Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
 

Reklamo

Agabazar: Аслă Атилĕх вăрçи

Agabazar03.05.2015 20:2148455 Пурĕ пăхнă

<<Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

п.с. Тăван çĕршыв (ытларах 1941-1945 çулсенчи вăрçă ятне каланă чухне усă кураççĕ). «Отечество» вырăнне Митта Ваçлейĕ «аттелĕх» теме сĕннĕччĕ. Г.Юмарт //С-на, 1990, 390 с. Ăна Хĕрлĕ Çăлтăр, 1 степень Аттелĕх вăрçин орде-нĕсемпе... наградăланă. Н.Кушманов //Т-ш, 22.01.1998, 4 с. — Аттелĕх вăрçи (М.Юхма //Пике, 1991, 7 /, 24 с.); Аслă Аттелĕх вăрçи (ЧЕ, 1992, 21 /, 16 с.; К-ш, 27.04.1996; ХС, 25.09.1997; ТА, 2003, 2 /, 41 с.; ЧХ, 2003, 19 /, 1 с.); иртнĕ Аттелĕх вăрçи (Л.Таллеров //Х-р, 24.07.2001, 2 с.).>> http://samah.chv.su/s/аттелĕх

Çавăн пекех тата ак çакăнта пăхăр: http://termin.chv.su/term/1120.html

Сасартăк шухăш пырса кĕчĕ: тен, аттелĕх мар, "атилĕх" е "аттилĕх" вăрçи темелле?

Аслă Атилĕх вăрçи. Е: Аслă Аттилĕх вăрçи

Калăпăр, вырăс чĕлхинче те "отец" сăмахпа çыхăннă (пĕр тымарлă) сăмахсем темиçе: Отчество, Отечество, Отчизна, Отцовство. Тен, шырасан татах та тупăнать пуль. Пĕр тымартанах пулсан та, асăннă сăмахсен сĕмĕсем çеç мар, пĕлтерĕшĕсем те тĕрлĕрен. Мĕншĕн чăваш чĕлхинче апла пултараймасть? Пултарать, питех те аван пултарать!

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Миккуль // 4292.84.0894
2015.06.08 07:47
Эсӗ мӗн ҫыпӑҫрӑн Путин ҫумне,Agabazar хоспоччын? Хӑв утрӑн и "Вилӗмсӗр полк"колоннинче? Малтан хӑвӑншӑн явап тытма вӗрен несӗлсем умӗнче. Мӗскер эсӗ АПШри политиксем пекех пурне те вӗрентме, ӑс пама юрататӑн?
Agabazar // 4079.52.9309
2015.06.08 09:07
Agabazar
Ют Çын: "Agabazar хуть те мӗнле ҫыртӑр, ӗненес килмес."

Ĕненес килмест пулсан, шпийон пек кашни комментари хыççăн йĕрлесе çÿремен пулăттăр

Айван // 2528.00.4208
2015.06.08 10:52
Акапасар пичче, хӑв енчен ҫав Вилӗмсӗр полк текен маршра хутшӑннине палӑртма пултаратӑн пулмалла? Кам сӑнӗпе утса тухма пултартӑн? Малтанрах калам. Эпӗ аслӑ куккан сӑнӗпе утрӑм. Сӑнӗсемпе тӗл пулӑпӑр Хӗрлӗ лапамра.
Атила // 3913.58.4645
2015.06.11 09:53
Аслӑ кукка кам полат?.Апи енчен-и?
Тимӗр // 4916-2612
2015.06.12 17:45
Аслӑ кокки вара кам енчен?.
Айван // 4292.84.0894
2015.06.13 05:45
Аслӑ Кукка анне енчен, ку сире кирлӗ те мар. Кун пек пулӑм кашнин интимлӑ япала. Масар ҫине, вилтӑпри умне кайса пуҫ таясси те интимлӑ пулӑм. Кун ҫинчен шавламалла мар . Ӗнер Раҫҫей Кунӗ текен уявӑн 25 ҫулхи чӗрӗк ӗмӗрне паллӑ турӗҫ. Анчах чӑваш форумне пырса лекмест пулмалла ку датӑ.
Agabazar // 1112.6.1519
2015.06.13 13:53
Agabazar
Юбилей.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.06.14 16:02
Кунти халӑха Раҫҫей кунӗсем кирлӗ мар, юбилейӗсем те. Вӑт Акасапарӑн юбилей кунӗ пирӗншӗн хаклӑ кун пулса тӑма пултарать.
Agabazar // 1134.23.6696
2015.06.14 20:04
Agabazar
25 çул каялла пирĕн пурнăçа çак куна (июнь, 12) кĕртнĕ çынсем чылйранпа ĕнтĕ Пиллĕкмĕш колонна шутланаççĕ. Вĕсене паянхи кун кашни патриот сурчăк сирпĕтсе, кăпăк кăларса питлет. Вăт çавăн пек вăл пирĕн Аслă Атилĕх.

Сăмах май каласан, Чăваш Республикин Кунне (июнь, 24) пурнăçа кĕртекенсем тĕлĕшпе те шăпа çавнашкалрах çаврăнса тухать пулмалла.

Тепĕр тесен, Раççĕй кунĕ тĕлĕшпе ятарлă тема уçма кунта никама та чарман. Е чарнă-и?
Тимӗр // 4916-2612
2015.06.15 23:38
Акапасар ас ту.Вырӑссем "Не каркай"теҫҫӗ кун пек чухне.

Paĝoj: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, ... 20

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj