҫапах та «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман авторӗ вӗсенче ӗҫ лашисене мар, хӗрсемпе хӗрарӑмсенех курать, вӗсен черчен чунне уҫса пама тӑрӑшать. Ҫавӑнпа вӑл тӑлӑх арӑмсен ыйхӑллӑ мар, хуйхӑллӑ каҫӗсене пусӑмласа сӑнарлать. Хӗрарӑмсене вӑйран яракан, тӑнран кӑларакан вилӗм хучӗсем вара пӗрин хыҫҫӑн тепри килеҫҫӗ. Тӑлӑх арӑмсем — ялӗпе! (Г. Матвеева. Тӑлӑх пулмаллаччӗ-и вӗсен? «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 7.03.2919).

«Тутарстанри Атӑл ҫывӑхӗнчи Ешӗл Йӑмраллӑ ял тӑлӑха тӑрса юлнӑ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче фронта кайнӑ ик ҫӗр ытла арҫын пуҫ хунӑ, хыпарсӑр ҫухалнӑ. Ним тӑвайманнипе хӗрарӑмсем упӑшкасӑр тӑрса юлнӑ Веселина Кузнецова чӗннипе влаҫа хирӗҫ ҫӗкленеҫҫӗ. «Хамӑр ачасене вӗлерме памастпӑр! Урӑх ача ҫуратмастпӑр», — тӗв тӑваҫҫӗ вӗсем...» (Р. Власова. Тӑлӑх арӑмӑн минтерӗ ҫемҫе-и? «Хыпар», 12.03. 2019).

Рецензентсемпе тӗпрен илсен килӗшес килет. Анчах ҫакна та хушса хӑвармалла: ҫырӑвҫӑн ӑсталӑхӗ, произведенин илемлӗх шайӗ пирки вӗсем нимех те каламан.

Калас пулать, роман сюжетне автор самай ӑнӑҫлӑ ҫыхма пултарнӑ. 1945 ҫул, вӑрҫӑ чарӑнас умӗнхи ҫӗкленӳллӗ тапхӑр. Хусанти НКВД тӗрминче вара пачах урӑх «ҫанталӑк»: кунта ҫамрӑк хӗрарӑм асапланать. Ун асаилӗвӗнче нумай ӗҫ-пуҫ карталанса иртет. Телейлӗ юрату та пулнӑ ун пурнӑҫӗнче, ашшӗ-амӑшӗпе килӗштерсе пурӑнни те, вӗреннӗ ҫын пулма ӑнтӑлнӑ чух путсӗрсем ура хуни те. Тата вӑйран кайиччен ӗҫлени, хуйхӑ ҫине хуйхӑ тиенни...

Веселина Кузнецова «ахаль» хӗрарӑм маррине те автор ҫине тӑрсах ӗнентерет: вӑл илемлӗ те ӑслӑ, тӗлӗнмелле хастар. Чӑннипех лидер пулмалли ҫын.

Паллах, романа «вӗрилле» хаклама ҫӑмӑл мар, унта ырӑ енсемпе пӗрлех ҫитменлӗхсем те сахал мар кӗрсе кайнӑ. Вулакансен шухӑшне шута хурса, критиксемпе литературоведсен сӑмахне итлесе хӑш-хӑш кӗнекене тӳрлетсе тата хушса ҫӗнӗ кӑларӑмпа кӑларни те сахал мар пулнӑ. Анчах, тӗлӗнмелле пулин те, ҫакна пачах та шута илмесӗр асӑннӑ роман «Ҫӗнӗ вӑхӑт» издательствӑра тепӗр кӑларӑмпа пичетленсе тухрӗ. Маларах асӑннӑ кӑларӑмран вӑл 40 страница хулӑнрах, ӑна автор хӑй редакциленӗ.

Кӗнекесене танлаштарса вуласан чи малтанах ҫакна асӑрхатӑн: Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Г. Антонова «автор-редактортан» самай тимлӗрех ӗҫленӗ. Хаҫат чӗлхипе кӑнттаммӑн каланӑ вырӑнсене вӑл чылай ҫӗрте ҫемҫетнӗ, вырӑсларан пуклак куҫарнисене тӑван чӗлхепе виҫеллӗн ҫавӑрса каланӑ: сӑмахран, «ялти патриарх Калта Уртемийӗ» тенине (24 стр.) «Калта Уртемийӗ, ялти хисеплӗ ватӑ» тесе тӳрлетнӗ (15 стр.); вырӑсла конструкци тыткӑнӗнчен хӑтӑлаймасӑр «...купӑсҫӑпа мӗн пулса иртнине каласа пачӗ» (23 стр.) тенине «...купӑсҫа мӗн пулнине каласа пачӗ» тесе уҫӑмлатнӑ (17 стр). Автор ҫамрӑксене уявра алран-алӑ тытса ҫаврӑнтарас вырӑнне «аллисене ҫаклатса» ҫаврӑнтарать (35 стр.), выльӑх-чӗрлӗх апачӗ уншӑн «курӑм» иккен (26 стр.), сивӗ вара «ҫирӗпленсех пырать» (74 стр.). «Ун ҫине авланаймарӗ» (34 стр.), «пуҫ ҫаврашкасемпе кайрӗ» (81 стр.), «урисене Раҫҫейрен аран илсе тухнӑ» (75 стр.), «йытӑ сивви» тенине тата мӗнле ӑнланмалла. Кун пек шӑйрӑк «Ҫӗнӗ вӑхӑт» издательство кӑларӑмӗнче страницӑран страницӑна йӑтӑнать.

Вырӑн-вырӑн логика «уксакланине» те асӑрхатӑн: акӑ тӑлӑх атӑҫӑ, «мӗн ачаран хӑлхасӑр пулин те, юрра-кӗвве сӗре юратать» (20 стр.); тӗп героя, зоотехника вӗренме яраҫҫӗ, анчах вӑл выльӑх тухтӑрӗ пулассишӗн тимлет (28 стр.). Кӗнеке геройӗсене, ял ҫыннисене, Нюҫҫа, Ваҫиле, Санюк, Хӗвекла ят панӑ, ҫавӑнтах автор Никифор, Гришка ятсемпе пӑтранать.

Чӑваш халӑх историне акӑ мӗнле ҫавӑрттарнӑ Н. Сорокин: «Ешӗл Йӑмраллӑ — авалхи чӑваш ялӗ, Атӑл юхӑмӗн варринелле сылтӑмри чӑнкӑ ҫыранта вырнаҫнӑскер. Летописецсене шанас пулсан, вӑл пилӗк ӗмӗр каяллах пуҫланса кайнӑ. Чӑвашсем кунта Кавказпа Алтай тӑрӑхӗсенчен килнӗ тет...». Кунта автор летописецсене шанманни, «тет» хыҫҫӑн кайни куҫкӗрет.

Автор геройсене пӗрне те шутласа кӑларман иккен, вӗсен прототипӗсем камсем пулнине ҫине-ҫинех палӑртать вӑл, тӗп сӑнарӑн сӑнӳкерчӗкне роман вӗҫӗнче пичетлет, ун биографине кӗскен ҫырса парать. Вулакана «суйса ҫырнӑ» текен усал шухӑш пырса ан ҫулӑхтӑр тесе тӑрӑшать ӗнтӗ. Юррисем те кӗнекере чат ҫав тӑрӑхрисем! Тата мӗнпе ӗнентерме пулать-ха автор «тӗрӗссине кӑна» ҫырнине. Архив докуменчӗсене, наука статйинчи пек, фонд номерӗсене асӑнсах илсе кӑтартать. Ял йӑмраллӑ пулнине те сӑнӳкерчӗкпе ҫирӗплетет, вӑйӑ ҫинчен сӑмах пуҫарсан чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ хӗрсемпе каччӑсен сӑнӳкерчӗкне тупса вырнаҫтарать. Ӗненместӗр-и? Ӑҫта кайса кӗрӗн тӗрӗслӗхе пӳрнепе тӗллесех кӑтартаҫҫӗ пулсан? Акӑ Виҫиле ача ҫуратнине ҫырса кӑтартнӑ: мӗн тетӗр, ҫакна та сӑнӳкерчӗкпех кӑтартса панӑ, ача кӑвапине касса яриччен ҫаврӑнӑҫуллӑ фотограф чупса ҫитсе ӳкерсе илме ӗлкӗрнӗ пулмалла.

Кунта илемлӗ литературӑри пултарулӑх мелӗсене, жанр уйрӑмлӑхне шута хуманни яр-уҫҫӑн курӑнса тӑрать, автор беллетристикӑран публицистикӑна каҫса каяс патнех ҫитнӗ. «Над вымыслом слезами обольюсь», — тенӗччӗ пӗр классик илемлӗ литературӑн вӑйне палӑртса. Ҫук, кун пирки ҫӑвар та ан уҫ, умӑнта — аласа тасатнӑ «тӗрӗслӗх»!

Романист ыттисем халиччен каламаннине каласшӑн, вулакана мӗнпе те пулин тӗлӗнтересшӗн пулни сисӗнет. Тен, ҫавӑнпа вӑл хӑш чух виҫерен тухсах каять: «Чаршава тачӑрах хупласа Ваҫиле трусикне хывса юнашар хучӗ...» Малалла ҫырса кайнӑ намӑс йӗркесене илсе кӑтартма хӑю ҫитмест, сӑмах кунта ҫие юлнипе-юлманнине тӗрӗслесе пӑхни пирки пырать (110 стр.). Кун пекки романра татах пур: утӑ капанӗ патӗнче тула тухни (86 стр.), уйӑх хушши тата тем-тем пирки калаҫни (98 стр.). Характера уҫса пама та, сюжета аталантарма та ҫакӑн пек сыпӑксем пачах пулӑшмаҫҫӗ, авторӑн вӑйсӑрлахне кӑна палӑртаҫҫӗ вӗсем.

Вулакана тӗлӗнтернипе анчах ҫырлахасшӑн мар иккен Н. Сорокин, вӑл ӑна тӳнтерсех яма шутланӑ. Вуласа пӑхӑр та ҫак сӑмахсене, кӗнеке авторӗ ахаль-махаль ҫыравҫӑ мар, вӑл улӑп евӗрлӗ пулнине ан манӑр: «Ку кӗнеке Нобель премийӗн лауреачӗ Михаил Шолоховӑн «Лӑпкӑ Дон» романӗнчен пӗрре те кая мар... Тӗрӗссипе каласан, Николай Сорокин романӗ Шолохов романӗнчен кая мар, вырӑнӗ-вырӑнӗпе вӑйлӑрах та пулӗ...» (Умсӑмах).

«Ҫӗнӗ вӑхӑт» издательствӑра кӑларнӑ ҫак кӑларӑмра чӑваш сас паллийӗсем нумай ҫӗрте ҫухалнӑ, текста корректор алли пачах тӗкӗнмен пулас. Илемлӗх тата техника редакторӗсем те кӗнекене сӑн кӗртме пултарнӑ. Сӑмахран, хуплашка ҫине вырнаҫтарнӑ ҫул ҫитмен хӗрача сӑнӳкерчӗкӗ кӗнеке содержанипе пачах килӗшсе тӑмасть. Информаци продукцийӗн паллине лартманнине пула асӑннӑ кӑларӑм вулавӑш ҫӳлӗкӗ ҫине лекеймӗ.

Юлашкинчен ҫакна каласа хӑвармалла: кӗнеке редакторӗн ӗҫӗ питех те яваплӑ. Вӑл тимсӗр пулсан лайӑх произведени те тӗссӗр пулса тухать, пӗлтерӗшне ҫухатать. Урӑхла тӗслӗхсем те пур: хӑш чухне редактор ҫине тӑрса «унанӑ» хыҫҫӑн пулса ҫитмен алҫыру та йӗркеллех пиҫсе тухать, литературӑра хӑйӗн вырӑнне йышӑнать. Тӗслӗх вырӑнне Н. Мранькан «Ӗмӗр сакки сарлака» романне илсе кӑтартма пулать, кун пирки нумайӑшӗ пӗлет. Хайхи «Лӑпкӑ Дон» романа та редакторсем чылай якатса тикӗслени пирки халиччен сахал мар ҫырнӑ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Малай // 3056.78.7256
2019.05.10 08:08
Интереслĕ вуламалли пур пулсан çын укçине хĕрхенсе тăмасть. Асăнăр-ха 3-5 кĕнеке хальхисене, ним те çук.Хальхи писательсем пек хутла пĕлекен кирек кам та çырма пултарать,ÿркенеç çеç, тата чапшăн çунмаççĕ. Çавă çеç.
Базиль Кириллов // 3436.5.9368
2019.05.11 17:59
Ах, Сӑпани!.. Ни пасар ни пывал, ни Сӑпани ни кулял...
Инверси тенине никам та пӑрахӑҫламан. шухӑша тӗрӗс каланӑ-и? Винорадов правило тума пачах та пӗлмеҫ, ҫавна шута илес пулать..
Алибасов // 2144.31.5099
2019.05.15 19:38
Прокопьев ӑҫта ҫухалчӗ? "Артис" иккен вӑл, ҫакна пурте ӑнланчӗҫ. Хӑш арӑм хыҫҫӑн кайсан вакка сикме пулать тесе ахальтен каламан.
ТУРКАЙ // 4474.0.0287
2019.05.18 02:09
Аранах ПӐХСА тухрӑм Н.Сорокинӑн "Минтерне" (ӑна ВУЛАМА май ҫук!) Хӑрушӑ! Кун пек нӗрсӗр япала эп тахҫанах вуламан!
Ку литература мар, АНТИЛИТЕРАТУРА! Питӗ тӗрӗс ҫырать Алексин!..
Тепӗр хут калатӑп: Сорокинӑн "Аттеҫӗм Атӑлӗ" - вӑйлӑ!
"Минтерӗпе" вара Николай Михайлович пӗтӗмпех пӑсса хучӗ! Пӗтӗмпех!
Ман чунӑм таса - эп ӑна "Минтер" пирки "ку - абракадабра!" тесе малтанах, "Минтерӗрӗн" вырӑсла вариантне вуласанах, тӳррӗн каланӑ. Ҫавӑнпа куҫармарӑм та.
Тавах, Алексин, - вӑхӑтра пысӑк ыйту хускатнӑ эс.
Евгений Турхан вара... Мана уншӑн намӑс!
Валери Туркай. 8-927-855-54-80
Agabazar // 1314.89.7907
2019.05.18 18:08
Agabazar
Ну, слапух турра, апла-тăк. "Минтер" вăйлă пулса тухнă пулсан, вырăсла çеç çырма пултатаркан автора "чăваш халăх çыравçи" ят пама тиветчĕ вĕт, амитке!

Капла вара ниепле апла тумашкăн хăяяс çук пек туйăнать. Е ăна та пăхса тăмĕç-ши?
Алексин // 6824.4.4793
2019.05.19 18:54
Тӗрӗс, Туркай. Эс анчах мар, кашни вулакан ҫапла каланӑ пулӗччӗ. Ӳкерчӗкӗсем еплерех! Ача ҫуратнине кӑтартни, уйрӑмах. Кун пеккине медицина литературинче те асӑрханса лартаҫҫӗ. Пирӗн автор "илемлӗ" литературӑна ҫапла "илемлетет". Аса илтеретпӗр, сӑмах кунта "Новое время" типографире автор хӑй шучӗпе кӑларнӑ кӑларӑм пирки сӑмах пырать.
Лидия Филиппова // 7060.5.2022
2019.05.23 11:39
Сывлах сунатап, ентешсем! 1.Хаклав май уйахен номеренче тухса кайре. Астан туртса каларна эсир каларса парахна тенине? "Таван Атала" алларсене тытса курар-ха малтан, вара каласар. 2. Н.М.Сорокина никам та начар сын теме пултараймасть. Шел, анчах сене кенекине редакторсене катартмаллах пулна. Хысалти хуплашкинчех куса таранакан самантсем пур. 3. Валерий Алексееван хаклавне журналта меншен пичетлес терем? Меншен тесен чан-чан литература челхипе, литература критерийесене паханса сыракансем ытла та сахалланса юлчес. Верентекенесем те сук. Саванпа ку хаклав ытти авторсемшен те урок выранне пултар, терем. "Сене вахатра" та начар мар кенекесем тухассе, анчах тимлерех пулмалла, васкаса каларса ямалла мар, редакторпа корректор тишкереве кирлех пулна. 4. "Таван Атал" журнал "аран-аран сывлать" тенине менле анланмалла? Тираж печеккен уссех пырать. Регионсенче те тираж (эппин, вулакансен йыше) усет. Штат пирки - урах каласу... "Таван Атал" журнал унччен 160 страницапа тухса пына, меншен ана 128 страница кана таратса хаварна хай вахатенче? Меншен ун чухне сине таман, упраса хаварман 32 страницана вал вахатри пуслахсем? Хале вара тем пек тарашсан та таварма йывар. Петерме самал...
Лидия Филиппова // 7060.5.2022
2019.05.23 11:49
5. Сыракансем сахал мар, пур, сителеклех, анчах еслемелле весемпе, тексе-сиветсе петермелле мар. Самрак авторсене те шыратпар, тупатпар, литературана кертсе яма тарашатпар. 6. Сапла, ситменлех тени пурин те пулма пултарать. Анчах, таванамарсем, айтар-ха пер-перинпе сапасмастпар. Ахаль те пайланса кайре халах. Мен пайлатпар? Кама пайлатпар? Меншен пайлатпар? Кирле-кирле мар амбицисене-и? Сырса парар "Таван Атал" валли пер шедевр - ват маттур пулатар. 7. Кунти сутсе-явура, комментарисенче те усалли сук мар паллах. Анчах амбицисене усалла сере ярсан выранларах, хакла ентешсем. 8. Сапларах ман шухаш-камал. Кунти каласава малалла та хутшанма, шел те, вахат сук. Саванпа Пичет суртне редакцие (301) керсен аванрах пуле.
Agabazar // 6272.9.7346
2019.05.24 12:08
Agabazar
Никама та ылттăн-кĕмĕлрен туман. Никам та çветтуй мар. Çапах та çакă вăл пирĕн тĕнчере ырăпа усал, ăс çивĕчлĕхĕпе айванлăх тата ытти çакнашкал енсем пĕр-пĕринпе тачă çыпçăнса — пĕрне тепринчен уйăрайми пуличченех! — пĕрлешсе кайнине пĕлтермест.

Журнал аран сывлать тенипе кÿренме е йывăра илсе шутсăр пăшăрханма кирлĕ мар пулĕ. Авă, вăл тахăш вăхăтра çÿхелсе юлнине пуç-редактор та йышăнать.

Çав Николай Петров прахвиссарăн Сурхури сăмах ăçтан пуçланнă пирки çырнă статйине (тахçан "Тăван Атăлта" тухнă) таçта та шыраса пăхрăм — тупăнмарĕ. Тен, хам шырав меслечĕсене пĕлсех каймастăп пулĕ.
Сырса парар "Таван Атал" валли пер шедевр - ват маттур пулатар.
Журнал хуçисен кам çырма пултарнине, кам пултарайманнине витĕр курса тăмалла. Пултараканнисене ятарлă саккас памалла. Çапла тунинче ним начарри те çук.
Николай Андреев // 4207.10.1435
2019.05.25 14:09
Тӑван Атӑл!Филлипова!Эсир,ман шутпа,хӑвӑр ҫыракансене сивӗтсе тӑратӑр Тархасшӑн икӗпитлӗ ан пулӑр.Хӑвӑра кам кӑмӑла каять,ҫавна ҫеҫ ан пичетлӗр!Вара ҫыравҫӑсем тупӑнаҫҫех.

Paĝoj: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, ... 10

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj