Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
 

Reklamo

Agabazar: Аслă Атилĕх вăрçи

Agabazar03.05.2015 20:2149450 Пурĕ пăхнă

<<Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

п.с. Тăван çĕршыв (ытларах 1941-1945 çулсенчи вăрçă ятне каланă чухне усă кураççĕ). «Отечество» вырăнне Митта Ваçлейĕ «аттелĕх» теме сĕннĕччĕ. Г.Юмарт //С-на, 1990, 390 с. Ăна Хĕрлĕ Çăлтăр, 1 степень Аттелĕх вăрçин орде-нĕсемпе... наградăланă. Н.Кушманов //Т-ш, 22.01.1998, 4 с. — Аттелĕх вăрçи (М.Юхма //Пике, 1991, 7 /, 24 с.); Аслă Аттелĕх вăрçи (ЧЕ, 1992, 21 /, 16 с.; К-ш, 27.04.1996; ХС, 25.09.1997; ТА, 2003, 2 /, 41 с.; ЧХ, 2003, 19 /, 1 с.); иртнĕ Аттелĕх вăрçи (Л.Таллеров //Х-р, 24.07.2001, 2 с.).>> http://samah.chv.su/s/аттелĕх

Çавăн пекех тата ак çакăнта пăхăр: http://termin.chv.su/term/1120.html

Сасартăк шухăш пырса кĕчĕ: тен, аттелĕх мар, "атилĕх" е "аттилĕх" вăрçи темелле?

Аслă Атилĕх вăрçи. Е: Аслă Аттилĕх вăрçи

Калăпăр, вырăс чĕлхинче те "отец" сăмахпа çыхăннă (пĕр тымарлă) сăмахсем темиçе: Отчество, Отечество, Отчизна, Отцовство. Тен, шырасан татах та тупăнать пуль. Пĕр тымартанах пулсан та, асăннă сăмахсен сĕмĕсем çеç мар, пĕлтерĕшĕсем те тĕрлĕрен. Мĕншĕн чăваш чĕлхинче апла пултараймасть? Пултарать, питех те аван пултарать!

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 3691.24.5775
2015.06.15 23:51
Agabazar
Ас ту мар, астăвăр теес пулать, Таймер хоспочын. "Не каркай" тесе кураксене калама пултаратăр, Акапасара мар.

Инкеке йыхăрсах илсе килес марччĕ тесен вырăнлăрах. Чăвашстан кунне Элекçей Леонтьев тата леш каратистсен шкулне йĕркелекенĕ (Тимофеев) пуçарнипе йĕркеленĕ. Ăçта вĕсем халь?
Agabazar // 1436.50.2334
2015.06.16 11:10
Agabazar
Timer // 4916-2612 2015-06-15 23:38: <<Акапасар ас ту.Вырӑссем "Не каркай"теҫҫӗ кун пек чухне.>>

Таймер вырăсла йĕркеллех пĕлменни сисĕнет. "Не каркай!" мар, "Не накаркай!" тени вырăнлăрах кунта.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.06.16 18:30
Акасапар хӑта, Леонтьевпа Тимофеев бизнесра. Вӗсен пӗтӗмпех лайӑх. 5 мильун тӑракан Дӑжип-урхамах йӗркеллех турттарать. Акасапар хӑвӑн урхамаху ҫинчен шухӑшла.
Agabazar // 1820.7.4954
2015.06.16 23:19
Agabazar

<<Чӑваш Енре 3 миллионран хаклӑ урапасем пурӗ 219 иккен. Кун пирки Федерацин налук службин республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ. Икӗ ҫыннӑн машини 10 миллион тенкӗрен хаклӑ-мӗн. Вӗсен хуҫисем уйрӑм ҫынсем тесе палӑртнӑ. 15 миллионтан хаклӑ машинӑсем Чӑвашра ҫук-мӗн.>>

http://chuvash.org/news/9321.html

Пилĕк миллионран хаклисем 50 штук пулма пултараççĕ пуль. Тимофеевпа Леонтьев

республикăри чи пуян аллă çын шутĕнче!!!! Вăйлă!!!!!!!



