Пулас кинсем :: Пĕрремĕш пайĕ
Тус-тантăш çыру çырма пулăшу ыйтать манран.
— Хăв та ăста, — пулчĕ ман сăмахăм.
Анюк кăранташ илчĕ те шухăша кайрĕ. Çыру таврашне пуçласа яма çеç йывăр. Эпĕ тăрса утрăм. Пĕлетĕп-çке: иккĕмĕш çын ним чĕнмесĕр пăхса çеç лартăр, пурпĕрех çыру çырăнмасть.
Пăрахут тăрăх курса çӳретĕп. Пĕр кана машинăсем мĕнле ĕçленине пăхса тăтăм. Машинăсем чарăнсанах, пăрахут ним чухлĕ те ишеймест-тĕр. Тен, путать? Çӳлти хутне хăпартăм. Кунта тап-таса, сывлăш уçă. Унтан сылтăм енчи алăкран тухрăм та карлăк патне пырса тайăнтăм. Таçти-таçти курăнать. Ав çыран хĕрри. Илемлĕ. Сăрт-туллă вырăнсенче — вăрман тăрăхĕсем, тӳрем вырăнсенче — пӳрт-çурт. Атăлăн сулахай енĕ пачах урăхла. Тӳрем, хăйăрлă çыран, улăх, леререх — хыр вăрманĕ. Салтаксем Тăван çĕршыв чиккине сыхланăн хӳтĕлеççĕ йăрăс пӳллĕ хырсем мăн Атăла.
«Тĕлĕнмелле ӳкерчĕк» тенине илтрĕм эпĕ хам хыçра. Ялт! çаврăнтăм. Виçĕ хĕрарăм, вĕсен хушшинче шлепкеллĕ вăтам çулхи арçын лараççĕ хыçлă пукансем çинче. Пурте ӳпĕннĕ те кĕнекери ӳкерчĕк çине пăхаççĕ. Эпĕ те пырса йăпшăнтăм. Сисмерĕç пулас хăйсен хыçне пĕр хĕрача пырса тăнине. Хирĕç шарламарĕç. Пăхатăп хĕрарăмсем тĕлĕнекен ӳкерчĕк çине. Çĕтĕк-çатăк тăхăннă çынсем çыран хĕррипе мăн пăявпа кăкарнă шыври пысăк кимме талпăнса туртаççĕ. Йывăр пулас кимми. Аялта çырнине вулатăп: Илья Репин. «Бурлаки на Волге».
Ку ӳкерчĕке эпĕ унччен те куркаланă, анчах çак хĕрарăмсем пек тĕлĕнмен.
Шлепкеллĕ арçын художник пурнăçĕ çинчен каласа парать хĕрарăмсене. Эпĕ те хăлхана чăнк тăратрăм.
Питĕр хулинче Художество академинче вĕреннĕ чух çамрăк Репин тусĕсемпе шăпах çак Саратова килнĕ имĕш. Вăл яланах хула тулашĕнче пурăннă, çӳренĕ. Ăна кунта çутçанталăк илемĕ, пулăçсен, Атăл хĕрринче асаплă пурăнакан ĕçченсен ырă кăмăлĕ илĕртнĕ.
Йывăç е чул, е урăх япала тиенĕ пысăк кимĕсене пăявсемпе кăкарса çыран хĕррипе çынсем туртнă. Вĕсене «бурлаксем» тенĕ. Бурлаксем таврана янратмаллах хурлăхлăн юрланă. Юрă çынсен вăйĕсене пĕрлештернĕ, урисене çăмăллăх панă. Илья Репин хăйĕн картининчи çынсене — бурлаксене — палланă. Ячĕсене те пĕлнĕ имĕш.
— Çаплах пуль, — тет хĕрарăмсенчен пĕри, — унсăрăн çакнашкал ĕненмелле пир çине ӳкереймĕн.
Шлепкеллĕ арçын ура çине тăчĕ. Хĕрарăмсем те хускалчĕç. Художник çинчен сăмах-юмах пĕтрĕ пулас. Шел. Ман татах итлес килетчĕ. Шухăша кайса карлăк хĕррипе утрăм.
Эпĕ каялла таврăннă çĕре Анюк çырăвне çырса та пĕтернĕ.
6
Пилĕк çĕр каçрăмăр пăрахут çинче. Кăнтăрлахи апат çиме лартăмăр. Кĕтмен çĕртен илтех кайрăм: «Саратова çитетпĕр!» Çыртнă çăмартана сĕтел çине хутăм та палуба çине чупса тухрăм. Турă çырлах! Атăл мĕн сарлакăш! Çыран хĕррисем кунта сĕвек. Сăрт-тусем кая юлнă. Таçти-таçти курăнать. Шупашкар, Куславкка тĕлĕнче Атăл хĕвелnухăçнелле юхать, кунта вара кăнтăрпа хĕвеланăç еннелле. Унăн çулĕ пĕкĕ пек авăнчăк туйăнчĕ. Тавралăх мĕн тери илемлĕ! Çыран хĕррипе утакан çынсене курсан, темшĕн вырăссен аслă художникĕ Илья Репин ӳкернĕ «Бурлаксем» картина аса килчĕ.
Акă халĕ те çыран хĕррипе арçынсем пыраççĕ. Вĕсене палласа илесле, чăрлаттарса пăхатăп. Илья Репин ӳкернĕ бурлаксем мар-и? Çавăнтах хам ытла та айваннинчен кулатăп. Бурлаксен вăхăчĕ тахçанах иртнĕ. Ун чух тĕнчере пăрахут та шутласа кăларман-ха.
Васкаса хамăр каютăна таврăнтăм.
— Анюк, хатĕрлен, çитрĕмĕр.
Пăрахут чарăнчĕ. Халăх малалла талпăнчĕ. Çыран хĕрринчен хăпарса çитсен, пуçласа хулан пĕр урамне ура ярса пусрăмăр.
— Ара-а! Илемлĕ хула-çке ку! — асăрхарĕ Анюк. Ăна хула килĕшнĕшĕн темшĕн хĕпĕртерĕм. Чăнах, çумăрпа çуса тасалнă çуртсем щап-шурă курăнаççĕ. Йывăçсемпе курăксем ем-ешĕл. Йăрансенче чечекĕсем йăпатуллăн та илĕртӳллĕн чĕлтĕртетеççĕ.
Васкамастпăр. Канлĕ. Нимле шухăш чуна кăшламасть. Пурне те курасшăн эпир. Пĕрин чӳрече янахĕ çинче çăмламас лапсăркка йытă тулалла пăхса выртать. Чарăнса тăрсах култăмăр вара. Теприсем, çӳлти хутра пурнакансем, кантăкне питĕ илемлĕ тĕрĕллĕ чĕнтĕрпе карнă.
Çынсем пирĕнтен ирте-ирте каяççĕ. Васкаççĕ. Чармастпăр. Вĕсен таçта çитмелле. Пирĕн ниçта та çитмелле мар.
Çуртсен мĕлкисем урам урлах каçнă. Хĕвел анать пулас. Эпир хамăр майăн утатпăр, утатпăр. Чипер пынă çĕртех Анюк арчана лартса тап! тăчĕ. Усĕркелерĕ, хăйăлтатса тухакан сассипе шăппăн çапла ыйтрĕ:
— Талюна, эпир ăçта çĕр выртатпăр, ара?
Эпĕ, пуçран чулпа çапнăн, шартах! сикрĕм. Тур çырлах... Чăнах, ăçта? Мĕнле-ха кун пирки ним те шухăшламан? Вĕриленсе кайрăм. Ман пăшăрхану Анюка куçрĕ. Çапах та хăй лăплантарма хăтланать:
— Ытлашши хыпăнса ан ӳк-ха. Ав! Лере, куратна, чул çурт умĕнче, сак курăнать. Унта ларса та çĕр каçма пулать.
— Çĕрле тĕттĕм. Ют хула... Хăрушă.
— Э-э-э, мĕн хăрамала, ара, — тет Анюк, хăйне хăюллăн тыткаласа. — Вăрманта мар, кашкăр çисе каяс çук. Атя.
Çул тытрăмăр Анюк курнă сак патнелле.
Çитрĕмĕр. Пачах сак мар иккен, пысăк çурта кĕмелли картлашкасем. Пулин, пĕрех мар-и? Аялти çине майлашрăмăр. Арчан пĕр пуçне Анюк чавсаланса ларчĕ, тепĕр пуçне — эпĕ. Никам хăпарса çӳремест çурта: тухмаççĕ те, кĕмеççĕ те...
— Капла çĕр каçма пулать, кунашкал çывăрса курнă, — тет Анюк мухтаннăн.
— Хăçан?
— Итле. Шкултан вĕренсе тухсан эпир, тăватă хĕрача, техникума заявлени пама Шупашкара кайрăмăр. Пăрахут çинчен тухрăмăр хайхискер. Пристань çинче такамсем кăшкăрашаççĕ, вĕсен тавра халăх пухăннă. Мĕн пулнă-ши? Тахăшне çаратнă. Пĕлес килет-çке. Çынсем хушшипе кĕрсе кайрăмăр. Кайран пăхатăп: манпа юнашар Клавье çеç. Ыттисем таçти çăва шăтăкне кĕрсе кайнă. Çăвар карса юлнă эпир ик ухмах. Тем чул шырасан та, тупăнмарĕç.
— Вара?
— Хулана хăпартăмăр. Урамран урама çӳресе каç пулсах ларчĕ. Кам чӳречинчен шаккас? Палламастпăр никама. Хĕсĕк тăкăрлăкра, пирĕн телее кура, ырă вырăн тупăнчĕ. Пĕр пысăк пӳртĕн алăк умĕнче икĕ лутра картлашка. Ятарласа пире кĕтес хатĕрленĕнех туйăнчĕ. Картлашка хăмисем хушшине курăк ашкăрса тухнă. Çын ури таптаманни паллă. Лартăмăр. Хамăр тӳсме çук ывăннă, урасем шĕлтĕрех пулчĕç. Часах ыйхă пусрĕ. Клавье пуçне ман аркă çине хучĕ, эпĕ пуçăма ун çурăмĕ çине хутăм. Çĕр каçах ыйха туртнă.
Ирхине сывлăм ӳкнипе шăнса ĕнтĕркенĕрен вăрантăмăр.
Кайран, вĕренме пуçласан, хамăр мĕнле çурт алăкĕ умĕнче çывăрнине пĕлтĕмĕр — ялхуçалăх министерстви пулнă-мен. Ашшăн пăхса, пусма картлашкисене тав туса иртеттĕмĕр.
Вă-ăрăммăн анасларĕ тантăшăм. Хамăн та çăварăм карăлчĕ аршăн тăршшех. Ыйхă пусать те пусать. Сасартăк тĕттĕм кĕтесрен пирĕн ума шĕвĕр сухаллă старик тухрĕ тăчĕ.
— Мĕншĕн кунта ларатăр? — терĕ вăл тӳрех.
Курнине, илтнине ĕненместĕп. Пуçра шухăш мĕлтлетсе илчĕ: чăнах-ши, тĕлĕк-ши?
Анюк та, эпĕ те старике хирĕç калама сăмах тупаймарăмăр.
— Камсем-ха эсир? — ыйтать татах мучи, эпир чĕнменнине кура.
— Эпир мĕнсем...
— Чăвашсем, — хушрĕ Анюк. Вăл вырăсла лайăх пĕлет, ман таса тухмасть.
— Чăваш хĕрĕсем? — тĕлĕнчĕ шĕвĕр сухаллă старик. — Кун чул пурăнса та чăваш хĕрĕсене тĕл пулман. Ĕнер вилнĕ пулсан кураймасăрах леш тĕнчене ăсанаттăм. Илтессе илтнĕ, чăвашсем Атăл хĕрринче, Хусантан çӳлерех, пурăнаççĕ тенине. Эсир пирĕн хулана вĕренме килнĕ-и?
Мĕн калас? Чăнах та, мĕншĕн килнĕ-ха? Мĕншĕн килнине хамăр та пĕлместпĕр.
— Ахă, вĕренме, — персе ятăм мучи хыççăн, ним шухăшламасăр.
— Аçта вĕренме кĕресшĕн-ха?
Эпир чĕнмерĕмĕр. Старик хăйпе хăй калаçрĕ.
— Тĕлĕнмелли çук. Совет влаçĕ пĕтĕм вак халăх ачисене çул уçса пачĕ вĕренме. Пирĕн хулара институтсем те, техникумсем те пур.
Мучи эпир урамрах çĕр выртма шутланăшăн кăмăлсăрланчĕ, хресчен çуртне илсе кайма килĕшрĕ.
Хресчен çурчĕ Шупашкарта та пур, вĕр-çĕнĕ, Атăл хĕрринче мăнаçлăн ларать. Кунта та ун пек япала пуласса ăша та илмен.
Мучи хыççăн утрăмăр. Аякрах та пулман-мĕн пире кирлĕ çурт.
— Вырăн тупса парăр, — хушрĕ мучи хресчен çуртĕнче ĕçлекенсене. — Аякран килнĕ хăнасене лайăх йышăнмалла. Пăхăр-ха, вĕсем — чăваш хĕрĕсем. Мĕнлерех! Пиçсе çитнĕ çырла. Айвансем, урамра çывăрма юрать-и?
— Вырнаçтаратпăр, — шантарчĕç мучие кунта ĕçлекенсем. Вăл ĕненчĕ, вара пурне те ырă сунса, васкасах тухса кайрĕ.
Хресчен çуртĕнче ĕçлекенсем суймарĕç. Пире чăнах та пĕр пӳлĕм пачĕç. Кунта иксĕмĕре икĕ вырăн, вĕсем çинче хитре çивитти, кăпăшка минтерсем.
Хуйхă-суйхă таçта кайса кĕчĕ. Çитес çĕре çитнĕ. Урра! Чунра çăмăл, çăмăл! Ыталантăмăр та Анюкпа эх! сиккелетпĕр. Тутасем ирĕлнĕ, кулатпăр вĕçĕмсĕр. Ура тупанĕсем, такам кăтăкланăн, шукаласа çеç тăраççĕ. Аллья, ăллья, ăллья! Пуçларăмăр ташша, алăсене сулкаласа. Тем тесен те, хамăр хуçа пӳлĕмре, никам чармасть. Эпир çын илтмелле мар, ерипен, çурма сас кăларса, юрласа çеç ташлатпăр. Юлашкинчен ашкăнма вай та юлмарĕ, вырăн çине кĕрсе выртрăмăр. Тур çырлах мĕнле кравать ку? Ярăн — чу-чу! Хăй сăпка. Сăпкара, паллах, часах ыйха путан.
7
Столовăйне кĕрсе сĕтел хушшине лартăмăр.
— Талюна, куратyа? — асăрхаттарать тусăм.
— Мĕн?
— Кулач! Кулач, ара!
Курах кайрăм: сĕтел çинче, çур уйăх евĕр, çурмаран каснă кулач.
— Ĕнтĕ кулач çисе пурăнатпăр! — терĕм чунтан савăнса.
Пĕчĕккĕ чӳх килте анне кулач пĕçеретчĕ. Пăри çăнăхĕнчен. Анчах вăл кунашкал марччĕ, пичĕ чăнах ĕнтĕ сап-сарăччĕ, пăхсан, сĕлеке юхса анатчĕ.
Тулă çанахĕнчен пĕçернĕ кулач, тулă кулачĕ. Пă-ăш-ш! хăпарса пиçнĕ. Шăрши мĕнлерех, сăмса патĕнчен ямăттăм. Пӳрне хушшине тытса хĕстер-ха кулач чĕллине! Ывăс пек çӳхелет, вĕçертсен, вĕрсе хăпартнăн хăпарать.
Пире ясмăк яшки лартса параççĕ.
— Яшкапа çиме çăкăр ăçта, ара? — шырать Анюк.
— Кулачпа çи, — хушатăп ăна.
Кăпăшка кулач чĕллине çыртса чăмлатпăр. Çăтсан, чĕлхе çине тутлă, тутлă сĕткен юлать. Яшкапа сыпсан, кулач тути пĕтет. Мĕншĕн?
— Пуян çынсем ĕлĕк кулачпа пылак чей сыпса çинĕ. Эпир те чей илер-и? — сĕнет тантăшăм. Мĕнех вара, чей хаклă мар, ăна туянма пулать. Каланă, тунă. Чăнах, пылак чейпе кулач тата тутлăрах. Малашне çапла çеç тăранса пурăнас. Сывă пултăр кăпăшка кулачпа пылак чей!
Пĕр кун иртет, иккĕ, виççĕ. Эпир çиетпĕр кулач, ĕçетпĕр пылак чей. Кĕсъе тĕпĕ якалать, якалать, якалать.
Темшĕн пире кичем пуснăçем пусать. Кулкалама мар, пĕр-пĕринпе калаçма йывăр.
Хресчен çурчĕн кантурне чĕнтерчĕç пире.
— Пӳлĕмшĕн тӳлемелле, — терĕ кунта ĕçлекен ырханкка арçын. Вăл мĕн чухлĕ тӳлемеллине палăртнă хут тыттарчĕ. Вуласа пăхрăмăр та — çӳç вирелле тăчĕ.
— Пирĕн кун чухлĕ укçа çук, — терĕм.
— Мĕнле çук? — ыйтрĕ çиллес сасăпа типшĕм арçын. Тӳлевсĕр пурăнма саккун çук. Суда пама тивет сире.
Иксĕмĕр те пĕр харăс ӳлесе йĕрсе ятăмăр. Мускава куççулĕпе ĕнентерейместĕн, теççĕ çав. Мĕнпур пек укçана енчĕк силлесех патăмăр. Юрать-ха, çырлахрĕç. Кăларчĕç вара пире пӳлĕмрен çав кунах. Арчана çĕклесе тухрăмăр алкум вĕçне. Ăçта каймалла? Анюк куçĕнчен пăхма хăяймастăп. Хама айăплă туятăп.
Пирĕн умран ватă мучи иртрĕ. Лешĕ, пире хресчен çуртне вырнаçтарнă старик пекех хăй. Сăнарах пăхрăм, вăл мар иккен. Анчах çак мучи шухăш парса хăварнăн, аса илех кайрăм: «Эсир вĕренме килнĕ-и?» — тесе ыйтнăччĕ вĕт вăл. Чăнах, вĕренме кĕмелле мар-ши пирĕн? Анюка каларăм та, вăл хĕпĕртерĕ. Урам тăрăх утса кайрăмăр вара. Пĕр çурт çине «Водный техникум» тесе çырса хунă. Вуласа çеç иртрĕмĕр.
— Кĕрер акă медицина институтне, — сĕнетĕп.
— Пур-ши ун пекки? — ыйтать ваштах Анюк.
Урам урлă çурт çине тĕллесе кăтартрăм. Эпир çурт умĕнчи пахчана кĕтĕмĕр те сак çине вырнаçрăмăр. Тӳрех шала кĕме хăрушă, малтан сăнамалла. Института çынсем кĕреççĕ, тухаççĕ. Пĕри темшĕн, пирĕн сак çине пырса ларчĕ. Хăй пăшăрханнăн пирус чĕртсе туртма пикенчĕ. Пире курмасть тейĕн, чĕнмест. Эпĕ ӳсĕрсе илсен тин, пирĕн çине çавăрăнса пăхрĕ ку пичче, вара калаçма пуçларĕ. Эпир ăçтан килнине, института вĕренме кĕрес кăмăл пуррине каларăмăр ăна.
— Прием пĕркунах пĕтнĕ, часах вĕренме тытăнмалла. Анчах та эсир телейлĕ, — терĕ вăл пирĕн çине йăл кулса пăхнăçемĕн. — Студентсем çитмен пирки паян çĕнĕрен заявленисем йышăнма тытăнчĕç. Сире, чăваш хĕрĕсене, вĕренме илеççех. Вак халăхсен ачисене института кĕнĕ чух экзамен тыттармаççĕ. Совет влаçĕ питĕ вĕрентесшĕн тăрăшать вĕсене. Парăр хăвăртрах заявлени.
Паллах, пирĕн çунат хутшăнчĕ. Шанчăк пур пек туйăнать. Иксĕмĕрĕн те техникум панă удостоверени алăра. Анчах та савăнăç часах сӳнчĕ. Ара, эпир техникум пĕтермен-çке, мĕнпурĕ те пĕр çул çеç вĕреннĕ. Хут çине çапла çырнă та: пĕрремĕш курсра вĕренекен студентка...
— Икĕ айккинчен пĕрер патак лартсан виççĕмĕш курс студентки пулса тăратпăр та... — терĕм.
Анюк пуçне суллать.
Пĕлетĕп, суйни аван мар. Анчах киле тухтăр пулса таврăнни япăх-и? Институтра вĕренмелĕх пĕлӳ çитменни çинчен шухăшласси асра та çук хамăн.
Укĕтлекеленĕ хыççăн Анюк манпа килĕшрĕ. Институтăн пĕр пӳлĕмне кĕрсе хамăр ĕçсене турăмăр. Пирĕн документсене ăшă кăмăлпа йышăнса юлчĕç. Тепĕр эрнерен вĕренме илни çинчен паллă пулать.
Хăпартланнăскерсем, тӳрех Хресчен çуртне вĕçтертĕмĕр. Çитсе тăрсан тин пуçа тăн пырса кĕчĕ: текех пире кунта йышăнмаççĕ вĕт! Киле килнĕн васкарăмăр. Стена çумне тайăннă та тăратпăр хуйхăрса. Сисмен те хамăр пата мăнтăркка хĕрарăм пырса тăнине. Вăл Хресчен çуртĕнче урай шăлса-çуса тăрать. Ячĕ унăн — Марфа.
— Эх, чĕкеç чĕпписем, начар сирĕн пурăнăç! — тет хулăн та хăрăлтатса тăракан сассипе, — хĕрхенетĕп, хĕрхенетĕп.
Çын хĕрхенсе калаçсан, ман ялан йĕрес килет, хурланатăп чикĕсĕр. Сăмсана нăш-нăш тутаркалатăп. Питçăмарти тăрăх куççулĕ юхса анчĕ, ман çех-и, Анюкăн та.
— Чĕкеç чĕпписем, калăр-ха; аçăр-аннĕр пур-и сирĕн? — тĕпчет Марфа.
— Тăлăх, — пĕлтерет Анюк.
— Аппăшĕпе йăмăкĕ-и эсир?
— Пĕртăвансем, — тетĕп.
— Хăвăр тăмсай пулмасан, ĕçе вырнаçтарăттăм та... — пуплет Марфа татах. — Юрĕ. Кайран астăвăр: çăкăр-тăвар хире-хирĕç.
Мĕне пĕлтереççĕ-ха ку сăмахсем? Ун çине тинкерсе пăхатпăр.
— Столовăйне ĕçлеме кĕртĕп повара пулăшкалама, — тет. — Пурăнасса ман патăмра пурăнăр. Тӳрех калатăп: кравать лартса параймастăп, урайĕнче выртса тăрăр. Çамрăк чух, ыйхă килсен, пур çĕрте те тӳшек.
Тинех чун кĕчĕ. Пирĕн пĕр эрне тӳсесси. Унтан институтра вĕренме тытăнатпăр. Çак мăнтăркка хĕрарăма чупса пырса ыталасчĕ, анчах ăшра тем тытса чарать.
Марфа инке Хресчен çурчĕпе юнашарах путвалта пурăнать. Пӳлĕмĕ хĕсĕк. Эпир ĕçлес столовăй — Хресчен çуртĕнчех — иккĕмĕш хутĕнче. Унта кĕрсе тухрăмăр, поварне шыраса тупрăмăр. Хĕрлĕ сăмсаллăскер хăй. Мĕншĕн килнине каларăмăр, вăл килĕшрĕ. Хӳтлĕх тупăннăшăн пит хĕпĕртерĕмĕр.
Тепĕр кунне кил хуçи илĕм-тилĕмпех вăратрĕ:
— Ĕçе, чĕкеç кайăксем, ĕçе! Виçĕ сехет çитет.
Ыйхă пыл пек пылак. Куç уçăлмасть. Тăрса лартăмăр, тур çырлахах, унтан та, кунтан та йĕпленĕн туйăнать. Çурăм кĕçтет. Хуплантăмăр хыçаланса. Леш татах кăшкăрман пулсан, тем таран лараттăмăр.
Пытăмăр столовăй кухнине. Никам та килмен-ха. Мĕн тумаллине ĕнерех каланăччĕ. Чи малтанах пысăк хурансене шыв тултартăмăр. Вучах чĕртрĕмĕр, хăй чĕлсе. Повар килчĕ. Вăл пире тăватă пăтавкка ясмăк пачĕ.
— Чиперккесем, иртĕр, — терĕ. — Пĕр çӳп-çап, пĕр кăвакарнă пĕрчĕ ан хăварăр.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...