


Ĉuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro

Mitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj






Вуламасов // 7618.1.7795
2019.04.17 12:23 | |
Базиль Кириллов // 1594.63.9072
2019.04.18 16:26 | |
Паллах, графомансем! | |
Аскольд Де Герсо // 3423.10.5185
2019.04.18 22:06 | |
Вуламасов, куçăра уçса пăхăр: паянхи кун чăн юрăçсем пур-и? Икĕ çул сцена çинче сикеççĕ те халăх артистне тивĕçеççĕ, çавăн пекех çыравçăсем те, камăн кĕнеки аван сутăнать паллă писатель. Раççей çыравçисен союзне кĕме пилĕк пин тен укçа кирлĕ. Ку мĕне пĕлтерет? Вакалатпăр... | |
Алексин // 9257.5.3096
2019.04.20 17:51 | |
"Хыпар" хаҫатри пукане чӗтреме пуҫласан ку статьяна "Халӑх шкулӗ" журнала тата "Сувар" хаҫата парса пӑхрӑм. Олег Прокопьев пӗр эрне маччана пӑхса шутласа выртсан ҫапла "решени" йышӑннӑ: кунта "Новое время" типографине критикленӗ, а эпир хамӑн чаплӑ журнала унта пичетлетпӗр, Хирӗҫ кайма юрамасть!
"Суварти" мулкач тӑванӗ "Сорокин шалпӑ ҫырма ӑста, ҫав шутлаттарать, пичетлейместӗп" тесе хыпарларӗ. | |
Алибасов // 9257.5.3096
2019.04.21 07:04 | |
За Волгой разбили лагерь... Ҫакна чӑвашла мӗнле калаҫҫӗ? Атӑл тепӗр енче лагерь ҫапса салатрӑмӑр-и?
Пӗр вун ҫул каялла ҫакна анекдот тесе калаттӑмӑр, халӗ ҫаплах куҫараҫҫӗ. Шанмастӑр-и? "Хыпара" уҫса пӑхӑр, капла куҫарни номертен номере йӑтӑнать. | |
Олег Прокопьев // 1083.70.1620
2019.04.23 14:15 | |
Эпир "Халăх шкулĕ" журнала "Çĕнĕ вахăтра" пичетлеместпĕр çав, "Перфектумра" пичетлетпĕр. Чăн сăлтавне пĕлме хампа çыхăнмалла пулнă. Çын сăмаххи хыççăн кайса намăс курма пултарас пирки нихăçан та ан манăр. Терĕс мар сас-хура саракансем пирĕн йышра питĕ нумай. | |
Ася // 3470.61.1324
2019.04.24 06:55 | |
Алексин редакторсене хӑравҫӑ пулнӑшӑн вӑрҫать. Статьяна илсе пӑхас пулсан, унта хӑрамалли ним те ҫук пек.Анчах та, пысӑк шалу илсе ларнӑ чух ответлӑха ним чухлӗ те хӑвӑн ҫине илес килмест пулмалла. Кунта редакторсен тавракурӑмӗ пирки калани вырӑнлӑ.Малтан та вуласах кайман, халь пушшех те вуламаҫҫӗ пулмалла. | |
Алексин // 3754.32.9297
2019.04.24 20:03 | |
Йӑнӑшнӑ пулсан каҫар. Анчах хурав парасси (чӑн сӑлтавне пӗлтересси) редакци тивӗҫӗ, чиновниксене хурав паманшӑн преми памаҫҫӗ. Сире параҫҫӗ-и?
Малышев пек вӑрттӑн-кӗрттӗн мар, халӑх умӗнче калама ма хӑратӑн сӑлтавне? Журнал эс хӑв вӑюпа кӑларса тӑмастӑн, эс тара тытнӑ ҫын кӑна, сарӑлса ларакан хуҫа мар. | |
Олег Прокопьев // 3659.11.0969
2019.04.26 12:45 | |
Çитменнине тата ку материала, эсир хăвăр мар,çын урлă парса янă. Манпа калаçман, мана çыхăнман, ман шухăша пĕлес темен.
Пирĕн журнал икĕ уйăхра пĕрре тухать. Сирĕн çын урлă парса янă материалу пирĕн редакцие иккĕмĕш номер содержанине хатĕрлесе çирĕплетнĕ хыççăн çитрĕ. Виççĕмĕш номер вара июнь веçĕнче кăна кун çути курĕ. Унсăр пуçне пирĕн журнал кам валли пулнине, камăн ĕçĕсене тата мĕнле жанрлă материалсем пичетленине пачах та пĕлместĕр пулас. Эсир кăна чаплă - çапла вĕт!!! Шел, теприсем кăларакан МИХсене вуламастăр. Вулатăр пулсан ăна пирĕн пата сĕнмен пулăттăр. Шел, эсир мана пĕлтермесĕрех такам урлă парса янă "япала" пирĕн формат мар. Манпа канашланă пулсан, эпир ăна пĕрле хамăр формата çывăхлатнă пулăттăмăр! Унсăр пуçне тата тепĕр сăлтав - конкуренци этики! Кун пирки хăвăрпа кăна калаçас килет. Кунта ăнлантарса сире япăх тăвас килмест. Эсир Сорокин хăй кĕнекине сирĕн издательствăра пичетлемесĕр сире кÿрентернине питĕ лайăх анланатăп. Анчах уншăнах кÿлĕшсе ан çурĕр. Конкурентсене тĕп тума та ют алăпа кăвар туртма ан хăтланăр. Хăвара упрăр. Эсир пире кирлĕ. Анăçу сунатап. | |
Олег Прокопьев // 1083.70.1620
2019.04.26 13:56 | |
Чаваш халăх сайче, меншĕн çырăван перремĕш пайне пичетлеместĕн? Унсарран тулли мар. Унсарран хама турре каларна пек пулса тухать. Тапансах ыйтатап - пуçламăш пайне те пичетлĕр! |
Алексинран цитата: "Вӗсем (Турханпа Сорокин) чӑн илемлӗ литература мӗн иккенне те пӗлмеҫҫӗ пулмалла, пӗлнӗ пулсан ҫав намӑс сӑмахсене каламан пулӗччӗҫ."
Риторикăлла ыйту. Литература мĕн иккенне, писатель тени мĕн тенине пĕлекен çынсем Угаслов Н. Ф.-па (ЧНК президентне) Яковлев К.Г.-ча (ЧР Культура министрне) "Чувашские писатели Татарстана" справочника кĕртсе, писатель тесе çырса намăс кăтартман пулĕччĕç. Кĕнеке составителĕсем -- шăпах çак икĕ паллă юлташ: Сорокинпа Турхан. (Угаслов та, Яковлев та хăйсен ĕçне пĕлсе-юратса тăвакан пултаруллă çынсем, чăннипех те хисепе тивĕçлĕ. Çавăнпа та вĕсенчен "писатель" тесе кулни килĕшÿсĕр). Ирĕксĕрех ыйту çуралать: Сорокинпа Турхана хăйсене писатель теме пулать-ши чăннипех те? Е вĕсем объективлăх критерине çухатнă графомансем кăна?