Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
— Çырмана йăвантарăр! Çурхи шывпа юхса кайтăр!
— Атьăр, атьăр! — шавла-шавла сĕтĕрчĕç юпана.
Наум килелле утасшăнччĕ, хăнне чĕннине илтсе чарăнчĕ.
— Эсĕ те кунта-çке?
— Кунта, Наум пичче! — терĕ Анахвис.
— Кукаму мĕнле пурăнать?
— Аптрамаллах мар. Иксĕмĕр чиркӳре пултăмăр.
— Наум пичче, аван-и?
Наум ют хĕрарăм çине тинкерчĕ. Пурпĕр паллаймарĕ. Ăна хăçан курнине те астумасть вăл. Тата паян Улянасем патне кайманнипе унта улшăну пуррине те пĕлмест.
— Наум пичче, паллаймарăн-им? Натюш аппа вăл!
— Натюш тетĕн?..
— Эпĕ, Наум пичче... — Натюш ăна алă пачĕ. — Ман аннене, йăмăкпа шăллăма атте вырăнĕнче пăхнăшăн чĕререн тав тăватăп.
Ĕмĕрне тăлăх-туратăн ирттернĕ çын кăмăлне хисеп пушшех çемçетрĕ. Куççулĕ юхса анасран аран тӳссе, хуллен хуравларĕ:
— Эпĕ мар, Натюш, вĕсем мана, тăлăха, ытларах пăхнă... Эсĕ килти савăнтарать. Çакăн пек курнăçасса кам шутланă?
— Ку хуйхă хыçа юлчĕ ĕнтĕ, Наум пичче. Малалла иксĕмĕр алла-аллăн утасса шанатăп.
Натюш мĕне систернине Наум ăнланчĕ.
— Ман пирки ним те ан иккĕлен, — сăмах пачĕ вăл. Çавăнтах ыйтрĕ: — Николай Степановичран хыпар çук пуль?
— Вĕсем çинчен урамра каласа пĕтерес çук, Наум пичче. Вăхăт пулсан, пирĕн пата кайса ларăпăр.
— Хаваспах, хĕрĕм! — килĕшрĕ Наум.
Миххапа Лаврский çуна çинчен ансан, Трифун урхамахне тăварма васкарĕ. Ĕмĕрĕнче уншăн та тăван тупăнчĕ, кучченеç те парса ячĕ. Урхамаха витене хупсан, ларкăч айне хунă çыхха йăпăр-япăр кăларчĕ. Хăй пурăнакан пĕчĕк пӳрте йăтса кĕчĕ, сĕтел çине хурса салтрĕ. Аш-какайпа панулми кукăлĕ тата хăпарту татăкĕсем иккен. Пĕр пулăштух эрех. Трифун умĕнче кунашкал çимĕç мункун чух та пулман. Мĕншĕн Варвари хăй çакăнта мар-ши? Мĕнешкел савăнса ирттерĕччĕç вăхăта. Трифун сасартăках хăй тăр-пĕчченне аса илчĕ. Шăнса, ĕшеленсе таврăнсан, ăшăтса кăмăлне уçакан пӳлĕм кичеммĕн курăнчĕ. Çимĕçсене хăй тĕллĕн çеç астивес килмерĕ. Ĕлĕк пулсан ним шухăшламасăрах Кавĕрле кĕтӳçе йыхăрĕччĕ. Халь иленнĕ çынни çук ĕнтĕ. Михха патĕнче ĕçлекен тыткăнри хăшпĕр салтаксемпе, пуринчен ытла Югослави çыннипе, туслă-ха вăл. Лешĕ вырăсла та перкелешет, Вĕсене патшан ăраскалĕ пирки хăй мĕн илтнине каласа парсан аванччĕ. Анчах халь ĕçре пулмалла. «Каярах чĕнсе килĕп», — тĕвтурĕ Трифун.
VII
Лаврскипе калаçса татăлнă пекех, Михха икĕ кунтан Шупашкара кайма тухрĕ. Кăмăлĕ хавас. Чăваш пуянĕсемпе тĕл пуласси мар, мăнастире кĕрсе рехетленесси уçать ун кăмăлне.
Трифунăн та хуйхи çук. Каç тыткăнри тус-йышĕсене чĕнсе сăйларĕ. Лешсем те хăйсен çĕршывĕнче революци пуласса ĕмĕтленеççĕ. Вара вăрçă чарăнĕччĕ теççĕ.
Анчах чĕмсĕррĕн ларса пынă май ирĕксĕрех кăмăлĕ пăсăлчĕ. Михха ăна хуратнă пиншакпа хуратнă тăлăп тăхăнтарнă. Шартлама сивĕре юрĕччĕ-и, тен. Халь пăчăхнипе тарăхрĕ. Çуна сулăнса кайсан, ку тумпа анса та Тытаймĕ, хуçипе пĕрлех сирпĕнсе юлĕ. Тĕмшер чиркĕвĕ курăнсан, чĕри йăштăр турĕ. Ун куçĕ умне Варвари тухса тăчĕ. Пачăшкăпа пĕр пӳртре çĕр каçнине аса илсен, вĕриленсе те сивĕнсе кайрĕ. Мăшкăлланă пулсан? Пĕтĕм инкекĕ тăлăп тăхăннинчен килнĕ пек, ваштах хывса пăрахрĕ. Мĕншĕн Михха, сăлтав тупса, пачăшкă патне кĕмест-ши? Калаçма та кирлĕ марччĕ, куçран пăхсах чухлĕччĕ. Анчах лешĕ пит-куçне тăлăп çухави ăшне пытарнă та пĕр пăхмасăрах иртсе кайрĕ.
Трифун, канăçсăрлантаракан шухăшĕнчен хăтăласшăн пек, тилхепине хытăрах туртрĕ. Урхамах тапса сикрĕ. Акă Варасăр ялĕ те хыçа юлчĕ. Аманикелле аннă çĕрти сăрт çамкине çерем тухнă. Пĕр ушкăн сурăх пĕлтĕрхи типнĕ курăка пуçтарса çӳрет. Павăл шыв арманĕ сылтăма юлчĕ. Елчĕк ялĕнче çул тăваллипе Трифун урхамаха ерипентерех хăваларĕ. Юнашарах ав мăн чиркӳ. Патша тени турă çурчĕшĕн укçине шеллемен çав. Пусăра Трифун юрласа ячĕ:
Хура тур лаша шăнкарми,
Хура тур лаша шăнкăрми
Сасси аякран илтĕнейрет.
Атя, ямшăк, хăвала...
Михха, кучерĕ юрланине илтсен, çапла шухăшларĕ: мĕскĕне хаваслантарма нумай та кирлĕ мар, çĕн пиншакпа çĕн тăлăп тăхăннипе, ачана пылак хыптарнă пекех, ăсне çухатнă. Хăйĕн те юрлас килчĕ.
Лаша та лайăх, ай, тесе,
Лаша та лайăх, ай, тесе,
Çынран иртсе пырас мар.
Атя, ямшăк, хăвала...
— Охо-хо-хо-хо!
Трифун кĕтмен çĕртен кăшкăрни сехмете шартах сиктерчĕ. Сасартăках рейдăра бурлаксем çакăн пек ĕрлешсе хăваланине аса илчĕ.
— Мĕн пулчĕ? — çиллессĕн ехлетрĕ вăл.
— Каттăршнăй мулкачĕ пирĕн çула татасшăн! Мулкач тӳрех вĕсен çулне урлă чупать, умĕнче лав пуррине те асăрхамасть. Михха чĕри теме сиснĕн çуйланса тапрĕ. Хуçа ирĕксĕрех револьверне кăларчĕ.
Мулкач чарăнса кайри ури çине ларчĕ, кăн-кан пăхкаларĕ. Михха ӳплеттернĕ сасăпа палт çаврăнчĕ те каялла сиктере пачĕ.
— Охо-хо-хо-хо! — çухăрашкаласа юлчĕ Трифун. Мулкач çухалсан, хăй тĕллĕн каллех мăкăртатрĕ. — Каттăршнăй темерĕн, кăшт çеç çула тататчĕ!
Михха аранах лăпланчĕ. Ума килнĕ инкек сирĕлнĕн туйăнчĕ, револьверне каялла чикрĕ. Анчах Сĕнтĕр ращинче тепĕр хут кăларса аллине тытрĕ. Кирек ăçта та вăрă-хурахсем ашкăнаççĕ-çке-ха. Елĕкрех вĕсенчен хăрама мар, тус-йышлăччĕ. Хĕлип çакăнса вилнĕренпе нихăшĕ те пымарĕ. Хальхи саманара пушшех кирлĕччĕ-и, тен. «Сăрнай темерĕн, мĕне кура пăрахса каймаллаччĕ-ши?» — пĕтĕм чунĕнчен тарăхса ӳпкелерĕ вăл ăна. Рощаран тухсан, пăшăрхануллă шухăшсем каллех сирĕлчĕç.
— Атя, хăвала! Вурнăя кĕрсе чей ĕçĕпĕр!
Вĕсем пĕчĕк яла чашкăртса çитрĕç. Ку вăл Атăлкассипе Шупашкар хушшинчи ял, Çавал юханшывĕ хĕррине вырнаçнă. Çул çӳрекенсем лашисене яланах çакăнта кантараççĕ.
Трифун урхамахне вырăсла хапха умĕнче чарчĕ. Çуна çинчен анса кил хушшине кĕчĕ, хуçисенчен ыйтмасăрах аслă хапхине уçрĕ. Çенĕк умĕнче Миххана антарса хăварсан, урхамаха сарайне тăратса ашăк витрĕ.
Миххана вырăсла-чăвашла хĕрарăм пуç тайса кĕтсе илчĕ. Сĕтел çине вĕрекен сăмавар пырса лартрĕ.
— Господин Янашов, тата мĕн парас-ши? — ыйтрĕ кил хуçи арăмĕ, Михха сĕтел хушшине вырнаçсан.
— Ăшăтаканни кирлĕччĕ!
— Хамăр юхтарни пур...
— Тиркеместĕп!
— Халех, господин Янашов! — терĕ те хĕрарăм тăварланă купăстапа сăмакун кăларса лартрĕ, çăкăр касса хучĕ.
Трифун кĕнĕ çĕре Михха хĕрме те ĕлкĕрнĕ. Кунашкал çĕрте кучерне хăйĕнчен уйăрман пирки:
— Кил, тултарса ĕç! — терĕ.
Тепĕр çур сехетрен вĕсем каллех çула тухрĕç. Ик айккипе ĕмĕрхи хурăнсем ахăрса лараççĕ. Çывăхран иртнĕ чухне пуçа каçăртмасăр та тăррине кураймăн. Çуркунне çывхарнипе йывăçсен вуллисем çуталнă, кăтра пуçĕсене илем кĕнĕн туйăнать. Ан тив, хурăнсене ӳстернĕ, çулне тунă чухне Кĕтерне патша хушнипе хресченсене пайтах терт кăтартнă та, ырлăхĕ те сахал мар. Хĕл вăхăтĕнче çул çӳрекенсене çил-тăманран, аташасран упраççĕ вĕсем. Çуллахи шăрăхра сулхăнĕ чуна уçать. Трифунсем нумаях каяймарĕç — сылтăм енче хурăн турачĕсем сапаланса выртнине, çавăнтах тин касса кайнă хурăн тункатине асăрхарĕç. Малалла унашкал тункатасемпе туратсем татах тĕл пулчĕç. Миххан кăмăлĕ пăсăлчĕ. «Ĕмĕр тăршшĕпе тĕкĕнме хăйман хурăнсене касма пикенни власть çирĕп маррине пĕлтермест-ши? Ман вăрмана та тапăнмĕç-и? Шупашкарта кун пирки ятарласа сăмах хускатма лекет»
Хурăнсене каснăшăн Трифун та пăшăрханчĕ, шухăшĕ кăна Михханнинчен урăхла. Халăх усă куракан пурлăха шеллемен çын харпăр хăйĕн пахчине те çаратĕ.
Шупашкара вĕсем кăнтăрла иртсен тин çитрĕç. Аслă урамри икĕ хутлă чул çурт умĕнче чарăнчĕç. Кам килнине хирĕç тухса палласан, тарçă хăвăрт каялла кĕчĕ, пысăк хапхана уçса пăрахрĕ.
— Килĕрех, килĕрех, Михаил Петрович! — тараватлăн саламласа йышăнчĕ Бернадский. — Хывăнăр, тархасшăн!
Лаврский те кунтах. Халлĕхе хăй çурт лартманнипе земски начальник патĕнче пурăнать.
— Вăхăтра çитрĕр, Михаил Петрович, тепĕр çур сехетрен ыттисем пухăнмалла! — алă пачĕ ваккат. — Эсир Эпифан Мироновичпа кăшт каярах пырсан та юрать. Ман хăнасене кĕтсе илме васкамалла.
Бернадскипе Михха та килте вăрах тăмарĕç. Сĕтел хушшине ларса кăшт çырткаласанах пуçтарăнса тухрĕç. Хула яланхи пекех, ним чухлĕ те улшăнман. Пур çĕрте те кивелсе лăпчăннă йывăç çуртсем кичеммĕн курăнса Лараççĕ. Хушăран виç хутлă чул çурт сиксе тухни иккĕшне те çаврăнтарса пăхтарчĕ.
— Камăнне пĕлетĕр-и?
Михха Шупашкарта Ехрем хуçа пурăннине, унăн чаплă чул çурт пур тенине илтнĕ. Бернадский асăнсанах, çавăн çуртне тавçăрчĕ, Анчах вĕсене пĕр-пĕринпе тĕл пулма май килмен. Тата Михха Ехреме хăйпе тан тесе шутламан. Çавăн пиркиех мăнаçлăн татса хучĕ:
— Пĕлме те кирлĕ мар!
Бернадский ăнланчĕ, хускатнă сăмахне вĕçлемесĕрех пĕтерчĕ.
Вĕсем земски управа çитнĕ çĕре таврари паллăрах чăваш пуянĕсем пухăнма ĕлкĕрнĕ. Павăлпа Элекçей те кунтах. Миххасем кĕнине асăрхасан, Лаврский хиреç пычĕ.
— Михаил Петрович... Атьăр, тархасшăн, сирĕн вырăн унта! — тесе, тĕпелелле ертсе кайрĕ.
Пурте ун еннелле тинкерчĕç. Михха чапĕ ăçта çити сарăлман-ши? Курнисем кăна сахал. Çынсен шучĕпе, вăл паттăр та илемлĕ, капăр тумпа çӳрекен этем пулмалла пекчĕ. Чăннипе пачах урăхла çын иккен. Сăн-пиче илемсĕр. Çийĕнче хура тиртен çĕлетнĕ пĕрмеллĕ кĕрĕк, уринче сăрăллă çăматă.
Михха хăипе юнашар вырнаçнă çын çине пăхрĕ те эрленчĕ. Лешĕ шĕвĕрккерех питлĕ, пуклакрах сăмсаллă. Чăл-чал сухалĕ янахне те витеймест. Çийĕнче сар кĕрĕк, уринче шур çăматă. Михха ирĕксĕрех кăмăлсăрланчĕ: «Мĕн тума лартнă мана ку сăрнай çумне?»
Атăлкассинче пуян чăваш пурăннине Ехрем хуçа та илтнĕ. Пурпĕр хăйпе тан шутламан. Куç айĕн сăнаса илчĕ те, вăл пуррипе çуккине пачах асăрхаман пек, трибуна еннелле çаврăнчĕ.
Михха пирки кăсăкланни ыттисен хушшинче те самантлăха çеç пычĕ. Пуянсене урăххи, Раççейри лару-тăру, малалла мĕн пуласси ытларах хумхантарать. Патшана сирпĕтни, фронтри ĕçсем чаплах марри, ял-ялĕнче чухăнсем пуç çĕклеме хăтланни пурне те канăçсăрлантарнă.
Трибуна çине Бернадский хăпарчĕ. Ĕлĕкрех ăна хăнăхнă йăлапа ал çупса кĕтсе илетчĕç. Халь сас-чӳ илтĕнмерĕ. Хавхаланса шавламалли вăхăт мар.
— Господа! Уездри пуянсен канашлăвĕ уçăлнă тесе шутлатăп. Паянхи кун йĕркинче пысăк ыйту, тĕнчери лару-тăру çинчен сӳтсе явасси тата Вăхăтлăх правительствăна пулăшасси. Килĕшменнисем çук-и?
— Çук! Йышăнас! — харăсах темиçен сасă пачĕç.
— Господа, эсир килĕшнипе Вăхăтлăх правительствăн уезд комиссарне Константин Сергеевич Лаврские сăмах паратăп! — терĕ те Бернадский çавăнтах паллаштарчĕ: — Господин Лаврский кĕпĕрнипе чапа тухнă ваккат. Тĕрĕсрех каласан, хамăр çын!
— Пĕлетпĕр! Шанатпăр! — илтĕнчĕç сасăсем.
Трибуна çине Лаврский хăпарчĕ, сăмахне мăнкăмăлланарах пуçарчĕ. Ăна ĕненсен, Раççей чиперех, мирлĕ саманара пурăнать. Вăрçă тени тепĕр патшалăхăн çĕрне туртса илессишĕн мар, Австро-Венгри эрцгерцогне вĕлернĕрен сиксе тухнă иккен. Нимĕç çарĕ пирĕн çĕршыва тапăнса кĕни пурĕ те Николай патша ăссăрринчен, ун тавра нимĕç шпионĕсем йăва çавăрнинчен килнĕ имĕш. Раççей ырлăхĕшĕн пуç хума хатĕр паттăрсем вара патшана вырăнтан сирпĕтнĕ, Вăхăтлăх правительство туса хунă. Унта чи шанчăклă çынсем лараççĕ. Çавăнпа ăна кадетсемпе меньшевиксем, эсерсем хытă хӳтĕлеççĕ, ют çĕршыври тус-йышсем пулăшаççĕ. Вăрçă нимĕçсене аркатса тăкичченех пымалла. Уншăн чăваш пуянĕсем те сиенех курмĕç.
Лаврский сывлăшне çавăрмалла чарăнчĕ. Пуянсем тимлесе итленине асăрхасан, малалла каларĕ:
— Господа, лару-тăру пур çĕрте те лăпкă тени хамăра хамăр улталани пулĕччĕ. Раççейĕн чи хăрушă тăшманĕсем — большевиксем — каллех пуç çĕклесшĕн. Хура халăх хушшинче вĕсем Вăхăтлăх правительствăна хирĕçле сăмахсем сарма тăрăшаççĕ. Хăшпĕр ялсенче власть ирĕкĕнчен тухма хăтланакансем палăраççĕ. Сирĕн пуянлăхăра сыхă упрама вырăнти власть органĕсене çирĕплетмелле, халăх милицине, çар отрячĕсене пухмалла. Виçĕ çула яхăн тăсăлакан вăрçă уездри хысна кассине пачах пушатнă. Вăхăтлăх правительство вăй илнĕçемĕн халăхран укçа ытларах пухăпăр. Анчах ăна тума вăхăт кирлĕ. — Юлашкинчен вăл Вăхăтлăх правительствăна пулăшма чĕнчĕ те пукан çине кайса ларчĕ.
— Господа! — ĕнтĕ Бернадский тăрлама тытăнчĕ. — Хисеплĕ Константин Сергеевич хăйĕн кĕске сăмахне вĕçлерĕ. Вăл хăрушлăх çинчен тĕрĕсех астутарчĕ. Большевиксем Шупашкарта та пур. Вĕсем вăй илсен, пирĕнпе сирĕншĕн ырă пулмассине кашниех чухламалла. Господин Лаврский Вăхăтлăх правительствăна пулăшма чĕннипе килĕшсе, хам енчен те çавнах сĕнетĕп!
Залра шăп. Лаврскипе Бернадский астутарнă хăрушлăха пурте пĕр пек ĕненмерĕç те, вырăнти власть органĕсене çирĕплетме кирлине ăнланчĕç. Анчах ыттисем пуçарасса шаннипе нихăшĕ те шарламарĕ.
Пĕр хушă кĕтсе тăнă хыççăн:
— Господин Янашов, эсир мĕн шухăшлатăр? — терĕ Бернадский;
Ехрем хуçа пăрçа çыртнине тӳсеймен пек хиркеленсе илчĕ. «Мĕншĕн ăна мар? Мĕншĕн Атăлкасси хуçине йыхăраççĕ?» Çавăнтах тепĕр май шухăшласа лăпланчĕ. «Малта пыракан çил-тăман тустарать. Хыçри хӳтлĕхре. Мĕн хăтланĕ, курăпăр!»
Чи малтан хисеплесе чĕнни Миххана рехетлентерчĕ. Çапла пулмалла çав. Унтан пуянни, чапли кунта кам пур! Вăл кĕрĕк тӳмине вĕçертрĕ, трибуна çине мăнкăмăллăн утса хăпарчĕ.
— Господа, эп чĕлхене вăрăм тăсма хăнăхман. Хăвăр пĕлетĕр, бурлак эпĕ! — Ку сăмаха вăл сăпайлăхшăн мар, вуншар пин тăваткал чалăш йывăç хатĕрленине астутарасшăн асăнчĕ. — Тата сирĕн пекех ĕçчен эпĕ, кашни минутах хаклама юрататăп. Çавăнпа тӳртен калатăп: Вăхăтлăх правительствăна пулăшмалла. Саккунлăха, йĕркелĕхе çирĕп тытма полици...
— Полици мар, милици! — çийĕнчех тӳрлетрĕ Лаврский. Михха манса кайнипе ыттисен умĕнче намăса кĕнĕшĕн эрленчĕ те вăраха тăсмарĕ. Шӳтлĕн та тăрăхласа тавăрчĕ:
— Йĕмме кутăнла тăхăнсан та йĕмех ĕнтĕ вăл. Полици е милици — маншăн çавах, сăрнайсен аллине каялла хирсе лартма пултарччăр кăна!
Залра килĕшсе кулкаланă сасăсем илтĕнчĕç. Михха пушшех хĕрӳленчĕ:
— Унсăрăн ĕнсе çине хăпарса ларĕç вĕсем. Эпĕ аслă çулпа килтĕм те, тĕл-тĕл хурăнсене каснине куртăм. Халех чармасан, паян çул çинчи хурăна, ыран вăрмана турама тапăнĕç. Пахчана, амбара кĕрсе çаратĕç. Вăт çав вăрă-хурахсене ĕрчеме ирĕк парас мар тесе, эпĕ хам енчен... — терĕ те Михха сасартăк чĕмсĕрленчĕ. Килте икçĕр пин тенкĕ парасси çинчен калаçнăччĕ. Анчах кирек мĕн чул хурсан та, ваккат çурмаллаштарасси паллах. Темиçе çул пĕрле ĕçленипе вăл мĕнле çынне чухласа çитнĕ. Михха хаш сывласа сассине хăпартрĕ: — Çĕр аллă пин хуратăп!
Лаврский шĕвĕр япалапа тĕкнĕн йăшăлтатса илчĕ. Чи шанăçли пуçламăшĕнчех хăй сăмахĕ çине тăмарĕ. Ыттисем мĕн хăтланĕç? Ӳпкелешме е кӳлĕшме çук. Парнеленĕ лаша шăлне пăхмаççĕ тенĕ ваттисем. Лаврекий, пукан çинчен тăрса, Миххана алă пачĕ.
— Тавтапуç, Михаил Петрович! Эсир пысăк патриотне, Вăхăтлăх правительство тĕрекĕшĕн ним те шеллемессе тахçанах пĕлетĕп. Сире Тăван çĕршыв нихăçан та манмĕ!
Михха хăй вырăнне таврăнчĕ.
— Господин Янашов кăмăлне пурте куртăмăр. Тата кам сăмах илесшĕн? — терĕ Бернадский. Самай кĕтсе те никам шарламан енне хушса хучĕ: — Ефрем Васильевич мĕнпе савăнтарĕ тата?
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...