Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
Улитин сывлăш çавăрмалла чарăнчĕ те, шухăшне вĕçлес тесе, юлашки сăмахне калама хатĕрленчĕ. Çав самантра халăх хушшинче пурин чĕрине те çунтаракан ыйтусем илтĕне пуçларĕç:
— Вăрçă пирки мĕн хыпар?
— Вăрçă хăçан пĕтет?
— Упăшкасем хăçан таврăнаççĕ?
Кĕтмен çĕртен пулсан та, Улитин çухалмарĕ. Вăрçă пирки Лаврскисем калаçнине илтнĕ вăл, хăйĕн те çав шухăшах.
— Юлташсем, эпĕ сире ăнланатăп. Вăрçă пурне те тарăхтарса çитерчĕ. Кирек кам та упăшкине, ашшĕне е ывăлне хăвăртрах çавăрса килесшĕн. Ним тума, юлташсем, пирĕн сăваплă çĕршыва тăшман вараланчăк аттипе таптать, тата шаларах кĕресшĕн талпăнать. Тăшмана çĕнтермесĕр вăрçă пĕтес çук. Пирĕн тус-йышсем: французсемпе акăлчансем, американецсем те çаплах шутлаççĕ. Нимĕçсене çĕнтерсен, тăванăрсем килте пулĕç. — Улитин каллех чарăнса тимлерĕ. Халăх шăпах. Вĕсен чĕрисене тивертнине ĕненсен, шухăшне вĕçлеме васкарĕ: — Сывă пултăр революци! Сывă пултăр Вăхăтлăх правительство! Сывă пултăр социал-революционерсен партийĕ!
Улитин хăй пуçласа ал çупрĕ. Халăх йывăр шухăша путнă çĕртен тăна кĕнĕ пек пулчĕ, хушăран алă çупнисем те илтĕнкелерĕç.
Вара Вăхăтлăх правительствăна ырласа резолюци йышăнчĕç те, Улитин тепĕр сăмах çине куçрĕ:
— Юлташсем, вулăсри старшина çеç мар, ялти староста кунçулĕ те пĕтрĕ. Ун вырăине комиссар суйламалла.
Паллах, вăл сулăмлă та тăнпуçлă, хут пĕлекен çын пулмалла. Эпир, кантуртисем, калле-малле шухăшларăмăр та, Энĕшкассинче Павел Платонович комиссара ларма тивĕç терĕмĕр! — халăх сăмахсăрах килĕшессе шаннипе хăюллăн сĕнчĕ Улитин. Ытахальтен кăна ыйтанçи турĕ: — Сирĕншĕн мĕнле пек?
Энĕшкассйсем хăйсен ĕнси çине каллех сĕлĕх хăпарса ларасса лайăх ăнланчĕç. Павăл çине кам шăл хăйрамасть пуль? Миххапа танлаштарсан, вăл шăрка çеç те, чухăнсен юнне сехметрен кая сăхмасть. Халăхăн лайăх çĕрне çавăн хуторĕ валли касса илнĕ. Арманĕнче пăтран тăватă кĕре-пенккĕ шăйăрать. Ларĕ айĕнчен çăнăх юхакан шăтăк пур текен хыпар пĕтĕм таврана сарăлнă. Лавккинче те çав-çавах. Арçынсем хирĕç тăратчĕç-и, тен, хĕрарăмсем çиллине çиеле кăларма хăрарĕç. Малтанхи революци тапхăрĕнче тӳре-шарасем сехре хăпартни халь те сирĕлеймен-ха. Тата вăрçă нушана кĕртсе ӳкернĕ пирки кам кивçене кайман-ши? Ыран та ун патнеллех утма тивĕ.
Улитин пĕр хушă чĕмсĕрленнĕ хыççăн ĕçе вĕçлеме васкарĕ. Унăн, паянах Тĕмшере çитсе, Касмухха Элекçейне суйлаттармалла.
— Юлташсем, хирĕçлекенсем çук. Ку ĕнтĕ пурте манпа пĕр кăмăллине çирĕплетет...
Уляна сасси хуллен çеç тухрĕ те, çил-тăвăл чашкăрса килнĕн илтĕнчĕ. Сасартăках халăх хумханни палăрчĕ. Улитии та теме сиснĕн хăвăрт чĕнчĕ:
— Мĕн çук, Уляна аппа? Мĕн каласшăн?
— Платун Павăлĕ ахаль те энĕшкассисен ĕнсине çӳхетнĕ. Хамăр алпах пуç çине хăпартса лартас марччĕ.
— Уляна аппа, ăнланмарăн эсĕ! — карчăк шухăшне сирме хăтланчĕ Улитин.
Павăл тем каласшăн ура çине сиксе тăчĕ, халăх шавласа кайнипе çăварне уçаймарĕ. — Тĕрĕс, Уляна аппа!
— Пуç çине хăпартас мар!
— Арманĕпе лавккинче çаратни те çитет!
— Пĕтĕм арçын вăрçăра, вăл килте çӳрет!
Павăл ни вилĕ, ни чĕрĕ пулса кайрĕ. Кунашкалне вăл вуникĕ çул каярах рейдăра курнăччĕ. Урăх нихăçан çаврăнса килмĕ тесе пурăнатчĕ. Вăрçă тухнăранпа унăн чапĕ пушшех сарăлчĕ. Тĕл пулакансем пĕкĕрĕлсех пуç таятчĕç. Паянхи хаяр шав мĕне систерет? Сăмах хуш масăрах тухса шусан аван мар-ши? Унта, хăй патне кивçене пырса пилĕксене хуçнă чухне, калаçма çăмăлрах.
Тавăрма та вăй-хăват çителĕклĕ. Анчах, сĕтел уринчен кăкарса янăн, вырăнтан та хускалаймарĕ. Пĕтĕм ĕçе Уляна пăтратрĕ. Куна пĕлнĕ пулсан, ăна та упăшкипе хĕрне тытса кайнă чухнех пĕтермеллеччĕ. Халь ним хуйхи пулас çукчĕ.
Улитин та хăраса ӳкрĕ. Халăх шăп тăнине хăйпе килĕшнĕ пек сунни кăлăхах иккен. Пуху краççын савăчĕ çине шăрпăк çутса пăрахнă пекех хыпса илчĕ. Улитин Павăла суйлама сĕнсе йăнăшнине туйрĕ. Энĕшкассисем ăна курайманнине малтанах чухламаллаччĕ, комиссара кама лартасси пирки шанăçлăрах çынсемпе сӳтсе явмаллаччĕ. Тепĕр ялĕнче вăл çапла тăвĕччĕ-ха. Халь мĕнле майлаштармалла?
— Юлташсем, лăпланăр-ха! Лăпланăр! Кăшкăрашнипе ним те тăваймăпăр!
Улитина итлесе мар, чĕлхисем çине мĕн килнине Павăл пуçĕ, çине тăкса ывăннипе чарăнчĕç. Пӳртре шăпах, нимле тăвăл пулман тейĕн. Çавăнпа усă курса, Улитин сăмахне малалла тăсрĕ:
— Юлташсем... Эсир мана ăнланаймарăр. Хальхи йăласем тăрăх, Павел Платонович ятне асăнни пат татсах ăна суйламалла тенине пĕлтермест. Эсир хăвăр кăмăлланă çынна кандидата тăратма пултаратăр.
Улитин халех сасăлаттарасшăнччĕ, каллех Уляна чăрмантарчĕ.
— Ман шутпа, ял комиссарне Наума суйламалла. Энĕшкассисем Наум камне çийĕнчех тавçăраймарĕç.
Емĕр тăршшĕпе тарçăра пурăннă çынна асрах тытмаççĕ çав.
— Кам вăл?
— Кунта пур-и хăй? — тенисем илтĕнчĕç.
Килтех сăмах татнă пулсан, Наум хăйне хăюллăрах тă çирĕпрех тыткалĕччĕ. Кĕтмен çĕртен сиксе тухни тата çынсем ăна пачах пĕлмен пек калаçни хавшатрĕ.
— Эпĕ кунтах та... Уляна кăлăхах мана асăнчĕ. Хальхи саманара ятлă çыннăн хут пĕлмелле. Ман йышши суккăрсем мĕн тăвайĕç унта?
