bor1959 // 1039.8.4424
2015.06.14 17:11 | |
Кунта Акасапар "ӗҫлесе ҫитериманни" уҫҫӑн курӑнать. Ытларах форумра кӑшкӑрашнинчен усси сахалрах. | |
Agabazar // 1134.23.6696
2015.06.14 21:09 | |
Тĕрĕс, ку темăра Акапасар та, ыттисем те ĕçлесе çитермен. Шĕкĕлчемелли вара кунта пайтах.
Вăхăт пулсан, тен, ку тема тавра та хамăр шухăшсене пĕлтерме тăрăшăпăр. | |
Тари // 4106.60.1318
2015.06.14 21:45 | |
Кӑштах канса илччӗр-ха чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем те. Кашни ҫул урӑх шкулта экзамен тыттармалла. Экзаменра тыткӑнра ларнӑ пек лармалла. Туалета та под конвоем утатӑн. Хӑранипе мӗн пӗлни те пуҫран тухса ӳкет. Кӑна эпӗ хам та ЕГЭ тытса курнӑран ҫыратӑп. Пӗлнӗ япаласемех пач пуҫран тухса ӳкрӗҫ, ҫур сехет хушши хама -хам лӑплантарма тӑрӑшрӑм, аранах хама алла илсе экзамен тытма пултартӑм. Ман йышши нервнӑйсем сахал мар экзамен тытакансем хушшинче.
Чӑваш чӗлхи пӗтместех, кӑштах хавшарӗ кӑна. | |
Agabazar // 1134.23.6696
2015.06.14 23:33 | |
"Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, ЧНКн вĕренӳпе ăслăлăх комитечĕн пайташĕ Геронтий Никифоров «Чăваш чĕлхин пуласлăхĕ мĕнле-ши?» статья пичетленĕ" Астăвăр, çак Геронтий Никифоров чăваш сăмахĕсене таткаласа çырассишĕн улăп пек хăватлăн тăракан çынсенчен пĕри пулса тăрать. Юрий Виноградовăн "соратникĕ" теме пулать. | |
Agabazar // 1509.46.3616
2015.06.15 12:51 | |
Мĕншĕн-ха çак Геронтий Никифоровăн статйи (ЧНК сайтĕнче) тытăнмасть? Тĕрлĕрен тăваткалсен купи çеç сиксе тухать?
Çав сайтри ытти материалсемпе те, тĕпрен илсен, çавнашкал мыскара. Блокланă-им? Е урăх япала? | |
Аçтахар Плотников // 3421.06.8915
2015.06.15 13:02 | |
Ман чиперех. Хӑвӑр компьютера тӗрӗслӗр... | |
Agabazar // 1509.46.3616
2015.06.15 13:41 | |
Опера браузерпа кĕме çук. Ыттисемпе май пур. | |
Agabazar // 1509.46.3616
2015.06.15 13:41 | |
"Чăваш чĕлхине ЮНЕСКО пĕтекен чĕлхесен шутне кĕртни паянхи кун вăрттăнлăх мар ĕнтĕ" ЮНЕСКО çине тĕллесе кăтартни кунта кирлех те мар. | |
Атила // 3913.58.4645
2015.06.16 09:18 | |
Ҫывӑрса тӑнӑ Геронтисем.А ту ЮНЕСКО каламасан курман-пӗлмен чваш чӗлхи пӗтсе пынине.Конта такам ҫырнӑчӗ:чваш чӗлхи вӗрентекенсен никамӑн та хӑйсен ачисам чошла пӗлмеҫҫӗ тесе.Илле Ивановпа Тымарлан судсенче чӗлхене хӳтӗленӗ чохне ста полнӑ Геронтисен команди? |