Цыгансен мĕнле идеологи? Ма вĕсен ачисем папа-мама темеççĕ?Вĕсем вĕренмен те ДЕМАГОГИ-ИДЕОЛОГИ мĕнне пĕлмеççĕ. Тек калаçаççĕ ачисемпе тата хăйсем хушшинче цыганла.
пĕтĕм айăп – вĕреннĕ çынсенче Ман шутпа хамăрăн канашлура çăвăнпек тема уçмалла :).
Вĕреннĕ çын -вăл кам:депутат,адвокат, учитель...?
Халĕ вара пурте вĕреннĕ: -мĕнле те пулин, ăçта та пулин...
Пĕлтĕр эпĕ «Чăваш чĕлхи вилнĕ тесе палăк лартар...» тема пуçланăччĕ. Сăмахĕ ун пирки мар... Манăн туссенчен пери чăваш чĕлхине вĕрентекен тантăш. Унпа кулленех курса калаçатăп. Манăн никама та айăплас килмест. Эпĕ кашни кун пулса иртекен ĕçсене кăна çырса паратăп.
Манăн юлташ каланинчен...
...1. Ачасене ытти предметсемпе тан тем пек вĕрентес тесен те вĕрентейместпĕр. Ытти предметсемпе ачасене тĕрлĕ интерактивла мелсемпе вĕрентеççĕ пулсан пирĕн вара презентацисемсĕр пуçне нимĕн те çук темелле...
2. шкулта ачасене вулаттарма чăвашла çĕнĕ кĕнекесен шучĕ те темиçе кăна. класпа хушма вулав урокĕсем те йĕркелеме пулмасть. киввисене кăларса пенĕ - çĕннисене ярса паманпа пĕрех(1-2 кĕнекепе 20 ачана вĕрентейместĕн)
3. Чĕлхе учебникĕсен пахалăхĕ пирки калама йывăр. теори материалĕ кăна темелле.
4. учебниксем кичем, хурапа шурă тĕслĕ кăна...
5. программăпа питĕ нумай çыру ĕçĕ ( эпĕ малтантарах сочинени нумай çыртарнăшăн ăмăкăртаттаттăм, кашни эрнерех тенĕ пек сочинени)
тен, тĕрĕс мар шутлатăп, анчах çак япала пирĕн ачасене чĕлхерен пистермест-ши?
Пире пистерет, аслисем пессимист пулни. Чăваш чĕлхи вилнĕ палăк. Мĕншĕн палăкĕ тĕслĕхрен урăхла ятлă мар. Чăваш чĕлхи, аталан! Е Чăваш чĕлхи, эпир сана юрататпăр. Кунта вĕреннĕ çынсем çыраççĕ. Мĕн çинчен эс ытларах шутлан çав ытларах пулса пырать. " Думаешь о хорошом, притягиваешь позитивное, если мысли о плохом, автоматически притягивается негативное". Пин хут каçару ыйтатăп вырăсла ăнлантарнăшăн. Эсир мана ăнланма тивĕç. Эп япăхпа çырмастăп.
Аслисем реалистсем пулмалла. "Сколько не говори халва-халва<а во рту сладко не станет". Пирĕн суймалла мар çамрăксене те. Тухтăрсем пек реальнăй диагноз лартмалла. Тĕнче шайĕнчи ЮНЕСКОн диагнозĕ,шель пулин те питĕ япăх:кун пекех пурăнсан чĕлхемĕр пĕтеть çывăх вăхăтра. Пĕтĕм ĕçе пăрахса республика президенчĕ шайĕнче программа туса хурмалла. Мĕнле упраса хăвармалла чĕлхене?! Эпир хамăр ,сăмахран, хулара кашни утăмра тăван чĕлхепе кăна калаçма йышăннă.
KseniyaKnyazeva1987@mail,ru тĕрĕс çырать: чăваш чĕлхи пĕтет тесе шухăшлама пăрахар, тăвансем! Чĕлхе мар, халăх пĕтет! Чĕлхе халăх пĕтсен тин пĕтет (ку ман шухăш мар!).
Патшалăх шайĕнчи чĕлхе политики пулмасăр халăха упраса хăвараймăпăр. Тÿре-шаралăха (чиновниксен кастине) çакна хистесе тума наци юхăмĕн идеологийĕ çеç тапратĕ. Çитес вăхăтрах наци юхăмĕн тытăмне йĕркелеме пуçламаллах. Кам тытăнĕ - ку вара п-ы-ы-сăк ыйту. Эп хам енчен питĕ хастаррăн хутшăнма хатĕр. Идеологи программине çырма, сăмахран. Тата: пурччĕ пирĕн хăй вăхăтĕнче наци юхăмĕн идеологийĕ: Эткерлĕх. Чĕрĕлÿ. Аталану, Пĕрлĕх. Тен, çавна вăратмалла (чĕртсе тăратмалла, паллах, паянхи кун ыйтăвĕсене шута хута хурса улшăнусем кĕртсе....)