Пулас кинсем :: Пĕрремĕш пайĕ
Кашнин килĕнчех инкек-синкек сиксе тухатех: е аллуна пĕçертсе яран, е кастаран, е куçна çӳп кĕртен.
— Малтанхи пулăшу пама пĕлни питĕ кирлĕ, — теççĕ хĕрсем. Çавăнпах çӳреççĕ те вĕренме.
Эпĕ Терентей ертсе пыракан кружока килĕштертĕм.
— Мĕнле пемелле пăшалпа, вĕрент-ха, — анрататăп. — Питĕ йывăр-и?
Терентей пурне те ăнлантарать, кăтартса парать. Пăшалне сӳтсе тепĕр хут пуçтарса вырнаçтарасси çăмăл мар.
Районти тира эпир те, Вунерккепе, кайрăмăр.
Алла пăшал илсе майлашса выртрăмăр. Тĕллетĕп. Хура çаврашка мишене, тилĕ хăй сăмси çине йăва лартнăн, мушка çине лартатăп. Курокне вĕçертрĕм. Кĕрс! кĕрслетрĕ. Манăн татах тăватă пуля... Пурне те персе пĕтерсен, çамрăксем мишене кайса илчĕç. Пăхрĕç те шалт телĕнчĕç. Пĕтĕм пули чи варринчи çаврашкине — вуннă çине лекнĕ.
Терентей ертсе пыракан кружок ĕçĕ вĕçленсе пырать.
— Васкас пулать, — тет хăй. — Часах тырă вырма тухмалла.
Пирĕн те кая хăварма юрамасть. Тепĕр кана пусăрăнсах вĕрентĕмĕр те программăна пĕтертĕмĕр. Мĕн вĕреннине аса илме пĕр-ик кун уйăртăмăр.
Шăп çак вăхăтра пирĕн ушкăнтан пĕр çын чакрĕ. Марук Терентее качча тухрĕ. Туй хыççăн пирĕн пата çӳреме пăрахрĕ.
— Ваттисенчен именетĕп, — тет Марук. — Ай турах мĕнле кин лекрĕ, халĕ те качака путекки пек сиксе çӳресшĕн тейĕç.
Терентей те Марука ӳкĕте кĕртеймерĕ.
Юлашки кун. Хĕрсем шкула уяври пек капăр тумланса пычĕç.
— Вăтанатпăр, — пăшăлтатаççĕ хăйсем.
— Хăюллăрах пулăр, — тетĕп.
Хĕрупраçăн именесси пĕтмест-çке. Паян сăлтавĕ пур ĕнтĕ: ялйыш чылай пухăннă, райотан тухтăр килнĕ. Хĕрсен пĕлĕвне вăл тĕрĕслет.
Тухтăрĕ шутникскер. Ним кĕтмен çĕртен пăлт! йăванса кайрĕ вăл. Сывланă-сывламан выртать месерле. Хĕрсем, ним ăнланмасăр, пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç. Тахăшĕ хăранипе кăшкăрса ячĕ:
— Ай, тухтăра мĕн пулчĕ сасартăк?
Хыпăнса ӳкрĕç пурте. Пĕри тухтăра пырса кăкринчен лăкарĕ, лешĕ чĕнмест. Тухтăр тăн çухатса кайса ӳкнине пурте чухларĕç.
— Кун пек вăхăтра çынна мĕнле пулăшу памалла? — ыйтрăм. Аса илчĕç самант.
— Кĕпе çухавине вĕçертмелле!
— Урине пуçĕнчен çӳлерех хумăлла!
— Нашатырлă спирт шăршлама памалла.
Тухтăр тавра кускалама тытăнчĕç хĕрсем. Вăл пур, тăна кĕме шутламасть. Аллисем усăнчĕç хĕрсен, тек ним тума пĕлмеççĕ.
— Искусствăллă майпа сывлаттармă тивет, — тетĕп.
Аллисене хăлаçлама тытăнсан, тухтăр куçне уçрĕ те ахăлтатсах кулса ячĕ. Вăл сып-сывах иккен. Пирĕн пĕлĕве çапла шӳт туса тĕрĕслерĕ. Хĕрсем, çакна ăнлансан, тухтăрпа пĕрле ахăлтатрĕç пĕр кана.
— Ăслă, хастар хĕрсем, — ырлать тухтăр пире. — Сирĕнтен кашниех ГСО значокне ним именмесĕр çакса çӳреме пултарать.
Эпир шкултан чăнах та умра шӳлкеме евĕр значок чăнкăртаттарса тухрăмăр. Мана «Ворошиловла тĕл перекен» значок та пачĕç.
18
Тин-тин-тинн! янăрать шăнкăрав. Сасси ытла уçă. Ăнланатăп сана, шăнкăравăм. Эсĕ студентсене, пире, вĕренӳ кунĕ вĕçленнине систеретĕн. Вуннăмеш хут илтрĕм сан сассуна паян. Татах пин, икĕ пин, çĕр пин хут илтме хатĕр сан сассуна. Лекцине йыхăрăн-и, тухма хушăн-и, пурпĕрех сан сассу ялан чунăма çĕклентерĕ.
Техникума вĕренме таврăнтăм, иккĕмĕш курса. Малтанхинчен шутласан, ман ыйхă сирĕлнĕ, вĕренме çăмăлтараххине туятăп. Паян пире рецепт çырма вĕрентрĕç. Эмел ячĕ. Саспаллисем — латинла. Нумай пĕлĕп-ха малашне. Вăхăт иртнĕ май чирлисене сыватакан та пулăп-ха.
Эпĕ тепĕр хут техникумра вĕренме тытăнни пĕтĕмпех Вунеркке тăрăшнинчен килнĕ. Мана систермесĕр, çулçă çинчен ирхи сывлăм тумламне пуçтарнăн, вăрттăн хăтланнă.
Хам ĕçленĕ больницăра пулса иртнĕ пăтăрмах хыççăн эпĕ медицинăран сивĕннĕччĕ. Вунеркке мана медицинăна чăннипех юраттарчĕ. Пĕтĕмпех халăх хушшинчи ĕçпе. Ял çамрăкĕсем куçа уçрĕç, унччен сурăх пек тĕлли-паллисĕр çӳренĕ хĕрачанне. Хам та самант уйрăлмарăм вĕсенчен. Комсомолецсен ретне тăратрĕç. Авă, мĕнле вăй пур вĕсен. Ял çамрăкĕсенчен ăстăн пухрăм, ĕçе хăнăхрăм. Йышпа пурăнма çăмăл. Эпĕ çапла шутларăм: хресчен хĕрĕн хресченех пулмалла. Шăпам тăван ялăмрах. Анчах урăх пурнăç пӳрнĕ-мĕн мана. Вунеркке, хĕрсене ГСО значокĕ панă кун, техникума вĕренме чĕнсе янă хут, комсомол ячейки, тухтăр панă ырă характеристикăсем тыттарчĕ. Куççулĕм тухрĕ. Вунеркке, мана вĕренме илме ыйтса, техникума çырнă-мĕн. Паллах, йăнăшсем çинчен те пĕлтернĕ ĕнтĕ... Вунеркке аллине тытса чăмăртарăм та питĕнчен чăп! чăп! чуптурăм.
Виçĕ кунтан ăсатма разъезда Вунеркке, Марук, Терентей, Микулай пычĕç. Микулай халичченхи пекех купăсне хăйĕнчен хăварман. Чуна тивекен юрă кĕвви калать. Тăнлатăп та, музыка çапла йăпатнăн туйăнать; «...Ан кулян. Савăн. Пурнăçу çепĕç музыка евĕр пулĕ». Ĕненес кнлет.
Тăратпăр перрон çинче. Калаçатпăр хаваслăн. Ав, поезд кăшкăртрĕ. Уйрăлатпăр иккен, тен, ĕмĕрлĕхех. Вакуна кĕретĕп те чӳрече умне тăратăп. Кантăк витĕр пăхатăп тус-тантăшсене. Поезд хускалать, майĕпен хăвăртлăхне ӳстерет, ӳстерет. Тус-тантăшсем вакунпа юнашар ăмăртса чупаççĕ. Аллисенчи шурă тутăрĕсене çил вĕркĕштерет. Юлнăçем кая юлаççĕ çывăх сăн-питсем. Унтан пачах курăнми пулаççĕ.
Техникумра кăçал çамрăксем сахал мар. Комсомолецсем те пур. Эпĕ учета тăтăм. Ячейка секретарьне тупмарăм. Вăл вĕренме килмен-те-ха. Туятăп: студентсене кичем. Мĕн лайăххй пур ĕнтĕ техникумран общежитие, унтай каллех техникума кумнинче? Тепĕр чух мăшăрлăн Атăл хĕрне çитсе килеççĕ. Эпĕ текех капла вăхăта ним усăсăр ирттерме пултараймастăп. Юнăмра ялти учительница Вунеркке вĕрсе кĕртнĕ хастарлăх вĕрет. Çамрăксен пурнăçне хаваслă юхăма пĕрлештерес килет. Çамрăксемпе пĕрле мĕн тума пулать-ши? Шухăшлатăп, шухăшлатăп. Драма кружокĕ йĕркелесси аса килчĕ. Çамрăксем театра юратаççех. Сăмах хускатрăм хамăр курсра вĕренекен студентсен хушшинче. Шавларĕç кăна. Артист чунлисем тулăнчĕç те, пĕри те тепри спектакльте выляма пулаççĕ. Халех пуçăнасшăн. Анчах лартма мĕнле пьеса суйласа илмелле? «Авлантару» сĕнчĕ тахăшĕ. Мĕнех вара? Пултăр. Килĕшмелле.
Нумайччен хатĕрлентĕмĕр. Кашни кун тенĕ пекех юлат-тăмăр техникума. Артистсем ролĕсене пăхмасăр вĕренчĕç. Режиссерĕпе артисчĕ те хамăрах.
Пирвайхи спектакль. Пăшăрханатпăр. Анчах та ку нумая пымарĕ. Пирĕнтен кашниех пьесăри çынсен пурнăçĕпе пурăнма тытăнчĕ. Эпир спектакль пынă вăхăтра куракансен ăшă кăмăлне туйса тăтăмăр.
— Вар хытиччен култартăр!
— Тав сире!
— Тахçанах кун пек ахăлтатманччĕ-ха!
Çапла хыпар илтрĕмĕр эпир спектакль хыççăн куракансенчен. Хамăр спектакле эпир тир-сăран заводĕнче, типографире кăтартрăмăр. Вĕсем те пире хурламарĕç.
Комсомол хула комитечĕ пирĕн артистла ĕç çинчен пĕлнĕ. Пире хула çывăхĕнчи колхозсене спектакль кайса кăтартма хушаççĕ. Эпир савăнсах килĕшрĕмĕр. Пире вĕрентме театр артистне — Игнатий Молодова ячĕç. Вăл сцена çинче мĕнле вылямаллине кăтартать. Кăмăллать вăл пирĕн артистсене. Кирилл ятлă çамрăкпа иксĕмĕре театр çумĕнчи студие вĕренме пыма чĕнет. Эпĕ каяс çук. Тĕллевĕм — тухтăр пуласси.
19
Мана комсомолăн техникумри ячейка секретарĕ пулма суйларĕç. Çакна пула ĕç татах нумайланчĕ. Комсомолăн хула комитечĕ çаплах ĕç хушать. Час-часах фабрик-заводсене çамрăксем патне ярать. Пĕррехинче хула комитечĕн инструкторĕпе — Санька Яруткинпа — типографие кайрăм. Пирĕн кунта ĕçлекен хĕрсемпе пуху ирттермелле. Ыйту пĕрре — Инçет Хĕвелтухăçне хĕрсен ĕçлеме каясси.
Пĕлтерӳ çăксан, икĕ кунтан типографи хĕрĕсем хăйсен хĕрлĕ кĕтесне пухăва пуçтарăнчĕç. Пурте çамрăк. Кашниннех пичĕсем — çырла. Пĕри тепринчен илемлĕ. Тумсем пирĕн чăнах чаплă мар. Эпир, хĕрсем, пурçăн таврашне курман. Чи паха кĕпе — сатинран çĕлени. Хĕрĕн çавнашкал кĕпе пĕр-иккĕ пулсан, вара вăл тупраллă шутланать. Театра та сатин тăхăннă хĕр вăтанмасăр кĕрет. Пухăва пуçтарăннисен хушшинче пăч-пач сатин кĕпеллисене куратăп. Апла пулсан, вĕсем юлташĕсене сума суса килнĕ.
Пуху ĕçе тытăнчĕ. Сăмах мана пачĕç. Чи малтан эпе Валентина Хетагурова чĕнсе каланипе паллаштартăм. Вăл хĕрсене Инçет Хĕвелтухăçне ĕçлеме, яланлăхах куçса килме чĕнет. Каччăсем тунсăхлаççĕ имĕш унта хĕрсемсĕр.
Çыру хĕрсене чун-чĕререн хумхантарса ячĕ. Шавлăн калаçма пуçларĕç. Туятăп: хĕрсем питĕ каяс шухăшлă. Анчах кунта, килте, пуçăннă ĕçсем, туса çитереймен ĕçсем пур-çке. Хăшпĕрисен тата чараканĕн алли çирĕп. Тупăнмасть-ши вара пĕр хăюллă хĕр те?
Хыçалти ретре, кĕтесре ларакан хĕр йăш! çĕклет аллине, каллех антарать, йăш! çĕклет те антарать.
— Тамара, эсĕ калаçасшăн-и? — ыйтрĕ пухăва ертсе пыраканĕ.
— Эхе, — тет лешĕ.
— Кил кунта.
Тамара вăтанаканскер пулас. Пуçне чиксе, шăппăн тантăшĕсен умне тухса тăчĕ.
— Инçет Хĕвелтухăçне эпĕ каятăп, — пĕлтерчĕ хĕр çирĕп те çепĕç сассипе. — Çырăр ман ята.
Сĕр сĕрлесе илчĕç хĕрсем. Никам та кĕтмен пулас кăна Тамарăран. Хĕрĕ ĕнтĕ çав тери чиперскер. Çап-çаврака питлĕ. Пăхсан, кĕмĕл кашăк шывпа çăтса ярăн. Ӳсеççĕ-мĕн пирĕн таврара та çав хатер хитре пикесем.
— Тамара, кирлĕ мара ан аташ! — асăрхаттарчĕ унран кăшт аслăрах курăнакан хĕр. — Çынсем сан çинчен мĕн шутлĕç? Ырă шыва аякка мар, алкум вĕçнех сапаççĕ. Çавна пĕл.
— Ку Тамарăн аппăшĕ, — ăнлантарчĕ хăлхаран пухăва ертсе пыраканĕ.
— Пурнăçран юлнă халап. Эпĕ пурпĕрех каятăп, — çапла пулчĕ Тамарăн юлашки сăмахĕ.
Пуху хыççăн эпир Тамарăпа темиçе хут та тĕл пултăмăр. Комсомол хула комитетне те кайса килтĕмĕр пĕрле. Çук, шухăшне улăштармарĕ хĕр. Хулара чылаййăн тупăнчĕç пĕр шухăшлисем. Паттăр хĕрачасем теес килет вĕсене, хăраса тăмаççĕ.
Çур уйăх иртрĕ пулас. Тухса каймалли кун çитрĕ. Ăсатма эпĕ те тухрăм. Тăратпăр Тамарăпа ыталанса. Пирĕн пата Санька Яруткин пырса тăчĕ. Вăл хĕрсен ушкăнне Мускава çитиччен ăсатма каять.
— Пăрçа кусса анчĕ тесе, çăвара илсе хыпасшăнччĕ, анчах сирĕн куççулĕ пулчĕ иккен, — тăрăхласа кулать пирĕнтен Санька.
— Чипер илсе çитер вара эсĕ Тамарăна, — тетĕп Санька Яруткина.
— Юрĕ, Талюна, эсĕ хушнине манмăп.
Санька Яруткин вăл хулари çамрăксен хуралçи. Спектакль лартма кайнă чух пирĕнпе яла пыратчĕ. Спектакль умĕн вăл курмă пуçтарăннисем валли лекци вулатчĕ. Эпĕ унпа кинона, Атăл хĕрне уçăлса çӳреме темиçе хут тухнăччĕ. Кăмăллăскер вăл.
Хĕрсем ларнă автомашина тапранчĕ. Эпĕ алă сулса тăрса юлтăм.
Хĕвел сехет йĕппиех çав, шаккани çеç илтĕнмест. Кунсене вара мĕн тери хăвăрт шутлать. Эрнешерĕн-эрнешерĕн ирттерсе уйăха çитерет, унтан — çулталăка.
Унта та, кунта та хĕрсемпе туслантăм. Кирек ăçта та хĕрсем каччăсем çинчен калаçаççĕ. Эпĕ мĕнле? Пĕлетĕп-ха, урам енче кĕтесре Санька Яруткин кĕтсе тăрать. Оля тантăш ăна манăн савни терĕ-ха. Чăнах савни-ши вăл? Уншăн хыпса çунмастăп. Анчах унпа çӳреме кăмăллă. Иртнĕ каç çеç-ха Санькка: «Качча пыратăн-и?» — тесе ыйтрĕ. Пĕлетĕп, вăл спектакль кăна вылять. Çав тери кулăшла туйăнчĕ. Эпĕ чарăнайми култăм. Çук, пĕрре те тиркесе мар, савăнса пулĕ. Начар каччă мар вăл. Кăмăлĕ те ырă. Сăн-пичĕ те пур. Яштака. Çăра та вăрăм хăрпăклă куçĕсем ăшшăн пăхаççĕ.
Васкаса тумланатăп. Тамара çырăвне кĕсъене чиксен кĕтесре кĕтсе тăракан «савни» патне тухатăп. Канччăр-ха кăшт учебниксем.
— Сана кĕтсе, Талюна, çур кун ирттертĕм, — шӳтлет Санька, эпĕ ун çумне пырса тăрсан.
— Çаплах-ши? — кулса илтĕм.
Ун аллинче чăматан, плащ.
— Ăçта пуçтарăннă эсĕ капла?
— Командировкăна яраççĕ, темиçе района. Тунсăхламăн-и?
— Манмастăп тесе сăмах парсан, тӳсĕп, — тетĕп.
— Эпĕ сана нихăçан та манас çук;,
— Малтан хăш района каян?
— Куславккана, пăрахутпа.
Алла-аллăн çавтăнтăмăр та çурт çумĕсемпе хывнă сукмак çине тухрăмăр.
Хĕвел анăçалла тайăлнă. Ĕç петнĕ. Канма тухнă хула çамрăкĕсем умра та хыçалта та ушкăнăн-ушкăнăн утаççĕ. Пурне те Атăл илĕртет. Пирĕн çул та унталла. Пыратпăр хаваслăн калаçса. Пахча витĕр тухма шутларăмăр. Хамăр пурăнăç панă йывăçсене курас килчĕ пирĕн. Сахал йывăç лартман эпир кунта. Тĕмсем чечек çыххи евĕр куçа илĕртеçсĕ, кашни туна ем-ешĕл çулçă кăларнă.
Йывăç айĕнчи сак çинче икĕ ватă ларать. Путех, карчăкĕпе старикки. Хăйсем пирĕн çине ăшă кăмăлпа пăхаççĕ. Шăппăн калаçса илчĕç пĕр-пĕринпе. Апла пулин те, эпир илтрĕмĕр, хăлхасем чее-çке. «Килĕшӳллĕ мăшăр», — терĕç вĕсем пире. Санька тути йăл сарăлчĕ. Манăн та чунăм сар çу евĕр ирĕлчĕ. Сан пирки ырă калаçаççĕ пулсан, кирек кама та савăнтарать.
Утатпăр. Пирĕн çине çынсем татах пăхкалаççĕ. Куçĕсенче ăшă хĕлхем пуррине туятăп. Тен, çынсене эпĕ комсомол костюмĕ тăхăнни килĕшет? Эпĕ хам та çак тума питĕ юрататăп. Ансăр юбка, икĕ кĕсъеллĕ гимнастерка. Хулпуççи урлă — портупея. Тăхаллă сарă чĕн пиçиххи. Вăл çинçе пилĕке тăп тытать. Пуçра — костюм тĕслех симĕс карттус.
Эпир пристаньре. Санька билет илчĕ. Пăрахучĕ те çитсе чарăнчĕ. Вăхăт пур-ха кăшт. Айккинерех кайса тăратпăр. Кĕсъерен кăларса, хĕвелтухăçне кайнă Тамарăн сăнӳкерчекне, çырăвне паратăп. Хамăра çывăх юлташсен телейĕ хĕпĕртеттерет.
— Талюна, пирĕн санпа иксĕмĕрĕн хăçан туй пулать? — ыйтать Санька.
— Эсĕ пăрахса каятăн-çке,— тетĕп шӳтлесе.
Каччă тек ним те калаймасть. Виççĕмĕш хут шăнкăрав пачĕç. Санька пăрахут çине чăмрĕ.
Çын кайни, вăл кирек кам пултăр, пурпĕрех, чуна çав тери ыраттарать. Макăрмасăр ниепле те тӳсейместĕп. Пăрахучĕ часах тапранчĕ. Эпĕ сăрт тăрне хăпарса чылайччен пĕчĕк шурă тутăрпа сулласа тăратăп.
Шухăша путнаскер, сисмен те хам хыçа кам пырса тăнине.
—- Çитĕ сана, çичĕ ютшăн пуç усма, — тенине илтсен тнн çаврăнса пăхрăм. Оля иккен.
— Ун пек çыншăн пуç усни те килĕшет, çылăх та пулас çуках, — тетĕп.
— Ĕненместĕп. Хăвна ху улталан.
— Паçăр кăна ăна манăн савни терĕн ху.
— Чĕлхе шăмăсăр, тем те калĕ.
Оля вăл, те пĕлсе, те пĕлмесĕр, ялан çапла, паттăрла калаçать. Ун чĕри никамшăн та çунмасть пекех. Юлашки вăхăтра эпир унпа туслашсах кайрăмăр-ха. Тĕрĕссипе илсен, юлташ тупма питĕ хĕн. Анюк хыççăн пĕр хĕрпе те çывăхланайманччĕ. Оля пĕрре те Анюк пек çепĕç, черчен мар. Вăл арçын ача евĕрлĕ тыткалать хăйне. Нихăçан та хурланса çӳренине курман. Тĕпĕпех пĕлетĕп, унăн чунне кĕрсе тухрăм, теейместĕп. Чĕре варринче хупса усракан шухăш-ĕмĕтсене каламан ăна. Пурнăçра эпĕ пуринчен ытла шанса каланă сăмаха теприне вĕçертекене тӳсме пултараймастăп. Е тата «çав сан çинчен тиркешсе калаçрĕ» текенсене те килĕштерместĕп. Ырă таса чунлă çын теприн çинчен элек те итлемест.
Оля ăмсанса пăхать Атăл хĕрринче кĕллĕн-каллĕн, юлхавлăн утакан çамрăксене. Тĕлĕнмелле чăнах, ăçта куçать халăх татти-сыпписĕр? Вĕсен çуках пулĕ чăрмантаракан нимле ĕç те. Пирĕн, ав, виçмине — экзамен.
— Киле каймăпăр, — тет Оля. — Çӳрер Атăл хĕрринче.
— Ӳлĕм килĕпĕр, пушансан,— йăпататăп ăна.
Оля шăртланмасть.
Картишне пырса кĕтĕмĕр çеç, мана хĕрсем сырса илчĕç.
— Ăçта çӳрен эсĕ?
— Сана пĕр каччă шырарĕ.
— Хăйĕн пичĕ чăп-чăпар. Хуратутлăскер.
— Сăмси каçăр.
— Хăй шăп — вăрăм каштах. «Эй, пичче, çерçи тытса пар-ха!» — терĕмĕр те, йăл çеç кулчĕ.
Хĕрсем пĕр кана ихĕлтетрĕç вара. Эпĕ шухăшăмра çав çынна шыратăп. Палланă пекех туйăнать, анчах аса килмест.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...