Пирвайхи юрату :: Пĕрремĕш пайĕ


Пысăк перемена вăхăтĕнче техникумра Ленина асăнса митинг пулчĕ. Ленинăн пĕтĕм тĕнчешĕн паллă та ырă, пархатарлă ĕçĕсене сума суса сăмахсем каларĕç. Вĕсенчен пĕри пирĕн директор пулчĕ. Ленин аслă революционер кăна мар, вăл çавăн пекех питĕ паллă ученăй пулнине уççăн кăтартса пачĕ. Ачасем шывланнă куçĕсене шăлаççĕ. Манăн та, тепле чăтăмлă пулма тăрăшсан та, куççуль юхать. Хĕрачасем вара ĕсĕклесех макăраççĕ...

Владимир Ильич Ленина пытарнă кун, шартлама сивве пăхмасăрах, Хĕрлĕ площадьре йышлă митинг пулчĕ. Хулари халăх кăна мар, таврари ялсенчи хресчейсем те питĕ нумай пуханнă... Урамсенче унта та кунта кăвайт çунать — çынсем алли-урине ăшăтаççĕ.

Хаçатсем çинче В.И.Ленин çинчен питĕ нумай çыраççĕ. Аслă çĕршыв хуйхăллă траурта. Çав салхуллă кунсенче РКП(б) Центральнăй Комитечĕ халăха чĕнсе калани пичетленсе тухнăччĕ, эпĕ ăна питĕ тимлĕн вуларăм. Центральнăй Комитет ĕçхалăхне, чи малтан рабочи класа, Ленин ĕçне малалла илсе пымашкăн парти ретне кĕме чĕнет. Ку документ мана та нумай шухăшлаттарчĕ. Чухăн хресчен ачи, эпĕ ĕнтĕ тăватă çула яхăн комсомолта тăратăп, Вăхăт мар-ши партие кĕме? Аппапа калаçса пăхрăм, вăл ман шухăша хирĕç пулмарĕ... Вара хамăр техникумри комсомол ячейкин секратарĕпе Ядров юлташпа калаçрăм. Вăл мана рекомендаци ыйтса заявлени çырма хушрĕ. Тепĕр эрнеренех ман заявление комсомол ячейкин пухăвĕнче пăхса тухрĕç те рекомендаци памалла турĕç. Эпĕ питĕ савăнтăм, анчах савăнни иртерех пулчĕ. Хулари комсомол комитечĕн бюровĕ пăхса тухиччен нумай вăхăт иртрĕ. Виçĕ уйăхран тин, апрель уйăхĕн вĕçĕнче, хула комитечĕн рекомедацине тикех алла илтĕм.

Майăн пĕрремĕшĕнче пире çурхи каникула салатрĕç, каникул хыççăн вăренме таврăнаймарăм. Вăл акă мĕнле пулса тухрĕ.

Мăнъяла çитсен, эпĕ партин вулăсри ячейкин секретарĕпе Добров юлташпа тĕл пултăм. Вăл çынна эпĕ атте пек хисеплетĕп. Вĕсем аттепе пĕрремĕш тĕнче вăрçинче те пĕрлех пулнă. Пирĕн атте вăрçăран таврăнаймарĕ пулсан, Добров юлташ большевик пулса киле çитрĕ. Халĕ те астăватăп: вунсаккăрмĕш çулхи кĕркунне, чухăнсен комитечĕн председателĕ пулнăскер, вăл пире çирĕм пилĕк пăт тырă памалла тунăччĕ. Çавна пула эпир пăртак ура çине тăтăмăр.

Эпĕ Добров юлташа партие кĕме шутлани çинчен каласа патăм.

— Шупашкар хула комитетĕнчен рекомендаци пур-и? — ыйтрĕ вăл.

— Пур, — терĕм те кесъерен чĕрĕк листа хут таткине кăларса патăм.

Çав хута вăл чылайччен тытрĕ, вуласа тухрĕ, çавăркаласа пăхрĕ, юлашкинчен, рекомендацие калла парса, кĕтмен çĕртен ыйтрĕ:

— Эсĕ миçемĕш класра вĕренетĕн?

Эпĕ нимĕнле мар пултăм. «Эпĕ Макар пирки, вăл пур — вăкăр пирки», пырса кĕчĕ пуçăма. «Мĕншĕн апла ыйтать-ха вăл?»

— Класра мар, — терĕм эпĕ, — пирĕн класе темеççĕ, курс теççĕ. Иккĕмĕш курс пĕтеретĕп. Вĕренмелли тата икĕ çул юлать.

— Эсĕ вĕренме хăçан кайнăччĕ вара?

— Выçлăх çул, — терĕм эпĕ, — подготовительнăйра пĕр çул вĕреннĕ, основнойра икĕ çул пулать ĕнтĕ. Пурĕ пилĕк çул вĕренмелле.

— Нумай вĕрентеççĕ иккен учитель пулма, — терĕ те вăл, теме аса илнĕ пек пулса, хушса хучĕ:

— Ыран волĕçтăвкома пыр-ха...

Тепĕр кун эпĕ ирех тăтăм, заявлени çырса хатĕрлерĕм. Кăнтăрла иртнĕ тĕле волĕçтăвкома кайрăм. Добров пĕчĕк пӳлĕмре çырса ларать.

Вăл манăн документсене илчĕ, васкамасăр вуласа тухрĕ те ман çине тинкерсе пăхрĕ.

— Санăн комсомол рекомендацийĕ пур, — терĕ вăл, куçран пăхса, — тепĕр рекомендацине хамах пама пултаратăп, тата теприне камран ыйтас тетĕн?

— Пĕлместĕп, — терĕм аптăраса, — эпĕ рекомендацисем Шупашкарта пухас тенĕччĕ...

— Ан васка-ха Шупашкара, — терĕ вăл хаваслăн. — Халĕ эпир тăван ялта, эсĕ Шупашкарта мар, çакă ялта çуралса кун çути курнă...

Эпĕ нимĕн калама та пĕлмерĕм.

— Акă мĕн, Миша, — терĕ вăл юлашкинчен. — Эпир сана вулăсри комсомол организаторĕ тăвасшăн. Мĕн шутлатăн çавăн пирки?

— Эпĕ техникумра вĕренетĕп-çке...

— Вăхăтлăха пăрахас пулать...

— Мĕнле апла?

— Çапла, ачам, çапла... Мĕнрен тĕлĕнетĕн? Эпĕ анра курăк шăршламан, чипер ăс-пуçпах калатăп; юл-ха яла, ĕçлесе пăх-ха пĕр-икĕ çул... Кайран, малашнехи пурнăçра, тен, вăл усă парĕ сана...

Эпĕ нимĕнле мар пулса кайрăм, шухăш пăтраннипе нимĕн калама та пĕлмерĕм. Иван Ильич шӳтлемест иккен, чăнах калать...

— Апла пулсан, — терĕм аптăранă енне, — шухăшласа пăхма парсамăр вăхăт. Сасартăк вĕренме пăрахасси те çăмăл мар, эсир ăна хăвăр та лайăх чухлатăр...

— Юрĕ, — килешрĕ Иван Ильич, — ыранччĕн тăхтăпăр апла...

— Ыранччен? — хыпăнса ӳкрĕм эпĕ. — Мана эсир иккĕмĕш курса пĕтерме те парасшăн мар-и апла?

— Эпĕ сана халех хăварасшăн...

— Ыран килсе калăп, — терĕм эпĕ, вырăнтан хускалса.

 

13

Вăл каç эпĕ йĕркеллĕ çывăраймарăм. Тĕлĕнмелли çук: Иван Ильич сăмахĕ ниепле те лăпланма памасть. «Мĕн тăвас-ха ĕнтĕ манăн?» — шутлатăп тĕттĕмре. Анне Ивана тӳшек сарса панăччĕ, хăй алăк патĕнче, путмар çине выртрĕ. Эпĕ йĕштеленнине илтсен, вăл ыйтса та пăхрĕ: «Мĕн пӳлнă сана, ачам, чирлемерĕн пулĕ-çке?» «Чирлемен, — тетĕп эпĕ, — ăпăр-тапăр шухăшсем хупласа илчĕç те...» «Çамрăклах апла шутласан...» — илтĕнет анне сасси. Вăл хăйĕн сăмахне вĕçлемест пулин те, туятăп: эпĕ çывăрса каййччен, вăл ниепле те лăпланас çук. Çавăнпа та эпĕ чылай вăхăт хушши пĕр хускалмасăр выртатăп, анне лăпланасса кĕтетеп. Шухăшсем хамăн пуçăмра туй вĕшли пек вĕлкĕшеççĕ, хĕр туйĕпе арçын туйĕ пек тавлашаççĕ.

«Шухăшласа пăхсан, Иван Ильич сăмахĕпе савăнмалла кăна. Чăн та çапла! Волорганизатор пулсан, мĕн чухлĕ ырă ĕç кĕтет мана. Пирĕн вулăсра миçе ял? Кашни ялта мĕн чухлĕ çамрăк? Çав йышлă çамрăка çĕнĕ пурнăç çулĕ çине, коммунизм çулĕ çине тăратассишĕн ĕçлени пархатар мар-и вара? Унтан ырри мĕн пулма пултарать маншăн? Килĕшес пулать Добров сĕнĕвĕпе!»

Пуçа тепĕр шухăш пырса кĕрет: «Комсомол ĕçне куçни аван та-ха, вĕренӳ тĕлĕшпе епле? Пуçланă япалана вĕçне çитерни — вĕренсе пĕтерни — лайăхрах пулмĕ-ши? Виçĕ çула яхăн вĕренни сая каять вĕт! Выçлăх çулĕнче хăлчăклă сĕлĕ çăкри çисе, выçлăн-тутлăн пурăнса вĕрентĕн пулсан, халĕ пăрахни тĕрĕс пулать-ши? Вĕренсе пĕтерсен те комсомол ĕçне куçма пулать-çке!.. Мĕн калас-ха ыран Добров юлташа?»

Пуçăмра икĕ тĕслĕ шухăш, иккĕллĕ илĕртӳ вылять. «Хăшне итлес, хăшне кăмăллас, хăшне йышăнас? Иринăпа калаçса пăхасчĕ çак самантра!..»

Çапла тертленсе выртнăскер, çывăрса кайнине те сисмен.

Тухăçри чӳречерен ӳкекен хĕвел çути ирех вăратрĕ. Йăпăр-япăр тăтăм та, пит-куçа çукаласан, тула тухса кайрăм.

Çанталăк янкăр уяр. Йăл-йăл кулакан çутă хĕвел тӳпенелле хăпарать, кайăк-кĕшĕк чĕвĕлтетни чун-чĕрене савăнтарать. Эпĕ пахчана тухрăм, чие тĕмĕ умне пырса чарăнтăм. Вăл çулçă кăларман та-ха, папкисем самаях тăртаннă. Паянхи пек ăшă тепĕр виç-тăватă кун тăрас пулсан, пĕтĕм ӳсентăран ешĕл тумпа витĕнет, унтан улма-çырла çеçкисем те çурăлма тытăнаççĕ...

Ял çинелле пăхса илтĕм. Кĕрен шкул тăррине курсан Иринăна аса илех патăм. Çак самантра ăна манăн çав тери курассăм килчĕ. Мĕншĕн-ха вăл çапла? Эпĕ унпала юнашар ларса, куçран-куçа пăхса, тăраниччен калаçса та курман-çке! Тен, ман çинчен шухăшлама мар, ятăма та манса кайнă пуль вăл.

Иринăна пирвайхи хут курнине аса илетĕп те, вал ман ума халĕ те çавăн чухнехи пекех тухса тăрать: тăп-тăп кĕлетке, илĕртӳллĕ хура куç, кăвак лента янă хура çивĕт... Çав сăнар манăн чĕремрен нихăçан та тухас çук! Мĕн каласси пур: хăшпĕр çамрăксем пĕр хĕре юратнипе çырлахмаççĕ-çке. Кирек хăш хĕрпе те выляса-кулса кăна калаçаççĕ, часах туслашма е мăшăрланма пултараççĕ... Эпĕ апла тума ниепле те пултарассăм çук. Маншăн пулсан çут тĕнчере пĕр пике кăна, вăл — Ирина.

Ĕмĕт, яшлăхри таса ĕмĕт! Сарлака та çăмăл ун çуначĕсем. Вăл çунатсемпе таçта та вĕçсе кайма, курманнине курма, туйманнине туйма, пĕлменнине пĕлме пулать... Акă эпĕ техникумран вĕренсе тухнă, инçетри яла учителе каятăп, шкула пырса кĕретĕп. Хапха умĕнче çамрăк учительница кĕтсе илет, ман çине кăмăллăн пăхать, çăмăл аллине тăсать. Вăл — Ирина! Эпир пĕр шкулта ĕçлеме пуçлатпăр, пĕринчен пĕри вĕренсе пыратпăр. Пурăна киле мăшăрланатпăр та пĕрлĕ пурăнма пуçлатпăр. Кăнтăрла ачасене вĕрентетпĕр, каçхине халăх хушшине тухатпăр, обществăллă ĕç тăватпăр. Кунтан ытла мĕн кĕтме пултаратăп эпĕ пурнăçра?..

— Миша! — илтĕнет анне сасси, — йăкăнат туйне каятăн-и?

Эпĕ пахчаран тухса кил хушшине кĕретĕп, анне алкум вĕçĕнче тăрать.

— Тем тумалла-çке...

Йăкăнат — аннен хреснай ывăлĕ. Вăл салтака канса килне енте, паян авланать, терĕç. Эпĕ татăклăн каламаннипе анле кăмăлсăрланать. Вăл мана туй ачи тăвасшăн пулнине лайăх ăнланатăп та-ха, манăн пĕрре те туя каяссăм килмест. Тепĕр тесен, туйсем тăрăх ĕçсе çӳрени комсомолеца килĕшсех те каймасть. Анне çавна шутлать-и-ха вăл?

...Ирхи апат хыççăн сĕтел хушшинчен тухнăччĕ кăна, пирĕн пата Добров юлташ пырса кĕчĕ.

— Манăн килес, хуçисем килте-и?

— Килĕрех, килĕр, ларăр апат çиме, — терĕ анне, ăна хирĕç пырçа.

— Тин çеç сĕтел хушшинчен, — терĕ Иван Ильич, алă парса. — Пĕр çăвар та анас çук. Тавтапуç апатне.

Вăл путмар кĕтессине ларчĕ, хура енчĕкне кăларса, тапак чĕркеме пуçларĕ.

«Мĕн калас-ха ĕнтĕ Иван Ильича, — шутларăм ĕнерхи калаçăва аса илсе. — Волорганизатор ĕçĕ те питĕ илĕртет, техникума пăрахма та шел!..»

Эпĕ иккĕленниые пĕлнĕ пекех, йăл çăварĕнчен кăвак тĕтĕм унки кăларса ячĕ те:

— Каятпăр-и, Миша? — тесе ыйтрĕ.

— Халех. Анне, — терĕм эпĕ, — пирĕн Иван Ильичпа кайса килмелли пур. Эпĕ нумай тăмастăп, часах таврăнатăп.

— Кайăсăн, — терĕ вăл, — Йăкăнат йыхрăвне ан ман вара...

— Юрĕ, — килĕшрĕм эпĕ.

— Мĕн калатăн ĕнерхи пирки? — ыйтрĕ Добров, килтен тухсанах.

— Темле каламалла ĕнтĕ, — терĕм тытăнкаласа, — Пĕр енчен...

— Пĕр енчен, тепĕр енчен, — сасартăк пӳлчĕ мана Иван Ильич, — мĕскер эсĕ, тăхăр çул вĕреннĕ çын, мучи пек калаçатăн, лаша вăррине чĕнместĕп пуль сана! Аçу миçе çул вĕреннĕ, çавна пĕлетĕн-и?

— Пĕлсех пĕлместĕп те, виçĕ çул çӳренĕ, тетчĕ анне... — Çавă çав. Виçĕ çул çеç вĕреннĕ пулин те, салтакра 1917 çултах вал полкри советăн депутачĕ пулнă. Эсĕ пур...

Питĕ намăс пулчĕ мана. «Мĕскер турткаланатăп-ха, Кутăн Куçма пек, — шутласа илтĕм ăшăмра. — Кам умĕнче турткаланап?»

Вара çайăнтах вĕренме пăрахса волорганизатор пулма килĕшсе, сăмах патăм.

— Тахçанах çапла кирлĕччĕ, — терĕ Иван Ильич. Каларĕ те çапла, утса пынă çĕртех çурăмран лăпкаса илчĕ.

— Иван Ильич, — аса илтĕм эпĕ, — сирĕн волорганизатор пурччĕ мар-и-ха? Ленский юлташ урăх çĕре куçать-и-мĕн?

— Эрнеччĕ те, эрнекун мар-çке паян! — кулса каларĕ вăл. — Çамрăклах бюрократланса кайрĕ: çывăхри яла каймалла пулсан та, янкăр çутă кун та ямшăксăр тухмасть… Шăнкăрав сассине юратарах парать...

Волĕçтăвком патне çитрĕмĕр. Пире хирĕç лăпах хайхи Ленский тухрĕ.

— Хисеплĕ Иван Ильич, — терĕ вăл, камитле хуçкаланса, — эпĕ сире иртенпех шыратăп, ниепле те тупаймастăп. Ăçта кайса çухалнă вара эсир?

— Мĕншĕн аплах шырарăн вара? — ыйтрĕ Добров.

— Что вы? — терĕ Кĕркури, — массы почти все в сборе, теме пулать. Вот-вот собрани уçăлмалла...

Çав вăхăтрах вăл мана асăрханă пек пулчĕ те аллăма хытă чăмăртарĕ:

— Григорий Ленский, — терĕ.

Эпĕ нимĕнле мар пулса кайрăм. «Мĕнле артист пулчĕ ку?» — шутларăм ăшăмра. Эпир Кĕркурипе пĕрне-пĕри лайах пĕлетпĕр: пĕр ялта ӳснĕ, пĕр çырмара чупса çӳренĕ, выртмара та пĕрлех пулнă. Мĕншĕн-ха вăл манпа пачах палламан çынна курнă пек паллашать? «Массы в сборе» тени те ман хăлхана çурса кайрĕ. Кĕркури хăй кам вара? Мĕнле «шĕпĕн» вăл?

— Хăçан килтĕр, если не секрет? — ыйтрĕ вăл.

— Виçĕмкун кăна, — терĕм эпĕ.

Эпир волĕçтăвкома, Иван Ильич ларакан пӳлĕме, кĕтĕмĕр.

— Массăсем пухăнаççĕ эппин? — тăрăхланă пек ыйтрĕ Иван Ильич.

— Совершенно так, — васкавлăн çатăлтатрĕ лешĕ, — кворум почти полный темелле..

Иван Ильич куланçи пулчĕ те нимĕн те шарламарĕ. Эпĕ шутларăм: «Кун пек çатăлтатма Кĕркури ăçтан вĕреннĕ-ха? Эпĕ астăвасса аплах марччĕ-çке вăл? Çăмăлттайлăхĕ палăратчĕ-ха ĕнтĕ, анчах кун пекех марччĕ. Комсомола хăçан кĕнĕ-ши тата? Çирĕммĕш çулта, шкулта ячейка уçнă чухне, вăл комсомола кĕнине ăстумастăп-çке..»

Çул çинче Иван Ильич Кĕркури пирки каланине те аса илтĕм. Мана та килĕшмерĕ вăл хăйне хăй тыткалани, тĕрĕсрех каласан, тыткалама пĕлменни.

«Волорганизатора çăмăлттайлăх килĕшмест!» — палăртрăм ăшăмра.

 

14

Виç кун хутман мунчинче йăсăрланать маччинче, тенĕ пек пулса тухрĕ иртнĕ эрнере. Вулăсри комсомол пуххинче хайхи Ленский асанакан «массăсем» волорганизатора çивĕччĕн критиклерĕç. Унăн çăмăлттайлăхне те, бюрократланма пуçланине те — пурне те аса илчĕç. Вара Ленские ĕçрен кăларчĕç, парти волкомĕ сĕннипе волорганизатор пулма мана суйларĕç. Çапла уйрăлтăм эпĕ техникумран...

Вĕренме пăрахса яла юлнине мĕнле йышăнĕ-ши аннĕ? Пухура пулнипе Йăкăнат туйне те каяймарăм, çавăншăн та пăшăрханчĕ пулĕ вăл. Ĕçлеме яла юласси çинчен пĕлтерсен, çийĕнчех анне нимех те каламарĕ: «Хăвăрăнне хăвăр пĕлетĕр пуль, эпĕ сире ăс парас çук», — тенипех ирттерсе ячĕ. Каярахпа, ик-виçĕ кун иртсен, унта-кунта чупса çӳренипе эпĕ килте пит сахал пулнине курсан тин анне кăмăлсăр пулнине палăртрĕ: «Кайран-малтан ӳкĕнмелле ан пултăр, ачам», — терĕ вăл вĕренме пăрахнă пирки.

Волорганизаторăн час-часах шкула кĕрсе тухмалла пулать. Халĕ унта иккĕмĕш сыпăклă шкул. Темшĕн вара аслăрах классенче вĕренекенсем питĕ сахал, нумай çамрăксем Хусана, Шупашкара е урăх çĕре туха-туха кайнă иккен... Мĕншĕн апла-ши вăл? Шкула кĕрсен, яланах Иринăна аса илетĕп, вăл ларнă партăна куратăп та, чĕре çурăлса тухас патне çитет. Халĕ Ирина çук, вăл Хусанти чăваш педтехникумĕнче вĕренет. «Мĕншĕн Шупашкара кайман-ши вăл, мĕнпе илĕртнĕ-ши ăна Хусан? Çыру çырса ярас мар-ши ун патне?».

Çав кун эпĕ киле иртерех таврăнтăм. Ирина патне çыру çырма лартăм. Пытармасăрах каласан, нумай аппаланмалла пулчĕ вăл çырупа. Апла та капла та пуçласа пăхатăп, ниепле те килĕшмест. Йывăр та-мĕн чĕрери туйăма çынна уçса парасси... Ах, питĕ йывăр, тăванăм!

«Ырă, кун пултăр, Ирина Петровна!

Çак çыру авторне эсир тахçанах манса кайма пултарнă. Апла пулсан, чăрмантарнăшăн каçару ыйтатăп. Темиçе çул каялла Мăнъял шкулĕнче эпир пĕр класра вĕреннĕччĕ. Çавна те астăватăр ĕнтĕ, тепачах астумастăр. Пĕрле вĕреннĕ вăхăтра сире кӳрентернисем те пулнă пулĕ те, каçарсамăрччĕ ĕнтĕ, тархасшăн. Тайма пуçа хĕç те витмест, тенĕ-çке!

Халĕ эпĕ каллех Мăнъялта пурăнатăп, комсомолăн вулăсри организаторĕ пулса ĕçлетĕп. Вĕренес шухăша халлĕхе хăвармалла пулчĕ... Малашне мĕнле пулĕ унта.

Астăватăр-и, Ирина Петровна, çирĕммĕш çулта хамăр шкулта комсомол ячейки уçнине? Ун чухне эпĕ, айванскер, сире те комсомола кĕме сĕннĕччĕ. «Аттерен хăратăп çав...» тесе эсир калани халĕ те ăшран тухма пĕлмест. Паян кун тата мĕнле: халĕ те аçăртан хăратăр-и, е комсомол членĕнче тăратăр-и? Ку ыйту вырăнлах пулмарĕ пулсан, тархасшăн, каçарăр. Эпĕ сирĕн кăмăлăра хуçас тесе çырмастăп, пĕтĕмпех урăхла... Коля мĕнле вĕренет? Ăна салам калăр.

Ответ ярсан питĕ аван пулĕччĕ. Чăрмав кӳнĕшĕн татах каçару ыйтатăп.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13