


Ĉuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro

Mitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj






Саня матки Валерикки // 3432.98.8057
2014.03.23 17:47 | |
Хăшпĕр этемĕн епле те пулсан, кама та пулсан ялан хирĕç каламалла. Çавăн пек çын иккен Илле текен çын,тата Цыпленков ятлă этем.Нумай халăх Крыма Раççее йышăнасшăн, а вĕсем диссидентсем иккен!... Эй,тур-тур... Пикет турăмăр,тесе намăса çеç тухрĕç,шереметсем! | |
Agabazar // 2547.79.6585
2014.03.23 18:53 | |
![]() |
Саня матки Валерикки:"Нумай халăх Крыма Раççее йышăнасшăн"
Мĕншĕн Крыма çеç йышăнмалла? Ярса илес пĕтĕм тĕнчене! :-) Пăшаллă çынсем кĕртсе яр та — "референдум" пекки ирттер! :-) |
Вихтăр // 3257.60.0601
2014.03.23 18:54 | |
Тепĕр темиçе уйăх иртет, мĕнпур тĕнчери тата çĕршыври эсрелпе пÿтсĕр лăпланать. Вара курăпăр украинăра мĕн пулса тухнине.Эпир асăрхаттарнă пекех майдансем укçа пирки вăрçса каяççĕ авă, малалла тата ытларах: вăрçса кайĕç вăхăтлăх правительствă çыннисем. Кунта секрет çук пек ман шутпа. | |
Вихтăр // 3257.60.0601
2014.03.23 19:00 | |
Эсĕ пăх халĕ мĕнле кутăна перекен этем те пур иккен пирĕн хушра. Ара автоматпа урăх çĕрсене ярса илес текеннисем как раз америк пÿтсĕрĕсем иç? Вĕсем совçем никамран та ыйтмаççĕ. | |
Саня матки Валерикки // 3432.98.8057
2014.03.23 19:15 | |
Эсир,хисеплĕ (----)Этем малтан хăвăр пахчуна ярса илсе ĕç туса кăтартар,референдум йăрану çинче ту,ялав çĕкле!Вара кайран ыттисене пурнăç тума вĕрентĕр! Раççей варринче пурнан-инкек мĕнне пĕлместĕн,шеремет! | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2014.03.23 21:13 | |
![]() |
«Ара автоматпа урăх çĕрсене ярса илес текеннисем как раз америк пÿтсĕрĕсем иç?»
Ара вĕсене никам та Ирака, Сирине тата ытти çĕрсене пăшалпа килнине ырламасть пулас пирĕн кунта? Американсем çапла хăтланнине кура пирĕн те унашкал тумаллине пĕлтермест-çке. Пирĕн пушшех те ман шутпа ырă тĕслĕхсене кана шута илмелле. Ав, Шотландири референдума темиçе çул хушши хатĕрленнĕ, ыйтăвне мĕнлерех çырмаллине те самай шухăшланă. Пирĕн патшалăх пек хăвăрттăн кăна туман. Тепĕр тесен юлташсем, тепĕр çын урăхларах шухăшлать пулсан вăл сирĕн тăшман пулмасть. Урăхла шухăшлакансене тархасшăн тăшман пек ан курăр! |
Якур // 3256.11.6045
2014.03.23 22:58 | |
Ăнланмастăп çак Админа, мĕн каласшăн вăл? "Ирака, Сирине тата ытти çĕрсене пăшалпа килнине ырламасть пулас пирĕн кунта?"-вара кĕтсе савăнса алă çупса лармаллаччĕ и Севастополь бухтине америксен 6-мĕш флочĕ килсе вырнаçнăшăн? Манăн тăван январь уйăхĕнче кăна таврăнчĕ Москва текен карап çинчен, кăмăлу пулсан тĕл пулса калаç, тата тĕл пулма пултаран Крымпа Чăвашенъ туслăх пĕрлешĕвĕн Мочаловăн "матросĕсемпе". | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2014.03.23 23:54 | |
![]() |
Якур, вула тăнласа эп мĕн çырнине. Эп пĕрре те американсене Крыма илсе килме каламан. Кирлĕ те мар вĕсем унта. |
Якур // 3256.11.6045
2014.03.24 08:03 | |
Ай уй,пĕтрĕмĕр ку Админпа. Логика текен предмет пур тĕнчере. Тата пур темтепĕр йышши "закон сохранения".Эпĕ каласшăн Севастопольтен Раççей флочĕ кайсан, унта пырса тулатчĕç Америк карапĕсем. Мĕн кунта кунта ăнланманни çук Вĕсен десантнăй карапĕсем уше ишсе çÿреççĕ Хура тинĕсре вырăн шыраса, а вăтаçĕр тинĕсре карапĕсем вуншарăн-вуншарăн.Референдум пирки: вĕсем уш 25 çул референдум çинчен шухăшламасăр çывăрма выртмаççĕ. Крым малтанхи президенчĕ Ю.Мешков психушкăра-тĕрмере те ларса, аран вилĕмрен çăлăнса юлчĕ. | |
Атнер // 3913.58.4645
2014.03.24 08:41 | |
Якур,турă пул.Тархасшăн ан хăрат халăха.Пĕрре октябрь уйăхĕнче ÿсĕр матроссем Зимний двореца тустарчĕç те паянхи кун та вырăс халăхĕ ура çине тăраймасть.Мĕн çинчен калаçма пулать вĕсемпе?.Кам та пулин сайт уçса хăйĕн укçипе пĕтĕм чăваш тĕнчине пĕрлештерме пултарать-и Микулай пек? |