Евразиец // 3447.04.5759
2023.08.20 14:01 | |
Древняя, именно древняя поговорка в Китае гласит: "Настоящим определяется прошлое и извлекаются уроки на будущее". | |
Agabazar // 1303.4.9866
2023.08.20 15:59 | |
Елена Енькка, «И. Я. Яковлев» темăна тĕпченинчен ытларах, хăйĕн «Повествование о чувашах» кĕнекипе паллă. Ăна шкул ачисен вĕренткĕчĕ пек хатĕрленĕ. Халĕ вăл япалана айккинелле катертме тăрăшаççĕ пулин те, хăçан та пулин нарратив таврăнатех! | |
Agabazar // 1303.4.9866
2023.08.20 16:03 | |
Кунсăр пуçрне Елена Енькка ÿнерçĕ пек паллă. Сăмахран, унăн ÿкерчĕкĕсем «Тăван Атăл», «Ялав» журналсенче репродукциленнĕ. Йăнăшмастăп пулсан, унта вĕсене «Е. Михайлова» тесе кăтартнă. | |
Анонимла // 2712.45.3106
2023.08.23 21:32 | |
Автор ку таранччен чирлесе курман пулас-ха, больницӑра выртса курнӑ пулсассӑн хӑй те Совет Союзӗнчех пурӑнма лайӑх пулнӑ, -тесе каланӑ пулӗччӗ. Халь больницӑна кайса килсен пур-ҫук укҫа тухса каять, направленипе те анализсем укҫалла. Кулӑшла мар-им, кулӑшла тата хӑрушла. Ялта алкоголик-ҫамрӑксем кӑна тӑрса юлчӗҫ, шкулсене. больницӑсене хупса пӗтерчӗҫ,колхозсем пӗтсе ларчӗҫ. Совет Союзӗнче ялсенчи шкулсене пулӑшма тӑрӑшнӑ, колхозсем те тытӑнса пынӑ.
Сӗтел туллиех пулмасассӑн та, никам та выҫсах вилмен, пур-ҫук ҫӑкӑра кӳршӗпе пайланӑ. Никам та хальхи пек каҫ пула пуҫласассӑнах алӑксене питӗрсе хуман. Никам та подъездсене питӗрсе хуман. Черетпе хваттер те илнӗ, шанчӑкпа пурӑннӑ. Дипломшӑн укҫа тӳлемелле пулать, тесе никам та шутлама та пултарайман. Тӑрӑшуллӑху, ӑсу пур пулсан - хӑҫан та пулин аслӑ шкула вӗренме кӗме пултарнӑ, пултарнах. Тен, эпир пӗлмен пулӗ, анчах та ун чухне шкула пырса учительсене, юлташӗсене персе вӗлерекен пулман. Хальхи пек кашни кӗтесре секс темипе киносем кӑтартса ҫамрӑксене астарман. | |
Аçтахар Плотников // 1554.82.5383
2023.08.24 10:43 | |
Сирӗн те чирлемелле ан пултӑр. Пульницӑсене сахалтарах ҫӳремелле пултӑр.
Хӑть те мӗнле вӑхӑтра та лайӑххипе япӑххи пур. Анчах иртнӗ вӑхӑтра ҫав-ҫав япала лайӑхччӗ тесе каялла утмалла мар ӗнтӗ. Малалла талпӑнмалла, лайӑххисене паянхи кун мар пулсан та ыран та пулин пурнӑҫлама тӑрӑшмалла. Статья ҫавӑн пирки. Палӑртрӑм-ҫке: енчен те иртнӗ пурнӑҫ пирки тунсӑх пур пулсан, апла-тӑк хальхи вӑхӑтра йӗркеллех мар тесе. Паян пульницӑсем, шкулсем йӗркеллӗ ӗҫленӗ пулсан каялла таврӑнасси пирки шухӑш пулман пулӗччӗ. Анчах тем тесен те каялла таврӑнма май ҫук, ҫавӑнпа малалла тулпӑнас пулать! | |
Евразиец // 9222.5.0357
2024.06.16 18:27 | |
Админ говорит: "Истори вăл тем тесен те иртнĕ пулăм". Действительно, нужно знать, что есть история, что есть историческое знание? По Л.Н.Гумилеву "История - учение о поколениях в их взаимосвязи и последовательности". Более точного определения я еще не видел. Это то самое постоянно, непрерывно в настоящем присутствующее. Из-за незнания истории и чувашский сайт постоянно назад тянет, нет прогесса на этом сайте. Ни этот Аçтахар, ни Акташ даже в Армии не служили, о какой жизни с ними можно говорить. |