Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Малалла утар!

Наци радиовӗ чӑн та чаплӑ!

  08.03.2011 14:16 | 5734 Пурĕ пăхнă
Тахҫантанпах итлеменччӗ. Шупашкара куҫнӑ хыҫҫӑн вара итлес килсе кайрӗ. Чӑн та, малтанхипе танлаштарсан чӑн та чаплӑ радиоканал пулса тӑнӑ. Халь ӗнтӗ, 105 хума тавӑрнӑ хыҫҫӑн ӗҫ тата та вӑйлӑрах каймалла.
Уйрӑмах «Юрӑ вӑчӑри» (юрӑ авторӗсене пӗлтерни питӗ лайӑх ман шутпа), «Каҫхи Микс», «Чӗререн тухакан сӑмахсем», «Радиотеатр» кӑларӑмсем кӑмӑла каяҫҫӗ, вӗсене ертсе пыракансем те хайсен ӑсталӑхне чылай ӳстернӗ. Чӑн та итлеме кӑмӑллӑ.
 

Аsамат. Улма йывӑҫҫи

  28.02.2011 22:05 | 5465 Пурĕ пăхнă


Юрра Леонид Антонов хӑй парнелерӗ, сайтра тулли варианта лартма (альбом тухиччен) ирӗк пачӗ.
 

Уй варринче...

  25.02.2011 00:33 | 16041 Пурĕ пăхнă
 

Шупашкара куҫрӑм

  20.02.2011 20:56 | 18590 Пурĕ пăхнă
Ҫапла, паян эп Чулхуларан Шупашкара куҫрӑм. Унти ӗҫрен кайрӑм, халӗ ӗнтӗ Шупашкарта ӗҫ тупма тивет. Кунти ӗҫ темле пулӗ ӗнтӗ — куҫ курӗ тетӗп.
Шупашкара куҫнӑ хыҫҫӑн чӑвашлӑхшӑн ӗҫлени лайӑхланасса шанас килет. Ҫав шанӑҫпа куҫрӑм та ӗнтӗ. Килти сӑлтавсем те пулчӗҫ, анчах чи пӗлтерӗшли маншӑн тӑван ҫӗре куҫасси пулчӗ. Чулхула мана чӑнах та йӑлӑхтарса ҫитерчӗ. «Из рук в руки» хаҫат редакцийӗнче ӗҫлеме пуҫланӑранпа 10 ҫул ҫитнӗ вӑхӑта та кӗтсе тӑмарӑм — заявлени ҫырса ӗҫрен тухрӑм.
Укҫа-тенкӗ енчен тесен пӗр 15 пинлӗ ӗҫе вырнаҫсан нимӗн те ҫухатмастӑп — тупӑш малтанхи пекех пулӗ.

Далее...

 

Хурӑн пилеш пулаймӗ

  12.02.2011 13:51 | 4301 Пурĕ пăхнă
Хутӑш вӑртманра хурӑна ҫеҫ хӑварма пулать, анчах та хурӑн нихӑҫан та пилеш ҫырлине памӗ. Хурӑнран нихҫан та йӗкел кӗтсе илеймӗн.
 

Культура министерствин сайтӗнче — чӑвашла хыпар

  08.02.2011 00:19 | 4603 Пурĕ пăхнă
Чӑвашла хыпар вырнаҫтарнине эп пӗрремӗш хут куратӑп.

Алӑпа хӑйсем ҫырни мар пулин те (хаҫатран илнӗ пулсан та «Публикации» пая лартман...) — ҫавах та пӗрремӗш утӑм пур теме пулать :)
//Лебедев пирки информацине ҫӗнетмен-ши тесе кӗртӗм те... ҫавӑн чухне куртӑм.
 

Кивӗ кӗнекери алфавит

  06.02.2011 23:46 | 4775 Пурĕ пăхнă

Вӑт ҫакнашкалччӗ вӑл эпир вӗреннӗ чухне. Ҫӗннине епле тиркенӗччӗ :) Кунта вара ман шутпа пӗтӗмпех килӗшӗллӗ
 

Кунтисем мар...

  02.02.2011 17:42 | 4629 Пурĕ пăхнă

— Хамӑр эпир кунтисем мар та... Турӑшӑн та, пулӑшӑр тархасшӑн...
— Ак! Кунтисем мар тет! Ҫырса хур — пирӗн хулана тепӗр икӗ турист килсе кайнӑ, те! Ҫук!.. Туристсен ушкӑнӗ, те! (тӗрӗссипе «Турист ушкӑнӗ» пулмалла пек...)

//Мана ҫак ӳнерҫӗсен ӗҫӗсем питӗ килӗшеҫҫӗ :)
 

Президентӑмӑрӑн кун кӗнекине сӑнанӑ май

  02.02.2011 17:00 | 3978 Пурĕ пăхнă
Тӗнче тетелӗ чӑвашланать. Майӗпен-майӗпен пулин те. Влаҫ та вӑл еннелле туртӑнни вара пушшех те савӑнтарать. Ҫавах та йӑнӑшсем, ҫитменлӗхсем ҫук мар. Эп кунта тиркесе мар, вӗсене майӗпен юсасса шанса кӑтартас тетӗп :)
Президентӑмӑрӑн кун кӗнекинчи чӑвашла пайне пӑрахманни, ӑна тултарсах пыни мана питӗ савӑнтарать, кӑмӑла каять. Орфографи йӑнӑшӗсем ҫуккине те лайӑх (манӑнах вӗсем умлӑ-хыҫлӑ тухаҫҫӗ, япӑх вуланӑ чухне юлаҫҫӗ те...).
Шел те чӑвашла пайне вулама май ҫук. Вырӑслине ӑнланма самай ҫӑмӑлрах. Чӑвашлине вулан-вулан та пӗр вуннӑмӗш хутӗнчен тин тӑна кӗрет.

Далее...

 

Вӑта Енӗш шыв ҫулне улӑштарнӑ

  25.01.2011 19:32 | 4405 Пурĕ пăхнă

Ҫапла, Чӑваш энциклопедине ӗненес пулсан, Куславкка районӗнчи Ырашпулӑх (выр. Бишево) урлӑ Вӑта Енӗш юхса иртет. Ку йӑнӑш пирки паянхи «Хыпарта» Александр Вишневский пӗлтернӗ. Ӳкерчӗкре эп юханшыва пунктирпа палӑртрӑм, хӑй ялне уйӑрса кӑтартрӑм.
Хам та уҫса пӑхрӑм — чӑн та ял витӗр Вӑта Енӗш юхать тенӗ. Ял ятне тен пӑтраштарнӑ пулӗ терӗм те — ҫук. Унта Бишево ятлӑ ял тепре пур — Вӑрмар районӗнчи Энтрияль. Ҫав ял та Вӑта Енӗш патнеллерех ларать, анчах та ун пирки ҫырнӑ чухне тӗрӗсех каланӑ — юханшыв ялтан 2 ҫухрӑмра юхать тенӗ.

Далее...

 

Йӑнӑшсӑр ҫыраймаҫҫӗ...

  22.01.2011 22:24 | 16210 Пурĕ пăхнă

Тиркесе мар ӗнтӗ, ҫапах та.
Культура центрӗ пулин те ҫак пӗлтерӳ хутне йӑнӑшсӑр ҫырайман :(
«культурӐ учрежденийӗнче» (орфографипе килӗшӳллӗн «культурА»)
«ҫЕнсе» (кунта «ҫӖнсе» пулмалла, тӑррине маннӑ).

Пысӑках та мар хучӗ — шкул ачине кун чухлӗ йӑнӑш тусан «иккӗ» лартӗччӗҫ пулӗ...
 

Чебоксары мар! Шупашкар!

  22.01.2011 20:11 | 5093 Пурĕ пăхнă
Паян «Ялавӑн» 1988 ҫулти 4-мӗш номерӗнче ҫакнашкал ҫыру асӑрхарӑм:
Шупашкар ҫинчен сахал мар сӑвӑ-юрӑ хывнӑ. Халӑх тӑван хуламӑр ҫынчен савӑнсах юрлать. Инҫе ҫула тухсин та кашниех часрах унта таврӑнма ӗмӗтленет.
Шел пулин те, юлашки ҫулсенче эпӗ акӑ мӗн асӑрхарӑм: ҫамрӑксем час-часах Шупашкар сӑмаха юриех вырӑслатса калаҫҫӗ, «Чебоксара кайрӑм», — тенине Ҫӗрпӳрен килекен автобусра пӗрре мар илтнӗ эпӗ. Ман шутпа, Шупашкар — чӑвашсен хушшинче тахҫан авалах ҫуралнӑ ят.

Далее...

 

Зонтик → Сунчӑк → Пӳхӗ

  20.01.2011 19:48 | 4701 Пурĕ пăхнă
Чӑваш халӑхне 3 ушкӑна пайлама пулать: ҫумӑрта йӗпенесрен, хӗвелӗн хӗрӳ ӑшшинчен сыхлакан япалана пӗрисем (вӗсем чылайӑн) «зонтик» теҫҫӗ; иккӗмӗшсем, чӗлхене чухлакансем — «сунчӑк» теҫҫӗ. Виҫҫӗмӗшсем вара, чӗлхене Дегтярёв Г.А. шайӗнче пӗлекенсем — «пӳхӗ».
 

Ҫӗнӗ ҫынран яланах ҫӗннине кӗтеҫҫӗ

  18.01.2011 23:31 | 4465 Пурĕ пăхнă
Елена Беловӑн ҫырӑвне асра тытса

Ҫӗнӗ ҫын хӑйӗнпе яланах ҫӗннине илсе килет теҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пуҫлӑх улшӑннӑ вӑхӑтра пӑлхавар тунин усси ҫук теҫҫӗ — ҫӗнӗ пуҫлӑх халӑхра шанчӑк ҫуратать. АПШ президенчӗсем те яланах улшӑнни вӑл тӗлӗшпе лайӑх — пӗр пуҫлӑхӗ тунӑ йӑнӑшсене тепри килсен манса каяҫҫӗ, е манма тӑрӑшаҫҫӗ... Пирӗн президент улшӑнни те халӑха шанчӑк пачӗ пулас — унран чӑваш чӗлхине хисеплеме пуҫлас, чӑвашлӑха аталантарас тӗлӗшпе улшӑнусем кӗтеҫҫӗ. Вӑл шутра ЧНК пуҫлӑхӗ улшӑнасса та шанаҫҫӗ пулас.

Далее...

 

Ырӑсем пурӑнакан вырӑн

  18.01.2011 21:15 | 4521 Пурĕ пăхнă
Халӗ эп Тихӑн Петӗрккин «Кушкӑ ачине» вулатӑп. Иван Яковлевич вӑхӑтне сӑнласа пани интереслӗ.

Икӗ ҫухрӑмран — Кӗҫӗн ур, кӑшт кайсан — Аслӑ ур, ун урлӑ каҫсан — Хулаш, ырӑсем пурӑнакан вырӑн.

Ку ӗнтӗ Кӑнна Кушки ҫывӑхӗнчи хулаш пирки.

Ҫак хайлаврах Киремете усал вырӑн тенӗ...
 

Вырӑс чӗлхи йывӑртарах...

  14.01.2011 23:07 | 4479 Пурĕ пăхнă
Шкулсенче вырӑс чӗлхине миҫе сехет вӗрентнине шута илсе, тата чӑваш чӗлхин сехечӗсене асра тытса ман ҫапла шухӑш ҫуралчӗ — чӑн та вырӑс чӗлхи йывӑр! Ара мӗн кӗҫӗн классенчен вӗрентме пуҫлаҫҫӗ те вӗрентеҫҫӗ-вӗрентеҫҫӗ, ҫаплах вӗрентсе ҫитереймеҫҫӗ! Вырӑс чӗлхипе ачасене эрнере миҫе сехет минретеҫҫӗ? 5 сехет. Чӑваш чӗлхине вара? 2-3 сехет* те (хӑш-пӗр шкулсенче 1 сехетпе те ҫырлахаҫҫӗ) ҫитет теҫҫӗ. Ман шутпа вырӑс чӗлхи ЙЫВӐР пулнӑран! Унашкал нумай вӗрентни йывӑр пулнӑран кирлӗ ӗнтӗ :) Кӗҫӗн классенчен 11 класа ҫитиччен вӗрентеҫҫӗ — ҫапах йӑнӑшсӑр ҫырма пултараймаҫҫӗ :).

Далее...

 

Чӑваш чӗлхи ӑҫта?

  13.01.2011 20:03 | 16404 Пурĕ пăхнă
Паян 14-мӗш маршрутпа вокзала ҫити ярӑнтӑм. Ҫула май билбордсене сӑнаса пытӑм. Шел те, пӗрин ҫинче те чӑваш сӑмахӗ тупӑнмарӗ. Социаллӑ рекламӑра та пулин (ӑна администраци вырнаҫтарать пулӗ...) чӑвашла ҫырни ҫук. Йӑлт вырӑсла. Саккунпа вырӑс чӗлхи те чӑвашли те пӗр танах. Пурнӑҫра вара — пач урӑхла. Такама «тав тумалла» ӗнтӗ куншӑн... Те чӑвашсен наянлӑхне, те вырӑссен «маттурлӑхне»...
2-3 хут чӑвашлӑхшӑн вӑйлӑрах ӗҫлес вырӑнне, «йывӑр, йывӑр» тесе ларнипе ӗҫ мала кайӗ-ши?
 

Чӑвашла стенд кӑмӑла кайрӗ

  13.01.2011 17:17 | 4263 Пурĕ пăхнă
Чӑрӑшкассинчи стендПаян Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси шкулне кайса килтӗм. Сӑлтавӗ пурччӗ — пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче эп хамӑн кивӗ флешкӑна ҫухатрӑм. Чулхула-Шупашкар автобусран тухнӑ чухне кӗсьерен тухса ӳкнӗччӗ. Сисмен те. Чӑрӑшкасси шкулӗн вӗрентекенӗ вара ӑна тупнӑ иккен. Тупнӑ ҫеҫ мар, флешкӑри файлсене тишкернӗ хыҫҫӑн хушамата пӗлсе пӗлӗшсем урлӑ мана шыраса тупнӑ.

Далее...

 

Питӗр хулинче юр ҫапла тасатаҫҫӗ

  27.12.2010 16:09 | 4629 Пурĕ пăхнă

Ҫапла хӑтланса вӗсем ӗҫленӗ пек туса кӑтартасшӑн курӑнать — спидометр ҫинче ҫухрӑмсем ҫавӑртараҫҫӗ.
 

2010 ҫула пӗтӗмлетсе

  27.12.2010 15:06 | 5253 Пурĕ пăхнă
http://chuvash.org/blogs/comments/161.html — кунта 2006 ҫул пӗтӗмлетӗвӗ.
http://chuvash.org/blogs/comments/531.html — кунта 2007 ҫул пӗтӗмлетӗвӗ.
http://chuvash.org/blogs/comments/785.html — кунта 2008 ҫул пӗтӗмлетӗвӗ.
http://chuvash.org/blogs/comments/947.html — кунта пӗлтӗрхи, 2009 ҫул пӗтӗмлетӗвӗ.

Малтан яланхилле япӑххине аса илмелле.
1. Чӑваш халӑх сайчӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа 5 ҫул тултарнӑ ятпа статьясен кӗнекине кӑларасси пулмарӗ.

Далее...

 
Paĝoj: 1, ... 16, 17, 18, 19, 20, [21], 22, 23, 24, 25, 26, ... 47
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)