Пулас кинсем :: Пĕрремĕш пайĕ
— Суять вăл! — кăшкăрса ятăм эпĕ тарăхнипе, тӳсеймесĕр.
— Вăл мана тахçантанпах тарăхса пурăнать, çавăнпа суд умĕнче элеклеме шутлать, — тет татах Сĕмьюн ман пирки.
— Мĕншĕн тарăхать? — ыйтаççĕ судьясем.
— Хăйне юраттарасшăн, Эпĕ савмастăп ăна. Ялйыш пĕлет-иç аттесем пире пĕчĕккĕ чухнех çураçса хунине. Атте те ăна мĕн пĕчĕкренпех манăн пулас кин тетчĕ.
Путсĕр сăмах илтнипе тар тапса тухрĕ. Анчах та суд ун сăмахне шута илмерĕ, тĕрмене хупмалла турĕ.
— Тĕрĕс мар суд турăр. Колхоз кĕлетне эпĕ вут тĕртмен, — хушать Сĕмьюн. — Çунакан кĕлетрен вăрлăх кăлартăм.
Сĕмьюна çав кунах тытса кайрĕç.
* * *
Пыратăп сукмакпа. Тепĕр сукмак çинче Вунеркке. Вăл паян комсомолăн районти комитечĕн бюровĕнче пулнă. Мĕнле хыпарпа килет-ши? Çулсăрах, ана тăрăх вĕçтертĕм. Аякранах илтетĕп ун сассине.
— Талюна! Саламлатăп!
Саламлать. Эппин, эпĕ комсомолка. Хирĕç пулсан, ыталаса илтĕм ăна.
— Комсомол билетне, илме пĕрле каятпăр, — пĕлтерет Вунеркке.
16
Комсомолăн районти комитет секретарĕн пӳлĕмĕ. Эпĕ кунта кĕме питĕ шиклентĕм. Вăтанатăп. Вунеркке хăюллă. Вăл секретарь алăкне шаккарĕ те, кĕтĕмĕр. Пире çамрăк кăна, çырăрах çын кĕтсе илчĕ, саламласа. Секретарь ĕнтĕ ку. Ăшă кăмăллăскер пулас. Йĕри-тавра пăхса çаврăнтăм. Пӳлĕмре хăтлă. Сĕтелне хăмачпа витнĕ. Стена çумĕнче — Ленин портречĕ.
Эпир лартăмăр. Нумай та вăхăт иртмерĕ, пӳлĕме татах, татах кĕчĕç çамрăксем. Пурте хаваслă, йăл-йăл кулкалаççĕ.
Секретарь ура çине тăчĕ. Пурте шăпланчĕç. Вăл пире комсомола кĕнĕ ятпа саламлать, комсомолецăн мĕнле пулмалли çинчен калать. Унтан билет пама тытăнать.
Ман ят тухрĕ. Чĕркуççи вăйĕ пĕтнине сисетĕп. Малалла ярса пусма хал çитмест.
— Талюна, хăюллăрах, — чĕнчĕ мана секретарь. Аранах чун кĕчĕ. Сĕтел умне утса пытăм.
— Тӳрĕ кăмăллă ленинçă пулма ырă сунатăп! — тет секретарь, мана билет тыттарса. Ăçтан сас тухрĕ-ши хамăн:
— Комсомол ятне ĕмĕр вараламăп, — тесе сăмах паратăп.
Комсомол билетне аллăма çирĕп тытса, вырăна лартăм.
Чаплă пуху вĕçленчĕ. Секретарь пирĕн Вунерккене тата Çырмапуç ялĕнчи комсомол ячейкин секретарьне Сергее юлма хушать.
— Вунеркке, — тет секретарь, пӳлĕм пушанса юлсан. — Сергей ырă ĕç хускатать. Ялпа ял çамрăкĕсем хушшинче политçапăçу туса ирттересшĕн. Чи малтан сирĕн ял çамрăкĕсене чĕнет вăл.
— Клуб лайăх пирĕн, — хушса хурать Сергей.
— Çĕнĕ ĕçе çул памалла, — килĕшет Вунеркке. — Тема мĕнле?
