Пулас кинсем :: Пĕрремĕш пайĕ
Пĕкĕрĕлнĕ те кашни ясмăк пĕрчине эх!. тинкеретпĕр. Тасине савăт çине, çӳп-çапне — çĕре ывăтатпăр. Кал-кал ĕç мар иккен. Кăнтăрла тĕлнелле аран тасатса пĕтертĕмĕр. Пăхатăп та — Анюкăн куçĕ хĕп-хĕрлĕ. Манăн та куç йăмăхать, йӳçĕхет, уçса хупма ыратать.
Кухньăра — сĕрĕм, çунăк шăрши пуçа анраттарса ярать. Уçăлас шухăшпа тула тухма пикеннĕччĕ çех, повар кăшкăрчĕ те:
— Чиперккесем, каялла! Ĕç вăхăчĕ. Мейĕр-ха, тасатăр пулă.
Вăл пире лăпă лартса пачĕ.
Мĕнле тасатмалла? Ай тур-тур, майне пĕлместĕп. Халиччен алла тытса курман кунашкал шултра пулла. Тăван ялăм çумĕпе пысăк шыв юхса иртмест. Çырмара йăпăрт-йăпăрт! пулли вĕтĕ, пӳрне тăршшĕ кăна. Ăна пирĕн тӳрех çатма çине хурса, çăмарта лăкаса юраççĕ те сарă çупа ăшалаççĕ. Сĕтел çине лартса парсан, асăрхамасăр чĕлхӳне çăтса ярăн. Ух! мĕнле тутлă апат!
Чавса тăршшĕ пулăсем выртаççĕ лăпăра. Пĕрне, тепĕрне алла илетпĕр, анчах йăпăлт! тухса ӳкеççĕ ывăçран, чĕрĕ пекех. Повар асăрхарĕ пирĕн ĕç шуманнине.
— Ăçта çуралса ӳснĕ эсир, чиперккесем? Пулла тыткалама пĕлместĕр, — тет. Кăтартрĕ вара хуппине мĕнле хырса пăрахмаллине.
Пулă тасатса пĕтерсен, пиçнĕ какай касса вакларăмăр, унтан вилкăсене хăйăрпа сĕрсе çутаттарчĕç. Пĕр ĕçне пĕтерсен тепĕр ĕçне хушсах тăраççĕ. Урай çуса тухнă çĕре урамра тĕттĕмленчĕ. Ывăннипе аран сулланса çитрĕмĕр хваттере. Канасчĕ, çывăрасчĕ. Урайне чăпта михĕсем саркаласа вырăн майлама тытăнтăмăр. Пӳлĕмре шăп, мăнтăркка Марфа пашлатса сывлани çеç илтĕнет. Хăй ӳсĕр, пирĕн çине шăтарасла пăхать. Унччен те пулмарĕ, сĕтеле шат! çапрĕ. Эпир шартах сикрĕмĕр. Ах! кăшкăрса ячĕ илес-милес сассипе:
— Апат ăçта?
— Мĕнле апат? — ыйтрăм хăрарах.
— Э-э-э! Столовăйĕнче хăвăр çирĕр? Эпĕ пур, выçă лар! Çапла-и?
Апат çинчен асăнсан, хырăм чăр-р чăрлатрĕ. Кунĕпе ĕçлесе те «çийĕр» текен пулмарĕ.
— Ашаланă аш-пăш илсе килсе тăмасан, алăк уçă, иксĕре те кăларса ывăтатăп.
Тепĕр кунне пире пиçнĕ какая ваклама хушсан, вăрттăн кап-кип илтĕмĕр те турилккепе пытарса хутăмăр кĕтесе, вут пуленкисем айне. Каçхине Марфа эпир илсе килнĕ апата кушакла айлантарчĕ. Хăй мухтать пире. Çакăн хыççăн тарçа кĕрсе ӳкрĕмĕр. Хамăр çиес апата йăт ун валли. Тӳсмелле вăхăтлăха. Вĕренме пуçласан — урăх сывлăш.
Питĕ вăрăм туйăнчĕ эрне. Çапах та иртрĕ. Чупрăмăр института. Стена çумĕнчи вĕренме илнисен списокĕ. Сывламасăр вулатпăр. Акă, юлашки ят...
— Эпир ăçта? — терĕм. — Списокра пирĕн хушаматсем çук.
— Илмен!
Анюк макăрса ячĕ. Манăн та куççулĕ тухрĕ. Ах, сăмсасене нăшлаттаратпăр.
Пире пĕчĕкрех пӳлĕме чĕнсе илчĕç. Хушаматсене пĕлсен, докуменчĕсем те тупăнчĕç.
— Института рабфак, техникум пĕтернисене илеççĕ, — ăнлантарать куçлахлă çын. — Эсир техникумра миçе çул вĕреннĕ-ха?
— Пĕрре, — лаплаттарса хучĕ Анюк.
Вырăнсăр сăмаха персе янăшăн ах тарăхрăм Анюка, куççулĕ таçта кайса çухалчĕ ман. Çыннисем лахлатсах кулса ячĕç.
— Çаплах шутларăмăр та, — тет лешĕ, куçлăхлиех. — Эсир хушса лартнă патаксем ытла та тайлăк-тĕйлĕк.
Тытăнчĕç пире лăплантарма. Техникум пĕтерсен вĕренме кунтах килме сĕнеççĕ.
Хутсене каялла пачĕç. Тухрăмăр вара сывпуллашса.
Мĕн тăвас? Эпир каллех çав танатанах пуçа пырса чикрĕмĕр.
Юнашарти пӳлĕмре пурăнакан ватă хĕрарăм (çынсем ăна хисеплесе Елена Михайлçвна тесе чĕнеççĕ) пире кăчăк туртса илчĕ те нумайччен калаçтарчĕ.
— Тьфу! — сурчĕ Елена Михайловна Марфа ятне асăн-сан, — ĕçке ярăннă ирсĕр хĕрарăм. Вăйпитти çын, ĕçлеме пăрахрĕ. Пăх-халĕ, ямăттине хапсăннă. Акă мĕн, хĕрсем, тек ун валли апат илсе ан килĕр.
— Вăрçать-çке вăл!
— Хăваласа кăларса ярать, — тетпĕр.
— Общежити ыйтăр.
Эпир повартан кĕтес тупса пама ыйтасшăнччĕ, анчах йĕпе çине сапа, инкек сикрĕ тухрĕ. Марфа валли пытарса хунă какая тупрĕç те пире вăрă вырăнне хучĕç. Эпир ĕçсĕр, хваттерсĕр тăрса юлтăмăр. Каллех — урамра. Ăçта кайса пуçа чикмелле? Çакнашкал йывăр вăхăтра эпир ырă кăмăллă Елена Михайловнăна аса илтĕмĕр. Кĕтĕмĕр вара ун патне ăс ыйтма.
— Телейсĕрскерсем, — хурланать пирĕнпе пĕрле Елена Михайловна. — Шурса кайрăр выçăллă-тутăллă пурăнса.
Паллах, кунта килнĕренпе яшка сыпса курман, хура çăкăрсăр лĕклентерет: хăнăхман.
— Еплерех пурăнмалла пулать-ха сирĕн малашне? — тет ватă хĕрарăм, пирĕн çине пăшăрхануллăн пăхса.
Шурлăхра ура пусмалăх тăн-тăн тĕмеске шыранăн, ĕмĕт-шухăша темле йĕрпе чуптарса пăхатпăр. «Пăрахут çулĕ хупăниччен киле каймалла сирĕн». Çапла пулчĕ ватă хĕрарăмăн сĕнĕвĕ.
Савăнăçлă туйăм çавăрса илчĕ мана. Кайăк пулăттăм та халь-халь вĕçсе çитĕттĕм киле. Шăллăмсемпе выльăттăм, анне тин çех сунă сĕт парĕччĕ. Çу тĕпĕ тата... Юрататăп ăна тин кăмакаран кăларнă вĕри çăкăр сăмсипе пуçса çиме. Тур çырлах! Ухмаха ерместĕп-и эпĕ? Сăмса умĕн вĕри çĕрулми пăсĕ иртрĕ. Ытла та тутлă шăрш. Куçа хупрăм та куртăм: сĕтел çинче тирĕк тулли пиçнĕ çĕрулми. Кĕрпеклĕ, хуппи çурăлнă. Тепĕр тирĕкре — уйран. Çăвар тулли сĕлеке тулчĕ. Эпĕ ăна çăтрăм, тута чаплатрĕ.
— Анюк, атя киле каятпăр, — терĕм.
— Каясчĕ те, çул укçи çук-çке, — пĕлтерет тантăшăм.
— Миçе тенкĕ кирлĕ? — ыйтать Елена Михайловна.
Кунта килнĕ чух билетшĕн миçĕ тенкĕ тӳленине аса илтĕмĕр.
— Ан хуйхăрăр, хĕрачасем, майлаштарăпăр.
Калама çăмăл «майлаштарăпăр», анчах мĕнле? Елена Михайловна хăй те аран-аран саплашăнса пурăнать, чухăн, укçи-тенки çук. Кăмăлĕпе кăна пуян.
Виççĕмĕш кунне Елена Михайловна тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерчĕ. Вăл пире валли билет илнĕ пăрахутпа кайма, Куславккана çитичченех. Сухари пĕр хутаç пачĕ тата тыткаламалăх — ал укçи.
— Вăрланă е кĕлмĕç укçа мар, çын хуйхине ăнланакансенчен пухни, — тет хăй.
Иртнĕ кунсенче вăл пире ăсатма укçа шыраса хваттертен хваттере кĕрсе çӳренĕ иккен. Анюкпа иксĕмĕре ку çуртрисем палласа çитнĕ, Çавăншăнах-тăр, картишне тухсан калаçаççĕ пирĕнпе.
— Укçине шалу илекен пулсан ярса парăр, — кулкалать Елена Михайловна.
Çак хĕрарăма питĕ ырă тăвас килет. Хăçан, мĕнле ĕç ĕçлесе шалу илĕп-ши? Халĕ тăкакланнинчен икĕ хут, çук, виçĕ хут ытларах ярса паратăп. Хам мĕн шухăшлани чĕлхе вĕçнех çитет, анчах çăвар уçса калаймастăп вăтаннипе.
Çыран хĕрринче Елена Михайловна тăрать. Аллинче унăн шурă тутăр. Çил вĕлкĕштерет сулланăçемĕн тутрине. Тепре куриччен! Куç илмесĕр пăхатпăр хамăрăн аслă тус çине. Унăн çурăмĕ хыçĕнче — шавлă хула, Саратов хули. Ав, йывăçсен сарă симĕс çулçисем хушшипе шурă çуртсем курăнаççĕ. Ăсатать пире хула, ăсатать. Сывă пул!
Шыв юххине хирĕç ишет пирĕн пăрахут, эпир вара — киле май.
8
Çире шурă халат. Килĕшет вăл мана, çӳçĕм хура пулин те, сăна çутатса ярать. Çивĕте пуç тавра яваласа çыхса хутăм, капла аслăрах пек курăнан.
Пӳлĕмре никам та çук. Пĕчченех эпĕ. Шикленерех тăратăп чӳрече умĕнче, урамалла пăхса. Тухтăр иртни курăнмасть. Вăл килсен, чирлисене йышăнма тытăнмалла. Нумай пухăннă вĕсем, амбулатори коридорĕнче кĕтсе лараççĕ.
Тухтарĕ ырă çын пек туйăнчĕ, Телей кăшт пурах-и, тен, хамăн. Ĕнер кунта çитсенех унпа тĕл пулма тӳр килчĕ. Районти сывлăх пайĕнчен панă хута тыттартăм, хам вăрттăн сăнатăп. Ватă çын. Хушамачĕ — Антонов. Ашшĕ ячĕпе те çаплах — Антон Антонович. Çӳллĕ те кĕрнеклĕ. Кăвакарнă çӳçне вăл, хăрах аллипе якаткаланă май, ман çине ăшшăн пăхса йăл-йăл кулчĕ. Хучĕ çине мана вĕсем патне ĕçлеме яни çинчен çырнă. Куçлăх тăхăнчĕ те вулама тытăнчĕ. Вуласа тухсан та тутине тиркенĕн пăрмарĕ, куçĕ çав-çавах ăшшăн пăхрĕ. «Мĕнех. Пире çын кирлĕ, — терĕ вăл, — приемнăйĕнче ĕçлĕн, мана пулăшакан пулăн». Хваттере ăçта вырнаçмаллине ăнлантарчĕ.
Тăратăп пăхса кантăкран. Кичем. Никама палламастăп. Йĕрес килет. Юнашар тус-тантăш тăнă пулсан хаваслăрахчĕ ĕнтĕ. Ямарĕç ĕçлеме Анюкпа иксĕмĕре пĕрле. Саратов хулинчен таврăнсан, пĕр эрне чупрăмăр районти сывлăх пайне, тилмĕртĕмĕр. Килĕшмерĕç. Анюка — урăх çĕре, мана кунта больницăна ĕçлеме ячĕç. Тен, çак вăхăтра тантăшăм та пĕччен тунсăхлать?..
«Талюна!» — Илтрĕм хама чĕннине. Ялт! çавăрăнтăм та Антон Антоновича куртăм. Чӳрече умĕнчен иртнине мĕнле асăрхамарăм? Э-э, тавçартăм, больницăра выртакансем патĕнче пулнă пулĕ.
— Талюна, мĕншĕн кулянатăн? Е савнă каччу асран тухмасть? Ан хуйхăр ытлашши, кунта тупса парăпăр.
Антон Антонович çапла тăрăхлани çав тери вăтантар-чĕ. Хирĕç пĕр сăмах калаймарăм, пуçа çеç пĕкрĕм.
Часах пӳлĕме темиçен кĕчĕç, хăйсем шурă халат тăхăннă. Кусем те çакăнта ĕçлеççĕ-тĕр. Анчах эпĕ никама та палламастăп, никама та. Чим, пĕри хваттер хуçи хĕрĕ Настя вĕт. Çавă. Пуçне шурă калпак тăхăннă та улшăнсах кайнă.
Каçхине Настьăпа чылайччен калаçрăмăр. Пĕччен пурăнакан амăшĕ патне упăшкинчен уйăрăлса çич-сакăр çулхи ачипе таврăннă. Пĕлтĕр вăл Çĕрпӳ хӳлинче трахсестрасен курсĕнчен вĕренсе тухнă. Халĕ кунта ĕçлет.
Настя трахомăран сыватакан çыннисене сăнĕпе мар, куçне уçса унти çĕвĕксене курса паллатăп тет. Ĕненетĕп. Вăл хăй ĕçне ăста пĕлни, ăна юратни пĕрре пăхсах паллă. Епле хăюллă, правур ĕçлеме тытăнчĕ. Пӳлĕмре унăн уйрăм сĕтел пур. Аллинче тытса кĕнĕ хут листисене майлаштарчĕ; чирлисен карточки-тĕр. Сĕтел çине пĕчĕк кĕленчесем кăлара-кăлара лартрĕ. Вара чирлисене чĕнме пуçларĕ. Кăмăллăн калаçать. Куç хупанкисене ачашшăн тытса мĕлт! тавăрать те ешĕл сенкер кăранташĕпе сĕрет, эмел тумлатать, сĕнӳсем парать. Ун аллинче ĕç вĕрет, теççĕ халăхри çакнашкал вашават çынсем пирки. Ĕçлесси уншăн ним чухлĕ те йывăр мар, савăнăç кăна. Трахома хăрушă чир. Трахома — патша саманинчен юлнăскер, уйрăмах чăвашсем хушшинче сарăлнă чир.
Ĕçлет трахсестра. Унăн çепĕç аллисем миçе çынна куçлă туман-ши! Сывă куç, курасси — çыншăн чи хакли, чи пахи.
Настя ĕçленине пăхса хам мĕншĕн кунта тăнине те манса кайнă. Тухтăр чĕнсен тин тăна кĕтĕм. Ун умĕнче, пукан çинче икĕ чирлĕ çын ахлатса лараççĕ. Пĕри — мăйăхлă арçын, тепри — ватă хĕрарăм. Ăна çамрăк арçын (путех, ывăлĕ) ӳкесрен тытса тăрать. Çав териех вăйсăр пулмалла, куçне те уçаймасть. Антон Антонович хĕрарăм еннелле пуçне сĕлтсе:
— Талюна, температурине виçсе пăх-ха, — тĕрĕ.
Эпĕ мамăк хунă стаканра тирĕнсе тăракан градусника илтĕм те карчăкăн хулĕ айне чикрĕм.
Çын ытахальтен пульницана килмест ĕнтĕ.
— Чĕре хавшарĕ-ха, — ăнлантăрать, ав, мăйăхлă çын. Тухтăрăн пурне те пĕлмелле. Кĕпине хывтарчĕ те тытăнчĕ итлемĕ, трубкине кăкăр, çурăм тăрăх шутарать кăна. Сипленме эмел кирлĕ. Рецепт çырса парать ăна. Тухса каяс умĕн мăйăхлă çын темиçе хут та тав турĕ шурă халатлă çынна.
Тухтăр умĕнчи пукан пушанчĕ. Ун çине ватă карчăка куçарса лартрĕç. Ытла та халсăр вăл.
— Температури мĕнле? — ыйтать тухтăр.
Эпĕ кинеми хулĕ айне чикнĕ градусника илсе тухтăра патăм. Антон Антонович вĕлт пăхса илчĕ те темшĕн сăнтан улшăнса шуралчĕ. Градусника куç умне çывхартса тинкерчĕ. Унтан çапла каларĕ:
— Ртуть нимĕн чухлĕ те хăпарман, вилнĕ пулас.
Пурте хыпăнса ӳкрĕмĕр.
— Ах-х, пӳлĕхçĕм, чунăм тухман-ха, — йынăшса та мăкăртатса илчĕ кинемей. — Килех каяр-ха, ачам. Ай туру-у...
Çак вăхăтра тахăшĕ асăрхаттарчĕ:
— Тен, градусникне пуçхĕрлĕ лартнă?
Тухтăр вара кинемейĕн температурине хăй виçсе пăхрĕ. Мĕн тейĕн? Çыннăн хĕрĕх градус — вĕри!
Кĕтмен инкек. Кинемей чирĕ хам çине куçнăнах мана пĕçертсе пăрахрĕ. Пит-куçăм вутпа тĕлкĕшет. Çав тери намăс. Вăт тамаша. Градусник лартассин те тиркевĕ пур иккен. Техникумра пĕр çул ирттерсе те ăна-кăна чухламан. Вĕрентекенсен те пĕчĕк ĕç пирки каласа ăнлантарма асра пулман-ши? Айăпĕ, тен, хамрах. Ларнă-тăр урокра тăнламасăр, урăххи çинчен шухăшласа.
Çак пăтармах хыççăн тухтăр мана ĕçрен кăларса ярать пулĕ тенĕччĕ. Анчах та вăл хăйне ним пулман пекех тыткаларĕ. Сайра хутра çеç, айăплă туйнăн, куçран пăхаймасть. Майĕпен эпĕ лăплантăм.
* * *
Вăхăт çилçунат çине ларса вĕçет тейĕн. Кунпа çĕр вĕçĕ-хĕррисĕр ылмашать те ылмашать. Эпĕ ĕçлетĕп-ха кунтах. Йывăрри туйăнмасть. Ирхине килнĕ çынсен ячĕсене çыратăп. Тухтăр йышăнма пуçăнсан, вĕсене пĕрерĕн-пĕрерĕн манăн тухтăр патне чĕнсе кĕртмелле. Пĕчĕк ĕçсене тума хăнăхрăм. Ним мар, градусник лартса, чирлĕ çынсен температурине пĕлтеретĕп. Шкул ачи пырсан — карланкине пăхма таса калек илсе парап тухтăра.
9
Хĕл ларчĕ. Ура айĕнче юр кăчăртатать. Çанталăк сивĕ пулин те, пирĕн патăртан çын татăлмасть. Пĕрин пуç, теприн вар-хырăм ыратать, виççĕмĕшĕн — ĕнси çине çăпан тухнă. Пурте вĕсем тухтăртан пулăшу илесшĕн, ыратнине сиресшĕн.
Чирлисене пăхмалли пӳлĕм çутă. Чӳречисем пысăк. Кантăкран урамалла пăхрăм та алкум вĕçне хыçлă хура çуна кӳлнĕ лав çитсе чарăннине куртăм... Çынни тăлăп тăхăннă. Вăл çуни çинчен ансан лашине утă парса аçампа витрĕ. Хăй вăрт-вартскер. Чирлĕ çынах-ши вара ку? Çурта кĕрсен кĕтсе-мĕн тăмарĕ, ирĕк ыйтса пӳлĕме кĕчĕ.
— Васкавлă пулăшу кирлĕ, — пĕлтерчĕ вăл.
Тухтăр тимлĕ итлерĕ ун сăмахне. Вĕсен пĕчĕк ачи чирленĕ-мĕн. Çав тери халсăр имĕш. Вăрăм çула илсе тухма шикленет. Çавăнпа та тухтăра яла чĕнет.
'— Мĕн тăвăпăр? — аптраса тăчĕ пĕр хушă Антон Антонович. Эпĕ ăна ăнланатăп. Коридорта ун патне кĕресшен черет кĕтсе мĕн чул çын тăрать. Картишĕнчи çуртра — пульница. Унта чирлисем выртаççĕ. Вĕсене те пăхмалла. Тухтăр кайсан, миçе çын пулăшусăр юлать.
— Талюна, санăн кайса килме тивет. Пуçтарăн, — хушрĕ тухтăр.
«Каймастăп», — тесе калаймарăм. Вăл хăех сумкăна шурă халат, трубка, градусник, калек, пĕчĕк кĕленчепе спирт тата эпĕ мĕн курса сăнанине çырма, тетрадьпе кăранташ чиксе мана тыттарчĕ.
Çула май хваттере кĕрсе пальто улăштарса тахăнтăм.
Юрттипе чупать лаши. Мана сивĕ мар. Хĕл мучи ниçтан пырса чĕпĕтеймест. Тупаймасть вăл мана, эпĕ тăлăп ăшĕнче, пальто та çĕнĕ. Ку пальтона малтанхи ĕç укçипе туянтăм. Тĕсĕ хăмăр. Çухави вара ытла та кăпăшка. Мĕн тирĕнчен-ши? Пĕлместĕп. Тĕсĕ — шурă сарăрах. Çĕнĕ пальтона тăхăнса çӳреме хăнăхман эпĕ. Кивелнĕ пальто пур. Хевти пĕтнĕ, çапах та чунтан килĕштерсе тăхăнатăп.
Кулас килет-ха. Канмалли кун, уйăх çутатса пăхнă каç, урам тăрăх çӳрерĕмĕр. Ун чух мана пĕр каччăпа паллаштарчĕç. Мĕн кĕркуннеренпех тĕл пулма ĕмĕтленнĕ тет манпа. Хусанта ĕçлет, яла час-часах килсе тăрать. Пăхсан, ăна хурласă каламалли сăмах тупаймăн. Чипер, яштака пӳллĕскер. Килĕшнине пĕлсех-тĕр, пиншак тăхăнать. Çĕлĕк айĕнчен сарă çӳç курăнать. Кун пек çын эпĕ кинора курнă. Çак каччă киноартистпа шăп пĕр сăнлă. Ку мана питĕ тĕлĕнтерет тата хисеплеме хушать.
Урамран саланнă чух каччă мана хваттере çитичченех ăсатса ячĕ. Анчах та унпа эпир пĕр чĕлхе тупаймарăмăр, сăмах ялан урлă пулса пычĕ. Хăйĕн хитрелĕхĕпе мухтанма пăхать, çакă чунăма вирелле тăратрĕ. Тухмарăм тек урама. Вăл та хăйĕн шухăш-кăмăлне хĕрсене каласа панă, кивĕ пальто тăхăнса çӳренĕшĕн тиркенĕ мана.
Шухăша путса, хам мĕн сăлтавпа çула тухнине те манса кайнă. Лаши тап чарăнсан, чăл-пар саланчĕç асаилӳсем. Пăхатăп та, эпир пĕр хапха умне пырса тăнă.
— Çитрĕмĕр, тухтăр юлташ, — тет мана, ку таранччен пĕр сăмах чĕнмен лавçă. Пӳрте кĕтĕмĕр. Хура сăн-питлĕ хĕрарăм (кил хуçи арăмĕ пулас) хыпăнса ӳкрĕ. Тараватскер. Ларма, тумтире хывма сĕнет. Пальтона пăтана çакрĕç. Сисетĕп, чирлĕ ачи тĕпел кукринче выртать. Алăк уçăлсан кӳ-ӳ кĕрекен сиввĕн шурă чĕлхи ан çиттĕр тесе ĕнтĕ, кипкерен чаршав туса урлă карнă.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...