Гуманитари институтĕнче çавнашкал пуймалли писнĕс те пур-и?

Вăт мĕнешкел Аслă Атилĕх!
Миккуль // 4292.84.0894
2015.06.17 06:53
Agabazar текен чӑваш, Эсӗ мӗнле ҫӗршывра пурнатӑн? Депутатсен,чиновниксен долшноҫӗ прикрыти валли ҫеҫ. Биснеса йӗркелесе яраҫҫӗ те ҫӳлтен сӑнаса тӑраҫҫӗ. Эсӗ паян тин ҫуралман вӗт?
Agabazar // 4126.74.1677
2015.06.17 11:30
Agabazar
Гуманитари институтĕнче мĕнле "прикрыти" пулма пултарать?
Миккуль // 4292.84.0894
2015.06.17 14:45
Agabazar текен чӑваш, ухмаха пемелле мар ҫав тери. Асӑннӑ персонаж Хыпӑр-та 20 ҫул ытла ӗҫленӗ. 20*12*(~100.000 Рупь)= ~24 мильюн таса тупӑш тейӗпӗр. Ку "приведеннӑй" коэффициентпа шутласан. Ахтапус, ҫӑмӑл манин ҫине укҫа тӑккаламан,м.тесен "персональнӑй" пулнӑ. Малалла та шутласа памалла и?. Тата айкӑри тупӑшсем,- "преподавани","кӗнекеиздани", статья ҫырни,чиновничий ресурс, ытти гонорарсем- ман вӗсемпе ӗҫӗм те, тӗвӗм те ҫук. Хуть ҫынни уйӑхсерен 20-шер мильюн илнӗ пултӑр. Хуть паян та 10-шар мильюн илтӗр. Ку хурав асӑннӑ "персонажа" хирӗҫ мар, ку хурав-Agabazar текен чӑваш ухмаха пенине хирӗҫ.
Agabazar // 1910.33.5202
2015.06.17 15:09
Agabazar
Бор вĕсен пĕтĕмпех лайăх тени ИРТНИНЕ МАР, паянхи куна пырса тивет.

Паянхи кун вара Элоекçей Леонтьев "Хыпар" редакторĕ мар. Гуманитари институтĕнче ларать теççĕ. Ахăртнех, истори пайĕнче пуль-ха. Çавăн пек туйăнать. Унта ун валли ним персональнăйĕсем те çук.
Микуль // 4292.84.0894
2015.06.17 17:18
Эпӗ Бор-а ӑнлантӑм пит те лайӑх. Agabazar текен чӑваш, эсӗ асӑннӑ персоналисем иккӗшӗ те 60 ҫула ҫывхарса пыраҫҫӗ. Енчен те вӗсем иртнӗ 55 ҫулне алӑ усса ларман пулсан, енчен те пуш параппан ҫапса ларман пулсан, паянхи кун ҫав тутӑллӑ иртнӗ кунӗсем паян ВӖСЕМ ҫине ӗҫлеҫҫӗ-"сначала человек работает на имя-имидж, потом имидж работает на человека" тени пулат ку. "Паян вӗсен тар юхтарса ӗҫлемесен те юрат, унсӑрӑнах вӗсен кӗмӗл кӑсьене кӗрет"-тени пулат ку. Сана ман кӳрентерес килмест сумлӑрах каласа.
Agabazar // 3322.71.2539
2015.06.17 21:10
Agabazar
<<"Паян вӗсен тар юхтарса ӗҫлемесен те юрат, унсӑрӑнах вӗсен кӗмӗл кӑсьене кӗрет"-тени пулат ку.>>

Вăт эсĕр çакнашкал сăмахсене Игнатьев хоспочына каласа пăхăр. Жириновский хоспочына каласан та юрать. Туркай хоспочын та 60-а çывхарса пырать. Валентина Матвиенко текенскерĕн мĕншĕн ватлăхра тертленмелле тата? Е — калама та хăрушă! — Путинăн та "кансан" юрать. Ара, кĕсъене пурпĕрех кĕрет вĕт!

Вăт çавăн пек вăл, пирĕн Аслă Атилĕх....

Paĝoj: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, ... 20

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj