Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
— Юлташсем! — сассине хăпартарах чĕнчĕ Павăл. — Ман сăмах нумай мар. Чи малтанах уес комиссарне, Константин Сергеевич Лаврские, ырă хыпар илсе килнĕшĕн тав тăватăп!
Самантлăха Павăл чарăнчĕ те алă çупасса кĕтрĕ. Халăх шăп тăчĕ. Вара кăкăр çинчи хăйăвне ывăç тупанĕпе якаткаларĕ те шухăшне малалла тăсрĕ:
— Хисеплĕ Константин Сергеевич каланисемпе пĕтĕмпех килĕшетĕп. Аранах ирĕклĕх килчĕ. Патша чухне хĕн-хур сахал тӳсмен эпир. Куна энĕшкассисем такамран та аван пĕлеççĕ. Хура юпа паян кун та ял пуçĕнчех тăрать. Халĕ ĕнтĕ ăна тăпăлтарса пăрахмалли вăхăт çитрĕ. Энĕшкасси халăхне кĕлĕрен тухсанах çав юпа патне пухăнма чĕнетĕп. Сывă пултăр пире ирĕк панă Вăхăтлăх правительство! Сывă пултăр хисеплĕ комиссар Лаврский!
Ал çупни каллех илтĕнмерĕ. Анчах чĕрене тивертнĕ юпа çинчен сăмах хускатни энĕшкассисен чĕлхине уçрĕ.
— Пыратпăр! Чиркӳрен тухсанах пыратпăр!
— Паянах тăпăлтарса ывăтас! Текех хур кӳрсе ан лартăр!
Халăх килĕшни пупа рехетлентерчĕ. Павăл амвон çинчен ансанах вăл:
— Тата кам калаçасшăн? — терĕ.
Элекçей черет çитнипе чĕтресе илчĕ. Çук, хăранăран е именнĕрен мар, вăл кунта та Павăл хыçĕнчен пулчĕ-çке. Лешĕ пурнăçра та унран маларах пырать. Сăмах тунă япала пурпĕр сасă пачĕ:
— Эпĕ!
Элекçей амвон патне хăюллан хăпарчĕ, халăх çине лавккинчи пекех тӳртен пăхрĕ, анчах çăварне уçма тăрсан, чĕлхи çухалчĕ. Иртнĕ каç вĕрентнĕ тăрăх унăн вăрçă кирлĕ, Раççейшĕн пуç хума хатĕр пулмалла тесе каламалла. Хăй вăрçа кайман пирки халăх курайманнине пĕлет вăл. Ав, халь те ун çине çисе ярас пек пăхаççĕ. Шухăш пăтраннипе Элекçей пуçне мĕн килнĕ çавна печĕ:
— Юлташсем, ырă хыпар илсе килнĕшĕн Константин Сергеевича эпĕ те тав тăватăп. Патша тĕп пултăр!.. Тата çакă та пур: хура юпана тăпăлтарнă çĕрте мĕншĕн энĕшкассисен çеç пулмалла? Вăл вĕсене çеç хур кӳнĕ-им? Çук! Çавăнпа эпĕ, чиркӳрен тухсанах, пĕтĕм Енел халăхне унта кайма чĕнетĕп!
— Тĕрĕс!
— Пурте каятпăр!
Павăлпа Элекçей хăйсене вĕрентнĕ пек калайманшăн Лаврский питех тарăхнăччĕ, халăх хăйсем май çаврăнни унăн кăмăлне уçрĕ. Митинга пуп ертсе пымаллине мансах:
— Халĕ Трифон Гавриловича сăмах паратпăр! — терĕ. Ку ята никам та пĕлмен пирки, çынсем каллĕ-маллĕ пăхкаласа илчĕç. Çакна сиссен, Лаврский ăнлантарчĕ. — Вăл сирĕн пекех ĕçпе те нушапа пиçнĕ çын!
Трифун алăк патĕнче чиркӳ йĕркисенчен, самана лару-тăрăвĕнчен инçетри шухăшсемпе киленсе тăратчĕ. Чăнах, ырлăх епле килсе тухрĕ-ха? Мăшăрланас шанăçа ĕмĕрлĕхе çухатнă çĕртен ун тĕлне çамрăк хĕрарăм тупăнчĕ. Çук, тупанче çеç мар, емер перле пуранма самах пачĕ. Кам вăл, мĕнле хĕр, ĕçлĕхлĕ-и, ĕçлĕхсĕр-и, тирпейлĕ-и е тирпей-сĕр — кунашкал иккĕленӳсем пырса кĕмерĕç. Трифуна, унпа пĕрлешсен, такамран телейлĕ пулассăн туйăнчĕ, ытти çынсемпе танах йăва çавăрас емĕчĕ çитĕнчĕ. Анчах хăй ятне асăнни унăн шухăшĕсене татрĕ, чĕринчи хаваслăх сирелчĕ. Сасартăк иртнĕ каç мĕн пулса иртнине аса илчĕ. Кĕтмен çĕртен ăна хуçасем апат çиекен пӳлĕме чĕнсе кĕртрĕç. Трифун Михха патĕнче вунсакăр çул ĕçлесе те апат пӳлĕмне ура ярса пуснине астумасть. Хуçипе ваккат иккĕшех. Лаврский ăна пĕр тан çын шутланăн Раççейри лару-тăру çинчен хăйне май ăнлантарса пачĕ, чиркӳре тухса калама сĕнчĕ. Ун чухне шӳт тунăн туйăннипе Трифун килĕшрĕ. Паян кам мĕн хăтланнине курасшăн тенĕ пек çеç чиркĕве килчĕ. Шӳт мар иккен. Ăна сăмах калама чĕнеççĕ. Мĕн тумалла? Лаврский ăс панă хыççăн каймалла-и? Ку вара хăйĕн чунне тата чухăнсене сутни пулĕччĕ. Ытлашши мар та, революциллĕ юхăма вăл та хутшăннă-çке, вăйĕ çитнĕ таран Микуласене пулăшма тăрăшнă. Енчен чĕринче мĕн пуррине пĕлтерсен, Лаврскисене тăрă шыв çине кăларсан? Трифун сехĕрленчĕ. Хуçи çилленесси паллах. Вырăнтан хăваласан, ăçта кайса кĕмелле? Сипленме хăтланнă пурнăçа аркатмалла-и? Варвари мĕн тăвĕ? Трифун чиркĕве килнĕщĕн хăйне хăй ӳпкелерĕ. Иçмасса, пуп патĕнче лайăхрах ĕçес те ӳсĕре перес. Михха ятлаçкаланипех ирттерĕччĕ. Халь шăвăнма май çук. Ав, Лаврский ун еннелле тинкерчĕ. Трифун хумханнине сиресшĕн татăклăн шухăшламасăрах вырăнтан тапранчĕ.
— Трифон Гаврилович, кунта килĕр! — сĕнчĕ Лаврский. Пĕтĕм халăх хăй çине пăхнине сиссен, Трифун пушшех пăлханчĕ, çавăнпа амвон çине хăпармарĕ. Çĕлĕкне тĕркелесе тытса халăх еннелле çаврăнчĕ:
— Юлташçем! — сасси аран тухрĕ Трифунăн.
— Хытăрах кала! — илтĕнчĕ халăх хушшинчен. Трифун чĕрĕленчĕ. Чăнах, чиркĕве килнĕ çынсенчен мĕн тесе вăтанмалла? Вĕсем пурте пĕр ăраскаллă мар-им? Хĕн-хурĕпе нушине пĕрле тӳсмен-и? Е вăл усал ĕçшĕн хурламалла çын-и? Çук, вăл чухăн та, тӳрĕ пурăннă Трифун Лаврский вĕрентнине йăлтах манчĕ.
— Юлташсем! — чĕнчĕ вăл тепĕр хут хăюллăнрах. Вара чĕлхи çине мĕн килнине пĕтĕмпех каларĕ. — Мана, ĕмĕре тарçăра ирттернĕ çынна, халăх умĕнче сăмах калама тивĕç çитнĕшĕн савăнатăп. Ман пек мĕскĕнсен ма савăнас мар? Пирĕн пеккисене кам мăшкăлламан, кам пусмăрламан? Çавăншăн эпир вăхăтсăр сухапуç хăми пек авăннă. Ку та сахал, вăрçă тухрĕ те сурăхсем пек хăваласа кайрĕç, ашшĕ-амăшĕсене, ачисене тăлăха хăварчĕç. Мĕншĕн тет? Çĕршывшăн тет-и? Пирĕн çĕршыв виçĕ аршăн кăна! Аранах юнлă патшана вырăнтан сирпĕтрĕç. Чăн-чăн ирĕклĕх те çитĕ-ха!
Ан тив, Трифун вăрçă сăлтавĕсене тата вăл хăçан пĕтмеллине уçса памарĕ те, ун сăмахĕ пурпĕр ĕненекенсен чĕрине тиврĕ. Чиркӳре пулмасан, ырласа, халалласа сасă паракансем тупăнĕччĕç. Шавламалла вырăн марри ирĕксĕрех чĕмсĕрлентерчĕ.
Трифун хăй сăмахĕсенчен хăй хăраса ӳкнĕн сасартăках чарăнчĕ, аллинчи çĕлĕкĕ çине пăхрĕ. Вара çула тухсан манса хăварнă япалине илме каялла таврăннă чухнехи пек кăшкăрчĕ:
— Сывă пултăр революци! Сывă пултăр ирĕклĕх! Сывă пултăр Вăхăтлăх правительство!
Трифуна темле йывăр ĕç тунинчен ытларах ывăннăн туйăнчĕ. Çамки çине пăчăртанса тухнă шултра тарне çĕлĕкпе шăлса типĕтрĕ.
Ĕненекенсем ăна вырăнне çитичченех ăшшăн пăхса ăсатрĕç.
— Маттур çын.
— Вăрçă хăçан пĕтессине кăна шарламарĕ.
Лаврский сехĕрленсе ӳкрĕ. Трифун сăмаха Вăхăтлăх правительствăна сывлăх суннипе вĕçлерĕ те, унччен патшана çеç мар, пĕтĕм саманана хурласа тăкрĕ. «Чăн-чăн ирĕклĕх те çитĕ-ха», — тесе патшана сирпĕтнипе чарăнмалла маррине систерчĕ. Ахаль мар ĕненекенсем хумханса калаçни, Трифуна ăшшăн пăхса ăсатни палăрчĕ. Лаврский кучерпа çыхланнăшăн хăйне хăй ятларĕ. Ун йышшисем куçне çĕр çинчен илейменнине халиччен чухламан-им? Малашне ăслăрах пулĕ те, халь майлаштарма тăрăшмалла. Халăх кучер шухăше хыççăн каясран хăрушă. Тем курса ларăн...
— Тăвансем, — хавхалануллăн чĕнчĕ вăл, — чăн-чăн ирĕклĕх çитĕ мар, çитнĕ! Куна паян хăвăр курса ĕнентĕр. Патша чухне Трифон Гаврнлович пек тарçăсене митингра мар, ялти сходра та сăмах паман. Трифон Гаврилович самана йывăрлăхĕ пирки те тĕрĕс каларĕ. Шанăр, тăвансем, Вăхăтлăх правительство юсĕ. Çавăншăн сирĕнпе пĕрле Вăхăтлăх правительствăна тепĕр хут ырă сунас килет. Сывă пултăр халăха ирĕклĕх панă Вăхăтлăх правительство!
Павăл йышшисем темиçен алă çупрĕç.
Халăх хăй майлă çаврăннă пек суннипе Лаврский хăвăрт сĕнчĕ:
— Тăвансем, пирĕн ĕнтĕ хамăр кăмăла хут çине çырса палăртмалли кăна юлчĕ. Ирĕк парсан — вуласа пăхăпăр!
— Вулăр!
— Вулăр! — терĕç темиçе сасă.
«Эпир, Ĕнел прихутне кĕрекен сакăр ял хресченĕсем, паянхи митингра уезд комиссарĕ Лаврский юлташ тĕнчери лару-тăру çинчен ăнлантарнине сӳтсе яврăмăр та, Вăхăтлăх правительство туса хунине ырлатпăр, ăна пăхăнатпăр, вăл хушнисене пурнăçа кĕртетпĕр. Сывă пултăр Вăхăтлăх правительство! Сывă пултăр ирĕклĕх! Сывă пултăр социал-революционерсен партийĕ!»
Лаврский вуласа пĕтерчĕ те халăх çине пăхрĕ:
— Хушмалли е юсамаллисем пур-и? Никам та чĕнмерĕ.
— Çук пулсан — сасăлăпăр. Анчах çакна ан манăр: хальхи ирĕклĕ саманара хĕрарăмсем те арçынсемпе танах сасăлама пултараççĕ. Кам та кам вуласа панине йышăнас тет, ал çĕклĕр!
Кĕтмен çĕртен шутласа кăларайми ал çĕкленчĕ. Ирĕклĕх, хĕрарăмпа арçын пĕр тан тени кама ан хавхалантартăр?! Чиркӳре хĕрарăмсем ытларах-çке.
— Ĕнтĕ вуласа панипе килĕшес мар текенсем ал çĕклĕр!
Хирĕçлисем палăрмарĕç. Лаврский юлашки сăма! калама васкарĕ:
— Тăвансем, эсир Вăхăтлăх правительствăна ырлас пирки иккĕленмен. Урăхла май та çук. Сирĕн хыçран вулăсри çеç мар, уездри пĕтĕм хресчен çĕнĕ саманашăн çирĕп тăрĕ. Çавăншăн сире тав тăватăп! Ырлăх-сывлăх сунатăп!
V
Трифун кĕлĕ пĕтичченех чиркӳрен кайрĕ. Ваккат ун сăмахне тепĕр май ăнлантарни, çавна хирĕç ним чĕнейменни питех тарăхтарчĕ ăна.
Варвари пĕр пăхсах савнийĕ улшăннине сиссе канăçсăрланчĕ.
— Сăнран ӳкнĕ-çке эсĕ? Мĕн пулчĕ тата?
— Шуйттан илесшех тăнпуçа çирĕ-и, тен! — çатракаланчĕ Трифун. — Тухса калаçмалла марччĕ. Вăт ĕнтĕ халăха та култартăм, хуçана та çиллентертĕм!
— Турă çырлахтăр, Трифун Гаврилович... Уншăн мĕнех вара? Паçăр çеç халь ĕлĕкхи мар, никамран хăрамалли те çук терĕн-çке.
Трифун аванмарланчĕ. Чăнах, ма çав териех пăлханмалла унăн? Вырăнтан кăларин, мăйĕ пур çине сӳсменĕ тупăнĕ. Йăнăшне тӳрлетсе тӳрре тухасшăн пек:
— Тĕрĕс, Варвари, çăва патне чикеленччĕр вĕсем. Тата хивререх каламаллаччĕ, саншăн тытăнса тăтăм, — терĕ.
— Ман пирки шухăшлама кирлĕ марччĕ, Трифун Гаврилович. Санпа пĕрле темле нушана та тӳсме хатĕр. Вăт эс пăрахсан е суйсан, урăх пурăнасса шанмастăп...
— Варвари, кам тетĕн мана? Пире эсреметсем мăшкăллани те çителĕклĕ.
Варвари Трифун çумне ачашшăн йăпшăнчĕ. Лешĕ хĕре ыталаса çупăрларĕ.
— Трифун Гаврилович, тăхта! — аса илнĕн чĕнчĕ Варвари. — Кĕçех сехметсем персе çитĕç. Эп сан валли кучченеç хатĕрленĕччĕ. — Тепĕр пӳлĕмелле васкаса кĕчĕ, часах çыхă илсе тухрĕ. — Тыт, тархасшăн!
— Кирлĕ мар!
— Ма тата!
— Араскал пӳрсен, иксĕмĕр çын мулне хапсăнмасăрах пурнăç тăвăпăр. Вăрттăн илни хамăра çын вырăнне шутламаннине пĕлтерет. — Варвари ăнланаймасăр тăнине асăрхасан, ятарласах хистерĕ: — Пыр, пыр! Кайса хур!
Варвари хирĕçлесшĕнччĕ, пуçламăш хут савакан арçын хушни парăнтарчĕ.
— Пĕрер черкке эрех ĕçтерем-ха! — терĕ, çыхха кайса хурсан.
Тултарнă черккене пушатма ĕлкĕрейнĕччĕ — çенĕкре ура сассисем илтĕнчĕç.
— Килеççĕ!
Ваккат пит-куçĕнче палăрмаллах хаваслăх çиçет. Ма ан савăнтăр вăл! Пысăк вырăнти пуçламăш утăмах ăнăçлă пулчĕ. Ĕнел халăхĕ пĕр сăмахсăрах Вăхăтлăх правительствăна ырласа резолюци йышăнчĕ. Çавнашкал резолюцисене вăл Хусана тăратĕ. Унăн чапĕ тата çĕкленĕ, çӳллĕрех пусăма хăпарма пулăшĕ. Акă Учредиловка пухăвне кайма суйлĕç те... Кам пĕлет, тен, Питĕрте ĕç тупса парĕç. Кучера курсан, кăмăлĕ пăсăлчĕ:
— Ну, Трифон Гаврилович, эсир мана питех тĕлĕнтертĕр!
— Мĕн туса-ши, Константин Сергеевич?
— Эп вĕрентнине мантăр-им? Пăтрашса кайрăр! Трифун мĕскĕнленме шутларĕ:
— Пулĕ те, Константин Сергеевич. Куншăн хама çеç мар, сире те ятлас килет. Емĕр тăршшĕпе лаша витинче нушаланнă çынна çав аслă пухура пакăлтатма ирĕк памаллаччĕ-и? Арпа пуçа тем пырса кĕрĕ, тем персе яре вăл?
Лаврский Трифун сăмахне ĕненмерĕ. Чиркӳре чухнех унра халиччен палăрман вăй-хăват, татăклă тĕллев пурри сисĕннĕччĕ. Халь, ахăртнех, çирĕпленчĕ. Чунĕ тарăхса кайрĕ. Мĕнле тӳрлетмелле ĕнтĕ? Уççăн калаçтарса парăнтармалла.
— Çук, Трифон Гаврилович, — çилĕ витĕр кулкаларĕ Лаврский. — Эсир арпа пуç мар. Хăвăра хисеплемен пек хăтланса, кăмăлăрта мĕн пуррине пытарасшăн. Ăнлантарса парăр-ха, тархасшăн: кам пусмăрланипе сухапуç: пек авăннă эсир? Тата мĕнле ирĕклĕх кĕтетĕр?
Пĕр сăмахпа касса татмалла патне çитсен, Трифун аптраса тăчĕ. «Михха пусмăрланипе» тесе, куçа-куçăн мĕнле калас-ха? Хуçа тилĕресси паллах. Ун патĕнче ĕçлени Микуласем пур чухнехи пекех кирлĕ пулмĕ-ши? Апла, Михха пирки шарламĕ, ыттишĕн тивĕçлĕ хуравлĕ.
— Константин Сергеевич, тĕлĕнтеретĕр эсир мана, — тавăрса хучĕ Трифун. — Малтан тухса калама хистерĕр. Вара чиркӳ тулли халăх умĕнче ман шухăшсене ырларăр. Халь станувуй пекех тĕпчеме тапратрăр. Куна пĕлнĕ пулсан, çăвар уçма та килĕшместĕм!
Лаврские такам питрен çупнăн туйăнчĕ. Ăна станувуйпа танлаштарчĕç. Ĕлĕкхи саманара нимех те марччĕ. Социал-революционерсен ретне кĕнĕ хыççăн, халăх тусĕ пек курăнма тăрăшнă тапхăрта, ку хыпар çынсен хушшине сарăласран хăрушă. Шанăçран тухса ӳкĕн. Вăл кучера тем каласа пăрахас вырăнне йăлăнма хатĕр. Анчах чĕлхи çаврăнман пирки ним чĕнеймесĕр куçне мăчлаттаркаласа ларчĕ.
Кучерăн халапĕ Михха кăмăлне чиркӳрех хуçнă, Халь ытла та хăюлланни шухăша ячĕ. Вал ăна чи лăпкă, мĕн хушнине пурне те тума хатĕр тарçă тесе шутланă. Пуçĕпех сутăн илесшĕн мул парнелесшĕнччĕ. Йăнăшрĕ-им? Кучерĕ те пăлхавçăсемпе танах ăна хирĕçле-и?
— Кам пусмăрланă сана? Тата мĕнле ирĕклĕх кĕтетĕн? — Лаврский ыйтăвне парса тĕпчерĕ Михха.
— Кам? Хă... Патша! — ӳпкеленĕн юптарчĕ Трифун. — Çынсене саламатпа вилĕм хакне ӳкериччен çунтарнă терĕ-иç Константин Сергеевич... Эп çавна çеç асăнтăм.. Ирĕклĕхĕ пирки те çаплах... Чăнах, эсир мана тапăннине ниепле тăна илейместĕп...
Кучерĕ ыхлаçлине Михха ĕненчĕ, Лаврские çилленчĕ. Вăл ытлашши шала кĕнипе такам пуçне арпаштарĕ. Уççăнах астутарĕччĕ, кучерпа стрепке умĕнче аван маррипе:
— Пуш параппан çапнипе çитĕ. Пыр, урхамаха хатĕрле.
Кĕçех каятпăр! — терĕ. Трифун алăк патнелле ута пуçласан, Варварие хушре: — Чиперкке, пĕрер черкке тултар-ха!
Упăшка пуласси пирки çунса тăракан хĕр, хăрушлăх иртнине сиссе, хăвăрт килĕшрĕ.
— Халех!
Уçă çĕре тухсан, Трифуна мăйкăчран хăтăлнăн туйăнчĕ, лăштах сывласа ячĕ. Юлашки çулсенче кунашкал кăткăс лару-тăрăва çакланманччĕ. Анчах кун пирки шухăшлама вăхăт пулмарĕ, хапхаран пуп кĕчĕ. Трифун сасартăках Варварие сăмах панине аса илчĕ.
— Пачăшкă... — хăй тĕлне çитсен чарчĕ ăна кучер. — Ман сирĕнпе сӳтсе явмалли пурччĕ...
— Араç? Итлетĕп, Трифон Гаврилович! — куларах хирĕç чĕнчĕ пуп.
Трифун сăмахне малалла тăсрĕ: . — Эп сирĕн стрепкене качча илетĕп...
— Араç?..
— Çапла, пачăшкă... Пуп тăрăхлама пикенчĕ:
— Хаклă Трифон Гаврйлович, стрепкене хăйне пĕлтермеллеччĕ. Ăна качча пама е чарма ашшĕ мар эпĕ. Ман ĕç венчет тăвасси. Чĕнсен — туйне пырăп!
— Уншăн мар-ха, пачăшкă!
— Тата мĕн?
— Çакна асăрхаттарасшăн: Варварие вăхăтлăха сирĕн патăртах хăваратăп. Апат-çимĕç хатĕрлеме, выльăху-чĕрлĕхӳне пăхма пурпĕр тарçă кирлĕ. Мăшкăллама, ĕçрен кăларса яма ан шутланă пултăр!
— Мĕн терĕр?! — тăнланман пек ехлетрĕ пуп.
— Ман арăма тапăнма ан шутлăр терĕм!
— Эс мĕн, ухмаха ернĕ-и?!. — урăх ним калама аптранипе кăшкăрса пăрахрĕ пуп.
Трифун йӳпсемерĕ. Çатурланса кайнăскер, хăрамасăр та вăтанмасăр патлаттарчĕ:
— Эп ăслах маррине пурте пĕлĕççĕ. Унсăрăн ĕмĕре тарçăра ирттермĕттĕм. Эсир ăслине те пурте кураççĕ. Çавăншăн пачăшкăна вĕреннĕ. Тата сире стрепкесене час-час улăштарма паттăрлăхпа патварлăх пилленĕ.
Пуп пĕр вĕриленсе те пĕр сивĕнсе кайрĕ. Хирĕç тавăрма чĕлхи çыхланчĕ.
— Ман арăма тапăнма ан хăтланăр! — тепĕр хут астутарчĕ Трифун. — Турă сыхлатăр, тем туса çылăха кĕрĕп. Кирек мĕнле пулсан та, çĕр çинче чипер утса çуреймĕр! Халь ĕлĕкхи маррине хăвăрах чухламалла. — Чарăнса сывлăшне çавăрчĕ те çирĕппĕн хушса хучĕ: — Вăт çапла, пачăщкă. Халь елĕкхи мар, казак-стражниксене чĕнсе хăратаймăр...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...