Пирвайхи юрату :: Пĕрремĕш пайĕ
— Сана мĕн кирлĕ? — ыйтрĕç манран пухура, — кепка-и, шăлавар-и?
— Иккĕшĕ те кирлĕ! — терĕм эпĕ, нихăшне суйлама пĕлменнипе.
Пурте кулса ячĕç.
— Пĕррепе икке уйăрма пĕлет! — илтĕнчĕ залран.
— Кулмалли нимĕн те çук, — терĕ Добров юлташ, — иккĕшне те парăпăр ăна...
Чăнах та вара эпĕ хăмăр кепкăпа хура шăлавар ахалех туянтăм.
Ку çеç те мар, кĕçĕн класра вĕренекенсене кулленех çăмарта çитерме пуçларĕç. Ку та чухăнсен комитечĕ пуçарнипе пулнă иккен. Темле йывăр вăхăтра та Совет влаçĕ ачасене манман. Пĕçерессе çăмартине ятарласа уйăрнă дежурнăйсем шкул мунчинче пĕçеретчĕç. Кашни ачанах икшер çăмарта лекетчĕ, валеçессе те çав дежурнăйсемех валеçетчĕç.
Çуркуннепе переменăсенче эпир яланах урама тухаттăмăр, шкул умĕнчи ешĕл çерем çинче канаттăмăр. Пĕррехинче çапла, ачасемпе шăкăлтатса ларнă çĕре, Анаткасри хăмла хуçи ачи Сергей Васильев чупса пычĕ.
Çав вăхăтра çывăхранах Ирина иртсе пыратчĕ. Хай пĕчченех, хăвăрт-хăвăрт утса пырать. Пуян хĕрĕ пулин те, Ирина нихăçан та пуçне каçăртса çӳреместчĕ, çĕрелле пăхса çӳретчĕ.
— Пăхăр-ха çак Вăрманпуç хĕрне, — терĕ хайхи Сергей. — Пичĕ çаврашка, урисем — çинçешке те кукрашка... — Унтан вăл Ирина çинчен питĕ усал-сăмах каласа хучĕ.
Манăн пит-куçăма юн сирпĕннĕ пек пĕçерсе илчĕ. Эпĕ, хама хам туймасăр, Сергей çине сикрĕм те, эпир унпа çыхланса ӳкрĕмĕр, йăваланма тытăнтăмăр. Ачасем пире аран уйăрчĕç.
— Эсĕ ухмаха ермен пулĕ-çке — тăрăхласа ыйтрĕ Сергей, пăртак лăплансан.
— Эсĕ, буржуй чĕппи, кĕççепит! — терĕм, çиллĕме шăнараймасăр, — Хĕрача çинчен мĕнщĕн усал калаçан?
Эпĕ апла мар, урăхла каласшăнччĕ: «Ирина çинчен апла калама пултараймастăн!» — тесшĕнччĕ. Анчах вăхăтра чарăнма пĕлсе урăхлатса каланăшăн кайран хам та савăнтăм.
Сергей ман çине кашкăр йытă çине пăхнă пек пăхса тăчĕ-тăчĕ те:
— Эх, анра пуç! — тесе вăртах çаврăнса кайрĕ.
Эпĕ класа кĕтĕм, хам вырăна — парта хушшине лартăм. Чĕремре лăпкă мар. Эпĕ хама хам ӳпкелесе илетĕп, юнашар ларакан Кольăпа та калаçассăм килмест. «Мĕскер çулăхрăм-ха Сергей çумне? Кирлĕччĕ-ши иккĕшин хушшине кĕме? Çапах та мĕншĕн ун пек каларĕ-ха Сергей Ирина çинчен? Мĕншĕн тарăхнă вăл ăна?»
Вырăс чĕлхи учителе кĕчĕ, урок пуçланчĕ. Вăл хура сукнаран çĕлетнĕ, çап-çут тӳмеллĕ шинельпе çӳрет. Хушамачĕ унăн — Богоявленский, вăл Хусанти духовнăй академире вĕреннĕ, тетчĕç...
Хайхи учитель, урок пуçлансанах, доска патне шăпах мана кăларчĕ. Вырăсла вăрăм пуплев каласа çыртарчĕ. Манăн çав пуплеве морфологилле тишкерӳ тумалла пулчĕ. Эпĕ, урок умĕн питĕ тарăхса çитнĕскер, йăнăшсем те тукаларăм пуямалла. Вăл вара çав йăнăшсене пула тем тĕрлĕ тăрăхласа пĕтерчĕ, мана çур урока яхăн тытрĕ пулĕ... Ăнланчĕ-ши Ирина эпĕ мĕншĕн пăлханнине? Уроксем пĕтсен, киле кайма тухрăмăр. Манăн питĕ Иринăпа калаçса пăхас килет, переменăра çапăçни çинчен пĕлтерес килет, анчах именни чăрмантарать. Эпĕ — ĕревĕç çын мар, Сергей пек лĕпĕртетсе, хĕрсемпе ĕхĕлтетме пачах пĕлместĕп.
Иринăпа Валя пĕрле пыратчĕç. Ялтан тухиччен Ирина ман çулпах утать: пирĕн малтан пĕчĕк кĕперпе пуп çырми урлă каçмалла, сылтăмалла пăрăнса çырмана анмалла, пысăк кĕпер урлă каçмалла, аслă çулпа тăвалла хăпармалла. Уй хапхи патне çитеспе эпĕ, сулахая пăрăнса, хамăр урама кĕрсе юлатăл, Ирина, тӳрех утса, хăйсен ялнелле каять.
Пуп çырмин пĕчĕк кĕперĕ урлă каçсан, хайхи Валя, Иринăран уйрăлса, тăзалла кайрĕ. Анаталла Ирина пĕчченех утрĕ. Эпĕ, самантлăха та ăна куçран вĕçертмесĕр, хыçран утса пытăм. Чĕрем хытăран хытă тапма пуçларĕ. «Чĕнес-и ку Иринăна, чĕнес мар-и?» тесе пыратăп... Шыв хĕрне çитрĕмĕр. Ирина пысăк кĕпер урлă каçса ĕлкĕрнĕ вăхăтра эпĕ лăпах кепер çине пырса кĕтĕм. Пирĕн хушăмăрта мĕнпурĕ те ик-виçĕ чалăш кăна тăрса юлчĕ. «Халь чĕнмесен, — шутларăм ăшăмра, — урăх нихăçан та чĕнеессĕм çук».
— Ирина! — терĕм пыр тĕпĕнчен тухакан тытăнчăкла сасăпа.
Вăл тăпах чарăнчĕ, каялла çаврăнчĕ, мана асăрхасан, тĕлĕннĕ пек-мĕн пек пулчĕ, хăй нимĕн те шарламарĕ.
Эпĕ, сывлăш çавăрса илнĕ май, чарăнса тăтăм, именнипе пулĕ, малалла сăмах тупаймарăм. Ирина пĕрре те хускалмарĕ, мана тӳрех куçран пăхса тăчĕ.
— Эпĕ, çук... Сергей... эпир переменăра ларнă вăхăтра, эсĕ иртсе кайрăн, Сергей... вăл сан çинчен питĕ усал каласа хучĕ... Çавна тӳсеймесĕр, Сергей çине сиксе ӳкрĕм...
Ирина каласа пĕтерме памарĕ. Вăл ман çине пуç тӳпинчен пуçласа ура тупанне çити мăнаçлăн пăхса илчĕ те çапла тавăрса хучĕ:
— Ман хута кĕме сана кам ирĕк панă вара? Алă-ура шăнăрĕсем лăштах çемçелсе кайрĕç, çамка çине тар пăчăртанса тухрĕ. Эпĕ, нимĕн калама пĕлмесер, Ирина çине пăхса тăтăм... Кепкăна хывса çамка çинчи тара шăлса илнĕ çĕре, Ирина, манран хăпса, тăвалла хăпарса кайрĕ. Ту çине хăпарса çитичченех пăхса тăтăм эпĕ ун хыççăн. Иринăн çурăмне кăна курса тăнă пули» те, вăл утнăçемĕн манăн айванлăхран чеен кулса пынă пек туйăнчĕ. Мĕнех тунă вара эпĕ манран кулма?
Ирина курăнми пулсан, эпĕ те тăвалла хăпарма пуçларăм. Хăпарса çитсен, утăма хăвăртлатрăм. Вăл уй хапхи патне çитнĕ тĕле хамăр урама пăрăнтăм. Касак Ваççи тĕлĕнче (уй хапхи çумĕнчи çурт) шăтăрнак-карта хыçне пытăнтăм та Ирина хыççăв чылайччен сăнаса тăтăм:
«Каялла çаврăнса: пăхать-и-ха? Çаврăнса пăхсан, эпир Иринăпа ĕмĕр туслă пулăпăр; çаврăнса пăхмасан тăшман пулăпăр», тесе, пăлханса тăратăп.
Çук, Ирина курăнми пуличченех пĕрре те çаврăнса пăхмарĕ. Эпĕ, пуçа усса, килелле утрăм.
Чĕлхе-çăвар япшар пулсан, курайман тăшман кум парĕ, тенĕ ваттисем. Вăл чăн та çаплах ĕнтĕ. Япшар чĕлхе-çăварлă çын кирек хăçан та тепĕр çынна хăй енне çавăрма, сăмах-юмахпа илĕртме пултарать. Çавна халĕ эпĕ пĕлетĕп те, ача чухне чухлайман пулĕ çав.
Тепĕр кун шкула кайсан, Ирина çине пăхма та хăймастăп, унпа калаçасси-тăвасси çинчен шухăшлама та пултарайман.
4
Каллех кĕркунне çитрĕ, эпир хамăр шкула пухăнтăмăр. Кунта пире çĕнĕ хыпар пĕлтерчĕç: высшеначальнăй шкула пĕтерсе хунă иккен. Эпир ĕнтĕ пĕрремĕш сыпăклă шкулăн улттăмĕш класĕнче вĕренмелле. Çиччĕмĕш класран иккĕмĕш сыпăклă шкул пуçланать. Пысăк шкулта, пĕлтĕр эпир вĕреннĕ çĕрте, иккĕмĕш сыпăк пулать. Пире вара пуп çырмин леш енчи ĕлĕк лавкка пулнă класа куçарчĕç. Çавăнта эпир пĕр хĕл вĕрентĕмĕр...
Пĕрреччен, 1920 çул пуçламăшĕнче, пире, вĕренекенсене, пурне те пысăк шкула пухăнма хушрĕç. Пухăнтăмăр, пысăк класа кĕрсе тултăмăр. Сцена çинче — икĕçамрăк ача. Иккĕшĕ те симĕс гимнастеркăпа, симĕс галифепе. «Камсем-ши кусем?» — шухăшлатпăр. Пухăнса çитсен, сцена çинчи ачасенчен пĕри ура çине тăчĕ те вăрăм çӳçне каялла шăлса илчĕ.
— Мăнъял шкулĕнче вĕренекенсен пухăвĕ уçăлнă тесе шутлатăп, — терĕ вăл.
Иккĕмĕш сыпăклă шкулта вĕренекенсенчен хăшĕ-пĕри кăн-кан! пăхса илчĕç. Алăк патĕнчи кĕтесре пухăннă пĕр ушкăнта, сцена çине пăха-пăха илсе, тем çинчек пăшăлтатаççĕ.
— Вĕренекен юлташсем! — терĕ хайхи пуху уçакан вырăсла. — Комсомол организацийĕ çинчен каласа пама Германов юлташа сăмах паратăп.
Германов текенни ура çине тăчĕ те, сĕтел умне тухса, РКСМ программипе уставĕ çинчен калама пуçларĕ, нумаях та каласа тăмарĕ, сăмахне вĕçлерĕ.
Ыйтусем пулмарĕç.
Эпĕ ыйтса пĕлесшĕнччĕ те, ниепле те хăяймарăм. Пăлханнипе чĕтрекенех пултăм, тăракан вырăнтан маларах куçрăм. Манăн пыр типсе ларчĕ, пит-куç пĕçере-пĕçере илет. Ыйту парас тесе алă çĕкленĕ вăхăтра алăк патĕнчи ушкăнран тахăшĕ:
— Ăçта сирĕн мандат? — тесе кăшкăрчĕ. Çав ушкăнранах тата пĕр-ик ача:
— Кăтартăр мандат! — тесе кăшкăрчĕç.
Пуху шавласа илчĕ. Хуларан килнĕ комсомолецсем тарăхса çитрĕç пулмалла. Иккĕшĕ хĕрӳленсех темĕн калаçса илчĕç те, пĕри, пуху уçаканĕ, сцена хĕррине пырса тăчĕ.
— Юлташсем, — терĕ вăл, — эпир — вăрă-хурахсем мар. Кунта пире Сĕнтĕрвăрри райкомĕ янă. Тивĕçлĕ мандат та пур пирĕн, ăна эпир шкул инспекторне кăтартнипе çитет пулĕ, терĕмĕр. Камăн пирĕн мандата курас килет — пуху хыççăн юлса курма пултарать.
Залра каллех шăй-шай пуçланчĕ. Алăк патĕнчи ушкăнран хыттăнах кăшкăрма, усал сăмахсем калама пуçларĕç. Хăшĕ-пĕрисем тулалла туха-туха кайрĕç, алăк патне пухăнса, кĕпĕртетме тытăнчĕç. Сцена çинчи комсомолецсем сăран пиншакĕсене тăхăнчĕç те, аллисене кĕсъене чиксе, ачасем çине пăхса тăраççĕ. Малта ларакан хĕрачасем çаплах вырăнтан хускалмаççĕ-ха.
Эпĕ Ирина хыçне пырса тăтăм. Ахаль чухне калаçма мар, ун çине пăхма та именеттĕм пулсан, çав самантра вара, ун хыçĕнче тăнă чухне, манăн вăй-халăм çĕкленсе кайрĕ, хăюлăх тапса килчĕ. Эпĕ сцена çине пăхса илтĕм те, мĕн тунине ăнланмасăр, умра ларакан Иринăран шăппăн кăна ыйтрăм:
— Комсомола çырăнатпăр-и, Ирина?
Кĕтмен çĕртен хăйне чĕннипе малтанах вăл аптраса ӳкрĕ пулмалла, нимĕн калама та пĕлмерĕ. Тепĕр самантран каялла çаврăнчĕ те:
— Аттерен хăратăп çав, — шăппăн каласа хучĕ. Эпĕ шухăшларăм: аттем пулас пулсан, чарĕччĕ-ши вăл мана комсомола кĕме? Çук! Комсомола кĕме вăл мана нихăçан та чарман пулĕччĕ. Эпĕ докладчик каланине аса илтĕм. Комсомола чи малтан чухăнсен ачисен кĕмелле, терĕ вăл. Манран чухăнни ялта кам пур?
Зал йĕркеленчĕ. Алăк патĕнчи карма çăварсем тухса кайрĕç, вĕсем тулта кăшкăрашни аран-аран кăнă илтĕнме пуçларĕ. Вара пухăва çĕнĕрен пуçлама кирли пурне те паллă пулчĕ. Хуларан килнисем çакна часах ăнланса илчĕç, хайхи пуху çĕнĕрен пуçланса кайрĕ.
— Кам сăмах илес тет — алă тăратăр!
Манăн питĕ тухса калаçас килет те, хăрани чăрмантарать. Ку таранччен эпĕ нихăçан та çын умне тухса курман, пухусенче пулман. Мĕнрен пуçлас-ха калаçма? Мĕн калас, сăмах илсен?
Çавăн пек иккĕленсе, пăлханса тăнă вăхăтра Ирина йăпăрт кăна каялла пăхса илчĕ. Юри, ман çине пăхма çаврăннă пекех туйăнчĕ. Вара эпĕ тӳсме пултараймарăм.
— Парăр мана сăмах! — терĕм çирĕппĕн, алă çĕклесе.
— Тархасшăн, — терĕ председатель, — хушаматăр мĕнле сирĕн?
Эпĕ хушамата каларăм, сцена çине хăпарса, кафедра умне пырса тăтăм. Манăн куçăм-пуçăм чалпăрса кайрĕ, чĕре питĕ хăвăрт тапма пуçларĕ...
— Юлташсем! — терĕм эпĕ, хăюлăха пухса. Каларăм та çаплă, чарăнтăм. Мăлалла сăмах тупăнмарĕ, калас тени те пыр тĕпĕнче çухалчĕ...
Сасартăк эпĕ пуп ывăлĕ Митя ушкăнне, вĕсем киревсĕр хăтланнине аса илтĕм. Аса илсенех çиллĕм тапса килчĕ, пуç уçăлса, пыр тасалса кайрĕ, эпĕ чиперех калаçма пуçларăм:
— Юлташсем, — терĕм тепĕр хут, — эпир, Мăнъял шкулĕнче вĕренекенсем, хуларан килнĕ комсомолецсене пысăк салам калатпăр!..
Малта ларакан хĕрачасем, хăюсăррăн пулин те, алă çупма пуçларĕç. Вĕсене кура арçын ачасем те алă çупма тытăнчĕç, эпĕ сывлăш çавăрса илтĕм. Вара, пит чаплах мар пулин те, чĕререн тухакан сăмахăма уççăнах каласа патăм. Пирĕн шкулта комсомол ячейки уçма кирлине уйрăммăнах палăртрăм. Ман хыçран тата темиçе ача тухса калаçрĕ. Юлашкинчен, Германов юлташ, пирĕн шухăш-кăмăла пĕтĕçтерсе, çапла каларĕ:
— Мăнъял шкулĕ çумĕнче РКСМ ячейки уçатпăр. Кам комсомол членне кĕме кăмăл тăвать, халĕ çырăнма пултарать, — терĕ.
Комсомола вунтăваттă тултарнисеие кăна илеççĕ. Эпĕ, нумай пулмасть вунвиççĕ тултарса вунтăватта пуснăскер, каллех пăлханма пуçларăм. Мĕнле калас-ха ĕнтĕ манăн комсомола çырăннă чухне? Вунвиççĕре тес-и, вунтăваттăра тесе калас-и? «Мĕн пулин пулать, — шутларăм ăшăмра, — вунтăваттăра тетĕп те, кирек те мĕн туччăр вара...»
Алă çĕклерĕм те, ятăмпа хушаматăма каласа, комсомол членне çырăнтăм.
Хам ăшăмра шутлатăп: енчен кам та пулин халĕ: «Вунтăватта тин кайнă, вăл суять…», тесе калас пулсан, мĕн тунă пулăттăм-ши?
Çапла вара тăхăр ача РКСМ членне çырăнчĕç, пирĕн шкулта комсомол ячейки пулса тăчĕ. Анчах ячейкăра пĕр хĕрача та çук, арçын ачасем кăна. Ирина та ытти хĕрсенчен иртмерĕ. Вĕçне çитичченех пухура ларчĕ пулин те, аллине çĕклемерĕ, комсомол ретне çырăнмарĕ...
5
Хĕл кунĕсем иртсе кайрĕç. Çулла эпир автономлă Чăваш облаçне туса хуни çинчен пĕлтĕмĕр. Чăваш облаçĕ çинчен калакан декрет çине В.И. Ленин алă пуснă, теççĕ... Облаçăн тĕп хули — Шупашкар, пирĕн уезд хули — Сĕнтĕрвăрри пулать.
Çуркунне пуçлансанах пире каникула ячĕç. Каярахпа эпир, Кольăпа иксĕмĕр, пĕрремĕш сыпăклă шкула пĕтерни çинчен справкăсем кайса илтĕмĕр. Коля справкинче «питĕ лайăх вĕреннĕ» тенĕччĕ, ман справкăра «питĕ» сăмах çукчĕ вара.
Çăва тухсан, Кольăна ячейка секретарĕ туса хучĕç. Пирĕн ялтан тата пилĕк çын комсомола çырăнчĕ, вĕсен хушшинче каллех пĕр хĕр те çук...
Ĕçе кĕтĕмĕр: халăх хĕрсех тырă вырать, кĕлте турттарать, авăн çапать, кĕракине хатĕрленет. Эпир аннепе иккĕнех пурăнатпăр, аппа каникула килмерĕ кăçал. Ĕçлеме ăна Шунашкара куçараççĕ тенине илтнĕччĕ, çавăнпа таврăнаймарĕ пулĕ.
Ыраш пусси кăçал Вăрманпуç енче. Вăрманпуç еннелле пăхсанах, Иринăна аса илетĕп. Унăн сăнарĕ ман чĕремрен ниепле те тухма пĕлмест. Эпĕ унпала йĕркеллĕн калаçса та курман вĕт... Мĕншĕн манаймастăп-ха çав хĕре?
Ăна вырса пĕтерсен, анне юлашки кĕлтене илет те, тухăçалла çаврăнса, кĕлте çине ларать. Эпĕ те аннен кăмăлне хуçас мар тесе, юлашки кĕлте çине утланса ларатăп, тухăçалла çаврăнатăп.
«Ана, вăйна пар,
Киле çитсен хăйма пар.
Тăкки-таккине сапла,
Пилеке-çурăма юса...» — такмаклать анне.
Пăртак ларатпăр та çапла кĕлте çĕклесе çĕмел тăватпăр, урăх ана çине куçатпăр.
— Анне, — тетĕп çул çинче, — мĕне пĕлтерет вăл юлашки кĕлте çине ларса такмаклани?
— Ытлашши ан калаç, — тет вăл.
Эпĕ туятăп: анне темĕн шухăшлать, ăна чăрмантарма кирлĕ мар.
Кĕркунне пĕрреччен пирĕн пата кукка пычĕ. Вăл — çĕвĕç; кĕрĕк, тăлăп ăста çĕлет. Вĕсĕм аннепе ман çннчен калаçма пуçлаççĕ.
— Миша миçе çул вĕренчĕ ĕнтĕ çав? — ыйтать кукка. Эпĕ те вĕсемпе пĕрлех пулин те, кукка манран мар, аннерен ыйтнă пирки, шарламасăр ларатăп, анне каласса кĕтетĕп.
— Ултă çул вĕренчĕ пулĕ вăл, — тет анне. Малалла та вĕрентес тетĕн-и?
— Тем тумалла-çке, — тет анне. — Хăй те пĕчĕккĕ мар та вăл...
«Кукка манпа мĕскер тăвасшăн-ха? — шухăшлатăп ăшăмра. — Мĕншĕн кирлĕ пултăм-ши ăна?»
— Эпĕ Мишăна кăçал, — пĕлтерет кукка, — хампа пĕрле ял-ял тăрăх çĕвĕ ĕçне вĕрентме илсе каяс тетĕп. Ултă çул вĕреннипе те çитет: вулама, çырма, шутлама пĕлет, урăх мĕн кирлĕ тата?
— Вĕренни чăрмантармĕ те-ха вăл, — тет анне, ман çине пăхса. — Тепле тумалла-çке малашне....
Кукка хăйĕннех перет: вăл манран çĕвĕç тăвасшăн, çĕвĕ ăстин ырлăхне питĕ ĕнентерӳллĕ каласа парать.
— Миша хăй мĕн шутлать, — тет анне, — хăйĕнчен ыйтса пăхас пулать.
Кукка ман çине сиввĕк пăхса илет.
— Ну, мĕнле, — тет вăл, куçпа çисе, — çĕвĕç пулас килет-и санăн, е урам тăрăх йытă хăваласах ирттерес тетĕн-и?
Тӳррипе каласан, çĕвĕç пуласси çинчен эпĕ нихăçан та шутламан. Манăн учитель пулас килет, шкулта ачасене вĕрентес килет. Çавах та куккана хирĕçлеме хăймастăп çав... Кукка хистенипе мар, çитмен пурнăç пиркиех иккĕмĕш сыпăклă шкула каясси пулмарĕ.
...Икĕ эрнерен куккапа ял-ял тăрăх çĕвĕ çĕлеме тухса кайрăмăр. Малтан эпир Çăкалăха çитрĕмĕр. Куккан кунта паллакансем сахал мар иккен. Çăкалăхра тӳрех кĕреçе сухаллă хура çын патне кĕтĕмĕр. Вăл куккана хапăл тусах йышăнчĕ. Эпир çĕвĕ çĕлеме тухни çинчен пĕлсен, пушшех хыпăнса ӳкрĕ; унăн çĕлеттермелли сахал мар иккен.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...