Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Улттӑмӗш пайӗ. Хусанти ӗҫсем
Крым çарĕ ялсемпе станицăсене çунтарса кăнтăралла чакрĕ. Вырăссем ăна Дон патне çитиех хăваларĕç.
Чĕмсĕр пыракан Сахиб-Гирей Чурук-Су айлăмĕ тăрăх иртнĕ май хăйĕн тăванĕ Сафа çинчен шутларĕ. Чакнă чух ясырь хăваласа кайрĕ-ши вăл пăртак Хусана? Чурасем ярса парĕ-ши Крым валли çак вăрçă хыççăн? Е, Сахиб пек, хăй те чухăнланса юлчĕ-ши?
13. Мĕн тусан лайăхрах?
Тукай мăрса халиччен пĕр вăрçăран та юлманччĕ-ха. Кăçал ăна вăрçа чĕнмерĕç. Вăл ăнланса та юлаймарĕ — хан ĕçĕ пулчĕ-и ку е Булат Ширин хĕрхенчĕ ăна ватăрах тесе. Утсене илсе кайрĕç, тырра йăлтах Хусана турттарчĕç, хăй вăл кирлĕ пулмарĕ. Кӳреннипе, унтан та ытларах — ĕçсĕр хăшкăлнипе мăрса ĕçке ерчĕ. Тек унăн ялсем тăрăх çӳрес килмерĕ. Нимĕн те пуçтармарĕ вăл Хусан валли. Пуçтарсан та пĕтĕмпех шăлса тухса каяççĕ. Кĕрсе пăх халь ун кĕлечĕсене — вĕсем пурте тенĕ пекех пушă. Шăшисем туй тăваççĕ унта, тахçанхи сӳс çĕрсе выртать. Ĕçме-çиме çукпа пĕрех, хаклă тир çукпа пĕрех.
Юмансарти пурнăç ăна халь тĕлĕкри пек кăна аса килет. Унта вăл çĕрме пуян çынччĕ, чăн-чăн ĕмпӳччĕ. Икĕ хутлă кĕлетсем пурлăхпа йăтăнса ларатчĕç. Пылĕ те, кĕрпи-çăнăхĕ те, хаклă йышши пулă та, тир-сăран та лавĕ-лавĕпеччĕ Тукайăн, выльăх-чĕрлĕхĕн шучĕ çукчĕ. Хир енне килчĕ те çаралчĕ мăрса, Хусан княçĕсен тарçи пулса тăчĕ. Халь Тукай вĕсем хушшинче никам та мар, уй-хир хуралçи пек, юлан утпа хирсем тăрăх çӳрекен чухăн мăрса кăна. Хусан княçĕсем килсе мăшкăлласа хăвараççĕ ăна, нухай мăрсисем кăнтăр кунĕнче çаратса каяççĕ.
Килте, хир енче, Тукай, темиçе çул упа пурнăçĕпе пурăнчĕ. Хĕрĕпе кĕрӳшĕ Арск çывăхĕнче унăн, арăмĕ, чирлĕскер, Çĕрпӳ патĕнчи Тукай ялĕнче. Кăçал çуркунне мăрса тӳсеймерĕ, Чураппана хир енне илсе килчĕ. Унсăрăн пĕтетĕп терĕ вăл, арăмсăр ĕçкĕрен хăтăласси пулмасть. Чăнах та, Чураппа пур чухне вăл хăйне кăштах алла илме пултарчĕ. Анчах çăва тухсан халăха темиçе хутчен нухайсем шуйхантарчĕç те, сехĕрленсе ӳкнĕ арăма каллех Çĕрпӳ патне леçме тиврĕ.
— Эс те тар кунтан часрах, Тукай, мĕн туса пурăнатăн çак тамăк евĕр çĕр-шывра? — тесе хăварчĕ ăна арăмĕ. — Булат Ширин пирĕн патăрта ĕçсе çирĕ-çирĕ те халь çак çăкăр-тăваршăн тав тума шутларĕ. Пире çын мăшкăлĕ турĕ. Кайса кала эс ăна, ху часрах вăрманалла тап. Кун пек мĕскĕн мăрса пуличчен алманчă пул пĕрех хут…
Турхан ярлăкĕпе пурăнакан çын, мăрса ырлăхне тутанса курнă Тукай, ĕлĕк чăваш ĕмпĕвĕ пулнăскер, алманчă пулса кĕлмĕçленмĕ-ха, ăна арăмĕ ытлашши каларĕ, анчах тек хир енче юлма та юрамасть, ку ĕнтĕ уншăн тахçанах паллă.
Ним тума та çук, каллех аслă карачи патне çитмелле, ăна тепĕр хут тархасласа пăхмалла. Тен, Сафа-Гирее хăйне пуç çапма тивет.
Хан Тукая юратмасть, кăна хир енчи мăрса пит лайăх пĕлет. Саррипе иккĕшĕ Мускава кайса килнине нимпе те каçармарĕ Сафа-Гирей. Хир енче те çавăншăнах тытаççĕ пулас ăна вунă çула яхăн. Туканаша та хăйсен аллинчен вĕçертмерĕç. Ашшĕ патне те пулин ямарĕç ăна хир енне.
Йĕпе-сапа иртессе кĕтсе Тукай кунĕн-çĕрĕн килте ларать. Умĕнче, сĕтел çинче, унăн Шигалей парнеленĕ пысăк та эрешлĕ кăкшăм. Сăрăхтарать те сăрăхтарать мăрса кăкшăмри сим пыла. Унтан выртса çыврать те тарçисене тухса вăрçать. Кăшт урăлсан каллех кăкшăмне ярса тытать. Ах тур, кичем-çке кун пек пурнăç. Никампа та калаçма çук. Никама чуна уçса пама çук. Лар çакăнта тыткăнри пек. Ирĕксĕрех пуçа ухмахла шухăшсем пырса кĕреççĕ. Е çак самантрах ут утланса Хусана тухса каяс килет, е чĕн пушă йăтса тухса тарçăсене пурне те хĕнесе тăкас килет. Тата аса илес мар тенĕ çĕртенех вырăс воеводисене аса илетĕн, вĕсене тутар мăрсисемпе танлаштарса пăхатăн. Хăвăнтан ху вĕçĕмсĕр: «Мĕн тумалла, ку тыткăнран мĕнле майпа хăтăлмалла?» — тесе ыйтатăн.
Çакăн пек чунпа-чĕрепе çуйкăнланса çитнĕ, канăçа йăлтах çухатнă кунсенчен пĕринче Тукай патне çăви-çуми пĕрĕхсе йĕкĕлтесе тăракан çумăр витĕр икĕ юлан ут пырса çитрĕ. Хытă килнĕрен чăм шыва ӳкнĕ учĕсене картишне кĕртсе ярса тата тĕл пулнă тарçа вĕсене сĕлĕ ытларах пама хушса çап-çамрăк йĕкĕтсем (йĕкĕтсем теме те çук — ачасем) хăйсем камне каламасăр тӳрех пӳрте чупса кĕчĕç те мăрсана, ыйхăпа суптăрканăскерне, тĕрткелесе тенĕ пек вырăн çинчен çĕклесе тăратрĕç.
— Çывăрса выртма вăхăт мар халь, Тукай абзы, атя часрах Хусана, сана унта княçсем, мăрсасем, улансем кĕтеççĕ, — терĕ ачасенчен аслăраххи, хăйне мăн çын пек тытма тăрăшса. Мăрса ун çине пăхрĕ-пăхрĕ те тарăхнипе чышкисене чăмăртарĕ.
— Эсир мĕн ашкăнса çӳретĕр, шĕшлĕ аврисем? Сире чĕн пушă кирлĕ-и? Камсем эсир? Кам ячĕ кунта мана мăшкăллама?
— Ан вăрç-ха, Тукай абзы, — ун хаярлăхĕнчен самаях хăраса ӳкрĕ ача. — Эпир Хусантан юри килтĕмĕр. Сана чĕнме. Чура Нарыков ячĕ. Леш хайхи князь. Ăна улу карачи Булат Ширин хушнă.
— Мĕскер, мĕскер? Эп тĕлĕк курмастăп пулĕ те…
— Тĕлĕк курмастăн, эпир чăннине калатпăр. Хусан княçĕсем хамăр ханпа, Сафа-Гирейпе, вăрçса кайнă. Аллăн ытла Мускава вырăс патши патне кайма шутласа хунă.
— Кайччăр ара, ман вĕсемпе мĕн ĕç пур? — терĕ Тукай ан чăрмантарса çӳрĕр тенĕ пек каялла вырăн çине пырса ларса.
— Вĕсем сана та илсе каясшăн. Пире сана Хусана илсе пыма ячĕç. Кĕтеççĕ унта сана, Тукай абзы.
— Эп ниçта та каймастăп. Вĕçтерĕр Хусана каялла. Чура Нарыкова калăр, Тукай пире хăваласа кăларса ячĕ, вăл ниçта кайма та шутламасть тейĕр.
— Çавăн пекех калас-и?
— Çавăн пекех калăр. Чура Нарыков хыççăн Мускава тухса сĕнкĕлтетĕп-и? Эп ухмаха тухман-ха. Чура Нарыков мана Мускава çитиччен çиччĕ сутать. Пĕлетпĕр, вăл чее, пуян. Тĕрĕс-и, ун килĕнче пилĕк çĕр тарçă ĕçлет тет?
— Тĕрĕс пуль, тарçă нумай ун. Анчах Сафа-Гирей ăна та хĕсме тытăннă, учĕсене Крым уланĕсем валли туртса илнĕ.
— Э-э, ут темех мар-ха вăл. Нухайсем вăрласа пырса параççĕ. Ак манăн çу каçиччен вунă лаша çухалчĕ. Пĕтĕмпе Хусана каяççĕ ман утсем. Эсир нухайсенчен туянатăр вĕсене. Тĕрĕс калатăп-и, Бурнаш ачи? Бурнаш ывăлĕсем пулатăр эсир иксĕр те, эп сире палласа илтĕм.
— Çавăн ывăлĕсем. Эпир те сана паллатпăр.
— Эппин, аçăра салам калăр. Вăл та каясшăн-и Мускава?
— Каясшăн. Ăна та кӳрентерет Сафа-Гирей.
— Тата кам-кам каять-ха вырăс патши патне хунтă ыйтма?
— Нумай унта, — терĕ Бурнаш ывăлĕ. — Каларăм-çке, аллă çын ытла. Кулуш, Тереул, Катăш, Чура Нарыков ывăлĕсем…
— Паллă мăрсасем. Пĕлетĕп вĕсене. Хăшĕсем аслă князь патĕнче халиччен те пулнă.
— Апла, эсĕ те пыратăнах ĕнтĕ, Тукай абзы?
— Çук, пымастăп, — татса каларĕ Тукай. — Пĕрре пулнă, çитет. Кайса килтĕм, ыррине питех курмарăм унта. Чунăма çылăха кĕртни çеç пулчĕ.
Мăрса хăй тĕллĕн кулса илчĕ: ытла час пĕлесшĕн Бурнаш ывăлĕсем Тукай Мускава каяссипе каймассине! Çук, ват çерçие хывăхпа улталаймăн. Эсир кам юррине юрланине туймасть тетĕр-им? Аçăр янă сире кунта, Тукай патне, çавăн ывăлĕсем урлă мана тĕрĕслесе пăхасшăн. Каланă-каламан утне йĕнерлет ку терĕ пуль. Кĕтсе тăр — йĕнерлет. Тукай малтан çичĕ хутчен виçсе пăхать, вара пĕрре касать.
Çапах та, темле лăпкă тытас тесен те, мăрса хăйĕн кăмăлне пусараймарĕ. Бурнаш ывăлĕсем кунашкал чăкраш ĕçпе килсе тухни ăна хытă тĕлĕнтерсе хăварчĕ. Ĕç шала кайнă иккен шĕкĕр хулара, аслă карачи те хутшăннă пулсан мăрсасем ача вăййи вылямаççĕ унта. Апла Тукай хир енче нухайсемпе çапăçса, чунтан тулашса пурăннă хушăра Хусанта пысăк ĕçсем пулса иртеççĕ. Сафа-Гирее тепре хӳтерсе кăлармĕç-и хуларан? Калама çăмăл, аллă-утмăл мăрса тата князь Мускава кайма хатĕрленет! Булат Ширин хăй пуçтарать вĕсене, хăй вĕрентет. Ун çырăвĕпе каяççĕ-çке лешсем аслă князь патне. Чăнах та кунта пуçа ватса шутласа пăхмалли пур.
Тукай пуринчен ытла çакăншăн тулашрĕ: вăхăчĕ çав тери сăпатсăр килсе тухрĕ-çке уншăн, вăл хир енчи çара вырăна пĕр-пĕччен тăрса юлчĕ. Никампа калаçса чуна йăпатма çук, тепĕр тесен никампа вăрçса-харкашса е тытăçса-кĕрешсе хăвăн вăйна кăтартма çук. Пĕрле чĕлĕм чĕртме те вите е кĕлет умне тарçăсем патне тухас пулать. Эх, çакăнта Саррипе Акпарс килсе тухас пулсан! Мĕнле тăванлашса, тутлăн калаçса, пĕр-пĕрне сума суса савăнса лармалла вĕсем. Çук ĕнтĕ, вăл вăхăтсем иртсе кайрĕç. Тукайăн халь хир кашкăрĕсем уланине итлемелли çеç юлнă. Ĕçĕ те ун пĕр ĕç кăна — аслă карачие Булат Ширина ылханасси. Ма килсе ячĕ вăл Атăл тăрăхĕнчи вăрманлă, улăх-çаранлă вырăнта ырă курса пурăнакан мăрсана арлансемпе каюрасем, тыркассемпе хир мулкачĕсем, тилĕсем патне?
…Тукай çӳллĕ пусма çине чаплă тумланса, хăйĕн вăрăм хĕççине çакса, аллине чĕн саламат тытса тухса тăрсан тарçăсем ăнланчĕç, турхан (ял çыннисем темĕн чухлĕ пĕрле пурăнса та ăна мăрса теме хăнăхаймарĕç, ялан турхан терĕç) инçе çула тухма хатĕр. Ăçта каяссине вăл килтисемсĕр пуçне ялта никама та каламасть. Хальхинче те нимĕн те шарламарĕ. Чураппа пулнă пулсан вăл пĕлсе юлатчĕ ĕнтĕ, вăл та таçта аякра, Çавал тăрăхĕнче пĕччен, хĕрарăм тарçăсемпе çеç ăшталанса пурăнать-çке. Тăван хĕрĕ, Нухрат, Ар тăрăхĕнче унăн, тăван ывăлĕ, Туканаш, Хусанта, мулласемпе казисен, улансемпе юзбашисен эшкерĕнче. Кĕçĕр турхан тĕлĕкре мĕн ирччен Туканашпа аташнă. Унпа питĕ хытă тавлашрĕç пек. Вăл юратнă ывăлне нумай вăхăт хушши курмасăр пурăнса тунсăхланă иккен. Ирхине тăчĕ те тĕлĕке çине-çине аса илчĕ. Чĕре хыттăнах карт! турĕ. Мĕне систерчĕ-ши вăл? Чирлемен-и, вилмен-и ун ывăлĕ? Сафа-Гирей кремль нӳхрепне хупса лартман-и ăна? Мĕнле ухмахла пурнăç ку — тăван ывăлпа тĕл пулмалла мар? Каять, паянах каять турхан Хусана, Сафа-Гирейрен те, Булат Ширинран та хăраса тăмасть. Вăрçчăр, ятлаччăр, хупса лартассипе хăратчăр, анчах тек вăл çеçен хирте юлмасть, хăйĕн тĕп çĕр-шывне, çуралса ӳснĕ, ĕмĕр ĕмĕрленĕ çĕр-шывне каять.
Казанка шывĕ патне вĕсене ямарĕç, ун вăрринче иккĕмĕш кун вăйлă çапăçусем пыраççĕ имĕш. Тукай ярлăкне кăтартрĕ, ăна никам та вуласа та пăхасшăн пулмарĕ.
— Ăçтан кĕмелле эппин шĕкĕр хулана?
— Хусанăн хапхи нумай, кирек хăшĕн патне кайăр.
Тукайпа ун тарçисем тата икĕ хапха умне пырса тухрĕç — пур çĕрте те хан утлă çарĕ тăрать. Вĕсене кăнтăр енчи — нухай çулĕ çинчи — хапхана пырса шаккама сĕнчĕç. Унта Сафа-Гирей аскерĕсем Сарайчикрен Сююнбике ашшĕ Юсуф князь килессе кĕтеççĕ. Ку шĕкĕр хула йĕри-тавра мĕскĕннĕн çаврăнкаласа çӳрекен чăваш мăрсишĕн çав тери кăсăклă хыпар пулчĕ. Хусана Юсуф князь килет! Эппин, питех çине тăрсан, кăшт хăюллăрах пулсан Тукай унпа курса калаçма та пултарать. Мăрса сисрĕ, ун ывăнни таçта кайса кĕчĕ, вăл учĕ çинче яшт! кăна тӳрленсе ларчĕ. Çук, кун пек майлă (вĕсен енче каланă пек каласан — ункайлă) саманта вĕçертмест вăл.
Тукай хăйне питĕ кирлĕ хыпара пĕлтерекен юзбашие пӳрнипе кăчăк туртрĕ. Юзбашийĕ паллаканскер, кремльте темиçе хутчен те тĕл пулнăскер, утне сиктеркелесе чăвашсем патне тепре пычĕ. Вăл мăрса кăмăлне хуçас темерĕ, çапах ăна асăрхаттарчĕ:
— Анчах ун пирки Сююнбикене систермелле, ху пĕлен, кунта вăл хуçа — ханум Сююнбике. Эп каласа пăхăп, — терĕ вăл.
Сююнбике Тукай мăрсана манман иккен-ха, юзбашипе калаçнă хушăрах ăна çул урлă алă сулса саламларĕ. Ку ĕнтĕ, ырă çыннăм, эп сана ăнлантăм, аттене кĕтекенсен ушкăнне эсĕ те хутшăн тени пулчĕ.
Мăрса ăна тĕрĕс ăнланнă иккен: хăйсем патне пырса тăрсан хан арăмĕ ăна икĕ алăпа ыталаса илсех хисеп турĕ, каярахпа, чи çывăх та шанчăклă çыннине тĕл пулнă пек, хăрах алăпа ун хул айĕнчен çакăнса канса тăчĕ.
Сафа-Гирей хула тулашне хуняшшĕне кĕтсе илме пыманччĕ, çавăнпа Тукая Юсуф княçпа паллашма пит çăмăл пулчĕ. Сююнбике ашшĕне ыталаса та чуп туса тăранчĕ те ăна тӳрех мăрса умне илсе пычĕ.
— Паллаш, атте, ку хамăр ханлăхри Тау агы текен çĕр-шыври чаплă мăрса Тукай пулать, — терĕ вăл ашшĕ пекех мăрсан тĕреклĕ те курăмлă кĕлетки çине ăмсанса пăхса.
— Ав мĕнлескер иккен эс, Тукай мăрса! — ун çинчен çав-çавах куçне илмерĕ князь. — Пăхсах паллă — паттăр. Илтнĕ, эс Карамыш княçа та ним мар çĕннĕ тет Сахиб-Гирей сапантуйĕнче. Санпа тахçанах паллашасшăнччĕ-ха эпĕ. Калаçмалли нумай пирĕн, нумай.
Сююнбике, малтан чăваш мăрсине тарават йышăннăскер, кайран, ытти тăванĕ-пĕлĕшĕсем князь патне сĕкĕнме тытăнсан унран кăшт ютшăнчĕ. Тек унпа пĕрре те пуплемерĕ, кремле пĕрле каясси пирки те çăвар уçмарĕ. Ун вырăнне нухай княçĕ мăрсана юп курчĕ, юлашкинчен илемлетсе пĕтернĕ çатан урапа çине кĕрсе ларсан та тепре аса илтерчĕ:
— Ан ман вара, Тукай мăрса, калаçса татăлнă вăхăтра пырса çит ман палатăна (ун валли Сафа-Гирейпе Сююнбике кремльте уйрăм палата хатĕрленĕ-çке-ха). Чăн-чăн сапантуй ирттеретпĕр санпа. Арăмна та илсе пыр хăвăнпа пĕрле…
Арăмне илсе пырасси пулас çук-ха мăрсан, Чураппа Юсуф княçа тĕлĕкре те курмасть пуль, хăй вара нухай княçĕпе мĕн-мĕн сӳтсе явасси пирки çĕр çывăрмасăр шутларĕ. Шутламасан та май çук: пит çыхăнса, пăтрашăнса кайрĕç-ха Хусан ханлăхĕ урлă халиччен пĕр-пĕрне пачах пĕлмен икĕ çĕр-шыв, тинĕс çывăхĕнчи Нухайпа Атăл тăрăхĕнчи Тау агы.
Ватă Юсуф, паттăрланса инçе çула юланутпах тухнăскер, тепĕр кунне аптăраса ӳкнĕ-мĕн, хăйĕн палатинче вырăнпах выртать. Тукай хăй куншăн кулянни, чунтан пăшăрханни çинчен пĕлтерчĕ те, вĕсем пăлчав кунне (ку сăмаха Юсуф князь аса илчĕ-ха) тата виçĕ кунра туса ирттерес терĕç.
Туйĕ туях пулаймарĕ пулĕ те, шăв-шавĕ, ĕрлешĕвĕ ытлашшипех пулчĕ вара.
Тукай пырса кĕнĕ чухне Юсуф князь ура çинчеччĕ ĕнтĕ. Пăхма тĕреклĕ-ха темĕн чухлĕ ача-пăча ӳстернĕ аксакал (унăн ывăл кăна саккăр пулнă теççĕ, тата вăл хĕр ачасенчен те катăк пулман иккен).
Малтан Юсуф вăрахчен хăйне хăй ӳпкелешрĕ.
— Мĕн каласси пур, ватă ухмах çав эпĕ, — терĕ вăл вырăнне юсаса хурса. — Хусана ут утланса килме шутланă. Ара, ăс паракан, вĕрентекен пулман. Сăлтавĕ çакă кăна: эпĕ кимĕпе çӳреме юратмастăп. Киммисем хамăн пысăккисем те, пĕчĕккисем те нумай, çилкĕçĕ те ахалех ларать Атăл хĕрринче. Çук, пăхас килмест вĕсем çине, утпа çил пек вĕçтерсе çӳреме хăнăхнă. Çитессе çитрĕм те-ха, кăкăр хĕсет ак, аяк пĕрчисем ыратаççĕ. Эй, ватлăх, Тукай мăрса!
Тукай ку кичем калаçăва чиперех тӳссе ирттерчĕ. Вăл йăла-йĕрке тĕлĕшпе вырăнлах пулчĕ-тĕр. Анчах тепĕр чух лăпкă çанталăкрах асар-писер тăвăл пуçланать-çке. Кун пек тăвăлсем Анат Атăлти çеçен хирте ытларах та пулса иртеççĕ.
— Ырă çыннăм, чаплăран та чаплă мăрса, хисеплĕрен те хисеплĕ чăваш княçĕ, Хусан ханлăхĕнчи паллăран та паллă алгази, тавах аллаха çакăн пек тĕл пулу туса панăшăн. Тăванăм, май килнĕ чух паян эп санпа чи кирли çинчен калаçасшăн, асту, чи кирли çинчен.
— Мĕн-ши вăл, пирĕншĕн чи кирли? — чăтăмлăн итлесе ларнă хыççăн майĕпен кăна сăмах хушрĕ Тукай. Юсуф ун çине чăр-р! пăхрĕ — ку манран кулмасть-и терĕ пулмалла.
— Чи кирли вăл, тăванăм, ман шутпа, Хусан ханлăхĕнчи лару-тăру. Чипер йывăçа шĕкĕ çинĕ евĕр, Хусан патшалăхне вăрçă-хирĕçӳсем хавшатаççĕ. Тĕрĕссипе каласан вăл ĕнтĕ паянхи кун хăй тĕллĕн аран-аран тытăнса тăрать. Мĕн пирки тытăнса тăни паллă: çак ахăр саманаллă вăхăтра ăна эпир çăла-çăла хăваратпăр. Шутласа пăх-ха, Тукай мăрса, шутласа пăх, хаклă тусăм, миçе хутчен чупа-чупа пычĕ ĕнтĕ Сафа-Гирей пирĕн Нухая. Куççулĕпе тархаслать-çке кашнинче айван хан, ăнăçсăр Гирей таврашĕ. Эй, аллах, каçар мана тĕрĕссине каланăшăн.
Ку сăмахсем хыççăн Юсуф ун-кун пăхкаларĕ, алăка питĕрнипе питĕрменнине пырса тĕрĕслерĕ, унтан йывăррăн каллех çемçе тенкел çине ларчĕ. — Манăн шăпа çавăн пек-çке: вăл ман кĕрӳ, ман хĕрĕм — ун арăмĕ. Ирĕксĕрех çăлма лекет вĕсене. Ара, хăвăн тĕпчĕкӳнтен хакли мĕн пур? Ывăлсем маттур та ман, çăлатпăр вара, кашнинчех çăлатпăр.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...