Çемьери лару-тăру яланах обществăри лару-тăрупа çыхăннă. Общество мĕнле - çемье те çавăн пек. Обществăна чăваш чĕлхи кирлĕ мар пулсан - çемьене вăл мĕн тума кирлĕ?
Идеологи вара кашни çын ăç-тăнне витет, унăн шалти тата авалхи сис-туйăмĕсене, кăмăл туртăмĕсене вăратать, чун-чĕре тата нацилĕх уйрăмлăхĕн аталану çул-йĕрне шыраса тупма пулăшать... Халĕ эпир, чăвашсем, глобализаци авăрĕн хĕрринче тăратпăр. Вăл пире (çăвар карса тăрсан) туххăм çăтса ярать.
"СУВАР" ,Çеçпĕл,ЧОКЦ,Еткер фондсене пурте ĕçпе пĕлеççĕ тенине хуравлатăп. Уйрăм организаци чăвашлăха нимĕнле те çĕклеймĕ. Кунта пĕр 100 çын пур пуль те... Ертÿçисем те хăйсен ятне-шывне çухатасран тенĕ пек çынсем лараççĕ пек туйăнать. Пырса калаç-ха вĕсемпе! Мĕнлерех каçăртаççĕ хăйсен мăн кăмăлне... Пĕтĕм халăха çĕклеме наци юхăмĕ кирлĕ! Халăха ертсе пыма халăх шанакан çынсем кирлĕ...
Акă вăл наци юхăмĕн идеологийĕн пĕр пайĕ. Анчах идеологие пурнăçа кĕртме вĕреннĕ çынсем çеç пултараççĕ. Вĕреннĕ çынсене вăрçни çăпата шайне анса ларниех!