Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

: ЧӐВАША ВӖРЕННӖ ҪЫНСЕМ ПӖТЕРЕҪҪӖ!!!

27.02.2011 23:2363987 Пурĕ пăхнăŜanĝi Forigi
Ҫамрӑк чухне те мана ҫак ыйту канӑҫ паман: мӗншӗн ЭПИР, ХАМӐРА ХИСЕПЛЕКЕН МАТТУР ЧӐВАШСЕМ , вырӑсланса пыратпӑр??? Тен, эсир пӗлетӗр? Камран кӑна ыйтмарӑм, кампа кӑна кун пирки канашламарӑм, анчах та хуравӗ ҫук темелле. Ҫак ыйту ҫине хурав тупаймасан тӑван халӑхӑмӑрӑн пуласлӑхӗ пирки калаҫма йывӑр. Пирӗн халӑх ЧИРЛӖ. Чире юсама тӗрӗс диагноз лартас пулать. Унсӑррӑн сыватма хӗн. Хӑвӑрӑн шухӑшӑрсене ҫырӑр тархасшӑн. Тавлашура чӑнлӑх ҫуралать.

Ман шутпа, пӗтӗм айӑп – вӗреннӗ ҫынсенче. Вӗсем тӑрӑшнипе эпир пӗтетпӗр. Хамӑн шухӑша ҫирӗплетме историрен темиҫе тӗслӗх те илсе пама пултаратӑп: вырӑссем французланни, пуҫлӑхсем ашшӗ-амӑш тӗнне манса ют религие халӑх хушшинче сарни…
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Тимер // 8568.8.6851
2011.03.05 23:28
Аксар Чунтупай,чăваш чĕлхи пĕтме пултарни пирки кашни кун аса илтерсе тăрмалла.Унăн ĕмĕрĕ вăрăм-ха тесе суймалла мар.Ăсчахсем калаççĕ кун пек çывăрса ним те тумасăр пурăнсан чĕлхемĕр пĕтеть пĕр 80 çултан тесе.Тухтăрăн чирлĕ çына тĕрĕс диагноз лартмалла та хăвăртрах сыватмалла.Пирĕн те çавăн пек:чĕлхене пĕтессинчен пĕтĕм вăйсене пухса кĕрешмелле.Политика,психологи,менталитет идеологи вăл, сирĕн сăмахсемпе каласан,пĕтĕмпех-демагоги.Чи малтан пирĕн акшни кун кашни утăмра тăван чĕлхепе калаçмалла-сутмалла мар хамăрăн чĕлхемĕре.
2011.03.09 13:58
Аксар Чунтупай
Эсир шкул системинче пĕр кун та пулин ĕçлесен ăнланатăр - чĕлхе политики мĕн тери хавшаса кайрĕ, тата чăвашлăх шайĕ мĕн тери анса ларчĕ... Хальхи çамрăксене чĕлхе мар, укçа çеç кăсăклантарать. Ку вара - чи хăрушши. Эсир идеологои, политика йышши сăмахсем кирлĕ мар тетĕр. Пурнăç пĕтĕмпех политикăран тăрать-çке...
2011.03.09 13:59
Аксар Чунтупай
Идея (идеологи) пулмасан - пурнăç пуш параппан.
Пер херарам // 1291.52.6752
2011.03.09 20:35
Эпир ялан айăплисене шыратпăр...
Атнер // 8568.8.6851
2011.03.10 09:45
Идеологи -Тимер аклашле-демагоги.Чĕлхене упрас тесен унпа кашни утăмра калаçмалла.Кам калаçмасть-вăл сутăнчăк.Вăт сана-идеологи.Ма цыгансем пĕр май цыганла калаçаççĕ е чеченсем-чеченле?
Акулина // 8364.7.3713
2011.03.10 20:09
Пирĕн чăваш сутăнчăк тенине ăнланмасть. Хăйне медаль çакса янă пекех туять...
УЛТИЯР // 9603.9.8051
2011.03.11 09:47
Пулă пуçĕнчен çĕрет.Пирĕн 1-мĕш элтепер пулнă Микула патша, малалла укçа тума, халăха пăрахса Мускава тухса кайрĕ,Тутарсен элтеперĕ "Эпир пултаратпăр"-текен Минтимер Шарипович ,халăхĕн этеплĕхне тата та çÿлерех çĕклеме Пăлхар фончĕ йĕркелесе, патшалăхран çителĕклĕ нухрат илсе Тăван çĕрĕнче Авалхи Пăлхар еткерлĕхне чĕртсе тутарсен сумне тĕнче шайĕнче çĕклет.Тутарсен наци конгресĕнче 18 çын штатра ĕçлет.Пирĕн ЧНКари Эрхип хăйĕн сăтăрла ĕçĕсемшĕн çын умне курăнма вăтанать.Веç хамăртан килет."СУВАР","Çеçпĕл",Чĕмпĕрти "ЕТКЕР" фондсен ĕçĕ курăмлă.Чăн паттăрсем пĕрлешсе Эрхип пек ăçтиçуксенчен тасаласчĕ те халăхăмăр аталанăвĕшĕн ятарлă программа хатĕрлесе чăваш чунлĕ М.В.Игнатьев элтеперĕмĕре пур енĕпе те пулăшса хамар чыс -сума çĕклесчĕ.Вара пире ытларах хисеплĕç.
2011.03.11 14:10
Аксар Чунтупай
Эпир капла хамăр çинчен çеç калатпăр-иç... Хамăр хамăра вăрçнипе нимĕн те пулмасть... Ĕç (мĕн те пулин) тумалла, тăвансем!
2011.03.11 14:12
Аксар Чунтупай
Ĕçне тума вара кашниех хăраса-шикленсе ларать (хăй шăтăкĕнче, суя ятпа витĕнсе, ан паллаччăр тесе...)
2011.03.11 14:13
Аксар Чунтупай
Сутăнчăк кам вăл? Суту-илÿ тăвакан. Чунне сутса телей шыракан. Кашни çыннăн ун пек ирĕк пур. Уншăн ăна никам та сут тăваймĕ.

Paĝoj: 1, ... 13, 14, 15, 16, 17, [18], 19

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj