"Асӑнмалӑх..." поэма авторӗ Людмила Николаевна Васильева Тутарстан Республикин Аксу районӗнчи Таркӑн ялӗнче 1930 ҫулхи пуш уйӑхӗн вун пиллӗкмӗшӗнне ҫуралнӑ, 1949 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн вун пӗрмӗшӗнче вилнӗ. Ҫапла вара, вӑл пурӗ те вун тӑхӑр ҫул ҫеҫ пурӑннӑ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи тата хыҫҫӑнхи калама ҫук йывӑр ҫулсене пула хӗне кайса ҫамрӑклах ҫӗре кӗнӗ. Ашшӗ, Хветут Микулайӗ, ӑна Атнакӑл Микулайӗ те тенӗ,
Ма йӗретӗн, Муза?
Ма куҫна шӑлан?
Чӗнменрен-и, тусӑм,
Темӗн тунсӑхлан?
«Вӑрман тӑрри тикӗс», —
Тенӗ чӑваш ҫынӗ.
Ман кун-ҫулӑм тирӗс,
Тикӗс пек пулин те.
Хӑшпӗр чухне вӑрттӑн
Сивӗсем ҫитеҫҫӗ.
Ун чух хӗлӗхсем те
Пӑрпа витӗнеҫҫӗ.
Ак часах ҫӗнтерӗ
Ҫут хӗвел хӑвачӗ.
Хӗлӗхсем те юрӑ
Ҫӗнӗрен шӑратӗҫ.
1954
Алик Петрова
Юлташӑм, куратн-и, ҫитет кӗркунне?
Кам савмӗ ун ылтӑн та капӑр тумне
Часах уйрӑлатпӑр, часах ӑсату, —
Кӗтет сана пысӑк хула, институт.
Халь эсӗ каятӑн; анчах та нихҫан
Пӗр тантӑшсемпе туслӑха эс ан ман.
Уйри сукмака, шӑматкун каҫсене,
Ачалӑхри пысӑк ҫут ӗмӗтсене.
Эпир ак юлатпӑр кунтах. Вӑтам шкул
Пире те ҫул парӗ. Анчах килес ҫул...
Сана ӑшӑтинччӗ ман савнӑ салам,
Телей те сӗнем,
Шурӑ хурӑн, эс тӑратӑн
Сарпике пек ман умра.
Лӑпкӑн-лӑпкӑн хумханатӑн, —
Вӑрӑм пӳлӗ те кӑтра.
Пӗчӗк чух илсе килсеччӗ
Сана эпӗ вӑрмантан.
Эс чеченччӗ те имшерччӗ,
Ун чух хам та эп айван.
Илемлентӗн, пысӑклантӑн,
Сана ҫук халь паллама.
Тараватлӑн йыхӑратӑн
Сулхӑнна ларса канма.
Ӗнтӗ эп те ҫитӗнетӗп,
Сывӑ ӳсрӗм ҫултан-ҫул,
Ҫитес ҫул ак пӗтеретӗп
Эпӗ, тусӑм, вӑтам шкул.
Ман ачалӑх иртсе кайрӗ,
Ӗнер эпӗ пӗр сайт ҫинче кинофильм ҫинчен рецензи вуларӑм. Текстӗнче кашни тӗлте ку саманта ӑҫтан илнине илсе кӑтартнӑ. Ак ку вырӑн ҫак фильмра пулнӑ, ак ку вырӗнӗ вара — тепӗр фильмра. Фильм пӗтӗмпех ҫакӑн пек вырӑнсенчен тӑнӑ тесе ҫырнӑ, ӗнтӗ.
Мӗн-ма ҫапла пулса тухать-ха? Мӗншӗ тесен эпир хамӑр тӗллӗн шутлама пӗлместпӗр. Пирӗн хушӑра пӗтӗмпех ытти культурӑри ӗҫсем. Эпир вӗсем ҫине пӑхатпӑр. Мӗнле те пулин ҫӗнӗ ӗҫ тӑвас пулсан — пӗтӗмпех манса каймалла та ҫӗннине шутласа кӑларма тӑрӑшмалла. Унсӑр кописем кӑна пулӗҫ.