Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен

  20.06.2017 21:40 | Ŝanĝi | Forigi | 6703 Пурĕ пăхнă

Анатолий Волков прозаик пултарулӑхне пирӗн критиксем пит асӑрхасах каймаҫҫӗ пулин те, пултаруллӑ автор, ҫанӑ тавӑрса ӗҫленӗ май, шӑв-шавсӑр, тусан тӗрӗлтеттермесӗр кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке кӑларнине ырламалла ҫеҫ. Ҫул кутамкки те пушӑ мар ҫулланнӑ авторӑн. Ҫырса кӑтартмалли, вулакансен шухӑш-кӑмӑлне хавхалантарса ҫӗклемелли нумай пуҫтарӑннӑ.

Ӑста хирург, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ хӑйӗн тарӑн пӗлӗвне, вӑй-халӗпе ӑсталӑхне нумай-нумай ҫул хушши чирлисене сыватас пархатарлӑ ӗҫе парать.

Далее...

 

Чӑваш гимнӗ пирки

  20.06.2017 20:34 | 10192 Пурĕ пăхнă

Чӑваш Гербӗ пирки статья ҫырса кӑлартӑм. Халь вара Чӑваш Гимнӗ прки сӑмах хускатас терӗм.

Кунта ак Чӑваш Гимнне телефон ҫине вырнаҫтарас пирки сӑмах пырать.

Хамӑрӑн гимн пирки унчченех тӗрлӗ ҫынсем каланӑ шухӑшсене аса илтерес килчӗ.

Герман Лебедев тата Илле Тукташ ӑсталанӑ хайлав — чӑннипе Чӑваш Республики тӗлӗшпе пулман малтан. Кайран та ку авторсем унта урӑх шухӑш кӗртмен.

Далее...

 

Чувашские и татарские учёные решили тесно сотрудничать

  19.06.2017 21:02 | 7527 Пурĕ пăхнă

Итоги и оценки совместного семинара чувашских и татарских учёных-историков в Чувашском государственном институте гуманитарных наук

 

— Оцениваю состоявшийся семинар позитивно, — заявил корреспонденту Чувашского народного сайта ведущий научный сотрудник ЧГИГН, кандидат исторических наук Владимир Клементьев. — Масштаб исследований казанских учёных — больше, чем у нас. Обмен мнений всегда полезен. Коллеги рассказали нам о некоторых исторических фактах.

Далее...

 

Хӗрарӑмсем те ӗҫкӗҫ арҫынсенчен юлмаҫҫӗ

  18.06.2017 20:57 | 7234 Пурĕ пăхнă

Ку ыйту пирки нумай калаҫаҫҫӗ-ха. Анчах каллех ун пирки сӑмах хускатрӑм. Чун чӑтмарӗ.

Темиҫе ҫул каялла ялсенче ытларах арҫынсем эрех ӗҫетчӗҫ. Вӗсем халӗ те ӗҫме чарӑнман-ха. Анчах хӗрарӑмсем вӗсенчен юласшӑн мар, алла черкке тытма васкаҫҫӗ. Тӗрӗссипе, кунашкалли пирӗн ялта кӑна мар. Хӗрарӑмсем питӗ вӑйлӑ ӗҫеҫҫӗ тенине чылайӑшӗнчен илтме тӳр килет.

Чӑнах та, калама ҫук вӑйлӑ ӗҫке ярӑннӑ хӗрарӑмсем. Хӑшӗ-пӗрине упӑшки кодировка тутарать-мӗн. Пӗри, Аля ятли, унччен эрех ӗҫкелетчӗ-ха.

Далее...

 

Бессмертие Митты и возрождение чувашской медитативной поэзии

  16.06.2017 12:49 | 8858 Пурĕ пăхнă

Случилось редкое ныне в чувашской культуре явление – народный поэт Чувашии Николай Исмуков выпустил пять томов собрания своих поэтических, критических и философских сочинений.

 

В пяти томах – квинтэссенция творчества поэта и философа. Первый том охватывает стихи 1954-1987 годов и детский рассказ «Горячий лед». Второй том – стихотворная трагедия «Ахӑрсамана» («Светопреставление») и интервью с председателем КГБ ЧАССР. Третий том – циклы стихов «Узоры судьбы», «Письма на камнях», «Песня белого лебедя», поэма «Митта», стихотворные посвящения, размышления о поэзии, философии и литературе, публицистические статьи, очерки, интервью.

Далее...

 

Геннадий Николаев о чувашских и татарских научных школах историков: Теперь мы стали ближе друг другу

  14.06.2017 17:13 | 13399 Пурĕ пăхнă

29 мая 2017 г. в Чувашском государственном институте гуманитарных наук прошел совместный научный семинар с татарскими учёными из Института истории им. Ш. Марджани Академии наук Республики Татарстан. Мы встретились с заместителем директора по науке и развитию ЧГИГН Геннадием Николаевым и попросили подробнее рассказать об итогах прошедшего форума.

