Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
Варвари çакна хăйне май ăнланнипе ĕшеленсе ӳкрĕ: Трифун шанман пек сунчĕ. Татăлсах витерме пикенчĕ:
— Тунмастăп, пурнăç мана тылă витĕр кăларнă. Эп пурпĕр чыса çухатман. Ку маншăн никама парăнманнине пĕлтерекен пĕртен-пĕр сипет. Çавăнпа ăна куç шăрçи пек упранă. Акă, кунти пурнăç та çавах, пачăшкă хапсăнать. Иртнĕ каç кăшкăрса кăна хăтăлтăм. Яланах хирĕç тăма, сыхлăхлă пулма хĕн. Çавăншăн вăтанмасăрах калатăп: эсреметсен пусмăрне тӳсиччен хам суйласа илнĕ çынна парăнам...
Трифун çав-çавах чĕнменни Варварие тăна кĕртрĕ.
— Тур çырлахтăр, ман хĕр чыслăхĕ хам кăмăла каякан çынна кирлĕ мар. Эп ăна эсреметсемшĕн упранă иккен. Мĕн тесе пурăнмалла?.. — сасăпах макăрса ячĕ.
Нушана тӳсеймесĕр куççуль тăкакансене Трифун нумай курнă, кунашкал хурланнине тĕл пулман. Мĕншĕн-ха? Качча пырасшăн. Вăл пур, тăмран тунă пек, çăварне уçаймасăр тăрать. Ăна та тăлăххăн пурăнни йăлтах тарăхтарса çитернĕ-çке. Апла тесен ма йăпатас мар?
Трифун аллине хĕр çурăмĕ çине хучĕ. Варвари пуçне çĕклерĕ.
— Ан макăр... — терĕ Трифун.
— Епле макăрмăн? Хам суйласа илнĕ çын тиркет те...
— Çук, тиркеместĕп...
— Килĕшетĕн-и? — пичĕ-куçĕ çуталчĕ Варварин. Çавăнтах сиксе тăчĕ те Трифуна ыталарĕ.
Хĕрĕх пĕр çула çити юрату туйăмне пĕлмен арçын чĕри тухса ӳкесле тапрĕ. Юнĕ вĕриленсе чупнипе пĕтĕм ӳт-пĕвĕ хĕрӳленчĕ, анчах тăнне-пуçне çухатманнипе ытлашши утăм тăвасран тытăнса юлчĕ.
— Тăхта, эс мана ăнланаймарăн... — терĕ вăл, 5 хĕр ытамĕнчен вĕçерĕнсе.
Варварин ăшне сасартăк пăр татăкĕ кĕрсе ӳкрĕ, куçĕнче халь çеç ялкăшнă хаваслăхĕ сӳнчĕ.
— Епле ăнланаймарăм? Килĕшетĕп терĕн-çке?
— Килĕшнĕ пирки тĕрĕсех каларăм.
— Тата ма каллĕ-маллĕ çаптаратăн?
— Каллĕ-маллĕ мар, сана йĕркеллех качча илесшĕн. Варварие тепĕр хут чун пырса кĕчĕ.
— Улталамастăн-и?
— Улталама вунçичĕ çулхи йĕкĕт мар эпĕ.
— Апла паянах илсе каятăн-и?
— Çук... Паян та мар, ыран та мар.
Варварие каллех пăшăрхану хуçрĕ. Вăл ирĕксĕрех пукан çине ларчĕ.
— Ентĕ чăннипех ним шухăшлама аптратăп, Трифон Гарвилович. Хуçу халь çеç пӳрт туса паратăп терĕ-çке? Пурăнма йăва пулĕччĕ. Ĕçне санпа пĕрле тупăттăм.
— Хуçа пӳрчĕ пирĕн мар, хамăрăн тăвасчĕ.
— Унччен ман ăçта пурăнмалла?
— Вăхăтлăха кунтах.
— Апла иккен... Мана пачăшкă пусмăрлатăр та...
— Хăяймĕ!
— Хăяймĕ?! Вĕсемшĕн чару çуккине пĕлсе çитеймен-и эсĕ?
— Халь урăх самана.
— Мĕнле самана вăл?
Трифун хăй мĕн пĕлнине: патшана сирпĕтнине, кĕрешӳ малалла пырассине, Лаврскисем паян чиркĕве мĕн ĕçпе килнине каласа парсан, сăмахне çапла вĕçлерĕ:
— Вăт, хăвах куратăн ĕнтĕ, эпир ĕлĕкхи пек хирĕç тăрайми, хамăр хута кĕрейми тарçăсем мар. Ман хуçа йышшисем халь пирĕнтен чĕтресе тăраççĕ. Çавăнпа пӳрт лартса парать вăл. Анчах каярах юлчĕ. Сан та текех пуç усмалли çук. Эсĕ те тарçă çеç мар, арçынпа пĕр тан хĕрарăм. Пачăшкăна хамах ик-виçĕ сăмах каласа хăварăп.
Текех сан çумна çулăхаймĕ.
Варвари ĕненчĕ. Трифун ун куçĕ умне улăппăн тухса тăчĕ. Ахаль кучер ăçтан пурне те пĕлĕ?
— Ĕнтĕ çураçна тесе ĕçетпĕр-и? — хĕпĕртесе тепрер черкке тултарчĕ Варвари.
— Çук, мăшăрланнă тесе. Тав сана!
— Сав мана.
IV
Хĕвел самаях хăпарма ĕлкĕрнĕ. Çĕрле чиркӳ çивитти çине ӳккеленĕ чĕлтĕрти юр ирĕлет. Урана сивĕ çапать пулин те кăмăллă. Çавăнпа ирхи кĕлĕрен тухнă халăх чиркӳ картишне ушкăнăн-ушкăнăн пухăннă. Вĕсем хушшинче кив шинель тăхăннă çынсем те курăнкалаççĕ. Хăшĕсем аллине мăйĕнчен çакнă, теприсем туя çине тĕрĕннĕ. Сăмах Раççейри сас-хура пирки пырать. Салтаксем хăйсем илтнĕ таран каласа пама хăтланаççĕ те, тĕплĕнех мар çав. Хресченсен пуринчен ытла вăрçă хăçан пĕтессе пĕлес килет. Яланхи пекех пуп ăнлантарасса шанаççĕ. Распутин пирки сăмах хускатсан, патша килĕнче ирсĕрлĕх йăва çавăрнинчен йĕрĕнеççĕ.
Хĕвел питнерех — хĕрупраçсем. Вăрçăчченхи саманара вĕсен умĕнче юратакан каччисем явкаланатчĕç, халь йăхĕ те çук. Вунсаккăра çитнисенчен пуçласа аслăраххисем вăрçăра, çамрăкраххисем — бурлакра. Хĕрсем Анахвисе сырăнса илнĕ. Ăна тимлесе итлеççĕ. Лешĕ Натюш илсе килнĕ хыпарсене каласа парать. Вĕсене те, ытти хресченсемпе танах, тен, ытларах та, вăрçă тарăхтарса çитернĕ. Ашшĕ е пиччĕшĕ çеç мар, савнийĕсем те вăрçăра. Вилни çинчен хут килнипе куççуль юхтарнисем те сахал мар. Хĕрупраçсен ăшĕнче вут çуннине çеç никам курмасть.
Чиркӳ картишне пуп кĕчĕ. Ĕлĕкрех пулсан, хĕрупраçсем куçĕсемпе çисех ăсатĕччĕç. Унăн лайăх пурнăçĕ вĕсене яланах кĕвĕçтернĕ. Халь йӳпсемерĕç те. Чиркĕве кĕме йыхăрса çапакан чан сасси шăпланчĕ. Кĕлĕ те пуçланчĕ-и, тен. Хĕрупраçсем çав-çавах васкамаççĕ-ха. Миххапа Лаврский килнине асăрхаса, тахăшĕ систерчĕ:
— Пăхăр-ха, пăхăр!
Пуринчен ытла вĕсене Миххапа Лаврский кăкăрĕ çинче хĕрлĕ хăю вĕлкĕшни тĕлĕнтерчĕ.
— Мĕн хурлăхпа ырлăхшăн хăю çакнă-ши кусем?
— Кама качча парса авлантараççĕ-ши?
— Сехметĕн качча парас хĕр пур теççĕ. Çавăн туйне хатĕрленеççĕ пулĕ?
Клавье çинчен асăнни Анахвис кăмăлне пăсрĕ. Вăл сасартăках Ванюкпа иккĕшне çураçнине аса илчĕ. Анчах вăраха пымарĕ. Ун чухне пулни-иртни хальхи пурнăçра ниме те пĕлтермест тесе шутларĕ.
Ав, чиркӳ картишĕ умне хура çуна кӳлнĕ ут чашкăртса çитрĕ. Платун Павăлĕ иккен. Акă çуна çинчен унăн хĕрĕ Елюк анчĕ. Пулать-çке çав: пӳ-сийĕ, сăн-сăпачĕ ыттй хĕрсемпе танлаштарсан темех те мар, ашшĕ пуяннипе сăмсине каçăртнă, такăнса ӳксен те ăçта пуснине курмĕ.
Елюк хĕрупраçсем еннелле çаврăнса та пăхмарĕ.
Касмухха çурта сутать. Вăл çитмĕлелле çитнĕ ĕнтĕ. Анчах сăн-пичĕ вĕрсе хăпартнă пек яп-яка. Çамрăк чухнех самăрскер, халь урлăш-тăршшĕ пĕрех. Кăшăлласа кастарнă çӳçĕ йывăç çăвĕ сĕрнĕрен яланхиллех йăлкăшать. Сухалĕ, ĕлĕкех шĕвĕрскер, кураксем йăва çавăрма тăпăл-тарнăн, тĕл-тĕл кăна тăрса юлнă. Çуртине илсе парать те Касмухха аллисене кăкăрĕ çине хурать. Ăшĕнче кĕлĕ сăмахĕсене каланăн тутине сиктеркелет. Чĕри тăнăç тапать. Пăлханма сăлтав çук. Микулапа Ваçли пирки сиксе тухнă пăтăрмаха тахçанах маннă. Тӳре-шарасем хистенипе суйни пурнăçра тĕрĕс килсе тухрĕ — Микулапа Ваçли чăнахах патшана хирĕç кавар тунă иккен. Касмухха пурнăçĕ халь нихçанхинчен лайăх. Банк урлă çĕр, вăрман илсе ывăлне хутора кăларчĕ. Суту-илӳ те ăнса пырать. Ывăлне вăрçа илесрен те хăтарса хăварчĕ. Уншăн укçа пайтах тăккаланă та, ку темех мар. Михха хунĕ пурăннă пулсан, Касмуххана чиркӳ старостине лартмастчĕçех. Пĕртен-пĕр ывăлĕ çакăнса вилнĕ, кĕрӳшĕн килне-çуртне çунтарса янă хыççăн Çемен нумаях пурăнай-марĕ. Вăл çĕре кĕрсен, Касмуххана каллех чиркӳ старостине, Ĕнел çĕр общинин аслă уполномоченнăйне суйларĕç. Патша пирки аван мар хыпарсем çитни кăштах канăçсăрлантарать те, ку, ялпа пĕрле тесе, ун пирки ытлашши шухăшласшăн мар.
— Петĕр пичче, праçник пĕрле пултăр!
Кĕтмен сасă пулнипе Касмухха шарт сикнĕн пуçне чалăштарчĕ. Сасартăк пит-куçа йăпăлти сăрĕ тапса тухрĕ.
— Эсир калашле пултăр, Михаил Петрович...
Ĕлĕк, Миххасем ялта пурăннă чухне, Касмухха ăна хăнана кĕме йыхăраканччĕ. Халь Михха палласа ятра чĕннĕшĕн те питех савăнмалла. Ав, иккĕшĕ çывăх тус-йьш майлах калаçнине миçе çын сăнать.
— Виçĕ пысăк çурта пар-ха!
— Хаваспах, Михаил Петрович, çуртисем сире кĕтсех выртнă!
Касмуххана хирĕç Михха сăмах та чĕнмерĕ. Ĕлĕк пĕрер тенкĕ тăнă çуртасемшĕн вуншар тенкĕ тӳлерĕ те шкаф патĕнчен пăрăнса утрĕ.
— Ара, ку сехмет чиркĕве çӳренинех курманччĕ-çке?
— Çылăха сахал кĕнĕ-и вăл — виличчен каçарттарасшăн пулĕ!
— Ун çылăхне турă мар, шыври те каçарттарса çитереймĕ! — пăшăлтатса юлчĕç çынсем, Михха малалла иртнине курсан.
Сехмет виçĕ икон умне çурта лартрĕ. Хăнăхнă йăлине тусан, арçынсем енне каçса, Лаврскипе юнашар вырнаçрĕ.
Кăнтăрлахи кĕлле пуп яланах Николай патша ятне асăнса вĕçлекенччĕ, паян Вăхăтлăх правительствăна нумай çул хушши пурăнма сывлăх сунчĕ. Çакă ял хушшинче, чиркӳ картишĕнче çӳрекен халапсем тĕрĕссине çирĕплетрĕ. Кашниех пуп малалла ăнлантарнине илтесшĕн.
Амвон çине çӳллĕ сĕтел кăларса лартсан, пуп ун умне пычĕ, чăрсăр куçĕпе халăх çине тинкерчĕ. Çынсем кĕлтунă чухнехинчен те лăпкăрах тăнине асăрхасан:
— Ĕненекенсем... — хулăн сассипе стенасене кисрентересле чĕнчĕ те сасартăк чĕмсĕрленчĕ. Чунне йăкăслантаракан хыпар çинчен калаçма лекĕт-çке. Патша вырăнта марришĕн кам айăплă-ха? Хура халăха пăлхатакансем! Халь хăй çине пăхакансем хушшинче те патшапа тĕне хирĕç тăма шутлисем пурах. Пуп патшана сирпĕтекенсене ылханĕччĕ, Вăхăтлăх правительствăна ан ĕненĕр, турра кăна шанăр тесе хĕрӳллĕ сăмах калĕччĕ, малти ретрех тăракан Лаврский куçĕпе тĕл пулни тăна кĕртрĕ. «Печчен тапăннипе ним те тăваймăн. Ваккат астутарни вырăнлăрах-и, тен. Юхха май кайсан çырана тухса юлма ĕлкĕрĕн; инкек-синкекрен хăтăлăн», — Ĕненекенсем! — тепĕр хут чĕнчĕ вăл. — Паян эп сире пĕлтерес хыпар ырриех мар. Пурпĕр тĕрĕссине пытарма çук. Турă пире çавăн пек пурăнма вĕрентнĕ. Пăлхавлă саманан хăрушлăхĕ çитрĕ. Хамăр çылăха кĕнине кура çӳлти турă пирĕн çине йывăрлăх ячĕ. Аслă патша Николай Александрович пире тăлăха хăварчĕ... — шухăшне малалла тăсма куççуль кансĕрленĕн кăтартасшăннипе чарăнчĕ, ĕненекенсем хăйсене хăйсем мĕнле тыткаланине сăнарĕ. Чиркӳре шăна вĕçсен те илтенмелле шăп. Апла пулсан, ăна "тимлеççĕ. Ав, малти ретре тăракансенчен пĕри куçне тутăр вĕçĕпе шăлса илчĕ. Сăмахсем çĕре ӳкмеççĕ иккен, чĕренех тивеççĕ. Çапах та хуйхăракансем сахалтарах. Унта, ав, пуçĕсене мĕнле тӳрккес тытнă. Пуп юриех хĕрупраçсен ушкăнĕ çине тинкерчĕ. Мĕн тăваççĕ-ши вĕсем? Пĕри ытла хĕрсе калаçнипе ыттисене итлеме чăрмантарать мар-и? Мĕн каласа кăтартать-ши? Пуп çакна лайăх асăрхарĕ: кирек мĕн тесен те, çамрăксен патша пирки хуйхăрас шухăш çук. Вĕсен çеç-и? Пуп сасартăках тăна кĕчĕ. Патшашăн пăшăрханса калаçни çапма пĕлмен пушă кутăн тивнĕ пек ан пултăр. Ав, Лаврский сиввĕн пăхать. Пуп хăй йăнăшне тӳрлетме васкарĕ: — Тӳсме йывăр та, ытлашши кулянар мар. Атте туррăмăр хăйĕн кĕтĕвне пăрахмарĕ. Вăхăтлăх правительство тума пулăшрĕ. Унта сирĕн ирĕклĕхшĕн тăрăшакан çынсене суйласа лартнă. Ун çинчен сире хисеплĕ Константин Сергеевич Лаврский, Вăхăтлăх правительствăн уес комиссарĕ, тĕплĕн ăнлантарĕ. Хам енчен çакна кăна астутарасшăн: эпир ытла пăтăрмах саманара. пурăнатпăр. Таса Раççей çĕршывне нимĕçсем таптани çитмест, усал çынсем хамăр хушăра та тупăнĕç, пире вуникĕ çул каярах пулнă инкеке кĕртсе ӳкерме пикенĕç. Çав антихристсем хыççăн кайса мĕнешкел нуша курнине никамах та манман пулĕ! Çылăха кĕни тата хăрушăрах! Уншăн леш тĕнчере асап тӳсме тивĕ. Пĕтĕм чĕререн парăнса çӳлти патшана пуççапар. Вăл пире ку тĕнчере йĕркеллĕ пурăнма пулăштăр, леш тĕнчене куçсан, ĕмĕрлĕхех савăнăç патăр! — Пуп алтарь еннелле çаврăнса чĕркуçленчĕ, ик аллине çӳлелле çĕклесе мăрăлтатрĕ:
— Таса аттемĕр, çăл пире!.. Клирос çинчисем те юрласа ячĕç.
Ку мыскара кĕтмен çĕртен сиксе тухнипе ĕненекенсем пăтрашса кайрĕç: пĕрисем чĕркуçленчĕç, теприсем ним тума аптраса кăн-кан пăхкаларĕç. Хыçри çынсем мĕн хăтланнине пуп курмарĕ. Ĕненекенсен кăмăлне пурпет тыткăнласса шанса, ура çине тăчĕ, каллех сĕтел умне пычĕ.
— Малалла сире уес комиссарĕ Константин Сергеевич Лаврский каласа парĕ!
Амвон çине ваккат хăпарчĕ. Тăсăк мăйлăскерне халиччен курманнисем те паллаççĕ. Вăл тавлашуллă утрава Михха аллине куçма пулăшнине тата бурлаксене пĕтерме тăрăшнине пурте астăваççĕ. Лаврский хумханнипе самантлăха сăмах пуçараймасăр тăчĕ. Хумханма сăлтавĕ те пур çав. Малтанах пуп патша хутне кĕме хăтланни тарăхтарчĕ ăна. Амвон çине хăпарсан, куçе умне Сала вырăсĕсене Михха майлă çавăрма тапăни тухса тăчĕ. Ун чухне те хăй шухашланă пек пуласса шаннăччĕ. Анчах вырăссем ваккат сĕннипе килĕшмерĕç, кĕр çеç саланчĕç. Халь те вăл Миххашăн тăрăшать. Çынсем ун кăмăлĕ май кайĕç-ши? Шарламасăр тăни аван маррипе иккĕленĕвне сирме тăрăшрĕ Лаврский. Аллисемпе сĕтел çине тĕренчĕ, мăйне малалла тăсрĕ:
— Хаклă тăвансем!..
Ĕненекенсем хушшинче пăшăлтатнисем илтĕнчĕç:
— Мĕн терĕ вăл?
— Илтмерĕр-им, хаклă тăвансем терĕ!
— Мĕн, пирĕнпе пĕрле сертене çӳренĕ-им вăл?
— Чăн та, ара!
Çак йĕплĕ сăмахсем Лаврский хăлхине кĕмерĕç. Сӳпĕлтетме вĕренсе çитнĕ чĕлхи çурхи шыв юххи пек сăтăрттарчĕ:
— Пурсăмăр та хисеплекен пачăшкă Раççейри улшăнусем çинчен хыпарларĕ. Эпĕ çакна хушса каласшăн. Патшана вырăнтан сирпĕтнĕшĕн хурланма кирлĕ мар, савăнатпăр. Вăл хăйĕн ăссăр пуçĕпе Раççее тĕп тăвас патне çитерчĕ. Нимĕçсем пирĕн çĕршыва таптаççĕ. Тĕрĕссипе, тăвансем, Раççей халăхĕн пĕтĕм инкекĕ патша тăмсаййинчен килнĕ те. Кăна эсир эп каламасăр та лайăх пĕлетĕр, ун кăмăлне хăвăр тӳссе курнă. Миçе çынна вилĕм патне çитериччен саламатпа çунтарман пулĕ! Камăн тăванĕ вăхăтсăр çĕре кĕмен! Аслă революци хумĕ юнлă вупăра сирсе пăрахрĕ. Юлашкинчен те пулин эпир ĕмĕтленнĕ ирĕклĕх çитрĕ. Эсир халь кирек хăш вăхăтра та пухусем ирттерме, хăвăрăн нушусем çинчен сӳтсе явма пултаратăр. Вăхăтлăх правительство ирĕклĕхе тата анлăрах сарĕ. Апла çеç те мар-ха, тăвансем, Вăхăтлăх правительство хресченсен ĕмĕрхи ыйтăвне татса парĕ. Кĕçех Учредиловка пухăнмалла, унта çĕр çинчен сӳтсе явĕç. Тинех пĕр-пĕрин хушшинче хирĕçӳ хускатакан сăлтавсем çухалĕç. Раççейри пĕтĕм халăх пĕр праваллă пулĕ. Хăвăрах пĕлетĕр, киле вăрă-хурах пырсан, пуçа чиксе лараймăн. Раççей çине нимĕç вăрă-хурахĕсем тапăннă. Эпĕ халь çеç асăннă ырлăхсем хăвăртрах килччĕр тесен, вĕсене хамăр çĕршывран хăваламалла. Куна тума пире урăх çĕршыври тус-йышсем пулăшаççĕ. Анчах ку пурпĕрех çителĕксĕр. Тăшмана çĕнтерессишĕн пирĕн кашнин тăрăшмалла. Ĕнел халăхĕ çакна ăнланасса шанатăп! — Малалла Лаврский Ленинпа большевиксем çинчен элеклĕ сăмах хускатасшăнччĕ, çынсем тĕплĕнрех ыйтма пикенесрен шарламасăр ирттерчĕ. Шухăшне çапла вĕçлерĕ: — Сывă пултăр революци! Сывă пултăр ирĕклĕх! Сывă пултăр Вăхăтлăх правительство! Ура, тăвансем!
Пăч-пач кăшкăракансем тупăнчĕç. Ку шутра Павăлпа Элекçей те пур. Шав лăплансан:
— Ыйтса пĕлмеллисем çук-и? — терĕ пуп.
Патшана вырăнтан кăларнине ĕненнĕ халăх хушшинче савăнакансемпе пăшăрханакансем те пурри палăрчĕ. Вăрçа тăсмалла тени никама та килĕшмерĕ. Митинг хурал пӳртĕнче е урамра пулсан, ыйтусем парĕччĕç. Чиркӳре пирки никам та çăвар уçма хăймарĕ.
Хĕрупраçсен хушшинче Анахвис калама çук тарăхса тăрать. Натюш аппăшĕ ăнлантарнине чĕрене хунăран Лаврскипе пуп халăха суйнине сисрĕ вăл. Ыйтса пĕлес шухăшĕ те пур — ваттисен ĕçне хутшăнма юраманни тата чиркӳре тăни чĕлхине çыхрĕ.
Халăх шăплăхне пуп хăйне май ăнланса:
— Ыйтса пĕлмелли çук пулсан, тен, тухса калас текенсем пулĕç? — терĕ.
— Мана сăмах парăр-ха!
— Павел Платонович, кунта тухăр, тархасшăн! Амвон çине Павăл хăпарчĕ. Çийĕнче унăн хаклă йышши пуставран çĕлетнĕ кĕрĕк. Уринче — Кукмăрта тăвакан сăрлă çăматă. Ăна вăл Миххана курмалăхне тăхăнса çӳрет. Ахаль те шыçмакскер, тата кĕрнеклĕрех курăнас шутпа пулас, сухалне ӳстернĕ. Унăн пĕвĕ-сийĕнче, пичĕ-куçĕнче сывлăх та савăнăç ялкăшать. Ма савăнас мар? Прихутра унран пуянни никам çук. Хуторта унăн аллă теçеттин ытла çĕрпе вăрман. Элнетре, ялта, Атăлкассинче лавкка пур. Тăват чуллă арманĕ ахăрса кăна ларать. Емĕрхи пуян Касмуххасем тахçанах айккине тăрса юлнă. Ку çеç те мар, Павăла тухтăрсем «ăш анать» тесе хут туса панă та, вăрçа та илсе кайман. Çакăншăн мĕн чул укçа тăкнине çеç никам пĕлмест. Ашшĕ хăй пурнăçне шеллемесĕр мул тупса хăварнăшăн ăна ывăлĕ пайтах тав тунă, асăнса çурта лартнă. Çапах та Павăл амвон çине уринчен малтан хăпарнипе пĕр хушă ним шарламасăр тăчĕ. Вара кантура пухăннă çĕрте хăйне мĕнле тыткалама вĕрентнине аса илчĕ те халăх çинелле тинкерчĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...