Пирвайхи юрату :: Пĕрремĕш пайĕ
— Иринăна куртăн-и? — тесе ыйтрĕ.
— Ăçта вăл?
— Авă, виççĕмĕш ретре Вальăпа лараççĕ.
Эпĕ Иринăпа Валя çине пăхса илтĕм. Вĕсем тем пит савăнăçлăн калаçса лараççĕ.
Спектакль пуçланчĕ. Сатин, Актер, Барон, пуринчен ытла Лука старик сăнарĕ питĕ тĕлĕнтерчĕ. Çавах та залра Ирина ларни, вăл манпа пĕр сывлăшпа сывлани,тата ытларах савăнтарать.
Спектакль хыççăн ташă-вăйă пуçланчĕ. Ташлакансем сахал мар, Иринăпа Валя та хутран-ситрен ташлама тухаççĕ. Пырас та Ирина патне, ташлама чĕнес кăна — вара калаçма та пулать унпала... Анчах эпир Кольăпа ташлама пачах тухмастпăр. Те ытлашши вăтаннăран, те комсомолец ятне пысăка хунинчен килнĕ вăл?
Вăйă-ташă хушшинче «почтăлла» выляма пуçларĕç. Кашнине номер валеçрĕç, «почта» çӳреме тытăнчĕ. Эпир те Кольăпа номер илтĕмĕр: манăн вунвиççĕмĕш, унăн вунтăваттăмĕш номерччĕ пулас. Çак вăйăпа усă курса, Ирина патне эпĕ пĕчĕк çыру çырса ятăм. Çырăва патăм та почтальона, пăлханса кайнипе ниçта та вырăн тупаймастăп: ответ парĕ-ши, памĕ-ши? — тесе хуçалатăп. Коля чĕннипе эпир тула тухрăмăр. Нумай та тăмарăмăр унта, кĕнĕ çĕре почтальон шăрчăклансах ман номере шыранине асăрхарăм. Тăватта хутлатнă хут татăкне почтальон аллинчен ярса илтĕм те, вулама тесе, кĕтеселле пăрăнтăм. Коля хыçранах пырать.
Вара эпĕ кĕтесе тăтăм та Ирина çыруне вулăма пуçларăм. Ирина ман патăма савăнтаракан ăшă сăмахсем çырса ярассинĕ кĕтни ахалех пулчĕ. Акă мĕн вуларăм эпĕ: «Эсир ăçта вĕренетĕр? Пире çавă питĕ интереслентерет. И. В.» Ку ĕнтĕ Иринăпа Валя инициалĕсем. Мĕншĕн иккĕн çыраççĕ-ха вĕсем? Эпĕ иккĕшĕ ячĕпе мар-çке, Ирина патне кăна çыртăм!
Хыçăмра Коля кулса тăрать, эпĕ пур, çыру илнипе пăлханса, ун çинчен мансах кайнă.
— Ответ çыратăн-и? — ыйтать вăл, тăрăхласа. — «Пĕлмеççĕ» ĕнтĕ вĕсем эсĕ ăçта вĕреннине...
Эпĕ хут татки илтĕм те, хам ăçта вĕреннине пĕлтерсе, Ирина патне çырса ятăм. Ман çырăва Иринăпа Валя каллех пĕрле вуларĕç. Вуласан, çырăва Иринă çурса тăкрĕ, кĕпи çине ӳкнĕ хут таткисене урайнелле шăлса пăрахрĕ. «Почта» вăййи те усă памарĕ мана.
Чун-чĕре манăн Ирина патнеллех туртăнать, куçăм вĕсем ларнă тĕлеллех пăхать. Ирина пек илемлĕ, ырă кăмăллă, çепĕç те лайăх хĕр ниçта та çук пулĕ.
— Атя, Иринăсем патне каятпăр, — тет Коля.
Эпĕ питĕ кайăттăм та, хăюлăх çитменни кастарать: тимĕр пек йывăрланнă урасем утмаççĕ. Иринăпа калаçма сăмах тупайăп-ши? Мĕнле калаçмалла-ха унпала? «Мĕн-шĕн мана япшар чĕлхе паман-ши атте-анне?»
Кольăпа сцена çине хăпарса лартăмăр. Кунтан пĕтĕм зал итем пек курăнать. Эпĕ Иринăна пĕрре те куçран çухатмастăп. Вĕсем Вальăпа тустеп ташларĕç те малтанхи вырăнах кĕрсе ларчĕç. Ирина хĕрелсе кайнă, куçĕ йăлтăртатать кăна. Эпĕ пур, ларатăп ухмахла, шӳрпинчен вăтаннă ырхан какай пек...
Çурçĕр иртсен, вечер вĕçленчĕ. Иринăпа Валя киле кайма тухрĕç. Эпир те Кольăпа вĕсенчен юлмарăмăр, хыçранах тухрăмăр. Паллă ĕнтĕ, Ирина паян Мăнъялтах, хайхи праçвир майри патĕнче çывăрать.
— Хĕрсем, — тет Коля, картишĕнчен тухсан, — сирĕнпе пыма юратчĕ-ши?
— Мĕншĕн юрамасть пулĕ? — тет Валя. — Çул такама та çитет...
Эпир пĕчĕк кĕперпе пуп çырми урлă каçатпăр. Кĕперĕ ытла та ансăр пулнипе, хур чĕпписем пек, пĕрин хыççан тепри пыратпăр. Каçса çитнĕ тĕле Коля Вальăна хулĕнчен çавăрса илчĕ те сулахаялла пăрăнса кайрĕ. Эпир Иринăпа иккĕнех юлтăмăр. Унăн хваттерĕ пĕчĕк хĕпере хирĕçех, вунă-вунпилĕк утăмран ытла та мар пулĕ. Ирина хуллен кăна хапха патнелле утса кайрĕ, эпĕ ун хыçĕнчен пытăм. Хапха умне çитсен, вăл çаврăнчĕ те хапха юпи çине таянчĕ.
— Ырă каç пултăр, — терĕ вăл, аллине тăсса, — вăхăт нумай пулчĕ, çывăрас пулать...
Эпĕ аллинчен тытрăм, ун патнерех çывхарса тăтăм. Алсиш тăхăнман пулин те, алли хăйĕн питĕ ăшă.
— Ирина, — терĕм, чĕтрекен сасăпа, — эпир çĕленĕ кĕрĕк çĕтĕлмерĕ-и-ха?
Ирина тĕлĕннĕ пек, тути кулнă пек пулчĕ, хăй нимĕн те шарламарĕ. Каллех тепĕр хут ман çине шелленĕ пек пăхса илчĕ те, аллине ман алăран кăларса, хапха хăлăпĕ çине хучĕ.
— Сывă пулăр! Çĕтĕлмен...
Хапха яри! уçăлчĕ, Ирина килкартине кĕрсе çухалчĕ, эпĕ, юпа пек, пĕр-пĕччен хапха умĕнче тăрса юлтăм...
11
Шупашкара çитсенех пире, комсомолецсене, пурне те хулари «ЧОН» отрядне çырнăччĕ. Эпир Хĕрлĕ çарăн полевой уставне, винтовкăпа, пулеметпа пеме вĕренеттĕмĕр. Занятисем совпартшкулта иртетчĕç, унта совпартшкулти, рабфакри тата пирĕн техникумри крмсомолецсем çӳретчĕç. Комсомолецсене, хулари коммунистсене панă пекех, «ЧОН» билечĕсем панăччĕ. Билет çинче çапла çырнисене халĕ те астăватăп: «1. Боец юлташ, стройри хăвăн вырăнна яланах асăрха! 2. Винтовкăна тыткалама лайăх пĕл...» Виççĕмĕш асăрхаттару та пурччĕ те, ăна халĕ манса кайнă.
