Пирвайхи юрату :: Пĕрремĕш пайĕ


Сире хисеплесе

Михаил Александров».

 

Вулăс ялĕ пулин те, Мăнъялта ун чухне почта çукчĕ. Почта уйрăмĕ пасар ялĕнче, пиртен пилĕк çухрăмраччĕ. Ирина патне ярас çырăва почтальона шанса парас килмерĕ, хам кайса ярас терĕм. Тепĕр ирхине ирех тăтăм, çырăва чикрĕм те, аннене пĕлтермесĕрех, почта ялне тухса утрăм.

Çанталăк ытармалла мăр: лăпкă, уçă. Кăвак тупере тăрисем савăнаççĕ, тăррилетсен-тăррилетсен симĕс калча çине пат! персе анаççĕ. Çул çатма пек такăр. Эпĕ хаваслансах утатăп, Ирина çинчен шухăшлатăп. «Мĕн калĕ-ши ман çыру пирки? Каялла çырса ярĕ-ши, е çурса кăна тăкĕ-ши?..»

Тăва хăпарсан, почта ялĕ курăнма пуçларĕ. Пĕр-икĕ çухрăм килтĕм пулмалла, урасей хăйсемех малалла васкаççĕ.

Сасартăк хыçалта шăнкăрав сасси илтĕнсе кайрĕ. Каялла çаврăнтăм: вулăс ямшăкĕ Хурчка Петĕрĕ (Ирина ашшĕ ĕнтĕ) пар лашапа такама лартса пыннне асăрхарăм. Вĕсем часах мана хуса çитрĕç. Тепре çаврăнса пăхрăм та çĕрĕç пайĕн пуçлăхне Патманов агронома палласа илтĕм. Вăл та мана палларĕ пулас, ямшăкне чарăнма хушрĕ.

— Инçе каятăн-и, Александров юлташ? — терĕ вăл.

— Инçех мар, — терĕм эпĕ. — Почта кайса килмелли пурччĕ те...

— Лар юнашар. Мĕншĕн çуран тухрăн, пĕр-пĕр ĕçпе каятăн пулĕ-ха?

— Ларас мар-ха, — терĕм,эпĕ, — çуран утма мĕн тери аван çакăн пек çанталăкра...

Çавăнтах пухура Ленские ямшăкпа çӳреме юратнишĕн хытă ятланине аса илтĕм. Патманов та урăх тилмĕрмерĕ. Хурчка Петĕрĕ тилхепине турткаларĕ те, трантас кӳлнĕ пар лаша анаталла çăмăллăн чуптарчĕ.

Тепĕр çур сехетрен почта çитрĕм. Çырăва заказной туса ятăмта, квитанци илсе, каялла тухрăм. Утнă çĕрте утса, чулнă çĕрте чупса кайрăм — киле часах çитрĕм. Анне кăмăка умĕнче кăштартатать.

Апат çырткаланă хыççăн, эпĕ каллех килтен тухса кайрăм. Манăн доклада хатĕрленмелле. Теми те питĕ интереслĕ: «Ленин тата наци ыйтăвĕ». Техникумра чухнех ку темăпа пĕр юлташăн лекцине итленĕччĕ. Тӳррипе каласан, унăн лекцийĕ килĕшсех кайманччĕ мана, сӳрĕкрех тухрĕ пек туйăнначчĕ. Ку темăпа çав тери лайăх лекцисем ирттерме пулать.

Ĕçре вăхăт иртни сисĕнмест. Ирина патне çыру янăран вара икĕ эрне çитрĕ, унтан ниепле хыпар-хăнар та çук. Тунсăхлама пуçларăм. Мĕн тăвас-ши, тетĕп. Тен, вăл ман çырăва илеймерĕ? Апла та капла та шухăшласа пăхатăп, тепĕр хут çырса ярас шухăш та пырса кĕрет. «Юрать-ха, хам куçарнă Пушкин сăввине ярса паман, — йăпанатăп ăшăмра, — мăшкăл кураттăм-çке!»

Волкомалла тухса утрăм. Паянхи почта хушшинче ман ятпă килнĕ кăвак конверта асăрхарăм. Алли — хĕрĕн, тӳрĕ почерк. Конвертăн аялти сылтăм кĕтессинче: «Хусан педтехникум, И. Я.» тесе çырнине асăрхарăм. Эпĕ йăпăр-япăр конвертне çурса уçрăм та вулама пуçларăм.

«Ырă кун пултăр, Михаил Александрович», пуçланать çыру.

«Сирĕн çырăвăра илсе вуланипе чĕререн савăнтăм, тĕлĕнтĕм те, тӳррипе каласан. Эпĕ сире, эсир мана пĕлнĕ пекех, лайăх пĕлетĕп, манма шухăшламастăп та. Мăнъялта пĕрле вĕреннĕ чухнехи кунсем халĕ те куç умĕнчех. Хăвăр çырăвăрта эсир, вĕреннĕ вăхăтра мана кӳрентернĕ пулĕ тесе, каçару ыйтатăр. Ку вырăнсăр сăмах: эсир мана кӳрентернине пачах астумастăп, пулман пулĕ ун пекки...

Эсир Шупашкарта вĕреннĕ çĕртен мĕн çăмăлпа каллех Мăнъяла таврăннă? Учитель пулас килмерĕ-и апла?

Пĕлтĕртенпе эпĕ те комсомол членĕнче тăратăп.

Коля лайăх пурăнать, эпир пĕрле вĕренетпĕр, вăл сире салам калать.

Кăмăлăр пулсан, татах çырăр.

Салампа И.»

 

Пĕр саспалли кăна: ятне те, хушаматне те лартман, кайса пĕл ĕнтĕ хĕрĕн шухăш-кăмăлне!

Ах, Ирина, Ирина! Хăçан тата мĕнле тупса çитерес-ши санăн тупсăмна?

...Ирина çырăвне тепĕр хут вулама тытăнатăп. «Сирĕн çырăвăра илсе вуланипе чĕререн савăнтăм, тĕлĕнтĕм те, тӳррипе каласан, тенĕ Ирина. Чăнах савăннă-ши е сăмах çаврăнăшĕпе çеç каланă-ши? Малалла тата «Мăнъялта пĕрле вĕреннĕ чухнехи кунсем халĕ те куç умĕнчех», тени. Чăнах калать-ши е тăрăхлать кăна? Сăмах кунта мĕн çинчен пырать? Унăн чăн-чăн шухăшне пĕлес пулсан!

Юлашкинчен «Салампа И.» тенине мĕнле ăнланмалла? Ятне е хушаматне тĕ пулин мĕншĕн лартман? Эпĕ ун патне ятăмпа хушаматăма туллин çырса ятăм-çке. Мĕншĕн-ха вăл ячĕн пуçламăш саспаллине çеç лартса янă? Тен хĕрсен йăли çаплалла?

Мĕн чухлĕ «мĕншĕн» пĕр кĕске çыру пирки!

Шутларăм шутларăм та Ирина патне тепĕр çыру çырма лартăм. Мĕнле çырас? Ирина чĕрине ярса илекен витĕмлĕ сăмах ăçтан тупас? Сăмах тени — виçеллĕ пулмалла, кашни сăмахăн вырăнне тупма пĕлмелле... Ваттисем калашле, ытлашшине ытарма, çитменнине çитерме пĕлес пулать. «Ытар» та «çитер» акă кунта!

Иккĕмĕш çыру тата йывăртарах çырăнчĕ. Ик-виç сăмах çыратăп та. чарăнса тăратăп: ку сăмах ытлашши, тепри пачах вырăнсăр пек туйăнать. Темиçе листа хут вараласа тăксан тин манăн иккĕмĕш çыру вĕçленчĕ. Халĕ ĕнтĕ эпĕ хăюллăрах пулас терĕм, Иринăна камăлланине уççăнах пĕлтертĕм. Эсир мана килĕштерместĕр пулсан, терĕм эпĕ, каялла çырса ямасан та юрать. Урăх сире нихăçан та чăрмантармăп...

Çыруне ăсатрăм та каллех ĕçе кӳлĕнтĕм. Час-часах ялсене тухса çӳреме пуçларăм. Икĕ ялта ОДН ячейки уçрăмăр, хутпĕлменлĕхе пĕтермелле-çке-ха. Комсомол пухăвĕнче «Ленин тата наци ыйтăвĕ» темăпа доклад туса патăм...

...Вăл кун эпĕ Ирина çинчен пачах шухăшламан пулмалла. Каçхине, шле таврăнсан, вырăн çине выртсан, каллех Ирина сăнарĕ çавăрса илчĕ, ыйхă шухăшне хӳтерсе ячĕ. «Çырĕ-ши, çырмĕ-ши Ирина каялла? — касать пуçăма. — Ытлашши каласа пăрахмарăм-ши иккĕмĕш çырура?» Çанçурăма вĕри çапса илет, чун сӳлетсе каять. «Мĕн туса хутăм-ха апла?»

Çенĕкре шăналăк айĕнче выртаканскер, вырăн çинчен тăратăп, аптранă енне пӳкле вĕçне тухса ларатăп. Тачка пĕлĕт айĕнчен сап-сар уйăх ярăнса тухать, пĕтĕм тавралăха çутатса ярать. Ылтăн уйăха пăхатăп та, вăл темле асамлă, этеме сивйĕн пăхнă пек туйăнать.

Пĕрремĕш автансем авăтрĕç, çурăма ир сулхăнĕ çапрĕ. Эпĕ çенĕке кĕтĕм, каллех шăналăк айне кĕрсе выртрăм.

Тепер кун кӳршĕри хутора кайрăм. Хуторти кулаксем çамрăк тарçăсене хытă пусмăрлани çинчен илтнĕччĕ. Унта пурĕ те пĕр комсомолец — Борисов юлташ кăна. Эпир унпала çамрăк тарçăсене пухрăмăр, вĕсемпе чылай калаçрăмăр. Еç договорĕсем тума кирли çинчен пĕлтерсен, вĕсем тĕлĕнсех кайрĕç. Кун çинчен нимĕн те пĕлмен иккен вĕсем. Пуху хыççăн, кулаксем патне кайса, ĕç договорĕсем турăмар. Икĕ çамрăктарçă комсомола кĕме кăмăлларĕç, заявленисем çырса пачĕç, Вĕсене комсомола илсен, ку хуторта комсомол ячейки уçма та май пулать.

Мăнъяла каçалапа тин çитрĕм. Волĕçтăвкома кĕрсен, Иринăран çыру пуррине пĕлсен, калама çук савăнтăм. Кĕтнĕ çырăва вулама тытăнтăм. Пĕрре вуласа тухрăм, ик-кĕ, виççĕ вуларăм. «Ман патах çырнă-ши çак çырăва Ирина, вăлах çырнă-ши?» — тесе, тĕлĕнсе ларатăп. Хам ниçта кайса кĕме пĕлместĕп. Акă мĕн каланă Ирина çырăвĕнче:

«Хисеплĕ Миша!

Малашне хăвăра çапла ятпа кăна чĕнме ирĕк парсамăрччĕ. Мĕншĕн-ха эпир пĕрне-пĕри çав тери официаллă: «Петровна», «Александрович» тесе чĕнмелле? Комсомолецсем мар-и-ха эпир?

Сирĕн иккĕмĕш çырăва илсе вуласан, шалтах тĕлĕнтĕм. Маншăн вăл янкăр уяр çанталăкра аслати авăтса янă пекех пулчĕ. Эсир мана кăмăллать тенине Кольăран темиçе хут та илтнĕччĕ, ăна пачах ĕненмен. Ĕненме сăлтавĕ те пулман. Халĕ, сирĕн çырăвăра илсен, Коля кăланисене аса илсе, тепĕр хут шухăшласа пăхрăм. Хускатнă ыйту пирки хам енчен мĕн калас? Пытармасăр çырсан, эпĕ те сирĕн çинчен шухăшланă, анчах...

Халлĕхе урăх нимĕн те калаймăп: тепĕр чухне шурă хута шанма та шикленмелле. Кĕçех каникула таврăнăп, Мăнъяла пырса çӳреме те тӳрĕ килĕ, май пулсан, калаçса та пăхăпăр-и, тен. Куçа-куçăн калаçнине мĕн çитме пултартăр? Çапла мар-и, Миша?

Халлĕхе сывă пулăр. Пысăк салам йышăнсамăр манран, татах çыру кĕтетĕп.

Салампа Ирина».

 

Эпĕ каллех Ирина çинчен шутлама пуçлатăп. Юлашки хут эпĕ ăна икĕ çул каярах, яла каникула таврăнсан, курнăччĕ. Шкулти вечерта «почта» урлă çыру пекки те çырса пăхнăччĕ. Ирина каялла çырнине те астăватăп. Ана ăсатма кайсан, вырăсла хапха умĕнче айванла калаçнипе намăс та курнăччĕ. Астăватăп, вечерта унăн хура куçĕ çиçсе кăна тăратчĕ, çаврака пичĕ хăмач пек хĕрелсе кайнăччĕ. Шăп çавăн чухнехи пек килсе тухрĕ те ,вăл манăн куç умне...

 

15

Тепĕр ирхине пуп çырми урлă хывнă пĕчĕк кĕпер çинче Патмăнов юлташа тĕл пултăм. Пĕрне-пĕри сывлăх сунтăмăр та шăпах кĕпер варринче чарăнтăмăр.

— Ирех çитнĕ-çке эсир! — терĕм алă парса.

— Александров юлташ! — терĕ вăл, çурăмран çупăрласа, — эпĕ сана ĕнерех пите курасшăнччĕ.

— Мĕн ĕçпе-ши?

— Пирĕн хуторта çамрăк тарçăсемпе тунă договорсене курас тенĕччĕ. Ку çеç те мар, — терĕ вăл, çырмана кăтартса. — Çак тип çырма урлă каçса çӳреме йăлăхтармарĕ-и сана?

Ăнланайман пирки эпĕ ним те калаймарăм, куçа мăчлаттарса çеç тăтăм.

— Ну, — терĕ вăл, — мĕншĕн чĕнместĕн?

— Тавçăрса илеймерĕм-ха эсир мĕн каласшăн пулнине.

— Чăнах-и? Итле, апла пулсан. Эпĕ вăтăра пусрăм ĕнте. Çак тип çырма мана ниепле те канăç памасть. Эпĕ ултă-çичĕ çулта чухне вăл ăшăх та ансăрччĕ, кĕрт йыттисем унăн урлă ним мар сиксе каçатчĕç. Иртнĕ çирĕм пилĕк çул хушшинче вăл çав тери алхасса кайрĕ. Пăх-ха çавăнталла, — катартрĕ вăл кĕрен шкул еннелле, — шкул çумĕпе иртсе çӳреме те вырăн юлмарĕ, кĕç-вĕçех шкул картийĕ ишĕлме пуçлать...

— Тĕрĕс, — килĕшрĕм эпĕ.

— Тепĕр çирĕм-çирĕм пилĕк çултан, — терĕ вăл, эпĕ ăнкарма пуçланипе хавхаланса, — аслăланса пыракан тип çырма шкул çуртне те ишĕлтерме пултарать.

«Тĕрĕссине тĕрĕс те-ха эсĕ калани, — шутларăм ăшăмра, — çавах та пуп çырми хăш енчен пырса тивет-ши?»

— Эсĕ паян ялтах пулатăн-и, вулăс тăрăх каймастăн-и? — ыйтрĕ Патманов юлашкинчен.

— Каймастăп пулмалла. Кирлĕччĕ-и сире?

— Кирлĕ, — терĕ вăл, — питĕ кирлĕ. Кăнтăрла иртсен кĕр-ха ман патăма. Ан манса кай, кĕр!..

Кăнтăрла иртсен, эпĕ Çĕрĕç пайне пырса кĕнĕ вăхăтра унта виçĕ хресчен ларатчĕç. Патманов вĕсене çĕрулмине уя лартнин уссийĕ çинчен ăнлантарса паратчĕ. Эпĕ, калаçăва чăрмантарас мар тесе, чӳрече сулли çине сĕвентĕм. Патманов умĕнче пысăк плакат выртать. Ун çинче «Çĕрулмине уя лартăр!» тесе пысăк саспаллисемпе çаптарнă.

Çавăн пек плакатсем çулла Шупашкар урамĕсенче çакăнса тăнине аса илтĕм. Аса илтĕм те ăшăмра кулса ятăм. Пĕрреччен, Атăл хĕрринчен аннă чухне, Тимкин фотографийĕ çумĕнчи пĕлтерӳ хăми çинче шăпах çавăн пек плакат çакăнса тăратчĕ. «Çĕрулмине уя лартăр!» текен плакат айне темле мыскараçă: «Вара вăл сурăх пăхĕ пек вĕтĕ пулать», тесе хушса хунăччĕ. Пĕлсех çитеймен çав ун чухнехи çынсем çĕрулми ӳстерме. Пĕр шухăшласа пăхсан, тен, мыскара çеç те пулман ку, класс тăшманĕсем çĕннине хирĕç тăнине пĕлтернĕ мар-и çапла çырса хуни?

Хресченсем калаçса пĕтерчĕç. Патманов юлташ вĕсене сĕтел хушшинчен тухса ăсатса ячĕ.

— Лар-ха, Александров юлташ! — терĕ вăл, вырăн кăтартса. — Пуп çырми пирки сăмахлар.

Эпĕ вырнаçса лартăм, вăл мĕн калассине кĕтрем. Сирĕн çӳçĕрсем кăвакарнă тĕле, — терĕ Патманов юлташ, — пуп çырми, хальхинче танлаштарсан, икĕ хут ӳсме пултарать. Халĕ унăн сарлакăшĕ ултă метр, тарăнăшĕ çичĕ-сакăр метртан кая мар. Шухăшласа пăхăр-ха, пуп çырми икĕ хут аслăлансан, мĕн пулса тухать?

Эпĕ тимлĕн итлесе лартăм. Вăл çырмасем ӳссе пыни мĕн тери сиенлĕ пулни çинчен питĕ лайăх ăнлантарса пачĕ. Юлашкинчен, çырма ӳсессине чармашкăн мĕн-мĕн тума кирли çинчен каларĕ.

— Çак ĕçре, — терĕ вăл, — комсомол пуçарса яраканĕ пулмалла, ытти çамрăксемпе шкул ачисене те явăçтармалла...

— Паян тесен ку енĕпе мĕн тума пулать, йывăç лартма кая юлтăмăр пулсан?

— Паян та, тăвас тесен, ĕç тупăнать. Акă, çырма тĕпне тăршшĕпех çатан карта тытса пĕвелесси. Кун пирки Ленскийпе тахçанах калаçса татăлнăччĕ, вăл сăмахпа тем тума та хатĕрччĕ... ĕçĕ кăна пулмарĕ.

Нумайччен калаçрăмăр Патманов юлташпа. Калаçу маншăн питĕ усăллă пулчĕ. Эпĕ шухăшларăм: «Мăнъял халăхĕ пуп çырми асланса пынине курман-и вара? Курнă пулсан, мĕншĕн ăна пĕтерес тесе, нимĕн те туман?..» Мана тата акă мĕн шухăшлаттарчĕ. Патманов калашле, чăваш çынни сĕм авалтан çĕр ĕçĕпе пурăннă. Чăвашсем урпа, тулă, пăри акнă, тĕрлĕрен пахчаçимĕç, хăмла ӳстернĕ. Чăваш ялĕсем вăрман пек кашласа ларнă... Чăвашсем халь те ĕçчен-çке. Ертсе пыни çеç кирлĕ.

Çав каçах эпир комсомол ячейкин пухăвне ирттертĕмĕр, пухура Добровпа Патманов юлташсем те пулчĕç. Çитес вырсарникун пуп çырми тĕпне çатан карта тытса пĕвелеме субботник ирттерме йышăнтăмăр.

Вырсарникун ирех, Эпук катине кайса, çичĕ лав çапă касса килтĕмĕр. Пуп çырми тĕпне карта тытса пĕвелеме тытăнтăмăр. Ырă ĕç пуçласа янине курсан, ялти çынсем те интересленме пуçларĕç. Малтан вĕсем, пĕрерĕн-икшерĕн çырма патне пырса, эпир ĕçленине пăхса тăчĕç. Тăрсан-тăрсан, сăмах хушма, пире ăс пама тытăнчĕç. Пирĕн ĕç вĕресе тăнине курса, пĕрерĕн-икшерĕн çырма тĕпне анчĕç, ĕçе хутшăнчĕç. Чи малтан Яшка Çтаппанĕ анчĕ унтан — Пăтă Çеменĕ, Салтак Ваççи... Пирĕн ушкăнта шуракăш пек тумланнă хĕрарăмсем палăрма пуçларĕç, чи малтан делегаткăсем ĕнтĕ... Пирĕн субботнике вара комсомолецсемпе çамрăксем кăна мар, ваттисем те, хĕрарăмсемпе кинемейсем те хастарлăн хутшăнчĕç. Мĕн каласси пур: пуп çырми ĕнтĕ пăхча варринчи армути пекех, пурне те йăлăхтарса çитернĕ.

— Маттур, ачасем, маттур! — хавхалантарать Яшка Çтаппанĕ, пуртăпа çатан юписене шĕвĕртсе.

— Сакăрвун салтакпа тăхăрвун драгун та ĕçлес çук Сирĕн пек! — хушса хурать Салтак Ваççи.

Эпир пушшех хавасланса ĕçлеме пуçлатпăр. Пăта Çеменĕн хулăн сасси янăраса каять:

 

«Апат-çăкăр тулăх пултăр,

Кăмăл-туйăм ырă пултăр,

Сывă пултăр çут тĕнче,

Леш тĕнче-и? Ку тенче!»

 

Хăй вара, тахмакласа пĕтеричченех чăл-чал пăхса илет те, çатан юпине çăмăллăнах пуртă тăршипе çапса лартать.

— Юпа парăр, юпа! — васкатать вăл çынсене... Хĕвел анса ларсан тин ĕçе вĕçлерĕмĕр. Ĕçне те ĕçлерĕç те шăв-шавĕ те сахал мар пулчĕ: тутаран пăс тухтăр тесе мар, чун хавалĕпе, савăнсах калаçрĕç, шӳтлерĕç çамрăксем... Сĕм-тĕттĕм пулсан тин килсене салантăмăр.

...Тунтикун эпĕ ир тăраймарăм. Тăрсанах, ырă çанталăк илĕртнипе, пахчана тухрăм. Сывлăш ытармалла мар уçă. Кăкăр тулли сывласа яратăн та, пĕтĕм ӳт-пĕве канăçлăх ыталаса илнĕ пек туйăнать. Йывăç-курăк сип-симĕс, çулçăсем çинчи çумăр тумламĕсем кĕмĕл пĕрчĕсем пек йăлтăртатса тăраççĕ... Пĕтĕм çутçанталăк йăл-йăл кулса савăнать.

Вырăс апачĕ тĕлĕнче килтен тухса волĕçтăвкома çул тытрăм. Каçхине çуса кайнă çумăр тусана ӳкернĕ, çул нӳрĕ, пылчăк таврашĕ çук. Шухăша путнипе эпĕ пуп çырми патне çитнине те асăрхаман. Пĕчĕк кĕпер çине кĕрсенех ĕнерхи субботник çинчен аса илтĕм. Кĕпер урлă каçрăм та çырма хĕррипе пыратăп. Куçăм хамăн çырма тĕпĕнче, ĕнер тытнă çатансем çинче, «Малалла, — шутлатăп ăшăмра, — ĕçсем нумай: çырма айккипе çерем касса витесси, йывăçсем лартасси...»

Пăхатăп та, субботник туса çатан тытнин усси куç умĕнчех. Каçхине çунă çумăр шывĕ çатанкартасем çнне тĕрлĕ çуп-çап юхтарса пынă, юшкăн витсе хăварнă. Çырма тарăнланассине чарас енĕпе пирвайхи ĕç тунă ĕнтĕ...

■ Страницăсем: 1... 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13