п.с. Тăван çĕршыв (ытларах 1941-1945 çулсенчи вăрçă ятне каланă чухне усă кураççĕ). «Отечество» вырăнне Митта Ваçлейĕ «аттелĕх» теме сĕннĕччĕ. Г.Юмарт //С-на, 1990, 390 с. Ăна Хĕрлĕ Çăлтăр, 1 степень Аттелĕх вăрçин орде-нĕсемпе... наградăланă. Н.Кушманов //Т-ш, 22.01.1998, 4 с. — Аттелĕх вăрçи (М.Юхма //Пике, 1991, 7 /, 24 с.); Аслă Аттелĕх вăрçи (ЧЕ, 1992, 21 /, 16 с.; К-ш, 27.04.1996; ХС, 25.09.1997; ТА, 2003, 2 /, 41 с.; ЧХ, 2003, 19 /, 1 с.); иртнĕ Аттелĕх вăрçи (Л.Таллеров //Х-р, 24.07.2001, 2 с.).>> http://samah.chv.su/s/аттелĕх
Сасартăк шухăш пырса кĕчĕ: тен, аттелĕх мар, "атилĕх" е "аттилĕх" вăрçи темелле?
Аслă Атилĕх вăрçи. Е: Аслă Аттилĕх вăрçи
Калăпăр, вырăс чĕлхинче те "отец" сăмахпа çыхăннă (пĕр тымарлă) сăмахсем темиçе: Отчество, Отечество, Отчизна, Отцовство. Тен, шырасан татах та тупăнать пуль. Пĕр тымартанах пулсан та, асăннă сăмахсен сĕмĕсем çеç мар, пĕлтерĕшĕсем те тĕрлĕрен. Мĕншĕн чăваш чĕлхинче апла пултараймасть? Пултарать, питех те аван пултарать!
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.
Эпӗ ӑнланимарӑм. Акасапар хӑта вара "Майлашăннă хыççăн варваризм пулма пăрахнă" сӑмахсемпе килӗшет-ши? Килӗшет пулсан сирн Šyravşăпа ҫӗнӗрен сӑмахсем кашне кунах ҫуратма май пур. Акасапар Каланӑ-закон, вӑл каламан-вне закона.
Май пур, анчах çынсен пурнăçĕнче (калаçăвĕнче, çырăвĕнче) çук пулсан, вĕсен хакĕ ноль
Тепĕр тесен, варваризм та мăйракаллă шуйттан мар. Вăл та сăмахах.
Ют Ҫын // 1608.67.7452
2015.05.23 11:55
Agabazar капла калани-" Тепĕр тесен, варваризм та мăйракаллă шуйттан мар. Вăл та сăмахах."-бор каланӑ сӑмахсене ҫирӗплетет-"Акасапар Каланӑ-закон, вӑл каламан-вне закона". Эпӗ те ҫапла шутлатӑп. Agabazar саккунлӑ парламентарий в одном лице. Ӑна памалла всю полноту власти на территориях компактного расселения чувашей.Вӑт пулат тӑк пулат йӗрке.
Мĕн ячĕшĕн янрашса тăратăр ĕнтĕ кунта?
Тĕрĕссипе вĕт сире пурте хуткупăс! Сирĕншĕн чăннипе вырăс чĕлхисĕр пуçне урăх ним те кирлĕ мар!
Кунта та ав, сайтра, чăвашлăхран мăшкăлласа юри апла-капла ("вырăсла-чăвашла") çăрса калаçатăр. Çапла хăтланни норма пек курăнтăр тесе те хĕрĕнетĕр. Хăвăрăн пĕтĕм пуплев сирĕн тулли "варваризм". Тепĕр хут калатăп:
...Май пур, анчах çынсен пурнăçĕнче (калаçăвĕнче, çырăвĕнче) çук пулсан, вĕсен хакĕ
ноль
Ют Ҫын // 3509.29.3189
2015.05.23 22:12
Ӑнланмалла,Agabazar варваризмпа калаҫат пулсан пӗтӗмпех йӗркеллӗ. Ыттисем калаҫсан-ноль. Ку позици пӗтӗмпех Agabazar позиципе килӗӳллӗн.
МШпа, кунти хăш пĕр этемсем хăйсем варвăр пулнине кура варварисăм сăмахран вăтанаççĕ.
Вĕсем валли питĕ лайăх çĕнĕ варварисăм пур - "неадекватнăй".
Agabazar варваризмпа калаҫат пулсан пӗтӗмпех йӗркеллӗ. Ыттисем калаҫсан-ноль. Ку позици пӗтӗмпех Agabazar позиципе килӗӳллӗн. Кун пек логиккăна пуçпа ăнланма май çук, унсăр пуçне турри хасине тыттартăр - суйеçтерсе калаçнăшăн, çын çăварне каламан шухăш чикнĕшĕн. :)
Тĕрĕссипе, паллă ĕнтĕ, хутăш çăрса калаçнине (бор пек!) варваризм мар, макаронизм теççĕ. Варваризм вăл чĕлхене, апла пулсан словарьсене те, кĕртнĕ саккунлă сăмах. Вăл ытти сăмахсенчен адаптациленменнипе çеç уйрăлса тăрать. <<Тулли "варваризм">> тени кунта шăпах макаронизма пĕлтерет.
Ют Ҫын // 3989.20.7605
2015.05.25 05:53
"варваризм",макаронизм Аслă Атилĕх вăрçи темӑпа ҫыхӑнман вӗт ман шутпа? Мӗн нушталанса ларатӑр?
Майлашăннă хыççăн вĕсем варваризм пулма пăрахнă, ытти сăмахсемпе пĕр рете ларнă.