Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
 

Reklamo

Вика Сорокина: Хӗрарӑм патне пӗр чечекпе кай та... ҫӗрӗпе юрат

Вика Сорокина06.03.2016 09:245666 Пурĕ пăхнă

Раҫҫейӗн маркетологӗсен гильдийӗн канашӗн пайташӗ Николас Коро сӑнанӑ тӑрӑх, Раҫҫей арҫынӗсем хӑйсен мӑшӑрӗсене парнепе савӑнтарма пӗлмеҫҫӗ. Ҫавна курах кашни виҫҫӗмӗш хӗрарӑм хӑйне Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе парнеленӗ косметикӑпа парфюма лавккана тавӑрса пама хатӗр.

Кун пек пӗтӗмлетӳ патне пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗ хыҫҫӑн хӗрарӑмсен хушшинче ирттернӗ ыйтӑм хыҫҫӑн ҫитсе тухнӑ.

Маларах асӑннӑ гильди тӗпчевӗ тӑрӑх, парнен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ кухньӑпа ҫыхӑнни, йӑлари техника тата ҫипуҫ, парфюмерипе косметика. «Чечек уйрӑм парне шутланмасть. Ӑна мӗнпе те пулин пӗрле параҫҫӗ», — тенӗ эксперт «Русская служба новостей» (чӑв. Хыпарсен вырӑс служби) радиостанцие.

Николас Коро суту-илӳ сечӗсен прогнозне тӗпе хурса кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗ валли парне туянма арҫынсем пӗлтӗрхинчен 15 поцент ытларах тӑкакланӗҫ тесе каланӑ. Анчах ку вӑл «пӑхаттирсем» хаклӑрах парне туяннипе ҫыхӑнман. Парнине вӗсем йӳнӗрехпе илме тӑрӑшаҫҫӗ-ха. Апла пулсан ҫакӑ тавар хакланнине палӑртать тесе ӑнланмалла ӗнтӗ.

Николос Коро арҫынсем премиум сегменчӗллӗ гаджетсем парнелессе шанма сӗнмест. Упӑшкасем, ахӑртнех, йӑлари вак-тӗвек техника парнелӗҫ. Теприсем кӗпе ҫумалли машина е холодильник туянӗҫ.

Парне пирки калаҫнӑ май, Влад Лисовец стилист арҫынсене хӗрарӑмсенчен вӗсем мӗн пирки ӗмӗтленнине маларахах ыйтса пӗлме сӗнет. Этемлӗхӗн черчен ҫуррине вӑл аксессуарсемпе, хитреленмелли косметика, анчах декоративлине мар, космеаки туянма сӗнет. Пӗр-пӗр пулӑшупа усӑ курмалли сертификат парнелесен те аван тесе палӑртать паллӑ стилист. Сӑмахран, массажа е СПА-процедурӑна каймалли сертификат тыттарсан чиперленме юратакан кирек епле хӗрарӑм та чунтан хӗпӗртӗ.

Тепӗр кӑсӑклӑ вариант та сӗнет Лисовец. Пӗр чечекпе пырса хӗрарӑма ҫӗр каҫипе унчченхинчен виҫ хут ытларах юратмалла тесе калать вӑл. «Хӑйне тимлӗх уйӑрнишӗн тата ӑшӑ сӑмахшӑн кирек епле хӗрарӑм та хавасланӗ», — тесе шухӑшлать стилист.

Тӗлӗнмелле тепӗр факт пуррине те шута илмелле. Superjob порталӑн тӗпчев центрӗн ертӳҫи Наталья Голованова Раҫҫейре пурӑнакансен 2 проценчӗ Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне чӑтма-тӳсме пултарайманнине пӗлтернӗ. Ыйтӑма хутшӑннисенчен икӗ процентне ку уяв килӗшмест иккен, тепӗр 22 проценчӗ календарьти ҫак кун пуррипе ҫукки пӗрех тесе каланӑ.

Халӑхра анлӑ сарӑлнипе кӑҫал Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗпе танлашайман. Ҫапах та пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗ ячӗпе парне ытларах кӳреҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ку хисеп 62 процентпа танлашать, нарӑсӑн 23-мӗшӗнче — 39 процентпа.

Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне мӗнпур организацисен 35 проценчӗ ӗҫре уявлассине пӗлтернӗ. 32 проценчӗ уявласа ларас темен. Ыйтӑм ирттернӗ вӑхӑта илсен Раҫҫей компанийӗсен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне уявлассипе уявламасси пирки татса калаймассине пӗлтернӗ. Сӑнавҫӑсем ҫакна арҫынсем кӗтмен ҫӗртен парне туса парасшӑн тесе ӑнлантараҫҫӗ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj