Шупашкартан тӑван яла килтӗм - Кӗлӗмкасси ялне. Урамра хитре кирпӗчлӗ ҫурт умӗнче 92-ри Праски аппа ларать, пӗччен. Хӗвел ҫинче хӗртӗнме хам та юнашар пырса лартӑм. Тирпейлӗ тӑхӑннӑ, куҫлӑхсӑр вуласа ларать "Ҫӗнтерӳшӗн" хаҫата.
Мӗн пӗчӗкрен туслӑ эпӗ унпа. Вӑл маншӑн герой - Аслӑ Отечествӑ вӑрҫӑ ветеранӗ. Ялан вӑрҫӑ чухнехи самантсене каласа кӑтартать. "Мӗншӗн вӑрҫа тухса кайма шут тытрӑр хӗр пуҫпа? -ыйтрӑм Праски аппаран. "Тахҫантанпах кӑсӑклантаратчӗ мана ку ыйту.
"Повестка килчӗ те - кайрӑм"- терӗ кулянмасӑр. "Юнашар урамри юлташ хӗр патне те килчӗ, вӑл ури ҫине вӗри чей тӑкнипе юрӑхсӑр пулса каяймарӗ. Те юри тӑкнӑ,те юри мар...Шел пулин те манран нумай пурӑнаймарӗ".
Ҫак сӑмахсем чуна пырса тиврӗҫ. Пуҫра вара пӗр шухӑш ҫаврӑнса тӑчӗ - Темӗн тӗрлӗ самантра паттӑр та хӑюллӑ ҫын яланах хӑюллӑ тытать хӑйне. Хальхи пурнӑҫра ун пек ҫынна тен курман та эсир?
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.
Кун пек виртуально çеç пурăнсан пĕтетпĕрех ĕнтĕ,просто пĕтмелли вăхăт пирĕн ĕмĕре çакланнăшăн кулянмалли çеç юлать. Тепĕр тесен,Византи империйĕ те нумаях пулмасть çухалнă. Хамăр пурăннă ĕмĕрсенче империсем çухалаççĕ.Халăх вакланса пыни,вак халăхсем çухални обьективлă япалах ĕнтĕ.Тата Акасапар пеккисем тĕп сакайĕнче виртуаллă пурăнсан, вуççех пропализаци.
Пурăн Акапасар.Сана çăмăл пурăнма. Виртуаллă кĕрешÿ чвашлăхшăн нимпе те сиен кÿместь сана.Влаçе кунĕн-çĕрĕн ÿпкелешсе ларма çăмăл.Тымарланпа Илле-паттăр мĕнле чăтаç-ши?Калама çук йывăр вĕсене.
Герой теми пирки Омар Хайям çавнашкал йĕркесем çырнă:
"Один не разберет,чем пахнут розы ...
Другой из горьких трав добудет мед ...
ДАЙ ХЛЕБА ОДНОМУ-НАВЕК ЗАПОМНИТ ...
Другому жизнь пожертвуй-не поймет ." Акасапар та нумай япалана ăнланмана переть(эп ăна ăнланап,ăнланмана персен пурăнма çăмăлрах пуль ĕнтĕ).
Акасапар кунта О.Хайям мĕнле чĕлхепе çырни çинчен мар, йĕркесен шалти тытăмĕ çинчен калаçсан вырăнлăрах-няк.Ав Хусанкай та,Туркай та вырăссен шайлă хайлавĕсене,сăввисене куçарнă вĕт чăвашла.Е ку япала та сана килĕшместь-и?
Акасапар, к-ккаллех ухмаха перен!А мĕн тума эс Украина гимнне чăвашла куçарасшăн.Украина чĕлхине вĕрен те юрла на языке оригинала.Мĕншĕн тесен сан пек "кансĕртерех" этем нихçан та хохолсен шалти туйăмне ăнланма пултаримаç.Çавăнпа куçарса ĔÇлĕ пулса ан çÿре,луччĕ хун Должностной инструкципе килĕшÿллĕн ĕçлекелесе лар кабинетра.Аттун кайса кил Киев хулин Крещатикне,Евромайданне,туйса ил мĕнле сывлăшпа хохолсем сывланине.Вара пĕчĕк Герой ятне пама пултаратпăр сана.
Якур // 3812.17.6221
2013.12.18 07:24
"Атту чăвашла текстра Омар Хайям сăмахĕсене вырăсла илсе кăтартнă та, леш вырăсла çырнă пек пулса тухать."- мĕншĕн кун пек çырать автор, пĕлме çук.Тĕрĕс çыраççĕ кунта, чăнах та ăнланмана пенин чикки çук.