Халь тепӗр хут Windows 7 ОС-ра усӑ куракан шрифтсене тишкертӗм. Уникодри кирил саспаллийӗсене вӗсенче усӑ курма пулӗ-ши? тесе...
Чӑн та, кунти шрифтсен ӳсӗмӗ пур. Маларах WinXP-ра пӗрре-иккӗ кӑна пулнӑ пулсан, халь весен шуче самай ӳснӗ: Arial, Calibri, Cambria, DejaVu (питӗ кутӑн шрифт), Meiryo, Microsoft Sans Serif, MS Gothic, MS Mincho, Palatino Linotype (ӑна юсанӑ, «ӗ» саспаллие хушнӑ), Segoe, Tahoma, Times New Roman. Ҫав вӑхӑтрах Georgia тата Verdana шрифтсенче кирилл пайенчи чӑваш саспаллийӗсене ӳкермен :(.