


Ĉuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro

Mitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj






bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.24 09:27 | |
Раççей флочĕн карапĕсем Хура тинĕс бассейнĕнчен тухса кайнă хыççăн камсен карапĕсем кĕрсе вырнаçма пултарнине Админăн ăнланмаллах ĕнтĕ. Ухмаха пемелле мар Акасапар пек. Эпĕ астăватăп кунти форумçăпа леш Навальнăй текен персонаж пирки тупăшнине. Вăл калать вăт Навальнăй пирĕн "Ялав" тет.Эпĕ калап:вăл америксен агенчĕ пулнă, пулать те.Вăт америксенчен укçа илмесĕр оппозици çулĕ çине тăнă пулсан, пачах урăхла япала.Укçине илме пăрахать, пĕр сăмах та хирĕç каламасть. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.24 09:33 | |
Атнер хăта,ăнлан.Кунта Якура хÿтĕлесе пĕр-ик сăмах калам-ха. Пĕрремĕшĕ -кунта пĕтĕм чăваш тĕнчине тесен ытлашши пулать(калаçаканни 5 çын),иккĕмĕшĕ-сайт уçакансем паян пит нумай(эпир пĕлменнисем,вăйлăрах сайтсем), виççĕмĕшĕ-маттур,Микулай Плотников,анчах та сайт уçасси шахтăра ĕçленинчен е çар ĕçĕнче хĕсметре вăй хунинчен( именно вăй хурса çар ĕçне тунинчен) нумай йывăр ĕçех мар.Маттур ним те каламас. | |
Тимӗр // 4916-2612
2014.03.24 12:44 | |
Микула Плотников хăйне евĕрлĕ Олимп чемпионĕ-терĕ "СУВАР"хаçатăн тĕп редакторĕ Малышев Хусанти уявра." CУВАР"хаçата та,конгреса та,тата ыттисене сайт туса панă вăл.Шахтăра ĕçлени кирлĕ.Анчах тĕнче информаци технологипе аталаннине пурте пĕлеççĕ.Микула пулмасан хăçан хăть виртуальнă хамăр шухăшсене наци шăпи пирки палăртăпăрчĕ?. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.24 17:01 | |
Маттур Микула,ним те каламас. Анчах "А" саспалли каланă хыççăн "В" саспаллине каламалла. Микула кăшкăрать вырăс темине хирĕç, мĕншĕн кăшкăрать, хăй те пĕлместь. Компьютер пулмасан, аслă шкулта вĕренмен пулсан навус хырма лекетчĕ-ха унăн та. Навусне Акасапар та хырасшăн мар.Вот парадокс. | |
Тимӗр // 4916-2612
2014.03.24 21:53 | |
Олимп чемпионне ма навус хыртармалла? | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.25 10:19 | |
Муркашра çуралнă Олимп чемпионĕ Валя Васильева-Егорова навус хырать çке, америкри Флоридăра пурнать пулсан та. Микулай мĕнпе уйрăмрах? | |
Атнер // 3913.58.4645
2014.03.25 16:08 | |
Эпĕ тата эпĕ пĕлекен юлташсем паянхи кун никам та навус хырмаççĕ. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.25 17:07 | |
Ан хырччăр навус, кашнин хăйĕн ирĕкĕ. Анчах та выльăх ÿстерсе навус хырнинче ним те начарри çук.Кам вăтанать çак ĕçрен,эпир унпа пĕр çулпа кайимастпăр. Укаслу мĕн ачаран кĕтÿ кĕтнĕ, çын пулнă. Çавăн пекех академик Николаев В.В. | |
Тимӗр // 4916-2612
2014.03.25 21:26 | |
Пурте ял ачисем навус хырни каламасăрах паллă.Паянхи кун чăвашăн аталанас тесен ,паллах,информаци технологисене алла илмелле.Кунта вара эпир пурте Микулай Плотникова пуç таятпăр.Хăйне евĕрлĕ Олимп чемпионĕ.Чăваш сайтне парнеленĕ халăха.Уйăхне вунпилĕк пин укçа хывать çак ĕçе.А эпир мĕн чухлĕ хĕрхенместпĕр?. | |
Якур // 3280.95.7441
2014.03.25 21:41 | |
Эпĕ пĕлекен чăваш ачисем Мускавра укçа ĕçлесе илмелли сайтсем уçаççĕ. Çав ачасене чăвашлăх енне куçарсан лайăх пулмалла. Хамăр хушăра каласан, сайт уçасси ытла кăлтăклă ĕçех мар. Çав сайта чăвашлăхшăн ĔÇлетерме пĕлни пит кăлтăклă япала. |