Agabazar // 2328.38.7249
2015.07.07 18:41 | |
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.07 18:55 | |
Тӗрӗс ҫыратьМиккуль теке-мнни. Пурне те вӗрентет Акасапар хӑта, пуринчен те ыйтма пултарать. Хӑйӗнчен ыйтма пуҫласан шӑртне тӑратать. Вӑт мӗнлескер вӑл, кур-ха ӑна. Тимӗртен, Атиллӑран,Бортан темтепӗр ыйтать, акасапартан вара "чӑвашла пӗлеть-и ачу-пӑчу" тесе ыйтма, "ачу-пӑчу пур-и" сан тесе ыйтма вуҫҫех те юрамасть. Мӗнле виртуаллӑ ҫын Эсӗ? Камсем хушшинче пурнан? 9-мӗш класс хыҫҫӑн паян ялти ачасем те тӑван чӗлхене пӗлимаҫҫӗ. Хуларисем вара килтисем тӑрӑшсан ҫеҫ вӗренияҫҫӗ. | |
Agabazar // 2328.38.7249
2015.07.07 19:08 | |
Малтан хăвăрăн пирки тĕпĕ-йĕрĕпе аргументласа пĕлтерĕр, унтан вара, тен, хăвăр та ыйтма пултарăр.
А мана хама Миккуль, бор, Атила ачисем ним тума та кирлĕ мар. Хăйсем каçса кайса каппайланнипе çеç куçкĕски çине пăхма сĕннĕ. Бортан е Таймертан мĕн ыйтмалли? Хăйсем те пĕр-ик сăмах та пулин чăвашла калаймаççĕ те, ăçтан вĕсем хăйсен ачи-пăчине вĕрентейччĕр? Каламасăрах веç паллă... | |
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.07 20:22 | |
Вӑт вӗт куштан Акасапар хӑта, мӗн тери куштан эсӗ? Вара ман,Тимӗрӗн,Микулӗн,Атилӑн ачисем чӑвашла вӗренни сакна кирлӗ мар пулсан -мӗн чакаланса ларан? Мӗн чӑвашлӑхшӑн ҫуннӑ пек куймӑрланса ларан? Кам эсӗ, чӑваш ятне тивӗҫлӗ мар эсӗ ҫав тери куштанланан пулсассӑн! Пул йӗркеллӗрех! Эсӗ кутӑнланнипе ку форума никам та кӗместь! Ҫавна ӑнлан-ха,Акасапар хӑта! | |
Тимӗр // 4916-2612
2015.07.07 22:03 | |
Акапасар ятарласа ухмаха перни пирки кунта тахҫанах пурте пӗлетпӗр..Камӑн килте ачисем чӑвашла калаҫаҫҫӗ,вӗсем нихӑшӗ те шкула пула мар,ашшӗ-амӑшӗ вӗрентес тенипе кӑна калаҫма вӗреннӗ.Шуклта вӗрентни лайӑх.Анчах та вӑйпа мар.Кирлех пулсан эпӗ укҫа тӳлесе хамӑн ачасене Акапасар уҫнӑ вырсарни шкулне яма хатӗр. | |
Agabazar // 3916.74.0997
2015.07.08 04:51 | |
"Вырсрни шкулне" мар, чăн-чăн шкула ярăр. Конституци тăрăх, ачасене вĕрентесси халлĕхе Раççейре песплат пулса пыма тивĕçлĕ. Миккуль уçнă е бор уçнă вырсарни шкула мĕншĕн яма шутламасть ку? Ротенбергсем е Тимченко ма тата вырсарни шкулĕ уçса памаççĕ? | |
Agabazar // 3916.74.0997
2015.07.08 05:02 | |
Таймерсемпе борсем Акапасар "вырсарни шкулĕ" уçса парасса кĕтеççĕ иккен. Тур парасса кĕтнĕ пек. Çавна май ун ячĕпе чÿк тума та шутлаççĕ пуль-ха. | |
Agabazar // 3916.74.0997
2015.07.08 05:02 | |
Тавай, тавай кĕтĕр. Кĕтсе ларни вăл питĕ сăваплă ĕç. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.08 15:13 | |
Пустуй калаҫать Акасапар хӑта. Ҫапла хӑтлансах ӗмӗрне ирттерчӗ. | |
Тимӗр // 4916-2612
2015.07.08 17:15 | |
Чӗлхемӗре сутса ячӗ Акапасар.Песплат кӗтсе ларса чӗлхе пӗтсе пынине лӑпкӑн пӑхса ларать.Халлӗхе кабинет пур,ӗҫ укҫи институтра тӳлеҫҫӗ хутсене вырӑнтан-вырӑна куҫарнӑшӑн.Ҫынсем тӳлевлӗ акӑлчан чӗлхи шкулне уҫаҫҫӗ.Акапасар кунӗн-ҫӗрӗн айӑплать пурне те,а хӑй вырсарни шкулӗ уҫаймасть.Е никам та вӗренме пымасран хӑратӑн-им?. |
"Элек мар" темен, "элек" тенĕ.