— Геннадий Алексеевич, 29 мая в институте гуманитарных наук прошел научный семинар, в котором приняли участие ученые из братского Татарстана.

Далее...

 

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен?

  12.06.2017 23:14 | 9313 Пурĕ пăхнă

Ҫак уйӑх пуҫламӑшӗнче эпир Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Кӗрлев ялӗ хӑйӗн ял уявне ирттерни пирки пӗлтертӗмӗр. Авторӗ Галина Зотова пулчӗ. Вӑл ярса панӑ хыпар ячӗ урӑхлаччӗ ӗнтӗ («Кӗрлев ял уявӗ» тенӗччӗ), эпир вара, уяври сӑнсемпе тата текстпа паллашнӑ тӑрӑх ӑна «Кӗрлев ял уявне вырӑсла кӑна илемлетни ял ҫыннисен кӑмӑлне кайнӑ» ят патӑмӑр. Хам унта пулман-ха ӗнтӗ, анчах уява вырӑсла кӑна илемлетни чуна питӗ кӑмӑлсӑрлантарчӗ. Икӗ хурӑнпа усӑ курса уявӑн йыхрав стендне хатӗрленӗ.

Далее...

 

Чӑваш гербӗ пирки

  10.06.2017 14:17 | 10854 Пурĕ пăхнă

Атӑлҫи Пӑлхар вӑхӑтӗнчи артефактсем.

Ӗнтӗ такамсене хальхи Шупашкар гербӗ килӗшми пулнӑ. Чӑваш тӗнчипе нихӑш енчен те ҫыхӑнман ҫынсем пире ҫӗнӗ герб парнелес хӑрушлӑх пур. Хальхи герб, тен, чӑнах та, — хӑшпӗр енчен, — ӑнӑҫсӑртарах пулӗ. Ҫавӑнпа пӗрлех эпӗ хам Чӑваш Ен гербӗ те ӑнӑҫсӑртарах тесе шутлатӑп. Анчах та ӑна ҫӗнетес ӗҫе епле пулсан та аякри ҫичӗ ютсене ("специалистсене") шанса парас марччӗ.

Далее...

 

Вӑрӑн пуҫри ҫӗлӗкӗ ҫунать

  07.06.2017 14:22 | 6794 Пурĕ пăхнă

«Вӑрӑ пуҫӗ ҫинче ҫӗлӗк ҫунать» текен ваттисен сӑмахӗ пирки пурте илтнӗ ӗнтӗ. Те хамӑр халӑхрах ҫуралнӑ, те ыттисенчен йышӑннӑ, анчах ӑна пӗлмен ҫын ҫук пулӗ. Хальхи вӑхӑтра ӑнлантару словарӗпе ӗҫлетӗп те «ҫун» сӑмах патне ҫитрӗм. Хайхи хама та ҫак ваттисен сӑмахӗ мӗнле пулса кайни кӑсӑклантарса ячӗ. Шыраса пӑхрӑм вара. Вырӑсла ҫырса кӑтартнӑ пӗр халап тупӑнчӗ, ҫавна сире чӑвашла каласа парас кӑмӑл ҫуралчӗ.

Далее...

 

Ҫимӗкре масар пасар пек кӗрлемелле-и?

  06.06.2017 22:21 | 8091 Пурĕ пăхнă

Мӗн ӗлӗкрен Ҫимӗк чӑваш халӑхӗшӗн пысӑк уяв пулнӑ. Ҫак кун ял кӗрлесе тӑрать кӑна. Ара, аякри хуласенчен тӑван-пӗтен тӗп киле пуҫтарӑнать-ҫке-ха. Пурте пӗрле пухӑнса масар ҫине каяҫҫӗ, пирӗнтен яланлӑхах уйрӑлса кайнисене асӑнаҫҫӗ.

Православи тӗнне ӗненекенсем масар ҫине эрех-сӑра ӗҫме, апат ҫиме каймаҫҫӗ. Вӗсем тӑванӗн вилтӑпри патӗнче ларса ӑна лайӑххипе аса илеҫҫӗ, ӑшра кӗлӗ тӑваҫҫӗ. Ҫапла чиркӳ хушать. Анчах пирӗн, чылайӑшӗн, урӑхла пулса тухать.

Ку ахӑртнех чӑвашсен халӑх йӑли-йӗркипе ҫыхӑннӑ.

Далее...

 
Paĝoj: 1, ... 183, 184, 185, 186, 187, [188], 189, 190, 191, 192, 193, ... 382
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)