Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Таисия Ташней: 9 класс чăвашла вĕреннĕ ача чăвашла пĕлет-и?

Таисия Ташней12.06.2015 13:5032177 Пурĕ пăхнă

Ку ыйту ахальтен çуралмарĕ-ха ман. Чăваш наци конгресĕн сайтĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, ЧНКн вĕренӳпе ăслăлăх комитечĕн пайташĕ Геронтий Никифоров «Чăваш чĕлхин пуласлăхĕ мĕнле-ши?» статья пичетленĕ. Унта вăл тăван чĕлхемĕр пирки пăшăрханса çырать.

Чăваш чĕлхине ЮНЕСКО пĕтекен чĕлхесен шутне кĕртни паянхи кун вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Темиçе çул каялла ун пек хыпара тĕнче тетелĕнчи шырав тытăмĕсенчен пĕринче акăлчанла кăсăклансан кăна (хамшăн ют чĕлхепе шыраса пулăшаканни пĕр вăхăтра Шупашкар район хаçачĕн редакторĕнче ĕçленĕ Борис Чиндыков пулнăччĕ) ЮНЕСКО сайтĕнче кăна тупайнăччĕ.

Чăваш чĕлхине ЮНЕСКО çĕр чăмăрĕнчен çухалакан чĕлхесен шутне кĕртнĕ май «çакнашкал лару-тăрура шкулсенче чăваш чĕлхине вăй илтерсе, тымарлантарса вĕрентмелле пек пулса тухать», – тесе çырать маларах асăннă Геронтий Никифоров.

Вĕренӳ программине илес тĕк Геронтий Никифоров 9 класс пĕтернĕ хыççăн ачасене чăваш чĕлхипе пăрăнми йĕркепе (вырăсла каласан, обязательно) тыттарнине аса илет. «Патшалăх тĕрĕслевĕнче ачасем тăван чĕлхене чухланине, унпа çырура ycă курма пĕлнине, илемлĕ литературăри ĕçсене паянхи пурнăç пулăмĕсемпе çыхăнтарма пултарнине аван кăтартрĕç. Çакнашкал паха пулăмăн пĕлтерĕшĕ чăваш чĕлхине тытма суйласа илмелли экзамен шутне кĕртсен тӳрех чакрĕ. Суйласа илмелли предмет пулнă май ĕнтĕ чăваш чĕлхипе экзамен тытакансен шучĕ çулсерен чакса пычĕ», – пĕтĕмлетет чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ.

Геронтий Никифоров кăçалхи лару-тăрăва тишкернĕ. Республикăри ял шкулĕсенче 9-мĕш класс вĕренсе пĕтерекенсенчен хальхинче 19 ача çеç чăваш чĕлхипе экзамен тытнă иккен. Ун пеккисем Етĕрне районĕнчи Пушкăрт шкулĕнче 3 ача тупăннă, Урпашра – тăваттăн, Палтайпа Пĕрçырланта – пĕрер, Муркаш районĕнчи Калайкассинче – çиччĕн, Атапайĕнче – иккĕн, Шурчара – пĕрре.

Унтан Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ чăваш чĕлхи республикăра патшалăх чĕлхи пулнине манас марччĕ тесе каланă май ачасен тăван чĕлхе пĕлĕвне Чăвашра патшалăх шайĕнче тĕрӗслемесен тăван чĕлхесĕр тăрса юлмăпăр-ши, чăваш чĕлхине упраса хăвараймасан килес ăрусем мĕн калĕç-ши тесе чунне ыраттатать.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Михаил Волков // 2365.71.5408
2015.06.29 14:59
Ку ĕçе (программăпа учебниксем çырма) маларах Лукоянов пуçларĕ, ытти чĕлхеçĕсем килĕшмерĕç кÿлĕнме. Тем вăхăтран ăна сирсех икĕ-виçĕ ушкăн, конкурсра çĕнтерсе, ним сăнавсăрах программăпа вĕренÿ, кĕнекисем, меслет кăтартăвĕсем "çапма" тытăнчĕ. Паллах, тĕллевсене путлĕн палăртмасан Архангельск вырăнне Аçтăрхана лекме пулать.
Атила // 3913.58.4645
2015.06.30 11:29
Марине.Хамӑн ачасампа ҫоралсанах килте чвашла анчах поплянӑ.Урӑхла полсан мана Киремет каҫарман полӗччӗ.Аҫа ҫапма полтарат.Чваш вӗрентекенӗсене полӑшнӑ нумай.Осси ҫок.Вӑсам килӗнче папа-мама теме вӗрентечӗ порте.Хам учитель полсан чи малтан ачасане ЗДРАСТЕ мар салам тетермелле.Чвашла вӗретмелле только по желанию.Тата дополнительно окҫалла вӗрентекен центрсам уҫмалла.Кама керлӑ пин тенкӗ те тӳлеме
bor1959 // 1039.8.4424
2015.06.30 17:20
Питӗ те тӗрӗс, Атиллӑ хӑта. Малтанласа килте вӗрентеймесен мӗнле вара шкул ҫине шанса пурнмалла?
Михаил Волков // 3801.99.0310
2015.06.30 22:14
Атила, Бор. Эсир çакна ăнланмастăр: килти хутшăнусем валли нумай сăмах пĕлни те, вĕене çыхăнтарса пуплешсем тума пултарни те кирлĕ мар. Çак тĕллевпе анчах çырлахсан пепкесен ăстăн аталанăвĕ йĕркеллĕн хăвăртланаймасть. Аннешкулĕнчен ятарлă шкула, тăванçырулăха вĕрентекен шкула куçсан, вăл пулăшнипе ăна пуръенлĕн аталантарма май килет. Акă мĕн пирки этемлĕх ăсчахĕсем тăван чĕлхе шкулĕн пĕлтерĕшне уйрăмах хаклаççĕ. Шупашкарта акăлчан чĕлхиллĕ шкул уçса хăтланчĕç иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80 çулсенче. Пур предмета та ют чĕлхепе вĕрентекеннине. Аранах кун пек аташнин сиенне ăнланчĕç пулмалла.
михаил Волков // 4063.27.9564
2015.06.30 22:50
Ялти е хулари ачан ашшĕ-амăшĕ: "Хамăр чĕлхене ачасем ахалех пĕлеççĕ, шкулта вырăсла, акăлчанла вĕренччĕр", - тени пысăк йăнăш. Хăвăрах тавçăратăр: вĕсем ытларахăшĕ вырăсла та, акăлчанла та "ирĕклĕн" калаçма, вулама-çырма, радио итлеме пултараяççĕ-и? Ачана вĕренÿре пулăшайĕç-и? Вĕрентекенĕсем тата? Чылайăшĕн дипломĕ пур, чĕлхи е питĕ пуклак, е çук тесен те тĕрĕс. Кун пек шкулта вĕреннисем ансат задачăсене те шутлаймаççĕ. Вăт çакăн пек министр чăваш шкулĕсене хупса 10 çул ытла "пилотный проектсем" йышăна-йышăна "кăкланмасăр" ларчĕ Ваçли Микули вăхăтĕнче.
Атила // 3913.58.4645
2015.07.01 11:12
Михаил Волков.Эсӗ ҫакна ӑнланмастӑн.Хулар именнӑ ашшӗ-амӑшӗ ачисене килте тван чӗлхене вӗрентме шотламас.Ҫавӑнпа кайран школта хоть ҫирӗм сахат вӗрент-осси ҫок.Ачасам охмахсам мар кирлӗ мар чӗлхене вӗренме.Кирлӗ мар,мӗншӗн тесен ашшӗ-амӑшӗ хӑйӗн тӗслӗхӗпе ҫакна кӑтартат.
2015.07.01 12:03
Аçтахар Плотников
«Хулар именнӑ ашшӗ-амӑшӗ ачисене килте тван чӗлхене вӗрентме шотламас.»
Атила, кунта ыйту пулмалла: мӗншӗн вӗрентмест? Ятарласа-и? «Ман ачана чӑваш чӗлхи кирлӗ мар», «Эп чӑвашсенчен йӗрӗнеп» тесе мар ҫав. Вӗсен пуҫӗсенче: «Пурте вырӑсла вӗрентеҫҫӗ эп те вырӑсла вӗрентетӗп», «Урамра пурте вырӑсла калаҫаҫҫӗ, вырӑсла вӗрентмелле». Подсознательно. Таҫта шалта пур вӗсен тунсӑх туйӑмӗ — ачана тӑван чӗлхене вӗрентес кӑмӑл, анчах йӗри-таврари лару-тӑру ҫав туйӑма пач хуҫса хурать. Йӗри-таврари лару-тӑру тӑван чӗлхе тӗлӗшӗнчен лайӑхлатма вара тӳре-шара питӗ сахал тӑвать. Юрать-ха наци радиовӗ пур, наци телекуравӗ вара халӑх патне ниепле те ҫитеймест. Шкулӑн, паллах, унашкал лару-тӑруллӑ тавралӑхра ачана тӑван чӗлхене вӗрентме питӗ йывӑр.
Victor // 2147.59.3647
2015.07.01 13:53
Victor
Cĕlhešĕn kil tulašĕnci tavralăh tata diskurs (ku cĕlhepe kullen mĕnle yjtusem sütse javaşşĕ) pitĕ pĕlterĕšlĕ. Văl jenĕpe Šupaškar pitĕ nacar. Unccen asănnă Cherokee cĕlhi te kalaşakanĕ 10000 pulin te samaj telejlĕreh - pĕr cĕlhellĕ huli pur, Cherokee patšalăh instittucĕsem te Cherokeelle. Pirĕn cĕlhen mihăšĕ te şuk -purne te vyrăslapa pajlat'. Diskursĕ te pitĕ hĕsĕk - tăvansem, căvašlăh, jal-huşalăh.
Agabazar // 3425.09.7193
2015.07.01 16:32
Agabazar
Атила // 3913.58.4645 2015-07-01 11:12: <<Михаил Волков.Эсӗ ҫакна ӑнланмастӑн.Хулар именнӑ ашшӗ-амӑшӗ ачисене килте тван чӗлхене вӗрентме шотламас>>.

Ну илтнĕ ку сăмаха. Пин хут илтнĕ. Миллион хут илтнĕ. Вара мĕн? Вара мĕн тăвас тетĕр?

Унашкал ашшĕ-амăшне персе пăрахмалла-им?

Е ГУЛАГа ăсатмалла?
Миккуль // 4292.84.0894
2015.07.01 21:37
Атилапа килӗшетӗп, килте вӗрентме шутламасан шкулта хуть эрнере 20 сехет туса хур,усси пулаймӗ. Авӑ ӗнер те 1-мӗш каналпа 20 ҫул ытларах Германине кайнӑ ҫемьене кӑтартрӗҫ. Хӗрӗ вырӑсла поплет кӑна, нимӗҫле те аван. Ҫавӑн пекех Францире пурнакансем те,Англире пурнакансем те,СШАра пурнакансем те ҫемьере вырӑсла пит аван поплеҫҫӗ. Ку мӗне пӗлтерет?Вӗсен тӑван чӗлхепе вӗрентекен шкулсем ҫук вӗт?

Paĝoj: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, ... 13

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj