Икӗ эрне ним сисӗнмесӗр иртсе кайрӗ тесе калаймастӑп. Ку икӗ эрне маншӑн пӗр уйӑх пекех пулчӗ.
Ку икӗ эрне хушшинче эпӗ:
1) 4 фотосесси турӑм:
* Ҫӗрпӳ ярмӑрккине;
* Шупашкар районӗ тӑрӑх Ишеке утса тухрӑм. Вӑл шутӗнче Ишекри музейе те кӗрсе куртӑм;
* Ирҫӗсен уявне ҫитсе куртӑм. Тавах Ф. Мадурова уншӑн.
* Муркаш районӗнчи таса ҫӑлкуҫ патне кайса килтӗм. Эпӗ унччен Кисан облаҫӗнчи таса ҫӑлкуҫра шыва кӗрсеччӗ, халӗ вара кунти, вырӑнти таса ҫӑлкуҫа кӗрсе курас терӗм.
2) В. Андреевпа темиҫе проект пӗрле тӑвасси пирки калаҫрӑм.
3) Килте те аванах ӗҫлерӗм-ха. Пӗтӗм ал-урана амантса пӗтертӗм :)
4) Ҫӗнӗ кӗнекесем ӳкертӗм:
* Егоровӑн этимологи сӑмахсарне;
* Хӗрлӗ Чутай энциклопедине;
* Канаш тӑрӑхӗнчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем ҫинчен каласа паракан кӗнекене;
* Совет вӑхӑтӗнче тухнӑ писательсем (ҫыравҫӑсем) ҫинчен каласа паракан кӗнекене. Ӑна М. Юрьев (Э. Юрьев ашшӗ) ҫырнӑ.
Ҫавӑн пекех икӗ кӗнекене электронлӑ майпа илтӗм (договора алӑ пуссах)
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.