tvn
2012-11-30 21:16
"Иван Яковлевича арăмĕ вырăсла калаçтарнă пулас..."
Арăмĕ мар, йĕри-таврари вырăс тĕнчи. Ас тăватăр-и:"...анчах вăйлă этем те хăй тĕнчине пăхăнать".
Игорь Сайман // 4178.78.4543
2012.12.01 15:25
...Василий Васильевич Николаева илес пулсан, ун арăмĕ чăваш, Етĕрне таврашĕнченччĕ-няк. Çавăнпа каларăм та "пĕлместĕп" тесе.
tvn // 8339.4.9563
2012.12.01 17:53
Çапла ĕнтĕ, çыннăн çутçанталăк (биологи) ачи пекех, ăс-тăнпа чун-чĕре ачи те пулать. Иккĕшĕ пĕр пулсан аванрах...
Тимер // 5574.4.5423
2012.12.03 14:09
Калăр-ха:чечен,тутар е чиган ачи ма папа-мама теместь?Тен çавăнпа вĕсен чĕлхи пĕтместь?Халăхĕ те хăйне питĕ хисеплеть.
Пурис // 1039.8.4424
2012.12.04 19:09
Эпĕ чăн чăвашлăхшăн вăйне тата вăхăтне шеллемен Тымарлана пĕлетĕп, кунтах Тимĕрпе Илле Иванова асăнса хăвармалла. Тымарлан кăкăрне çапса çÿреместь,куллен-кун ырă ĕç тума тăрăшать, вăй-хал çитнĕ таран. Çавăн паха енĕпе усă курса пирĕн те "шуйхăшмасăр" кирлĕ ĕçсемпе савăнасчĕ.
Игорь Сайман // 2943.88.3813
2012.12.04 23:11
Пурис:"...шуйхăшмасăр" кирлĕ ĕçсемпе савăнасчĕ." Вăт ку ытлашши вара!Чăвашăн çăварне хупас текенсем сирĕнсĕр те купипех!
Пурис // 1039.8.4424
2012.12.05 09:12
Çăвар хупмасăр 90-мĕш çулсенче кăшкăракансен "ĕçĕсене" курса савăнтăмăр ĕнтĕ эпир. Халĕ пусăрăнсарах ĕçлеме тăрăшсан лайăх пулмалла пек. Хĕрарăмсене те сысна ( ан çилленĕр) çури пек шари кăшкăрни килĕшместь, арçынсен( Сайман шав шутран пулĕ тетĕп) вара мăнаçлăрах пулмалла пек.
Васса // 3552.28.0320
2012.12.05 14:14
Килеççĕ те темле Пуриссем - хамăра мĕнле тытмаллине вĕрентеççĕ....
Игорь Сайман // 1428.9.3269
2012.12.05 20:50
Эппин тĕрлĕрен шовинист-расист-фашистсем пушали кăшкăрашчăр,алхасчăр; чăвашăн çеç пулă пек шăпăрт çуремелле? Ну хушăран хăйне хĕсĕрлекенсем тĕлĕшпе мухтав юрри юрламалла пуль ĕнтĕ...Сирĕн шухăша çапла çеç ăнланма пулатьЙĕмен ачана чĕчĕ памаççĕ.Ытарлă сăмах.
Тимер // 5574.4.5423
2012.12.05 21:10
Паян кăна ГИБДД пуçлăхĕ патĕнче пĕр инспектора мана çул çинче чарсан:"Скажи по русски"тенине сÿтсе яврăмăр.Хут çырсах кайрăм.Конституци кăтартрăм.Ăнланчĕç.Каçару ыйтрĕç.Çавах ÿпкелкшеççĕ:никампа та проблемă çук,сана нумай кирлĕ-и?
2012-11-30 21:16
"Иван Яковлевича арăмĕ вырăсла калаçтарнă пулас..."
Арăмĕ мар, йĕри-таврари вырăс тĕнчи. Ас тăватăр-и:"...анчах вăйлă этем те хăй тĕнчине пăхăнать".