— Ыйтусем парти историнчен тата тĕнчери лару-тăру пирки пулаççĕ, — тет секретарь. — Урăх ыйтусем те кĕртĕпĕр. Ыйтусене хатĕрлетпĕр. Судйисене те çирĕплетĕпĕр.
Вунеркке мана ыталарĕ те каларĕ:
— Талюна, чĕнĕве йышăнатпăр-и? Мĕнле?
— Йышăнатпăр, — тетĕп.
— Эппин, калаçса татăлнă тесе шутлăпăр.
Политçапăçăва тата икĕ эрнерен, вырсарникун, Çырмапуç клубĕнче ирттерме йышăнчĕç. Пирĕн вĕсем патнĕ каçалапа 6 сехетсенче пырса çитмелле.
* * *
Киле тĕнчере çук кирлĕ япала тупса таврăннă пек туйăнчĕ. Вунеркке çак каçах шкула пĕтĕм комсомолецсене, комсомолта тăман çамрăксене пухрĕ. Эпĕ хампа пĕрле историпе çырса пынă тетрадьсене илтĕм.
Пухăва Марука та чĕнтĕм. Пычĕ. Эпир унпа юнашар лартăмăр.
— Туссем, — терĕ Вунеркке, сĕтел тулли кăларса хунă кĕнекесем çине пăхса илсе. — Çырмапуç çамрăкĕсем пире политçапăçăва чĕнчĕç.
Вунеркке çамрăксене политçапăçу мĕнле иртесси пирки пĕтĕмпех ăнлантарчĕ.
— Мĕн калăр? — ыйтрĕ вăл пухăва килнисенчен.
— Чĕнĕве йышăнас! — терĕç пурте пĕр харăс. Унтан шавласа кайрĕç.
— Атьăр питĕ лайăх хатĕрленер!..
— Колхозра çураки вĕçленнĕ, пахчаçимĕç ӳсет. Вăхăт пур.
— Тĕлĕнсе тăччăр пирĕнтен.
— Темĕн, калама çăмăл, ĕçне тума йывăр.
Çамрăксем çĕкленӳллĕ калаçни килĕшрĕ пулас Вунерккене, кăмăллăн итлесе тăчĕ те унтан çапла каларе:
— Эппин, ĕçе тытăнар халех.
— Тытăнар! — терĕмĕр.
Учительница пурне те тетрадь, кăранташ парса тухрĕ.
— Чи кирлине манса каясран çырса пырăр, — сĕнет вăл. — Эпĕ сире Владимир Ильич Ленин Коммунистсен партине мĕнле йĕркелесе яни çинчен, съездсем çинчен, вĕсенче мĕнле ĕçсем тума йышăнни çинчен каласа парăп.
Пуçланчĕ. Хама эпĕ техникумра лекцинче ларнă пек туйрăм. Ăнланмалла калать Вунеркке. Нумай пĕлет. Пултаруллăскер. Ăмсанатăп, мĕнле-ха çынсем çавăн пек ăслă пулаççĕ.
Çур çĕр те çитет пулĕ, эпир çаплах шкулта. Итлетпĕр, итлетпĕр те канма тухатпăр, пĕри купăс тăсса ярать. Пĕр хушă юрă янрататпăр. Ташăсăр иртместех. Каннă хыççăн Вунерккене итлетпĕр.
— Истори... Аслă Ленин, унăн çывăх тусĕсен ĕçĕсемпе паллашатпăр. Акă камсем революци тăвакансем.
Манăн татах, татах пĕлес килет.
— Çитĕ паянлăха, — тет Вунеркке. — Ыран каллех пухăнатпăр. Килте те вулăр.
Саланатпăр. Эпир Марукпа Вунерккене кĕтетпĕр.
— Чим-ха, чим, мĕн çырнă эсĕ унта? Кăтарт-ха, — тет Вунеркке ман алăри килтен илсе килнĕ тетрадьсене илсе. Страницисене уçкаларĕ. — Кунта сан Париж Коммуни çинчен çырни пур. Тăхтăр кăшт, пăхса тухам. Ытларах пĕлни чармасть. Шăп çакăн çинчен ыйту парĕç, тен.
Марукпа тăратпăр. Вунеркке эпир пуррине манса кайсах вулама, хăйĕн тетрачĕ çине темле паллăсем лартма тытăнчĕ. Ун çине пăхса татах ăмсанатап. Ӳркенмен çын.
— Ах, нумай пĕлмелле, — тет Вунеркке, мана тетраде каялла тавăрса парса. — Çĕнтерӳ ахаль килмест, Талюна.
Иккĕмĕш каç шкула çамрăксем тата ытларах пухăнчĕç. Ваттисем те пур. Тĕнчери лару-тăру çинчен пирĕн атте шăллĕ, коммунист Михаля пичче, калаçу ирттерет.
Нумай каларĕ вăл. Ыйтусем те пачĕç ăна. Вăл каланинчен эпĕ çакна ăнлантăм: халĕ тĕнчере икĕ тĕлте вăрçă вучахĕ амаланать. Пĕри хĕвелтухăçĕнче, тепри — хĕвеланăçĕнче. Кунта тĕнчери чи киревсĕр парти пуçне çĕклет. Пирĕн нихçанхинчен те çирĕп тăмалла. Тăван çĕршыва куç шăрçине сыхланă пек сыхламалла. Тăшман таçта та пуçне çĕклеме хатĕр тăрать. Пирĕн ретре Сĕмьюн пек ирсĕр чунлисем ан пулччăр. Çирĕпрех тăрар!
* * *
Тĕлĕнмелле эрне ку. Кашни кун мĕн те пулин çĕнни. Пĕр ирхине Марук каçрĕ ман пăта.
— Атя разъезда, — тет. — Паян Терентей килет. Акă, çыру илтĕм.
— Ну?
— Пĕлетĕн-и, ăна илме тăванĕсем лашапах каяççĕ ĕнтĕ.
— Кайĕçин, ара.
— Мĕн, эпир ăна мĕнле кĕтсе илнине вăрттăн пăхса тăрăпăр, Талюна, юрĕ-и?
— Юрĕ, — килĕшетĕп.
Разъезда кайма пуçтарăнатпăр. Марук уяври пек тумланчĕ. Пăхса ытармалла мар хĕр.
— Кай, çав тери чипер эсĕ, Марук!
— Темĕн çав, — кулать хăй.
Çул тăршшĕпех Терентей çинчен калаçрăмăр. Пирĕнтен аслăрах вăл. Çапах та Марука юратнă. Каччăсем çавнашкал, вĕсем хăйсенчен кĕçĕн хĕрсене куç хываççĕ.
Разъездра эпир никам курмалла мар, пĕр йывăç хӳттине, пытанса тăтăмăр. Часах поезд çитре. Варринчи вăкунран чăматан йăтса салтак анчĕ.
— Çав, Терентей! — тет Марук. Хăй сиксех чĕтрет. Вăт, мĕн тумасть юратакан çын.
— Лăплан. Савнă каччу килчĕ вĕт.
— Хăратăп! — кулам пек тăвать Марук.
Терентее ашшĕпе пиччĕшĕ тыта-тыта чуптурĕç, вара лав патне утрĕç. Салтак чăматанне урапа çине хучĕ.
— Вĕçтерĕр, эпĕ çуран, — илтетпĕр Терентей сăмахне. Сисĕмĕн чунĕ пулех çав. Тупрĕ пире Терентей. Алă тытать. Савнисем пĕр-пĕрне ним те калаймаççĕ.
— Ку мĕнле майра пулчĕ? Паллаймарăм, — тет ман пирки Терентей. Эпĕ, кофтăпа юбка тăхăннăран ĕнтĕ, майра ятне илтрĕм.
— Пирĕн кӳршĕри Талюна! Эх, эсĕ те çав. Ялтан тухсанах хăшпĕрисем çынсене манаççĕ. Тен, мана та паллаймарăн? — тăрăхлать Марук.
Виçсĕмĕр те кулса яратпăр. Утатпăр. Юмахлатпăр тем çинчен те.
Ял та ума тухса тăчĕ. Паллах, савнисемшĕн вăрăм çул ытла та кĕске пулчĕ ĕнтĕ. Пахча хыçĕнче эпĕ вĕсене иккĕшне çех тăратса хăвартăм. Тен, вĕсен вăрттăн сăмах пур.
Вунеркке Терентей килнине самант пĕлнĕ. Унăн хăйĕн шухăшĕ. Мĕн кирлине тунă вăл. Çав каçах шкулта эпир хальхи тапхăрти çар вăйĕ, унăн техники, вĕренĕвĕ пирки Терентей каласа панине итлерĕмĕр.
Пирĕн йыща тепĕр нумай пĕлекен комсомолец-салтак хутшăнчĕ. Ку пурне те хĕпĕртеттерчĕ.
Кĕтнĕ кун çитрĕ. Вунеркке, Марук, эпĕ — шкула чи малтан пынăскерсем — кантăк витĕр йăлт та йăлт пăхса илетпĕр. Ыттисене кĕтетпĕр.
— Сасартăк пуçтарăнмаççĕ? — пăшăрханать Вунеркке. — Çитрĕ вара намăс курмалли.
— Хăраса ӳкрĕç пуль-и? — тет Марук. — Терентей килмесĕр юлас çук-ха, пĕлсех тăратăп.
Марук тĕрĕсех каларĕ. Терентей килет, авă. Йăл-йăл кулкалать хăй.
Терентейĕн ури çăмăл. Нумай та вăхăт иртмерĕ, класа пĕрин хыççăн тепри кĕре-кĕре тăчĕç. Микулай купăсне те хăварман.
— Маттур, Микулай, — мухтать ăна Вунеркке. — Çамрăксен пурнăçĕ купăссăр мĕн иленки.
— Атьăр!
— Каяр! — чĕнет йыш.
Вунеркке темшĕн васкамасть. Ун кăмăлне чухлатăп. Татах çамрăксем килессе кĕтет. Политçапăçăва пирĕн енчен йышлăн хутшăнсан, пире пĕр очко ытларах лартса параççĕ.
Килес пекки килчĕ пулĕ. Шăв-шав шавласа тухрăмăр. Вунеркке пурпĕрех, çул май ик-виç киле кĕрсе, татах темиçе хĕр, яш илсе тухрĕ. Вĕсем хатĕрленме çӳремен те, пурпĕрех, йыш пысăкки паха.
Пилĕк çухрăм пирĕн ялсем хушши. Мĕн вăл, ярăнса утмалăх çук. Çырмапуç ялне юрăпа çĕмĕрттерсе пырса кĕтĕмĕр. Пурте пăхаççĕ: е чӳрече уçса, е хапха умне тухса. Пĕчĕккисем вара пирĕн хыççăн чупрĕç.
Çырмапуçсем темиçе çул каялла чиркӳ пăсса клуб уçнă. Кĕретпĕр. Ăшĕнче аслă. Хуçисем пире ăшшăн кĕтсе илчĕç. Саламлатпăр пĕр-пĕрне. Паллашнă хыççăн ĕçе тытăнтăмăр. Хуçисен пĕр енне, пирĕн тепĕр енне вырнаçмалла. Ыйтусем параканни — районтан килнĕ комсомолецсем.
Виçĕ ыйту парти историйĕнчен, виçĕ ыйту хальхи лару-тăру пирки. Пуçланчĕ. Эх, пуçа çавăратпăр. Чи малтан мана ку ыйтусем пачах пĕлменнисем пек туйăнчĕç. Мĕнле апла? Чим, пĕлекеннисем вĕт! Эпĕ çеç мар, ыттисем те вĕтеленеççĕ. Пуçа хыçмалăх пурах çав. Пирĕннисем те, лешсем те пăшăлтатса илеççĕ хушăран. Ĕнтĕ каласа пама вăхăт çитрĕ. Ай, чăн-чăн çапăçу: пирĕн енчен, вĕсем енчен тухса калаççĕ. Мĕн чул кулăш! Пĕри-пĕри, ыйту çине унталла мар, кунталла каласа хурать, пĕтĕм халăх ахăлтатать, вар хытиччен кулан. Кун пек политçапăçу хам ĕмĕрте нихăçан та курман.
Панă ыйтусем тăрăх ку таранччен икĕ ял çамрăкĕсем те хастар калаçрĕç. Вĕсен пĕлĕвĕсем пĕрешкелех темелле. Аван хатĕрленнĕ. Унччен те пулмарĕ, ним кĕтмен çĕртен тепĕр ыйту кăларчĕç тăратрĕç: «Бурлаксем» картинăн авторĕ кам?» Шăп. Шăна вĕçни илтĕнмелле. Пĕр-пĕрин çине ыйтуллăн пăхаççĕ. Чăнах пур-ши ял çамрăкĕсен хушшинче аслă художникăн пурнăçне пĕлекен? Темĕн çав. Нихăш те алă çĕклемест. Тепĕр тесен, ăçтан пĕлччĕр? Революци ачисем, çĕнĕ пурнăç калчисем кăна-çке эпир. Унсăрах пĕлмеллисем питĕ нумай.
— Кĕтетпĕр, — теççĕ пирĕн пĕлӳсене хаклакансем.
Мана Саратов хулине çитнĕ чух пĕр çамрăк çын художник пирки калани самант аса килчĕ.
— Пĕлекенсем пур-и? — ыйтрĕç татах.
— Пур, пур, — терĕм, васкавлăн алă çĕклесе. Вунеркке шанмасăртарах ман çине чăрр пăхрĕ.
Сăмах пачĕç мана.
— «Атăл çинчи бурлаксем» картинăна вырăссен паллă художникĕ Илья Репин ӳкернĕ, — терĕм. Вара эпĕ художник пурнăçĕ çинчен, ӳкерчĕкри çынсене художник хăй те паллани пирки каласа патăм. Ман сăмаха пурте хускалмасăр итлерĕç.
— Питĕ аван.
Çапла хакларĕç сăмахăма.
Кам çĕнтерни паллă мар-ши, татах тепĕр ыйту пачĕç: «Кам вăл Чернышевский?»
Чĕнмеççĕ. Эпĕ хам та пĕлместĕп. Çырмапуç çамрăкĕсенчен тахăшĕ хăюсăртараххăн сас пачĕ.
— Революционер!
Никам та кулмарĕ. Йăнăш каласан пĕр кана сĕрлекенччĕ.
— Тĕплĕнрех каласан?
Вунеркке тухрĕ. Вăл пĕлетех ĕнтĕ. Ахальтен мар вăл учительница.
— Чернышевский вăл — писатель, — терĕ пирĕн ял учительници. — Унăн чи чаплă произведенийĕ «Что делать?» ятлă.
— Тĕрĕс мар! — тавлашса кĕрсе кайрĕ Çырмапуçсен секретарĕ Сергей. — «Что делать?» кĕнекене Ленин çырнă. Ленин!
Тавлашăва ирĕксĕрех вăййа ертсе пыракансен татса пама тиврĕ.
— «Что делать?» ятлă кĕнеке çулпуçăмăр Ленинăн та, Чернышевский писателĕн те пур.
Çакăнпа икĕ ял çамрăкĕсен тĕлпулăвĕ вĕçленчĕ. Часах кам мала тухнине пĕлтĕмĕр. Политçапăçура эпир çĕнтернĕ. Урра кăшкăратпăр. Пĕр-пĕрне тытса ыталатпăр. «Çĕнтернисем» — ырă ят-çке. Ку эпир хастаррине, маттуррине пĕлтерет. Камăн маттур пулас килмест?
Каçăртнă пуçпа тухрăмăр эпир туссен клубĕнчен. Хуçисем çапах та пире ялтан тухичченех ăсатса ячĕç. Çук, кӳренмен вĕсем пире. Тепĕр тесен, мĕншĕн кӳренмелле? Йĕрки çапла ку вăййăн, кам ытларах вулать, хатĕрленет, çав çĕнтерет.
Хамăр çеç юлсан, эпир политçапăçура пулса иртнĕ самантсене тепĕр хут аса илтĕмĕр.
— Паянхи тĕлпулура нумай çĕннине пĕлтĕм, — тет купăсçă Микулай.
— Атьсемĕр, кам пире мала тухма пулăшрĕ? — ыйтать Вунеркке. Çамрăксем пĕри те тепри мана мухтама тытăнчĕç:
— Талюна!
— Талюна!
— Вăл художник çинчен каласа паман пулсан, илтейместĕмĕр «çĕнтерӳçĕ» ятне.
Çул çинче васкаса утмарĕç. Каçхи сывлăш уçă. Юрлатпăр, калаçатпăр. Чунăмăрсем çĕкленӳллĕ.
Киле апир çур çĕр тĕлнелле тин çитрĕмĕр. Саланиччен Вунеркке пурне те пĕр тĕле пухрĕ те ыйтрĕ:
— Ыран шкула пуçтарăнăпăр-и?
— Мĕн тума?
— Татах политçапăçăва хатĕрленетпĕр-и?
Вунеркке сăмахĕ çапла пулчĕ:
— Пырăр, калаçăпăр. Тен, хамăр хушăра политçапăçусем туса ирттерĕпĕр, вара хамăр пата урăх ял çамрăкĕсене чĕнĕпĕр.
— Пыратпăр. Кĕт! — терĕç пĕр харăс.
17
Ирсерен ĕçе аннепе пĕрле тухса каятпăр. Хăяр акнă улăх юханшыв хĕррипе таçтанах сарăлса выртать. Пахча-çимĕç бригадинче пурте тенĕпе пĕрех çамрăк хĕрсем, арăмсем. Пахчаçимĕç туса илекен бригада нихăçан та ĕçсĕр тăмасть. Йăрансене çумкурăкĕ сырса илет, ăна тасатсах тăмалла. Хĕвел аннă çĕрелле, ирхине, сывлăм типиччен, шыв йăтатпăр çимĕçе шăварма. Апла пулин те, хĕрупраçăн вăхăт тем чухлех. Çакна шута илнĕ те ĕнтĕ Вунеркке. Каçхине шкул умне пухăнсан, вăл ак мĕнле юмах тытрĕ, чеескер:
— Талюна, ялти çамрăк хĕрсем валли атя курс уçат-пăр? Эсĕ — вĕрентекенĕ.
— Мĕнле курс, кама мĕн вĕрентме пĕлĕп?
— Малтанхи медицина пулăшăвĕ пама вĕрентĕн.
— Эпĕ-и?
— Ара.
— Эпĕ çамрăксене пăшалтан Ворошиловла тĕл пеме вĕрентетĕп, — вара пурне те значок параççĕ. — мухтанса илче Терентей. — Эсир те çӳреме пултаратăр.
Салтак темерĕн. Çамрăксене кăсăклантаракан ĕç тупнă. Хĕрсене те ГСО значокĕ параççĕ.
— Икĕ ушкăн пĕр-пĕринпе ăмăртчăр, — хушса хучĕ Вунеркке.
— Эпĕ пултарайăп-ши? — шикленетĕп.
— Комсомолăн районти комитетĕнчен программа парса ячĕç, — тет учительница, мана пĕчĕк кĕнеке тыттарса. Страница хыççăн страница уçса пăхатăп. Пĕтĕмпех больницăра ĕçленĕ ĕç. Кĕнекере çырса панă, вула та аса ил.
Вĕренме килĕшнĕ хĕрсен шучĕ вунпиллĕке çитрĕ.
— Пирĕн хĕрсенчен икĕ çын каярах, — пĕлтерет Терентей.
Колхоз пире аптечка, наçилкка, противогаз туянса пачĕ. Пуринчен ытла хĕрсем савăнтараççĕ. Ӳркенменскерсем вĕсем. Кашни кун пĕр сиктермесĕр çӳреççĕ. Вĕсен сатурлăхне кура, эпĕ чăннипех медицинăна юратма тытăнтăм. Малтан килте хам тĕллĕн тимлĕн вулатăп, кайран хĕрсене каласа паратăп. Ăнланаççĕ вĕт маттурскерсем. Часах пурăнăç пирĕн пĕлĕве тĕрĕслерĕ. Вите тунă çĕрте ăнсăртран пĕрене ӳкерсе Миките пичче аллине хуçнă. Ниçта та мар, пирĕн пата чупса пычĕ. Эпир хуçăлнă тĕле жгут хурса бинтпа çыхрăмăр. Вара ăна лашапа больницăна илсе кайрĕç. Тухтăрĕ пире тав тума хушнă, тет. Шыва путнă ачана кăларсан та, эпир малтанхи медицина пулăшăвĕ патăмăр.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...