Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Ишек халӑх краеведени музейӗнче пулса куртӑм

Аçтахар Плотников23.07.2007 14:074634 Пурĕ пăхнă
Утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче эпӗ Ишекри музейе ҫитсе куртӑм. Смирнова Екатерина Павловна, музей директорӗ, мана хапӑл тусах йышӗнчӗ. Музей тӑрӑх экскурси те ирттерчӗ. Музей ҫурчӗ малтан Костин купсан пулнӑ, ӑна 200 ҫул. Ишек ялӗнче малтан пысӑк чиркӳ пулнӑ. Вара ҫав чиркӗве килекенсем валли ҫав купса ҫурт лартнӑ. Пӗрремӗш хутӗнче чайнӑй пулнӑ — унта хӑнасене чейпе хӑналанӑ. Иккӗмӗш хутӗнче вара хӑнасем канмалли-ҫырӑрмалли вырӑн пулнӑ. 1943-1948 ҫулсенче ку ҫуртра ачасен ҫурчӗ вырнаҫнӑ. Вӑл ҫурта вара Ленинградран ачасене блокадӑран илсе килнӗ. 1983 ҫулта ҫав ачасем кунта таврӑнса хурӑнсен алеййине лартса тухнӑ.
Музейре эпӗ вара алӑпа тунӑ ҫӑнӑх авӑрмалли армана, тимӗрҫӗ хатӗрленӗ тимӗр кӑмакана, тата ытти интереслӗ япаласене куртӑм. Ҫавӑн пекех Екатерина Павловна ҫак тӑрӑхран тухнӑ паллӑ ҫынсем ҫинчен те нумай каласа пачӗ. Вӗсен шутне К.П. Петров (ку ҫын Ҫӗпӗрти юханшывсене чӑвашла ятсем панӑ), Алфер Вениамин Дмитриевич кинорежиссёр, Илюхин Юрий Александрович музыковед, Митрофанова Зинаида Митрофановна журналистка, Милютин С.Р. экономика наукисен тухтӑрӗ, Лукин Филипп Миронович кӗвӗҫӗ, Аверкиев Иван Степанович биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, Михайлова Светлана Никифоровна актриса, Арбатова Анастасия Фёдоровнӑпа Дмитриева Христина Дмитриевна тава тивӗҫлӗ вӗрентекенсем, Мешков В.И. Раҫҫей халӑх ӳнерҫи те кӗреҫҫӗ. Екатерина Павловна Ишекри шкул, ҫывӑхри колхозсемпе совхозсем ҫинчен те каласа пачӗ.
Питӗ интереслӗ пулчӗ вара. Мана музей питӗ килӗшрӗ.

//Музейре тунӑ пур сӑнӳкерчӗксене кунта тупма май пур: http://gallery.chuvash.org/v/muzeys/ishek/
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

2007.07.23 23:13
Аçтахар Плотников
«Чăваш тĕнчи» фотогалерейăра сăнӳкерчĕксен ячĕсене çырса тухрăм. Ку калавра та каçмасем (ссылкăсем) лартса тухрăм.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj