"Графомансем хӑйсене графсем пек тыткалаҫҫӗ" - вӑйлӑ!
МА хӑшне-пӗрне тивӗҫтермерӗ Валерий Алексинӑн питӗ тӗрӗс статйи - ӑнланмастӑп!
Эпир кунта пӗрне-пӗри кӑшланӑ хушӑра тутар пиччесем Тӗнчене тӗлӗнтереҫҫӗ, хӑйсене хӑйсем тӳпене ҫӗклеҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Тукай уявӗнче пултӑм. Хальхинче МӖНПЕ тӗлӗнтерчӗҫ тетӗр-и тутарсем?
Тутарла ҫеҫ пичетлесе кӑларнӑ "Габдулла Тукай. Энциклопедия" кӗнекепе! Курнӑ-курнӑ та!..
Эпир вара кунта...
Ҫапах та лайӑххине "лайӑх" темелле, начаррине - "начар". Унсӑрӑн ПӖТЕТПӖР! Телей сунса, Валери Туркай
Алексин // 5394.3.2298
2019.05.04 21:05
"Тӑван Атӑла" та панӑччӗ, Л.Ф. "кунта начарри ним те курмастӑп" тесе евитлерӗ. Халь кӑна пӗлтерчӗҫ: номере лартнӑ, анчах кӑларнӑ. Цензура, однако...
ТУРКАЙ // 4474.0.0287
2019.05.05 22:52
Мда...
Алексин // 3470.61.1324
2019.05.06 15:54
Туркай ҫӗнӗ журнал кӑларма тытӑнать теҫҫӗ. Тӗрӗсех пулсан эпри те пурӑнатпӑр-ха.
ТУРКАЙ // 4474.0.0287
2019.05.07 03:36
Тытӑнтӑмӑр, тӑванӑмсем, тытӑнтӑрмӑр! Ку халь - вӑрттӑнлӑх мар. Ятне те, нумай шыранӑ-тавлашнӑ хыҫҫӑн, тупрӑмӑр - "ПУРНАТПӐР-ХА! БУДЕМ ЖИТЬ!" (вӑл "ик чӗлхеллӗ" ИРӖКЛӖ журнал пулать).
Вӑхӑт ҫитрӗ!
Пурне те ырӑ сунса кӗтетпӗр!
Алексин, чи ҫивӗч те тарӑн шухӑшлӑ материална хатӗрле!
Арҫук Тарасовпа та, манпа та ҫыхӑнма пултаран.
ПУРИН ВАЛЛИ ТЕ ман телефонӑм: 8-927-855-54-80. Адрес: Шупашкар Варри.
Виктор // 3436.5.9368
2019.05.08 19:00
Ку калаҫу усса кайтӑрччӗ. Эпӗ ҫакна ӑнлантӑм: тутарсемпе пушкӑртсем тӗп редакторсене "баш-редактор" теҫҫӗ, пи рӗннисене "пуш редактор" тесен ытлашши пулмӗ,
"Баш" сăмахăн чăваш чĕлхинчи когначĕ — пуç. "Пуш" мар.
Пуш тенине вара тутарсем "буш" теççĕ.
1926-мĕш çулхи çырсатуху пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллашсан çакă курăнать. Ун чухне чăвашсем кăркăссенчен те ытларах пулнă. Казахсенчен вара сахалрах ĕнтĕ. Анчах та танлаштарма май пур.
Халь вара? Казахстанра — халăх шучĕ 20 мĕльюн патнелле çывхарса пырать. Вĕсенчен 60 проценчĕ е ытларах та — казахсем. Калас пулать, казахсем 1932-33 çулсенче питĕ хаяра выçлăха туссе ирттернĕ, çавна май чылайăшĕ Китая тарса кайнă ун чухне. Апла пулин те аптрамаççĕ авă.
Баш-редактор тени чăвашла пуш-редактор мар, пуç-редактор пулать
Алексин // 5394.3.2298
2019-05-04 21:05 "Тӑван Атӑла" та панӑччӗ, Л.Ф. "кунта начарри ним те курмастӑп" тесе евитлерӗ. Халь кӑна пӗлтерчӗҫ: номере лартнӑ, анчах кӑларнӑ. Цензура, однако...
ТУРКАЙ // 4474.0.0287 2019-05-05 22:52 Мда...
Журналĕ аран-аран сывлать, çынсем гонорар мĕнне манса ĕслеççĕ, чăвашла вулама пултаракан çынсен йышĕ хăрушла чакса пырать, апла пулин те тĕрĕслесси пирки манмаççĕ авă... Тахçан "Тăван Атăл" тиражĕ 100 пин патнелле çывхарса пынă.
Сăпани // 3056.78.7256
2019.05.10 06:30
"Ача УРĂХ çуратмастпăр" тесе çырас вырăнне "Урăх ача çуратмастпăр" тесе çыракана писатель теме çук. Унччен мĕнле йышши урăх ачасем çуратнă-ши ку хĕр арăмсем тесе ыйтас килет ку автортан.Шел пулин те, издательство кăларакан кĕнекесенче те туллиех кун пеккисем.
МА хӑшне-пӗрне тивӗҫтермерӗ Валерий Алексинӑн питӗ тӗрӗс статйи - ӑнланмастӑп!
Эпир кунта пӗрне-пӗри кӑшланӑ хушӑра тутар пиччесем Тӗнчене тӗлӗнтереҫҫӗ, хӑйсене хӑйсем тӳпене ҫӗклеҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Тукай уявӗнче пултӑм. Хальхинче МӖНПЕ тӗлӗнтерчӗҫ тетӗр-и тутарсем?
Тутарла ҫеҫ пичетлесе кӑларнӑ "Габдулла Тукай. Энциклопедия" кӗнекепе! Курнӑ-курнӑ та!..
Эпир вара кунта...
Ҫапах та лайӑххине "лайӑх" темелле, начаррине - "начар". Унсӑрӑн ПӖТЕТПӖР! Телей сунса, Валери Туркай