— Наум, кирлĕ мара ан калаç! — хирĕçлерĕ Уляна. — Е ман Прахăр хут пĕлнĕ-и? Е ман хĕрачасем шкулта вĕреннĕ-и? Пурпĕр чухăнсемшĕн кĕрешсе пуç хунă. Хамаршăн хамăр хута кĕмесен, Павăлпа Атăлкасси сехмечĕ хута кĕрес çук. Хут пĕлни кирлĕ чухне пулăшакансем тупăнĕç. Инçе каймалла мар, хамăр килтех иккĕн.
Уляна çине тăни Наума вăй кĕртрĕ, Витерсех мар пулсан та, килĕшнине систерме хăтланчĕ.
— Ку вăл çапла...
Энĕшкассисем икĕ пая уйрăлчĕç. Ытлараххин умне Уляна тин курнăн тухса тăчĕ. Ан тив, ăна хальчченех хисепленĕ те, çав териех сатурланасса кĕтмен. Вулăс кантурĕнчи тӳре-шарана, ял пуянне хирĕç патлаттарчĕ. Ку хĕрарăмсен кăмăлне çĕклерĕ.
Тепĕр йышшисем, Наум Уляна çемйине питех çывăх çынне аса илчĕç те, шанманни çиеле тухрĕ. Наум Улянасене пулăшнăран иккĕшĕ арлă-арăмлă пурăнаççĕ тесе йĕлпĕрекенсем сахал мар. Халь ĕнтĕ Уляна хăй еркĕнне çине тăрсах комиссара кĕртесшĕн пек ăнланчĕç. Майлисемпе хирĕççисем хушшинче тавлашу палăрчĕ.
Çынсем пĕр кăмăллă маррине асăрхаса, Улитин Павăла пӳлсех сăмах пуçарчĕ.
— Юлташсем, Уляна аппа хăй енчен Наума кандидата тăратрĕ. Çапла ĕнтĕ пирĕн икĕ çынтан пĕрне суйламалла. Кам та кам Павел Платоновича ял комиссарне суйлас тет, ал çĕклĕр!
Ушкăнпа шавланă чухне пурте хăюллăччĕ. Сасăланипе сасăламанни куçа курăнакан çĕрте йĕнчесе тăчĕç. Улитинпа Павăл куçĕсем хăйсене пăраланине сиссен, ирĕксĕрех ал çĕклерĕç. Хыçалараххисем, кӳршисен хӳтлĕхĕнчисем кăна тытăнса юлчĕç. Çакна асăрхаса, Улитин пытаннисене те хускатма тĕвтурĕ.
— Юлташсем, шутлама лекет. Унсăрăн камшăн ытларах сасăланине пĕлеймĕпĕр. Пĕрре, иккĕ, виççĕ... — Аллине çĕклемен хĕрарăм тĕлне çитсен: — Кам-ха вăл? — терĕ. Лешĕ шарт сикнĕн аллине тăратсан, малалла шутларĕ. Çапла вăл сакăрвун çичĕ çынна çитерчĕ. Пухура çĕр çынтан мала мар. Юлашкисем ним тума пултараймасса шанса, хаваслăн сĕнчĕ: — Юлташсем, ĕнтĕ Павел Платоновича хирĕççисем ал çĕклĕр!
Малтан Уляна, ун хыççăн тата темиçе чухăн çĕклерĕç. Хушăра иккĕмĕш хут алă çĕклекенсем те палăрчĕç. Улитин йӳпсемерĕ.
— Пĕрре, иккĕ... Вуннă... — хăйсен тĕлне шутласа çитсен, аллисене яракансем те тупăнчĕç. — Юлташсем! — хаваслăн пĕлтерчĕ Улитин. — Хирĕççисем пурĕ те вунвиçĕ çын çеç. Ку ĕнтĕ ялти комиссара Павел Платоновича суйланине пĕлтерет.
Уляна пăшăрханса та кӳренсе пăхнине пурте сисрĕç. «Эсир те çав, ĕмĕр тăршшĕпе хăвăр юна сăхнă çăвăса сирсе пăрахаймастăр», — тенĕн туйăнчĕ. Малараххисем вăтанса куçĕсене пытарчĕç, хыçалараххисем хӳтлĕхелле чăмрĕç.
Ĕç ăнăçлă вĕçленнипе Улитин тепĕр ыйту çине куçас шăнччĕ, хушăран тапса тухнă сасă пӳлчĕ: — Наумшăн сасăламалла!
Çав самантрах темиçен кăшкăрса ячĕç:
— Ия, Наумшăн сасăлатпăр!
— Павăла йышăнмастпăр!
— Юлташсем, тепĕр хут сасăлама сăлтав çук. Çĕр çын çинче сакăрвун çиччĕшĕ Павел Платоновичшăн ал çĕкленĕ. Çакна ăнланмаллах ĕнтĕ!
Улитин сăмахĕсем халăха пушшех чĕрре кĕртрĕç. Нумайăшĕ, хăйсене хисеплемен пек йышăннипе, çине тăрса кăшкăрашрĕ:
— Мĕн вĕрентнипе çитĕ!
— Павăлу-пуçу çăва патне!
— Наумшăн сасăлатпăр!
Улитин тиекре темиçе çул ĕçлесе те халăх мĕнлине пĕлсе çитеймен иккен. Çавăн пиркиех кĕçĕр тепĕр хут йăнăшрĕ. Павăл хыçĕнченех, тимĕре хĕрнĕ чухне шаккамалла тенĕн, Наумшăн сасăлаттарнă пулсан, нимле шăв-шав та сиксе тухас çукчĕ. Хăй ухмаххипе çынсене астарса ячĕ. Кунашкал ыррине кураймăн. Халăх кăмăлне тивĕçтерме лекет. Тепĕр тесен, Наумшăн сасăланă хыççăн Павăлах çирĕпленсе юлни тата аван. Юмахĕ-сăмахĕ, ӳпкевĕ пулмĕ.
— Юлташсем, лăпланăр. Саманашăн пархатарлă ĕçе харкашмасăрах ирттерĕпĕр.
— Харкашмалла мар çав!
— Наума суйламалла! — каллех хирĕç печĕç çынсем.
— Кама суйламаллине сасăлани татса парĕ. Кайран-малтан пуплешмелле ан пултăр, ирĕклĕ самана йĕркисене пăссах Наум Васильевичшăн та сасăлăпăр. Анчах та паçăр Павел Платоновичшăн сасăланисем халь ал çĕклемеççĕ ĕнтĕ.
— Ан вĕрент!
— Мĕн тумаллине хамăр пĕлетпĕр!
— Пĕлни аван. Аса илтертĕм кăна. Кам та кам Наум Васильевича ял комиссарне лартас тет, ал çĕклĕр!
Улитин куçĕ алчăраса кайрĕ. Павăлшăн çĕклениичен те ытларах-и, тен?! Вăл çухалса кайнине сиссе:
— Шутла!
— Шутла! — шавларĕ халăх.
— Юлташсем, эсир тĕрĕс мар ăнланнă! — тăна кĕрсе хирĕçлерĕ Улитин. — Паçăр Павел Платоновичшăн сасăланисем тепĕр хут ал çĕкленĕ. Ку вара çĕнĕ самана йĕркисене хисеплеменни пулать.
Халăх шавĕ пушшех хăватланчĕ:
— Мĕн сӳпĕлтетсе тăратăн?! Шутла хăвăртрах!
Йăпатса е хăратса парăнтарма çуккине ĕненсе, Улитин ирĕксĕртен шутлама тытăнчĕ. Вуншар куç шăтарасла сăнаса тăнă çĕрте сиктерсе хăварнине çийĕнчех асăрхарĕç:
— Ма мана шутламастăн?!
— Пурне те шутла!
— Юлташсем, халь те пурне те шутлатăп.
— Ан суй! Куратпăр эпир!
— Пĕрре, иккĕ... — тепĕр хут шутласа çитмĕл пĕр çынна çитерчĕ те Улитин йĕп-йĕпе тара ӳкрĕ. Павăлшăн вун-ултă çын кăна ытларах сасăланă. Малта ларакансемпе кĕвĕçекенсем ал çĕклеменни кăна Улитина çăлса хăварчĕ. — Ну вăт, сирĕн май шутласан та çавах, Павел Платоновичшăн ытларах сасăларĕç. Комиссара ăна суйланă тесе çырса хурăпăр.
Хĕрарăмсем урăх шарламарĕç. Уляна хăна малта ларакансем çине кӳреннĕн пăхрĕ те мăкăртатса илчĕ:
— Ах, анчах... Пире сахал нуша кăтартнă иккен. Ĕмĕр тăршшĕпе Павăлсен кулли пулни те тăна кĕртеймен...
Вулăс съездне кайма Улитинпа Павăла тата Наумпа Натюша суйларĕç.
Пухăва хупса çынсем салана пуçласан:
— Уляна аппа, эсир кăштах тăхтăр-ха. Сирĕнпе сӳтсе явмалли пур! — терĕ Улитин. Хăйсем çеç юлсан, халапне малалла тăсрĕ: — Уляна аппа, сирĕн шухăшсем мана килентерчĕç. Ытти хĕрарăмсен ăстăнĕ те сирĕнешкел пулсан, саманана часах çирĕплетĕттĕмĕр те çĕнĕ пурнăç патне хăвăртрах çывхарăттăмăр. Пуринчен ытла сирĕн хĕрĕр таврăнни савăнтарать. Курнăçасчĕ ман унпала. Вулăсри съезд пухăниччен кантура кĕрсе тухмĕ-ши? Ыран пасара пымалла кĕрсен те аванччĕ. Шупăшкартан килеççĕ, вĕсемпе паллашни ăна та сиен кӳмĕ. Пирĕн çулсем пĕрле. Алла-аллăн тытса утма тивĕç.
Хĕрне чаплă çынсем курасшăнни Улянана килĕшет. Павăла çĕнтерейменни чĕрине ыраттарнипе сӳрĕккĕн хуравларĕ:
— Юрать, пĕлтерĕп!
Хурал пӳртĕнчен тухнă çĕре Улянана Наум кĕтсе тăнă. Пухура чĕри хускалнăран Улянапа пĕр-ик сăмах калаçмасăр уйрăлас килмерĕ. Тĕрĕссипе, вăл хăйне делегата суйланăшăн савăнать. Натюша суйлани пушшех аван. Иккĕшĕ мĕн те пулин шутласа кăларасса шанать.
— Платун ывăлне аван чыхăнтартăн! — сăмах пуçарчĕ юнашар утма пуçласан Наум.
— Пурпĕр çиеле тухрĕ. Ма çав тери хăравçă-ши эпир? Чунпа кашниех тем тума хатĕр, патне çитсен хавшатпăр.
— Ĕмĕртенпе çапла хăнăхтарнă пире... Анчах паян чĕлхесене çыртнипех ирттермерĕç, тӳре-шарасене самаях тылларĕç.
Амăшĕсем таврăннă çĕре Натюш тăнăçланма ĕлкĕрнĕ. Халăх çинче Павăлпа тиеке тустарнине илтсен, кăмăлĕ йăлтах уçăлчĕ. Вăл çакна ăнланчĕ: амăшĕпе Наум пиччĕшĕ тапăннипех çĕнтерсен, пуянсене аркатасси темех марччĕ. Вĕсен тымарĕ çирĕп-ха. Тата нумай сиен кӳрĕç. Вĕсене хирĕç съездра кĕрешӳ пуçармалла. Анчах Наумпа иккĕшĕн вăйĕсем çеç сахал. Тата кама хутшăнтармалла-ши çак ĕçе?
Натюш ыран Улитин патне кĕрсе тухма шутларĕ. Вăл камне, мĕнле çынне пĕлес килчĕ.
IX
Ирхине Натюш çенĕкри чăлантан пасар сăхманне, чуссăнккипе калушне илсе кĕчĕ. Арчинчен капăр кĕпине кăларчĕ, лайăх тутăрне çыхрĕ. Анахвис килти пустав сăхман тăхăннине, çăпата сырнине асăрхарĕ те хăйĕнчен хăй вăтанчĕ. Иккĕшĕ çакăн пек пынине курсан, ялйыш кулсах вилĕ.
— Ăнахвис, пасар сăхманĕ сана виçеллĕ мар-и?
Йăмăкĕ сăхман шăп виçеллине тахçанах пĕлет. Хăшпĕр чухне пасара е чиркĕве тăхăнса каяс шухăш та пӳлнă. Çын тумĕпе каппайланса çӳрет тата аппăшĕ таврăнсан киветнĕ теессĕн туйăннипе тытман. Халь аппăшĕ мĕн пирки сăмах хускатнине тавçăраймасăрах тăхăнчĕ.
— Мĕнле?
— Шăп та лăп сан валли çĕлетнĕ пекех!
— Чăнах та-çке... — мăнукĕн йăрăс пĕвне курса хĕпĕртерĕ Уляна.
— Вăт, сăхмана пуçĕпех сана парнелетĕп!
Анахвис чĕререн савăнчĕ. Камăн пасар сăхманĕпе çӳрес килмĕ?! Пăхтарма каччăсем çук та, тирпейли аван ĕнтĕ. Пурпĕр йышăнма хăймарĕ.
— Аппа, кирлĕ мар. Чипер таврăннă ятпа ху тумлан. Эп çамрăк-ха. Мана килти сăхман та юрăть.
— Çамрăк пулин те, çитĕннĕ хĕр эсĕ. Сан капăр тумланма сăлтав пур. Мана кирек мĕн çакса ярсан та пырĕ. Чуссăнккипе калуш та сан пултăр!
— Аван мар, аппа. Çын мĕн калĕ?!
— Уншăн ан шухăшла. Ку тума ман çире никам та курман. Тата аппăшĕ парнелени çынтан кивçен илни мар. Упраса усранă япалана хăвах тăхăн!
Хĕрĕпе мăнукĕ пĕр-пĕрне ырă тума тăрăшни Улянана савăнтарчĕ. Вĕсем темле йывăрлăх та тӳссе курнă. Натюш тумĕсене терĕс-тĕкел упраса усранă. Халь вĕсене Анахвисе парнелеме пикенни Улянашăн та тивĕç пек туйăнчĕ. Хĕрĕн чăннипех качча тухас ĕмĕт çук-и, тен.
— Йăлăнтарса ан тăр! — Натюш кăмăлне хапăлласа сăмах хушрĕ Уляна.
Анахвис килĕшрĕ. Нуски-çăпатине салтса пăрахрĕ, чуссăнккипе çут калуш тăхăнчĕ. Каллĕ-маллĕ уткаларĕ.
Улянапа Натюш умне ытарма çук юсав хĕр тухса тăчĕ. Пĕр хушă ним чĕнмесĕр киленсе пăхнă хыççăн Натюш арчине уçрĕ, çĕлетмен хаклă йышши кĕпелĕхсемпе тутăрĕсене кăларса купаларĕ.
— Савнă йăмăкăм! Ку мула пĕтĕмпех ху арчуна пуçтарса чик!
Анахвис ĕненнĕ-ĕненмен пирки ним калама аптрарĕ. Натюш тепĕр хут астутарсан тин тăна кĕнĕ пек пулчĕ.
— Аппа, кирлĕ мар. Ман хамăн пурри те çителĕклĕ. Тата кунашкал пурçăн тавраш пирĕн çире килĕшӳсĕр.
— Ăсне çухатман хĕре килĕшет. Капăр тумланнăшăн çын çиме эпир киревсĕр ĕç туса намăса кĕмен. Ку мула мана Анук аппа парнеленĕ. Эп усă кураймарăм. Сана хăйĕн хĕрĕ пекех юрататчĕ. Халь ун пурлăхĕпе эс ырă кур. Арчуна пуçтарса чик.
Тем чул турткалансан та, Анахвисĕн йышăнма тиврех. Натюш кăларса купаланă мула хăй арчине вырнаçтарчĕ те, пуçтарăнса килтен тухса кайрĕç.
Атăлкасси — Натюш чун-чĕрине тивнĕ ял. Шăпах çакăнта вăл, вунсакăр çулхи хĕрача, социал-демократла парти организацийĕ хушнине пурнăçланă. Çирĕм çула çитсен çак ялтах хăй ăраскалне тупнăччĕ. Упăшки сутăнчăка тухни мĕнпур ĕмĕтне кĕл туса хăварчĕ. Ав, станувуй тата уретник-стражниксем ĕçлесе тăнă кил-çурт ахăрса ларать. Натюшăн ашшĕпе иккĕш пурăннă пӳлĕме кĕрсе курас килчĕ. Халь тата куна тума темех мар, станри туре-шарасем тарса пĕтнĕ. Анук аппăшне систерейменнине, вăл пуçне хунине аса илчĕ те, çемçелме хăтланнă кăмăлĕ хытрĕ. Ылханлă куçĕпе сиввĕн пăхса иртсе кайрĕ кунтан. Икĕ хутлă чул çурт тĕлне çитсен, Анахвис чĕмсĕрлĕхе сирчĕ:
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...