Тăрăшсах вĕренеттĕмĕр çар ĕçне, винтовкăпа пеме, стройдя çӳреме. Дисциплини вара çарти пекех çирĕпчĕ. Винтовкăсем çакса, революциллĕ юрăсем юрласа стройпа урам тăрăх çӳрени нихăçан та асран каймасть. Хула мещенĕсем пирĕн çине тĕлĕнсе пăхса юлатчĕç...
Хулари çар склачĕсене те ун чухне чоновецсем хуралланă. Пирĕн ячейкăна уйăхра икĕ хутран кая мар хурала кайма лекетчĕ. Астăватăп: хурал пӳртĕнче тимĕр кăмака ларатчĕ. Ăна хутса ярсан, хура пӳртри пек тĕтĕм палкаса тухатчĕ, йӳçĕ тĕтĕм куçа çиетчĕ...
Пĕрре çапла, каникулран таврăнсан, пире склад хураллама ячĕç. Ячейка секретарĕ хурал начальникне хăй уйăрса яратчĕ. Ядров юлташ мана чĕнчĕ те:
— Эсĕ паян хурал начальникĕ пулса каятăн, — терĕ. Вăл мана сăркăчланă пакет пачĕ, пакетра паянхи пароль, ăна эпĕ вырăна çитсен тин уçма пултаратăп...
Каç пулнă тĕле эпир складсем патне çитрĕмĕр. Хурал салтакĕнчен эпĕ склачĕсене йышăнтăм, ачасене тивĕçлĕ кăтартусем патăм. Пĕр шутласан, тĕлĕнмелле: эпĕ, вунулттă та тултарман ача, çар склачĕсене сыхлакан хурал начальникĕ! Юлташсем те манăн çавнашкалах: хăшĕ вунулттăра, хăшĕ вунçиччĕре, унтан асли пулман та пулмалла.
Ача-пăча ăсĕ кайман пулин те, хамăра хĕçпăшал шанса панипе, пысăк ĕç хушнипе питĕ савăнатпăр. Чоновец вĕт, боец!
Боецсене постсем тăрăх вырнаçтарса тухрăм та, ăшăнас тесе, хурал пӳртне кĕтĕм, çунакан кăмака умне пырса лартăм. Хуралтан пушă икĕ боец кăмакана хутса янă иккен. Тĕтĕмĕ вара мăрьерен пачах каймасть, пĕтĕмпех пӳрте тулать, Мĕн тăвас? Эпир алăка уçса пăхатпăр, апла та капла та муталашатпăр, тĕтĕм палкаса тухма çаплах чарăнмасть. Сехет ытла аппалантăмăр пулĕ, тĕтĕме пĕтерес тесе. Кайран, кăмаки ăшăнса çитсен, тĕтĕм тухма чарăнчĕ. Эпир вара, ăшă кăмака умĕнче ларакансем, кăштах тĕлĕрсе те илтĕмĕр...
Сасартăк тулта, склад патĕнче, пăшал сасси илтĕнсе кайрĕ. Эпĕ тула сиксе тухрăм. Тепĕр склачĕ патĕнче каллех пăшал сасси янăраса кайрĕ.
— Мĕн пулчĕ, ма перетĕр? — ыйтрăм эпĕ, склад патне чупса пырса.
— Палламан çын килетчĕ те, кăшкăрсан та чарăнмарĕ, халĕ вăл Атăл хĕрне анса кайрĕ...
— Эсĕ ăна чарăнма хушрăн-и?
— Хушрăм та, итлемерĕ, — тет часовой. Сисетĕп: тусăмăн сасси уçă мар, вăл каланинче ултав йĕрри палăрать...
Тепĕр склад умĕнчи часовой патне кайрăм. Вăл та лешĕн юрринех юрлама пăхать, хăй тĕрĕс мар калани уççăнах палăрать...
Хурал пӳртне кĕрсе тухрăм та, ку часовойсене вăхăт çитичченех улăштарса, урăххисене тăратас терĕм. Ăшă кăмака патне ларсан, хайхи часовойсем хăйсем пĕр сăлтавсăрах пăшал пени çинчен, юри патрон илсе килни çинчен каласа пачĕç. Малтанах каварлашса хунă иккен вĕçем...
Тарăхса кайрăм та çке çав ачасем çине. Мĕн туса хучĕç-ха вĕсем? Манăн ответ тытмалла пулать-çке ĕнтĕ!
— Айвансем, — терĕм хайхисене, — çарта пулас пулин, сире трибунал аллине парса суд тăваççĕ!
Трибунала асăнни ачасене шухăша ярать, вĕсем мана ӳкĕтлеме тытăнаççĕ:
— Пĕлтерес марччĕ, Миша, никама та, — теççĕ хайхисем, — каçарсам ĕнтĕ пире...
— Çук, юлташсем, — терĕм эпĕ, — кăна пытарма май çук. Çилленетĕр пулсан та, çак ĕç çинчен ыран ирех штаба рапорт çырса паратăп. Урăхла тума пултараймастăп эпĕ!
Пуçне усрĕç ачасем, йăлтăркка куçĕсем тĕксĕмленчĕç, çавах та хăйсен смени çитсен, постра чиперех тăчĕç. Эпĕ вара, хурал начальникĕ пулнипе, пĕр чĕм ыйхă та тăваймарăм.
Ирхине, уроксене пăхмасăрах, ЧОН штабне рапорт кайса патăм. Рапорта вуласан, командир боецсене мар, мана хама пăсăрлантарма пуçларĕ. Эпĕ айăплă пулса юлтăм постра боецсем пăшал пенишĕн.
Нумай тытрĕ командир хăй патĕнче.
— Уроксем хыççăн виçсĕр те гауптвахтăна ларма килетĕр, — терĕ вăл юлашкинчен. — Икĕ юлташна та илсе кил. Виçĕ талăк ларатăр, — вĕçлерĕ вăл сăмахне. Эпĕ, салтакла чыс туса, вăр-вар çаврăнтăм та штабран тухса кайрăм. Утатăп хайхи урам тăрăх шухăшласа, чун çав тери кӳтсе çитрĕ. «Мĕскершĕн виçĕ талăк лармалла-ха манăн? Икĕ айван манран вăрттăн пăшал пенĕшĕн-и? Тупнă айăп, тепĕр тесен! Эпĕ пемен-çке вĕсемпе пĕрле...»
Акă техникум та инçе мар. Эпĕ Кĕçĕн Совет урамĕнчи чăнкă сăртран пусма тăрăх антăм та пуçăма чиксе пыратăп. Мана хирĕç математика учителĕ Голубцов пынине пачах асăрхаман.
— Çамрăк тусăм! — илтĕнчĕ хыçăмра. Эпĕ каялла пăхрăм.
— Килĕр-ха кунта, тусăм, — терĕ хайхи, кăчăк туртса. Эпĕ ун умне пырса тăтăм.
— Эсир курсист-и?
— Курсист, — терĕм эпĕ.
— Здрасте, пожалуйста! — терĕ вăл, çĕлĕкне хывса. Каларĕ те пуçне тайса илчĕ. Урăх нимĕн каламасăр каялла çаврăнса кайрĕ. «Ку ĕнтĕ пуçăма тайса сывлăх сунманшăн пулчĕ пулас та-ха», — тавçăрса илтĕм эпĕ.
«Мĕнле асăрхаймарăм-ха ăна?» Инкек тени чăнах та пĕччен çӳремест иккен...
Класа кĕрсе хам вырăна лартăм. Минералога ӳрокĕ пырать. Курпун сăмса учительница çирĕплĕх шкалине вĕрентет. «Тальк, гипс,. известковăй шпат», — кĕрет ман хăлхана. Çавăнтах эпĕ ЧОН командирĕ ятланине аса илетĕп те учительница каланине илтмесĕрех юлатăп. Самантран учительница куçĕнчен пăхатăп, хăлхана «топаз, корунд, алмаз» теии пырса кĕрет. Вунă мииералтан тăракан çирĕплĕх шкалине ăшăмра калама тытăнатăп, варриичи тăватă минерал ячĕ пачах асра юлмасть. Вара каллех «топаз, корунд, алмаз» тесе юлашки виçĕ минерала аса илетĕп. Кусем — чи çирĕп минералсем.
Шăнкăрав янăраса каять, перемена пуçланать. Эпĕ юлташсене ЧОН комадирĕ патĕнче пулни çинчен, пире виçĕмĕре те виçĕ талăка гауптвахтăна хупмалла туни çинчен пĕлтеретĕп.
Уроксем хыççăн, пăртак çырткалас тесе, хваттере кайрăм. Апат çикелерĕм те, хул хушшине кĕнеке тытса, гауптвахтăна кайма тухрăм. Чун-чĕре хамăн вырăнта мар.
— Ăçта васкатăн, Миша? — ыйтрĕ аппа, хирĕç пулнăскер.
Эпĕ ăна хамăн инкекĕм çинчен каласа патăм. Вăл, мана шеллесе, ырă сăмах каласа, чунăма йăпатĕ-и, тесе шутларăм. Кăлăхах пулчĕ апла шутлани...
— Тĕрĕс тунă командир! — каласа хучĕ аппа. — Хĕç-пăшал — вăйă мар!..
12
Икĕ çул иртрĕ. Çав хушăра Ирина нихăçан та асран кайман пулин те, унпа курса калаçма пулмарĕ. Ирина Хусанти педтехникума кайса кĕнĕ иккен. «Халь ĕнтĕ, — терĕм çавна илтсен, — Ирина çинчен шухăшлама пачах пăрахмалла. Хусанта вăл чаплă каччă тупĕ... Пирĕн пекки çине çаврăнса та пăхас çук!..»
Анчах Иринăна ăçтан манма пултарăн-ха? Унăн сăнарĕ яланах манпа, яланах ăшăмра. Унăн хура куçĕ тӳпери çăлтăр пек илĕртсе тăрать.
...Çирĕм виççĕмĕш çулхи декабрьте А.С.Пушкин творчествине вĕренме пуçларăмăр. Пирĕн техникумра ун чухне паллă композитор Федор Павлович ĕçлетчĕ.
Вăл библиотека заведующийĕ пулнă пирки кĕнекесем те хăех паратчĕ. Вăлах музыка вĕрентетчĕ, техникумри чăваш хорне ертсе пыратчĕ. Мĕнле кăна юрă юрламастчĕ-ши çав хор!..
Пĕрре çапла уроксем хыççăн библиотекăна кĕрсе Пушкин кĕнекине илес терĕм. Хулăн кĕнеке пачĕ те Федор Павлович каларĕ: .
— Вулăр, вĕренĕр Пушкина, вăл — вырăс поэзийĕн хĕвелĕ! — терĕ.
Хваттере çитрĕм те хайхи кĕнекене вулама тытăнтăм. Сăвăсенчен пуçларăм, йĕркипех вулатăп: пĕринчен тепри лайăхрах пек туйăнать. Кĕнекере темĕн чухлĕ сăвă, поэмăсемпе романсем, калавсемпе повеçсем, драмăллă произведенисем. Кĕнеки питĕ хулăн пулнипе, йĕркипе мар, суйласа вулама пуçларăм. «Капитан хĕрĕ» вара шалтах тĕлĕнтерчĕ. Вулăнă чухне йĕрсе яни те пулкаларĕ, юрать никам та курмасть. Мĕнле çав тери аван çырма пултараççĕ-ха?
Каллех сăвă çине куçрăм. Лирикăллă сăвăсене вуланипе Ирина патне сăвăлла çыру çырса ярас тесе шутларăм. Шырарăм, шырарăм та Пушкинăн «Я вас любил» сăвви çинче чарăнтăм. Вăл ман шухăш-кăмăлăма питĕ уççăн палăртса панă пек туйăнчĕ. Вара çавна чăвашла куçарам терĕм. Куçару майне пĕлместĕп пулин те, çине тăрсах ĕçе тытăнтăм: пĕр каç лăртăм, икĕ каç аппалантăм, — ĕç ăнса пымасть.., Аппалана-аппалана виç-тăватă каçра сакăр йĕркеллĕ сăвва куçаркаласа пĕтертĕм. Вуласа пăхатăп та, шалтах аптратăп: эпĕ куçарни сăвă калăпне яхăнне те лармасть. Вырăслине вулатăп — питĕ кал-кал, питĕ çăмăллăн вуланать. Чăвашла вара (эпĕ куçарни) шăнкăртатса юхма мар, çĕрмен урапа пек лăтăртатать. Çавах пăрахмарăм, — пит тивĕçтерет-çке ман шухăш-кăмăлăма ку сăвă! Каллех, сăвва юсаса, нумай аппаланса лартăм. Юлашкинчен, эпĕ куçарса хунинчен акă мĕскер пулса тухрĕ:
«Сире юратнă эп: çав юрату ĕнтĕ
Ман ăшамра пуçпех сӳнсе ларман;
Анчах текех сире вăл чăрмантармĕ,
Эп тин сире тарăхтарасшăн мар.
Сире юратнă эп пĕр шанчăксăр, пĕр шавсăр,
Именчĕклĕх çуратнă кĕвĕçӳ...
Чунтан-вартан ман пек юратнине
Тур пулăштăр курма урăххинчен».
Çак сăвва эпĕ, Ирина патне ярса парас тесе, лайăх хут çине илемлĕн çырса хутăм. «Май килсен, Хусана ярса паратăп, илсе вуласан, мĕн калĕ унта...» тесе шутларăм...
Çав çулсем хушшинче пирĕн аслă çĕршывра, хамăр Чăваш облаçĕнче те тĕрлĕ событисем пулса иртрĕç. 1922 çулăн вĕçĕнче ,тăватă союзлă республика пĕрлешсе Содиализмлă Советлă Республикăсен Союзне туса хучĕç. Унта Россия Федерацийĕ, Украина, Белорусси тата Кавказ леш енчи республикăсен федерацийĕ кĕчĕ.
1923 çулхи апрель уйăхĕнче пулса иртнĕ партин вуниккĕмĕш съездĕнче халăх хуçалăхĕ малалла аталанса пыни лайăх палăрчĕ. Çĕнĕ экономика политикин никĕсĕ çинче халăх хуçалăхĕ çĕнĕрен çĕнĕ çитĕнӳсем тума пуçларĕ: унта та кунта заводсемпе фабрикăсене юсаса хута яма пуçларĕç, ялхуçалăхĕ малалла пысăк утăмсем турĕ. Халиччен пулнă тĕрлĕ налогсем выранне пĕртен-пĕр ялхуçалăх налогĕ çине куçни те питĕ вырăнлă пулчĕ...
Чăваш облаçĕн ялхуçалăхĕ те 1921 çулхи хăрушă выçлăх хыççăн майĕпен ура çине тăма пуçларĕ. Акакан çĕр лаптăкĕ хутшăнса пычĕ. Ĕç хресченĕн тырă тухăçлăхне хăпартас кăмăл çĕкленчĕ. Шупашкарта рабфак ĕçлет. Атăл хĕрринчи чăпта складĕнче çĕнĕ электростанци ĕçлеме пуçларĕ, унăн шавĕ пĕтĕм хулипе янăраса тăрать...
Çĕнĕ çулхи январь уйăхĕнче шартлама сивĕсем пуçланчĕç. Кун пек сивĕ тăнине, тӳррипе каласан, эпĕ астумастăп-ха. Тула тухнă-тухманах алă-ура пăр пек пулса каять. Çавăн пек шартлама сивĕре, январĕн çирĕм пĕрремĕшĕнче, эпир çав тери йывăр хыпар — Владимир Ильич Ленин вилсе кайни çинчен пĕлтĕмĕр...
Техникумра шăп. Перемена вăхăтĕнче те нимĕнле шăй-шай илтĕнмест. Ачасем, иккĕн-виççĕн пухăнса, хуллен кăна калаçаççĕ...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...